Кĕпер :: Ылтăн пулă
Фальшин Васькин юлташĕ таçтан тĕрĕс хыпар илсе килнĕ: нимĕнле офицер та Чугуновсем патне килмен. Оля темиçе каç çĕрĕпех чăваш ачипе çӳренĕ. Кĕçĕр те вĕсем Тук хĕррине иккĕш тухаççĕ пулмалла.
Виççĕн канаш тытрĕç: Илюша хăйĕн юлташĕсемпе вăйăран таврăнса çывăрса каясса кĕтмелле те чăваш ачине шыва сиктермелле.
...Рамашпа Оля Тук çыранĕ хĕрринче курăк çинче ларатчĕç, вĕтĕ хăмăш юррине итлетчĕç. Сасартăк виçĕ енчен виçĕ мĕлке килсе тухрĕç. Шăппăн çывхарчĕç. Васьки, йăнăш ан пултăр тесе, ларакан çынсем патне ыттисенчен çывăхарах пычĕ.
— Çавă! — терĕ вара. — Эс, чăваш чĕппи, кунта вырăс хĕрне вăрлама килнĕ, теççĕ. Çул кăтартса парас пуль сана. Тытăр, ачасем, шыва кĕртер Оля каччине!
Рамаш Васька пирки Илюша малтанах асăрхаттарса хунине манман-ха. Кĕçĕр чĕлхепе кăна мар, чышкăпа та ĕçлеме тивет иккен. йĕкĕт ал-ури шăнăрĕсене тăмра хĕлĕхне ĕнернĕ пек хытарчĕ. «Маларах сиссе ура çине тăраймарăм», — çиçрĕ шухăш. Алли-ури шухăшран та хăвăрт хуçкаланчĕç. Васька «тытăр» тесе кăшкăрсанах Рамаш вĕçерсе янă пружина пек сиксе тăчĕ те вырăс ачине ура хурса çĕре патлаттарчĕ, теприне пĕрре чышсах чикелентерчĕ. Виççĕмĕшĕ, апла пуласса кĕтменскер, аяккалла сикрĕ.
— Шăхăр, Рамаш, шăхăр! — кăшкăрашрĕ çав вăхăтра Оля. Анчах Рамашĕ — те илтмест, те юриех илтесшĕн мар — шăхăрмасть те шăхăрмасть. Вăл, тигр пек сике-сике, тăма пикенекен ачасене чыша-чыша ӳкерет.
Оля вара хăй шăхăрма шутларĕ. Хытă пăлханнипе сывлăшĕ пӳлĕннĕ пуль çав — йĕркеллĕ шăхăраймарĕ вăл, çапах та шилетнĕ сасă каçхи шăплăхра самаях лайăх илтĕнчĕ.
Илюша тĕлĕре пуçланăччĕ. Тук енчен ăна. такам шăхăрнă пек илтĕнчĕ. Рамаш капла шăхăрас çук. Рамаш шăхăрни ял тепĕр вĕçĕнче илтĕнĕ. Çапах та лупас çинче выртакан ача хăпăл-хапăл çĕре сиксе анчĕ те Тук еннелле вăркăнчĕ.
Тахăш самантра виççĕш те ура çине тăрса ĕлкĕрнĕ. Халь Рамаш вĕсем хушшинче вĕшле йытăсем хупăрланă выçă хыткан кашкăр пек йĕри-тавра çаврăнкаласа сиккелет. Оля тавçăрса илчĕ: Рамаш ураран ӳкиччен парăнмĕ, анчах ӳксен, виççĕн пĕр çынна çĕнтереççех. Вара хĕр Рамаш тăшманĕсенчен пĕрне мăйран пырса уртăнчĕ. Вырăс каччи ку хĕрпе ним тума аптрарĕ, ăна ытлашши ыраттармасăр айккинелле тĕртсе сирпĕтме тăрăшрĕ. Пĕри, Кăшт аяккалла пăрăнни, Рамаша сывлăш çавăрма май йачĕ. Çавах иккĕн-ха вĕсем. Васьки Рамашран çӳллĕрех те тĕреклĕрех, тепри Рамаш пек хыткан. Рамаш пĕр аяккалла, пĕр малалла сикет, тĕл лектерекен чышкипе чышать те чышать тăшманĕсене. Ак хăйне те Фалынин пуçран-куçран самаях лектерчĕ-ха. Вара Пасарлăял паттăрĕ тинех çилленсе çитрĕ. Черкес вĕрентнĕ мелпе вăл Васькине аяк пĕрчи айĕнчен, аялтан çӳлелле, пĕр шеллемесĕр хытă чышса илчĕ. Васька çавăнтах ăшне тытса тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çав вăхăтра Илюша та чупса çитрĕ. Ана курсанах, Фальшин юлташĕсем иккĕшĕ икĕ ениелле сирпĕнчĕç. Илюша чупнă çĕртен чарăнмасăрах ура çине тăра пуçланă Васькăна каллех персе антарчĕ. Фальшин, хăй пĕччен юлнине курсан, йытă пек йынăшса йăлăнчĕ:
— Çитĕ ĕнтĕ. Иккĕн пĕр çынна тӳпелеме намăс мар-и сире?..
— Э-э, халь шутлама пĕлекен пултăн. Виççĕн пĕр çынна тапăннă чух виççĕччен шутлама та пĕлместĕнччĕ, — терĕ те Илюша, ăна çĕнĕрен кӳпкеме пуçларĕ.
— Пуçран ан çап, пуçран ан çап, паллă ан ту! — кăшкăрать староста ывăлĕ.
— Кăшт паллă туса ярар-ха. Пурте курччăр. Чухăн вĕçне ан çӳре, пуян каччă! Чиркӳ вĕçĕнчех пуян хĕрне кĕтсе лар!..
— Çитĕ, — терĕ Рамаш, тăшманне шеллесе. — Выртакана чышмаççĕ пирĕн енче.
— Сана ураран ӳкернĕ пулсан, апла шутламĕччĕç ку шакалсем. Юрĕ ĕнтĕ, чăнах та çитĕ. Ансăртран вилсе кайĕ тата. Тăр, услап, йăралан килнелле. Оля каччине спаççипă кала. Вăл мана чарман пулсан, чунна кăлараттăм.
Фальшин куçран çухалсан, Илюша та лăпланчĕ.
— Эс темле ху пек шеп шăхăрмарăн паян, Рома. Ма апла пулчĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Эп шăхăрман-çке? — терĕ Рамаш, тĕлĕнсе (тытăçу вăхăтĕнче Оля шăхăрнине илтмен вăл).
— Кам шăхăрчĕ вара? Шăхăрнине тĕлĕкре илтсе кунта чупса килтĕм-и эп?
Оля вара тинех кулса ячĕ те хăй шăхăрнине каларĕ.
— Ну, Рома, чăнахах та лайăх тус тупрăн эс, Ольăн пиччĕшĕ пулса, пехиллетĕп сире. Çӳрĕр, юратăр пĕрне-пĕри. Тен, чăвашсемпе те хурăнташланăпăр вара. Халь сана, Рома, пирĕн ялти пĕр ача та пӳрнепе пырса тĕкĕнмĕ. Хăвах вĕрентрĕн вĕсене. Хула çывăхĕнчи Сухоречкăна çитиех сăмах сарăлать ĕнтĕ!
Çапла каларĕ те Илюша кил еннелле васкамасăр утрĕ. Хĕрпе каччă каллех иккĕш тăрса юлчĕç.
— Ман çамкана та пĕр мăкăль лартрĕç-ха весем, — терĕ каччă, çамкине хыпашласа. Оля ун çумне пырса тăчĕ, хăйĕн ачаш пӳрнисемпе мăкăльне хыпашласа пăхрĕ...
Каччă кулса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ сана?! Манран кулмастăн-и? — аптрарĕ хĕр.
— Çук, санран мар, хамран кулатăп, — терĕ Рамаш. — Эпĕ тискер кайăксен пурнăçĕ çинчен кĕнеке нумай вуланă. Паян эпĕ те амашăн тулашакам тискер кайăк пек, кашкăр пек пултăм. Çапăçрăм. Çĕнтертĕм. Халь эсĕ ман кĕрешӳ парни ĕнтĕ.
— Ман уншăн сана чуптăвас-и? Çавна каласшăн-и эс? Юрĕ, эппин, хамах сана малтан чуптăвам, — терĕ те Оля йĕкĕте мăйран ыталаса илчĕ, вара малтан мăкăль тухнă вырăна, кайран тутаранах ачашшăн чуптурĕ.
…Мĕнле вăрман ку: Чӳккукри-и, Тикĕтпусси-и е Урлăвăрман-и? Урлăвăрман юманлăхне çитнĕ иккен хĕрпе каччă. Кам, мĕн шутпа илсе килнĕ вĕсене çакăнта: арçури аташтарса килнĕ-и, çăтмахри çĕлен çул кăтартса панă-и? Хăйсенчен ыйтсан, пĕри те калаймĕ: каччи те пуçне çухатнă, хĕрĕ те юрату хĕвелĕ хĕртсе пăхнипе çемçелсе кайнă.
Юн вĕрет, ăстăн çаврăнать, чĕре ялкăшать, чĕтрекен алăсем çĕлен пек явăнкалаççĕ, куç хупăнать, вĕриленсе кайнă каччă тути хĕр тутине тĕттĕмре шырать...
Халь каччă ура тăсса ларнă. Пиншакне юнашар сарнă. Хĕр пиншак çине выртнă, пуçĕ каччă кăкăрĕ çинче. Хĕвел ĕнтĕ чылай çӳле хăпарнă, çулçăсем урлă кармашса çупăрлать пĕрне-пĕри савса савăнакан чунсене.
Хĕр, куçне хупса, тĕлĕрсе кайнă пек выртать. Пăхать, пăхать Рамаш хĕр çине, пăхать-пăхать те — чĕтренсе вăтанса каять... йĕри-тавра шăпчăксем юрлаççĕ, куккук авăтать, улатăпа кĕвиклетет, ылтăн сăвăслан сĕрлет. Пурте пĕр юрă юрлаççĕ вĕсем — юрату юрри. Юрлăр, хĕрпе каччă, эсир те юрату юррине. Сирĕн вăхăт çитрĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть вăл, ĕмĕрлĕхе иртсе каять. Питрав иртсен, куккук та авăтмасть. Юрлăр, хĕрпе каччă, халь сирĕн вăхăт...
Кайран, тăна кĕрсе ура çине тăрсан, хĕр йĕкĕте тепĕр хут мăйран явăкларĕ.
— Ак епле пулчĕ пирĕн венчет, — терĕ салхуллăраххăн. — Мĕн пулнишĕн ӳкĕнместĕп. Пурпĕрех сансăр пурнăç çук маншăн. Емĕр çак куна асăнса савăнăп... е макăрăп.
Хăй çавăнтах макăрса ячĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...