Кĕпер :: Тепĕр çимĕк умĕн
Вунпилĕк эрне тесе ăнсăртран мар, тĕрĕс шутласа хурсах асăнчĕ Оля çăварни умĕн Трашукпа калаçнă чух. Анчах вăл, шутласа тăмасăр, çитмĕл çичĕ эрне тенĕ пулсан, тата тĕрĕсрех пулатчĕ пуль. Вĕсем Пасарлăяла кайса килнĕренпе вунпилĕк эрни те иртрĕ ĕнтĕ, çапах Рамашпа курнăçас кун пĕртте çывхармарĕ. Çимĕкĕ те улталĕ-ши Ольăна, Тук хĕрринче чарăнса тăмасăр иртсе кайĕ-ши?
Çанталăк пĕлтĕрхи пекех вырăс çимĕкне кĕтсе савăнать. Чӳккукри тĕрлĕ сасăпа янрашать, Тук шывĕ шарлак тĕлте Ольăна чĕнсе шăнкăртатать. Çавăнта ирхине хĕвел тухнă-тухман шухăша кайса утса пычĕ Оля, куçне хупса вăрманпа шыв сассине шăппăн итлесе тăчĕ. Акă вăл сасартăк куçне уçĕ те юнашар тăракан, чие тĕслĕ кĕпе тăхăннă каччине курах кайĕ...
Уçрĕ куçне Оля... Юнашар Рамаш çукки тĕлĕнтермерĕ ăна, урăххи тĕлĕнтерчĕ: пĕр самант хушшинче çанталăк уншăн йăлтах улшăнчĕ, чунсăрланчĕ. Хĕвел çути те, вăрманпа шыв сасси те савăнтармаççĕ салху хĕре.
Пĕлтĕрхи савăнăçран кунта ним те юлман-шим вара? Апла пулсан, ма çак енне çӳретĕн, Оля? Ма Тук урлă каçса Рамаш сукмакĕ çине тухма васкатăн? Пăрутапăрĕ çывăхĕнче пурах çав савăнăç Ольăшăн. Пĕлтĕрхи савăнăç мар, кăçалхи савăнăç вăл, çăварни эрнинче çуралнăскер. Хĕр чĕрин тепĕр кĕтессинче тепĕр тутлă туйăм çуралчĕ кăçал. Хĕрарăм туйăмĕ, амăш туйăмĕ мар-и вăл? Çав кĕтесре пĕчĕк Тарас пурăнать.
Ольăн сăнĕ çутала пуçларĕ, вăл шыв урлă каçрĕ те Рамаш сукмакĕпе Пăрутапăрне пырса тухрĕ, чăнкă çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ. Кунта вăл, Тарас — Чугун авăрĕн çĕнĕ хуçи. Хăй курăнмасть ку тĕлтен, шыв çийĕпе тăсăлнă вăлта хуллисем çеç курăнаççĕ.
Оля хуллен кăна «пасарлăялла» шăхăрчĕ те хăй тĕм хыçнелле пăрăнчĕ. Шыв хĕрринчи кукленсе ларакан пĕчĕк пулăçă чалт! сиксе тăчĕ, çӳлелле пăхрĕ. Никам та курăнмасть. Такам тепре хытăрах шăхăрса илчĕ. Вара Тарас, вăлта хуллисене пăрахса хăварса, çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах унта никам та çук-çке. Ача хашкаса йĕри-тавра пăхкаласа тăрать. Сасартăк темле, улăхрп чечексем пек, тĕрлĕ тĕслĕ çавраçил килсе çапрĕ ăна, çертен çĕклесе пĕр вырăнта хăвăрт-хăвăрт çавăрма пуçларĕ.
Оля ахăлтатса кулать, Тарас сехре хăпнă пек çухăрать:
— Асăрхан, Олякка! Хитре сарапнанна варалама пултаратăн. Ал-ура йĕпеннĕ, пылчăкланнă ман.
— Нимех мар, Тараска. Пылчăк мар вăл — шыв та хăйăр кăна. Уру вараланчăк пулин те, чуну таса сан, ангелăнни пек таса, — тет Оля, çавранма чарăнса. — Атя, ешĕл курăк çине юнашар ларар. Пуллусем кĕтчĕр. Пурпĕрех ылтăн пулă тытаймастăн эс.
Ача Оля сăмахĕн вăрттăн пĕлтерĕшне туймасть.
— Ылтăн пулă — юмах вăл, — тет.
— Тĕрĕс, юмах кăна çав, — аллисене хуçкалать Оля. — Ылтăн пулли те юмах, вырăс çимĕкĕ те юмах...
«Рамаш та юмах», тесе каласшăнччĕ вăл тата, анчах каламарĕ, хĕврен тĕрленĕ алă тутрипе чĕркенĕ япала кăларчĕ те:
— Курас тетĕн-и, тунсăхларăн пуль? — терĕ.
— Аха.
— Мĕнле шухăшлатăн, Тараска? Килĕ-ши вăл çимĕке е килмĕ-ши?
Тăруках хуравламасть ача. Пиччĕшĕн сăнӳкерчĕкне, ытла тунсăхланă пек, татăлмасăр пăхса, шарламасăр ларать, хăй çав вăхăтра шухăшлать:
«Çук, килмест пичче. Çак хăрушă вăхăтра килме пултараймасть вăл. Дутов каллех йышлă çар пухса çитернĕ, Оренбургпа Çтерлитамак хушши шăп ун аллинче». Тарас нумай пĕлекен пулса кайнă. Вăл ашшĕнчен тата Çимун пиччĕшĕнчен çыру илсе тăрать. Тĕрĕссипе Çимун пиччĕшĕ ун патне мар, Трашук иатне çырать. Тарас ăна илсе вулать те кайран вара Хăмăшлана, Трашук патне, Мирски Тимукран парса ярать. Çапла тума Трашук хире тухса каяс умĕн хăй хушса хăварнă. Тарас нумай пĕлет те сахал калаçать. Халĕ Ольăна та кăштах калас пулать ĕнтĕ, çимĕкчен виçĕ кун çеç юлчĕ вĕт.
— Килеймест пуль, Олякка. Контрăсем йышланнă. Пичче вăл пур контрăсене çĕнтериччен килеймест ĕнтĕ. Атте те килеймест.
Оля хăй те сисет-ха çавна. Кăçалхи çимĕк савăнăç кӳреймĕ. Çапах ача сăмахĕ ун юлашки шанчăкне татрĕ, çав вăхăтрах хĕр чунне кăшт кантарчĕ те. Халь тин ăстăнпа та, чĕрепе те тавçăра пуçларĕ вăл: Рамаша юратнă хĕртен, ун ашшĕне çемйинчен уйăрса тăракан вăй юрату туйăмĕнчен те, кил пуçĕн тивĕçĕнчен те вăйлăрах иккен. Упкелешме кирлĕ мар. Çапла шухăшласа, Оля юнашар ларакан ачан пуçне ачашшăн тăрмалать.
— Тĕлĕнетĕп санран, Тараска. Пирĕн ватă Артем мучи пекех пысăк ăслă эс. Кама хунă-ши? Пĕртте пиччӳн евĕрĕ çук санра.
— Кăмăлпа аннене, кĕлеткепе асаннене хунă эп. Пичче тесен, вăл кĕлеткипе аттене, кăмăлĕпе асаннене хунă.
Кулас та килет Ольăн, макăрас та килет.
— Эп каям ĕнгĕ, Олякка. Хĕвел ирхи аиата хăпариччен пулă тытса юлам. Пĕр яшкалăх тытрăм, хам валли, халь тепĕр яшкалăх, сан валли тытап, Олякка.
— Ма эс мана Олякка тесе чĕнетĕн, чăвашла ингэ тесе чĕнместĕн?
Тарас хĕремесленсе ӳкрĕ, çапах хирĕç чĕнмесĕр хăвармарĕ:
— Халлĕхе акка пулатăн. Пичче таврăнсан, туй тусан, вара инке пулăн. Халь апла чĕнме юрамасть-ха. Çынсем санран тăрăхласа кулма пуçлĕç.
Оля тинех кулса ячĕ.
— Ну юрĕ, Тарас мучи, чуп, эппин. Эп сан валли чечек татса çыхă тăвам. Чечек юрататăн-и эс?
— Аха, — терĕ те Тарас аялалла сулхăн хăйăр çине сикрĕ.
Оля Тикĕтпуçсине кĕрсе кайрĕ. Акă вăл пĕр уçланкă вырăна çитрĕ те каллех пĕлтĕрхине аса илчĕ. Çакăнта вĕсем Кĕтерипе тум улăштарса тăхăннăччĕ. «Телейлĕ çав Кидери, — шухăшларĕ Оля. — Хăйĕн нумай вĕреннĕ акамĕпе, ним хуйхăрмасăр, çимĕке хатĕрленет пуль-ха. Каллех çитĕ çав «Вырăс çимĕкĕ», каллех чечеклĕ улăхра савăк сасăсем ян кайĕç...»
Çук, Кĕтеришĕн те кăçалхи çимĕк савăнăç сунмасть иккен. Вăл çак самантра Тук хĕрринче, Чӳккукрин тепĕр вĕçĕнче, хуйхăллă шухăша кайса ларать. Уншăн çимĕкĕ виçĕ кунран мар, виçĕ уйăхран килинччĕ. Пысăк инкек илсе килесшĕн вăл Кĕтеришĕн. Кĕтнĕ савăнăçран пуçланмарĕ-и çак инкек?
Çуркунне Кĕтери ашшĕпе Зар Ехим ашшĕ салтакран таврăнчĕç. Иккĕшĕ те «песвĕç» çухалнă çынсемччĕ. Пĕрле тыткăнра пулнă, пĕрле таврăннă. Икĕ салтак çемйинче халь савăнăç. Салтаксем тыткăнра чухнех пĕр шухăш тытнă, киле таврăничченех пĕрне-пĕри хăта тесе чĕне пуçланă — халĕ вара Ваççа салтак Хветĕр салтак патне евчĕ çӳретме тытăнчĕ.
Кĕтери ашшĕне макăрса йăлăнчĕ, кĕркуннеччен тăхтама ыйтрĕ: «Эсĕ салтака кайнă чух эпĕ ачаччĕ, атте. Санпа пĕрле пурăнса та кураймарăм. Çу каçа та пулин пĕрле пурăнас килет», — терĕ. Ашшĕ çимĕкчен çеç кĕтме килĕшрĕ.
Аслă хĕрĕн кăмăлне ашшĕ пĕлмест-ха. Кĕтери ашшĕ ирĕкне пăхса тăмĕччĕ, паян тесен паянах юратнă каччи патне тухса тарĕччĕ те... вăл юратакан каччă урăххине юратать çав. Трашукпа халиччен тӳррĕнех калаçса пăхманшăн Кĕтери хăйне хăй ятла пуçларĕ. Калаçса пăхасчĕ унпа чун уçса — Трашук киле таврăнмасăр таçта хирте ĕçлет. Çынсем тахçанах çураки ĕçĕсене пĕтернĕ... Мăрзабай ĕçне нихçан та туса пĕтереймĕн. Эй, ухмах Трашук, камшăн тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнатăн?
Ашшĕ хатĕрленĕ шăпана хĕр нимсĕрех парăнасшăн пулмарĕ, ăраскалĕшĕн, малашлăхĕшĕн çапăçма шутларĕ. Трашука курас та куçран пăхса тӳрех калас: «Эпĕ сана юрататăп. Кăмăлу пулсан, мăшăрланар», — тесе. Каччăн кăмăлĕ пулмасан вара, ашшĕн ирĕкĕ пултăр.
Чăнах та Хăмăшлана кайса Трашукпа калаçас кăмăлпа тухрĕ пек Кĕтери килтен, анчах сăрт еннелле мар, юханшыв еннелле çул тытрĕ вăл. Хĕр пуçпа каччă патне кайса мăйран уртăнни килĕшмест çав. «Кĕççе пит» тейĕç çынсем, тата тем-тем каласа пĕтерĕç.
Чӳккукрине çитсен, Кĕтери шыв хĕрринчи хăвалăха кĕр-се ларчĕ, çак шăплăхра хăйĕн шăпи пирки тĕплĕн шухăшласа пăхас терĕ.
Мĕн тăвас? Кам ăна пулăшма пултарĕ-ши? Наçтук ăнланаймĕ ăна: уншăн Санька-и, Зар Ехим-и — пурпĕрех. Пурин çине те çӳлтен пăхать. Праски ытла вĕлтĕркке, вăл та çын хуйхине ăнланаймĕ, ăнлансан та сиреймĕ. Анне? Атте ирĕкĕнчен иртеймĕ вăл. Хамран урăх никам та пулăшаяс çук мана. Хăмăшлана кайма юрамасть. Çыру çырас вара.
Эх, çыру путлĕрех çырма пĕлсен, каччă чĕрине сăмахпа хускатĕччĕ хĕр... Тен, Наçтука çыртармалла? Çук, юрамасть, Кĕтери хăех çырать. Çунакан чĕре сăмах тупĕ, сăмахĕ тупăнсан, сасиаллийĕсем те тупăнĕç. Хăшĕ-пĕри вырăнлă ларма пĕлмесен, уншăн Трашук кулмĕ. Çынран кулаканни мар вăл. Çавăншăн юратать те ĕнтĕ ăна Кĕтери. Çавăншăн-и? Çук, мĕншĕнне хăй те пĕлмест. Çапах унăн каччи вăл. Урăх никама та памасть вăл ăна. Никама та!
Тепĕр хуйхă тата: çырнă çырăва епле Трашук патне çитерес? Мирски Тимук яла час-часах килсе çӳрет. Çавăнтан парса ярас-и? Юрамасть. Ахальтен мар ăна Мирски теççĕ. Çын çинче чĕмсĕр вăл — пĕр-пĕр Емпĕлти Альтукпа пĕччен юлсан, сӳпĕлти хĕрарăм пекех палкать пуль. Емпĕлти Альтукĕ вара ял çине сăмах сарĕ...
Çил, таçтан килсе, Чӳккукри çине вĕрсе илчĕ. Çӳллĕ ăвăс тăррисем хăйсем хушшинче тем шапăлтатма пуçларĕç. Çын калаçнă пекех илтĕнет. «Чӳккукрин чунĕ ман пирки пăшăрханмасть-ши?» Асламăшне аса илчĕ Кĕтери. Ват çын кунта чнркĕве çӳренĕ пек çӳретчĕ, час-часах пĕчĕк Кĕтерие хăйпе ертсе килетчĕ. Яланах хăйĕн хуйхи-суйхи пирки турра йăлăнатчĕ вăл. Халĕ Кĕтери те, хăй сисмесĕрех, асламăш пек, турра йăлăнма пуçланăччĕ:
— Эй, пӳлĕхçĕм, пӳлĕхçĕм! Чунтан тархаслатăп сана...
Пӳлĕхĕ хĕр хăй сăмахне каласа иĕтеричченех ăнланчĕ курăнать. Çывăхрах сасăсем илтĕнчĕç:
— Ыран та килетĕн-и кунта, Тараска?
— Килместĕп. Ыран эп Мирски пиччепе Хăмăшлана Трашук пичче патне каятăп.
— Пыр, эппин. Эп каялла таврăнам. Трашука пиртен пуринчен те пысăк салам кала. Часрах яла таврăнтăр. Хытă тунсăхларăмăр.
Сукмакĕ икĕ утăмра çеç. Кĕтери, пуçне чиксе, лăпчăнса ларчĕ, сывлăш кăларма та хăрать. Тараспа Оля икĕ еннелле уйрăлса кайсан тин сывлăш кăларчĕ пытанса ларакан хĕр. Сывлăш кăларчĕ те асламăш пекех: «Тав сана, пӳлĕхçĕм!» — терĕ. Хăй çав вăхăтрах ваттисем пек хăтланнăшăн тута вĕççĕн кулса илчĕ.
Трашук, чăнах та, кăçал çăвĕпех яла таврăнасшăн мар. Вăл çуракине тухса кайнă чух хăйне хăй сăмах панăччĕ: «Çимун пичче таврăнмасан е Рамаш килсе çитмесен, эпĕ те çу каçах яла килсе курмастăп». Ма çапла кăмăлсăрланса кайнă-ха пирĕн каччă? Ашшĕ внлнĕ хыççăн, пурнăç сасартăк йăлтах улшăннă хыççăн, чун канăçне тупма ăна чи малтан Рамаш пулăшрĕ. Каярах çавăн пек çын уншăн Çимун пулчĕ, унтан Мишша салтак тупăнчĕ. Халĕ вĕсем пĕри те çук. Лешеккине Ольăсем патне пурпĕрех кайса çӳреймест вăл. Амăшĕ патне çӳрени — тăлăх хĕрарăма кичемлĕхпе хурлантарни çеç. Ялта тĕрĕссипе никама та курас килмест унăн.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...