Кĕпер :: Марзабай пуçĕ пăтранать
Ашшĕн кăмăлĕ пирки тĕрĕс каларĕ Рамаш Илюшăпа калаçнă чух. Тайман Сахарĕ Мăрзабайсене яланах хисепленĕ. Çутă ăстăнлă, тараватлă Тимуша та манман вăл, Павăла хăйне те ырланă: пĕр-пĕр Хаяр Макар пек тĕттĕм те куштан çын мар; халăх çинче сăпайлă, кашни çынпа вашаватлă; ăс-хакăлпа тепĕр пысăк вĕреннĕ çынна парăнмĕ. Çапла шутланă Тайман Сахарĕ Мăрзабай Павăлĕ пирки.
Чăнах та, Павăл хăйĕн шăллĕ пек е Ятрус Хрулкки пек нумай вĕренеймен. Ача чух Хрулккапа пĕрле виçĕ хĕл Лешеккинчи шкула çӳренĕ çеç. Хрулкка Куçминккара вĕреннипе те чарăнман, тата таçта Чĕмпĕр хулинче те вĕренсе курнă, яла учитель пулса таврăннă. Павăлпа Хрулкка туслăхĕ çав хушăра сивĕнмен, сивĕнме мар, çирĕпленсех пынă.
Пĕри учитель, тепри старшина пулнă хушăра та варлă пурăннă вĕсем. Павăл юлташне кура ытларах вулама тăрăшнă, хаçат çырăнса илекен пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен Хрулккапа час-часах калаçнă вăл, чăвашсене вĕрентме тăрăшакан Иван Яковлевича Хрулкка пекех юратнă, хисепленĕ.
Çапах икĕ тус яланах пĕр шухăшлă пулайман. Российăн пуласлăхĕ пирки вĕсем тĕрлĕрен шухăшланă. Пиллĕкмĕш çулхи революци хыççăн Ятрус патша йĕркине курайми пулнă. Мăрзабай йĕрке пирки хăйĕнле шухăшланă: «Услап кĕтӳç те пулин пултăр-ха вăл, çуккинчен лайăхрах», — тенĕ.
— Услапĕ пырĕччĕ, усал кĕтӳç мар-и? Кĕтӳç ăна шанса панă кĕтӳри сурăхсене пусма пуçласан, мĕн тăвăпăр? — куçран пăхса ыйтатчĕ Хрулкка.
— Каларăн та!.. Кĕтӳç сурăхсене пусать тесе тĕрлĕ пăлхавçăсем сăмах сараççĕ пуль, — мăкăртатрĕ лешĕ. — Эсĕ те, хулара пурăнса, суя сăмаха тăнлакан пулнă. Сирĕншĕн йĕркелĕх ним те мар. Маншăн начар йĕркелĕх те йĕркесĕрлĕхрен хаклăрах.
...Акă хайхи йĕркесĕр самана çитрĕ те ĕнтĕ. Патша йĕркине аркатни малтан йăлтах анратрĕ Мăрзабая. Каярах урлă-пирлĕ пăхкаласа тĕлĕне пуçларĕ вăл: Куçминккари туссем хушшннче патшашăн куççуль тăкакан çук. Ялти лавккаçă Смоляков та ишĕлнĕ йĕркешĕн макăрмасть. Нивушлĕ вăл тĕрлĕ тискерсемпе, хăй юратман куштансемпе — Хаярсемпе, Фальшинсемпе — пĕр ушкăнра пулса юлчĕ-ши?!
Чĕре хускалса майĕпе вырăна лара пуçласан, тен, Мăрзабай та пĕр-пĕр Белянкин евĕрлĕ «революционер» пулса тăрĕччĕ. Анчах Мăрзабайшăн пурнăçра тата тепĕр никĕс, патшалăх йĕркинчен те шанчăклăрах никĕс пур. Халăх пурнăçне, чăваш пеквак халăх пурнăçне пушшех, ваттисен сăмахĕ тытса тăрать, ĕмĕрхи йăласем йĕркелеççĕ. Ял çыннишĕн темрен те паха вăл. Ахальтен мар хула çьшни час пăсăлать, ял çынни пăсăлса каймасть. Халĕ хайхи революци авалхи йĕркелĕхе те пăса пуçларĕ. Çынсем туртаран тухса ĕрĕхеççĕ, тĕнче куркаланă ял çыннисем те çав шутрах. Патша йĕрки арканни пырĕччĕ те, ытти йĕркесĕрлĕх те çавăнтанах килмест-и?
«Кампа та пулин чуна уçса тĕплĕн калаçса курасчĕ, — çунать Мăрзабай. — Кампа калаçăн? Ятрус яла килсе курми пулчĕ. Çĕнĕ пуппа çывăх паллашайман-ха. Чее Белянкинпа калаçма асăрханчĕ вăл. Çĕнĕрен старшина пулма сĕнчĕ лешĕ. Анчах кама юраса ĕçлес? Питĕрте икĕ влаçлă, урăхла каласан, влаçсăр самана. Мăрзабай тĕреклĕ влаçа, йĕркелĕхе, çирĕп законлăха пăхăнса çеç ĕçлеме пултарать. Халь влаçĕ те, законлăхе те çук çав».
Пăтранчăк самана. Хыпарсем те пĕтранчăк. Хаçатра тĕрлĕрен çыраççĕ: кашни парти хăйне мухтать, ыттисене хурлать. Яла таврăнакан е курма килекен салтаксем те тĕрлĕ юрă юрлаççĕ. Мăрзабайăн хăйĕн те пĕр тĕрлĕ йĕркеленнĕ çирĕп шухăш çук-ха. Çавăнпа Çимун таврăнасса тем пек кĕтет вăл, фронтран килнĕ çын паянхи лару-тăрăва ăнлакма пулăшасса шанать.
Анчах Çимун таврăнмарĕ, кĕтмен çĕртен Назар килчĕ. Назар пĕр-пĕр прапорщик тумне мар, чăн-чăн офицер тумне тăхăннă. Кĕмĕл погон çинче — виçĕ пĕчĕк çăлтăр. Пĕвĕпе ывăлĕ ашшĕ пекех — пысăк мар, анчах кĕрнеклĕ çын. Вăл шалти пӳртре шухăша кайса каллĕ-маллĕ уткаланă чух ашшĕ ун çине чунтан савăнса пăхса ларать. Анчах ывăлĕ калаçсах каймасть, тăванĕсем умĕнче вăл хăйне ют çын пек, пĕр-пĕр Белянкин пек тыткалать.
Назар поручика тухнă, халь темле йывăр хушаматлă генерал адъютанчĕ вăл. Акă алăкăн-тĕпелĕн утрĕ-утрĕ те тинех калаçма пуçларĕ:
— Союзниксем пăшăрханаççĕ... Вăрçăран тухсан, Россия хăйĕн ятне çĕртет вара. Мĕн çĕнтеричченех тăван çĕршыв тăшманĕпе çапăçмалла!
Те хăй сăмахĕсене, те генерал сăмахĕсене каларĕ ывăлĕ — ашшĕ ăна пĕлеймерĕ.
— Армире дисциплина начарланнă теççĕ, тата тĕрлĕ комитетсем унта сирĕн. Салтаксем çапăçасшăнах мар курнать... Большевиксем пăлхатаççĕ-и вĕсене? Сӳтĕлсе-ишĕлсе пыракан арми çапăçма пултараймасть пуль вăл? — ыйтрĕ вара ашшĕ ывăлне тĕрĕслесе пăхас шутпа.
— Эс, атте, ялта пурăнса ним те пĕлместĕн. Лайăх генералăн офицерĕсем те, салтакĕсем те лайăх. Пирĕн дивизире комитетсем çук. Аркатрăмăр эпир вĕсене, тĕрлĕ комитетсене. Советсене, керенскисене, Вăхăтлăх правительствине хăйне те сирпĕтмелле. Вăхăтлăх правительстви вырăнне вăхăтлăх диктатор кирлĕ... Пур пирĕн диктатор пулма пултаракан генерал: Корнилов.
Назар сăмахĕсемпе çапах та çырлахмарĕ ашшĕ. Лешеккинче тиечук ывăлĕ Леонид, Назар пек, курма килнĕ, теççĕ, Шкулта вĕреннĕ чух иккĕшĕ туслăччĕ вĕсем.
Леонида хăнана чĕнсе, икĕ çамрăка калаçтарас шухăш тытрĕ Мăрзабай. Ывăлĕпе хăй тавлашасшăн мар: хăна-çке-ха, виç-тăват куна çеç килнĕ. Капла вара, вăрçăран килнĕ икĕ çын калаçнине итлесе ларсан, уншăн самаях усăллă пулма пултарать.
Çав Леонидăн хушамачĕ Анчиков мар иккен — Федотов. Вырăсланма тăрăшакан тиечук ывăлне тĕне кĕртнĕ чух ун хушаматне хăйĕн ашшĕ (Леонидăн аслашшĕ) ячĕпе çыртарнă.
Леонидпа Назар пĕрне-пĕри курманни тăват-пилĕк çул. Иккĕшĕ те нумай улшăннă. Çипуçĕпе питех мар, шухăш-кăмăлпа вара пĕрне-пĕри паллайми улшăнса кайнă. Малтанах вĕсем кăмăллă калаçрĕç. Назар, урине шаклаттарса, алă тăсрĕ. Леонид икĕ аллине те сарса юлташне ыталарĕ те ăна хăй çумне туртса илчĕ. Унăн уçă кăмăлĕ сăмах хушичченех палăрчĕ. Калаçа пуçличчен вăл юлташне хулран тытса, куçран пăхса тăчĕ.
— Маттур, — терĕ вăл. — Хитре офицер пулнă эс, Назар. Манран çӳлех ӳсеймен, анчах — тĕреклĕрех. Елĕк кĕрешнĕ чух эп сана парăнмастăмччĕ. Халь санпа çыхланма хăрушă. Курманни нумай пудать. Мĕн чухлĕ шыв тинĕсе юхса каннă! Шывĕ мĕн... ĕмĕрсем куç умĕнчех юхса ирте пуçларĕç. Самани çурхи пăрлă шыв пек кĕрлет.
— Мĕншĕн эс погонсăр çӳретĕн? — ыйтрĕ Назар Леонидран, лешĕ хăйĕн малтанхи. сăмахĕсене каласа пĕтерсен.
— Мĕншĕн тетĕн-и? Мĕншĕн тесен эпĕ хама хам штатски çын тесе шутлатăп. Вăрçă тумĕ те, ĕçĕ те килĕшмест мана.
— Апла иккен.
Çамрăксем килĕшӳллĕ калаçни нумая пымарĕ. Малтанах вĕсем генералсем пирки тавлашса кайрĕç. Леонид Брусилова мухтарĕ, Назар — Корнилова. «Сан Корнилову Австри çарне плена лексе намăс курнăскер кăна вĕт», — терĕ Федотов. «Тăшмансем элек сараççĕ. Плена лекнĕ чух вăл çичĕ салтакпа анчах тăрса юлнă, хăй суранланса тăнсăр пулнă. Кайран, пленран тарса, герой ятне илнĕ», — хуравларĕ Назар.
«Çичĕ салтакпа мар, çичĕ пин салтакпа плена лекнĕ вăл. Дивизие аркатма панăшăн ăна Брусилов суд умне тăратасшăн пулнă», — шухăшларĕ Леонид, анчах ним те каламарĕ, малалла чĕрре кĕрес мар терĕ.
Назар хĕрсе кайса паçăрхи пекех союзниксем çинчен, вăрçă çинчен сăмахларĕ, диктаторсене те манса хăвармарĕ. Леонид сăпайлăн калаçма тăрăшрĕ.
— Вăрçă пирĕн халăхшăн та, нимĕç халăхĕшĕн те кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Халăх тарăхса çитрĕ, хуçалăх юхăнса пырать. Салтаксем мир пирки антăхса емĕтленеççĕ. Çĕнтериччен вăрçас текеннисем — генералсем, капиталистсем, помещиксем кăна.
— Эс, Леонид Федотов, большевик пек калаçатăн. Чăнах большевик мар-и эс? Прапорсене шанма çук. Салтакран кăшт уйрăлнă, офицер пулса çитеймен...
— Чăнахах çапла, — терĕ Леонид, кулкаласа, — офицер пулса çитеймен çав. Большевик пулса та çитеймен-ха. Анчах ĕçхăлăхне хӳтĕлекен парти большевиксен партийĕсĕр пуçне урăх çук тесе шутлатăп.
— Нимĕç шпионĕсем вĕсем — сан большевикӳсем! — кăшкăрчĕ Шзар. — Асăрхан, Федотов! Пуля пуçна шăтарсан — лайах. Хунар юпи çинче çакăнса тăмалла ан пултăр. Большевиксен кунĕ кĕске. Кĕçех диктатор кунĕ пуçланать. Асăрхан, сыхла пуçна. Сана шеллесе калатăп.
— Пĕр пуç пĕтйи ним те мар. Салтак пуçнĕ, халăх пуçне сыхлас пулать. Ман шутпа, диктатор кунĕ мар, Советсен кунĕ çывхарать, — çав-çавах лăпкăн калаçма тăрăшать Леонид.
Назар сăнĕ тискерленсе кайрĕ. Ура çине сиксе тăчĕ вăл. Мăрзабай хăраса ӳкрĕ, калаçăва хутшăнма васкарĕ:
— Эс, Назар, ытлашши ĕçнĕ, хăнуна сăйламастăн та. Урах çĕрте тавлашăр, çапăçăр. Ман килте чипер калаçăр, иксер те хăна пулăр.
Ашшĕ çапла калаçнă май Ыазар кăштах сивĕнчĕ, темле мăнаçлăн лĕхлетсе кулса ячĕ те чĕтрекен аллипе черкке тултарчĕ. Анчах черккине хăна умне лартмарĕ, хăй çĕклерĕ.
— Хамăн генералшăн ĕçетĕп тата Корниловшăн! Большевиксем тĕп пулччăр, тамăкра çунса кайччăр.
Кил хуçи вара хăй икĕ черкке тултарчĕ: пĕрне хăнине тыттарчĕ, теприне хăн тытрĕ. Кăмăллă сасăпа каларĕ: «Назар ӳсĕрĕлнĕ вăл. Атя-ха, эпир те сыпар. Генералсемшĕн мар, хамăр сывлăхшăн ĕçĕпĕр».
Леонид кил хуçине камăл тăвасшăн çеç черккине тытса сыпнă пек турĕ те: «Тавтапуç, Павел Алексеевич! Ман кайма вăхăт çитнĕ», — терĕ. Хуçи чарса тăмарĕ, Назар татах тем хăтланасран хăрарĕ.
Тухса каяс умĕн Леонид алăк патĕнче кăштах чарăнса тăчĕ те хăй тĕллĕн кулса илчĕ, вара ĕлĕкхи тусĕ çине пăхса:
— Сывă лул, господин поручик. Лайăх çапăç, анчах генералсене манран салам ан кала, — терĕ.
Назар, пуçне уса пуçланăскер, «господин поручик» сăмахсенчен урăх ним те илтмерĕ. Алăк патне пырса, Леонида чиперех алă пачĕ вăл, унтан виçĕ çăлтăрлă погонне пӳрнепе "шаккаса: «Аттесĕрех туянтăм!» — терĕ. Ашшĕ, илтмĕш пулса, хăнана ăсатма тухрĕ.
Ашшĕн кăна мар, Наçтукăн туйăмлă чĕри те пиччĕшĕн хăшпĕр хăтланчăкĕсене кăмăлламарĕ. Çамрăк хĕр хăнасем пӳртре шавланă вăхăтра урамра, уçă чӳрече умĕнче итлесе ларнă. Леонид килнĕ чух та, кайнă чух та ăшшăн пăхса алă пачĕ ăна. Ытти чух именмен хĕр вара темшĕн хĕрелсе ӳкрĕ, хирĕç чĕнме сăмах тупаймарĕ. Хĕр чĕрине вăратса, хумхатса хăвармарĕ-ши большевиксене ырлакан тиечук ывăлĕ?
Назара ăсатнă хыççăн тепĕр эрнерен Çимун килсе çитрĕ. Тăван ывăлĕнчен те вашаватлăрах кĕтсе илчĕ ăна Мăрзабай. Мăшăрĕ çавăншăн кăмăлсăрланчĕ, шăллун ывăлĕ тăван ывăлунтан хаклăрах саншăн текелесе мăкăртатрĕ. Анчах упăшки хирĕç сăмах хушмарĕ, мĕншĕн тесен пĕлет: Укахвие пĕр хускатса ярсан, нимпе те чараймăн. Яланхи пекех, хĕрарăм мăкăртатнине шарламасăр ирттерсе ячĕ вăл. Хăй çав вăхăтра: «Назар Мăрзабай таврашĕ мар çав. Пĕтĕмпех чурăс хурăнварсене кайса хывнă. Çимун — Мăрзабай таврашĕ. Çавăнпа вăл маншăн Назартан çывăхрах», — тесе шутларĕ.
Çимун хăй те мучăшне ашшĕ вырăнне хурса кăмăллать. Ана вăл мĕн ачаранах хисеплеме вĕреннĕ. Авланнă чух та унăн сăмахĕнчен тухаймарĕ. Çавăн пирки аса илсен çеç мучăшĕн сăнĕ Çимун куçĕнче кăшт тĕксĕмленет.
Мăрзабай Çимунпа фронтри лару-тăру пирки калаçма васкамарĕ, хăй сăмах пуçласса кĕтрĕ. Кĕтмелĕх вăхăт пур. Çимун суранĕсем ăна вăрçăран шанчăклă хăтарнă. Анчах Çимун ытлашши калаçма юратмасть. Ытлашши мар, мĕн кирлине те тепĕр чух каламасăрах ирттерсе ярать. Çапах Мăрзабай ăна пĕррехинче ятарласах калаçтарчĕ. Сăмах хускатмалăх малтанах Назарпа Леонид çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан Керенскипе Корнилов пирки, большевиксем пирки Çимун мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ.
Çимун сасси хитре. Вал калаçнă чух кĕсле хĕлĕхĕсем янранă пек туйăнать.
Назарпа Леонид пирки илтсен, Çимун кулса илчĕ те:
— Пирĕн килте те пĕчĕк диктатор тупăннă иккен, — терĕ. Унтан хĕрсех малалла калаçа пуçларĕ: — Тĕрлĕ ораторсене нумай куртăм, нумай илтрĕм. Диктатор тăвас текеннисенчен хăрушши çук. Эп хам малтанах Керенские шаннăччĕ. Халь никама та шанми пултăм. Эсерсем хăйсене хăйсем хресченсен партийĕ тесе шутлаççĕ, анчах вĕсем хушшинче килĕшӳ çук. Вĕсенчен чи лайăххисем те çурма ĕç кăна тăвасшăн. Тĕрĕссипе каласан, — хăраса ан ӳк, мучи, — кăмăлăм большевиксем енне туртăна пуçларĕ. Пĕр енчен кăна вĕсем мана килĕшсех каймаççĕ: ытла чăнкă çулсемпе çӳреме юратаççĕ. Тĕнчене халех улăштарса лартасшăн. Пĕтĕм тĕнчипе революци пуласса шанаççĕ. Пулмасан вара? Вĕсем власть илни те кăлăхах пулать вĕт. Пирĕн сĕрмен кăрманлă Российăна нимĕç çĕнтереймесен, союзниксем хăйсемех лутăркаса тăкĕç. Большевиксене власть тытса тăма памĕç вĕсем.
— Ĕçсем çавăнталлах пыраççĕ-и? Большевиксем власть илсен, пĕтрĕмĕр вара, — хăраса ӳкрĕ Мăрзабай.
— Эс большевиксенчен ытлашши ан хăра, — терĕ Çимун. — Ху Назар пек хирĕçмесен, санпа çыхланмĕç вĕсем. Сана пĕр япала каласа парам-ха. Ленин ятне илтнĕ-и эс? Мĕнле çын вăл, çавна пĕлетĕн-и?
— Илтессе илтнĕ. Пĕлме — ăçтан пĕлем. Ман ачана тĕне кĕртмен вăл.
Çимун кулса илчĕ те çапла каларĕ:
— Сан ачуна — Назар пирки калатăп — большевиксем те тĕне кĕртеймĕç. Анчах вĕсем чăнахах та пĕтĕм халăха çĕнĕ тĕне кĕртесшĕн. Эп Ленин пирки сăмах хускатрăм-ха. Пысăк çын вăл. Пĕр партире те ун пек вăйлă çулпуç çук. Российăра кăна мар — пĕтĕм тĕнчипех. Эс чăвашсене çутта кăларакан Яковлева юрататăн. Пĕлессӳ килсен, Ленин ашшĕ çав Яковлевпа пит туслă пулнă, ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне çирĕплетме пулăшнă.
— Ашшĕ тетĕн-ха. Халь вĕреннĕ çынсем ашшĕсене итлесех каймаççĕ. Ывăлĕ тĕнчере чăваш пуррине те пĕлмест пуль.
— Пĕлме мар, чăвашсене пит юратать вăл. Пĕр чăваш ачине хăй вĕрентсе университета кĕме хатĕрленĕ. Вăл хăй те Яковлева пит лайăх пĕлет, унăн ĕçне ырлать. Ку суя хыпар мар. Мана пĕр пысăк вĕреннĕ чăваш каласа пачĕ. Яковлева та, Ленина хăйне те лайăх пĕлекен çын.
Çимунпа мучăш нумай калаçрĕç паян. Анчах Мăрзабай пуçĕ тасалма мар, пушшех пăтранса кайрĕ. Пĕрисем Ленина нимĕç шпионĕ теççĕ, теприсем каланă тăрăх, вăл чăваш тусĕ пулса тăчĕ. Ку вăл юрĕ-ха, шпион тесе ăна унăн тăшманĕсем калаççĕ пуль. Анчах харпăрлăх пирки Белянкин калани тĕрĕс сăмахах вĕт. Большевиксем çĕнтерсен, пĕтĕм хуçалăха чухăнсене салатса парас-и вара?
Кун пирки Çимун çапла каларĕ:
— Большевиксен тĕллевĕ — чăнахах та фабрик-заводсене капиталистсенчен туртса илсе рабочисене парасси. Çĕре те вĕсем, помещиксенчен туртса илсе, хресченсене парасшăн. Пĕр енчен пăхсан, тĕрĕсех вĕт: кам ĕçлет, çав хуçа пултăр...
«Çимун та манран ютшăнĕ-ши? — хурланса шухăшларĕ Мăрзабай Павăлĕ. — Эх, самана!»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...