Хĕçпе çурла :: 4
Елена Алексеевна Гурьянова, чăваш хĕрĕ, ĕçне кура хисепе тивĕçлĕ врач пуласса хăйĕнчен хăй кĕтменччĕ. Професси тĕлĕшĕпе картлашкаран картлашкана улăхса пырасса вăл нихăçан ĕмĕтленмен. Институт пĕтерет те, ăна пĕр-пĕр район е ял больницине ярĕç, пĕр-пĕр агронома е учителе качча тухĕ — пулмĕ мар, — ачасем çуратса ӳстерĕ, çапла çул хыççăн çул ирте-ирте кайĕ. Паллах, хăй сыватнă çынсем ăна та хисеплĕç, тав тăвĕç, сыватайманнисемшĕн вăл хăй пăшăрханĕ. Вăл пурнăçĕнче çакăн пек çеç малашлăх курнă, унтан иртсе кайман. Айван пулнă.
Вăрçă унăн çакăн евĕр пысăках мар ĕмĕтне те пат татрĕ. Елена мирлĕ пурнăç çинчен шухăшлама пăрахрĕ. Вăрçă иртсе кайсан малашнехи пурнăçĕ мĕнле пуласси çинчен шухăшланă шухăшĕ унăн йăлтах пăтрашса кайрĕ: вăл вара аллине сулчĕ: куç курĕ унта! Халĕ мĕншĕн ун пирки пуçа ватас? Халĕ, аслисем мĕн хушнине туса, тăван çынсен пурнăçĕпе сывлăхпе сыхласа хăварассишĕн çĕрне-кунне пĕлми тăрăшас.
Аслă врач, хисеплĕ Аристарх Спиридонович, ăна шанса хăй тĕллĕн операцисем тума ирĕк пани Еленăна шухăша ячĕ. Эппин, çавăн пек ăслă çын ун ĕçне тимлĕн сăнанă, вăл пултарасса курнă, ăна ĕненнĕ. Чунра вара шикленĕçпе савăнăç хутăшса кайнă. Асăм çитинччĕ, аллăм ан чĕтринччĕ, тенĕ вăл хăйне хăй витерсе. Мĕн килет те, мĕн пулать! тени юраман ку ĕçре, Елена Гурьянова тĕплĕн хатĕрленнĕ: унăн алли çын чĕри тапнине туймалла. Пурнăç — чĕре таппинчен килет-çке!
Малтанхи операцисем, профессор кăтартса пынăран, унăн çăмăл иртрĕç. Вăл ĕнтĕ, ним çӳçенсе-туса тăмасăр, çыннăн ӳтне касса-çурса унтан пуля е тимĕр татăкĕ кăларса илме, вара ӳте каллех çĕлесе лартма чиперех пултарнă. Ӳпке-пĕверпе чĕре патне пыма кăна хăранă-ха, çав кăткăс ĕçе профессор хушман та ăна.
Малтанхи хут аслă врачсăр ирттернĕ пĕчĕк операци ăна питĕ çăмăл пек туйăнчĕ. Кăкăрĕнчен амантнă çамрăк çынна илсе пычĕç. Хăрушши нимех те çук: пĕр пĕчĕк тимĕр татăкĕ ӳпке тĕлĕнчи тирне шăтарса кĕнĕ те, шалалла каймасăр, тепĕр тĕлтен тухнă, кăкăр çине тĕнĕ пек шăтăк хăварнă. Çамрăк салтак çавăншăн хăрани куçĕнчен пăхсах курăнчĕ. Ахăртнех, малтанхи хут: çитменнине, хăй çепĕçрех чунлă пулас.
— Ну, маттур йĕкĕт, пăхăр-ха, мĕнле çĕмĕресшĕн пулнă пĕр-пĕр фриц пирĕн спортсмен кăкăрне? — яланхи пекех хаваслăн калаçнă Гурьянова. — Галя, салт-ха малтан хăйĕн юлташĕсем çыхса янине.
Сестра, ыраттарас мар тесе, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн салтма тытăнчĕ: юн хытса ларнă, çыхха кăшт сирсенех, салтак кăрт! чĕтренсе илет, тутине çыртать. Салтса пĕтерсен юн юхма тытăнчĕ.
— Чип-чипер суран, — терĕ Гурьянова. — Телейлĕ эсĕ, йĕкĕт. Тепĕри куншăн савăнмалла кăна. Юнне ăна хăвăртах чарăпăр, унсăрăн вăл пире те ĕçлеме чăрмантарать. Чип-чипер суран.
Ку сăмахсем салтака çиллентерчĕç пулас, вăл врача хаяртарах куçĕпе пăхса илчĕ: унăн ыратать, вăл пур — чĕвĕлтетет те чĕвĕлтетет. Хăйĕн ӳчĕ çакăн пек туртса сурасчĕ хĕрĕн, чĕвĕлтетме мар, йĕрсе-ĕсĕклесе ярĕччĕ черченкĕ. Суранланни ку сăмахсене сасăпа каламасть пулин те, вĕсем унăн шухăшĕнче иккенне Гурьянова лайăх пĕлет: кайран, сывалса çитеспе, çынсем ун çинчен хăйсемех кулкаласа каласа параççĕ.
Халь илсе килсе вырттарнă салтак курать: врач темле çутă-çутă çинçе пралук илчĕ, ăна çӳхе марлĕпе яваларĕ, çинчен темле шĕвекпе йĕпетрĕ, вара сулахай аллинчи пӳрнисемпе кăкăра пусса пăчăртарĕ, сылтăммипе çав пралука ӳте чикме тытăнчĕ. Чикиччен-ха, малтан, темшĕн-çке:
— Эсĕ шкулта вĕреннĕ, паллах, — терĕ лăпкăн, — пĕр-пĕр сăвă, юратнине, астăватăн-и?
Салтак тĕлĕннĕ пек пулчĕ. Мĕншĕн ăна сăвă кирлĕ? Хăй сăвăсем юратнăран каламарĕ-ши, «эпĕ сăвăсене питĕ юрататăп, анчах вулама вăхăтăм çук, нумайранпа тытса курман», тесе хушса хучĕ. Салтак ĕненчĕ пулас.
— Эпĕ те юрататăп, — терĕ вăл. Çав самантра унăн куçĕнче хĕлхем çиçсе илни курăнчĕ.
— Вуласа парăр-ха пĕрне те пулин, — ыйтрĕ хавасланса кайнă пек Галя.
— Анчах эпĕ вырăсла мар, урăх чĕлхепе вуласа парам, — терĕ салтак. — Юрать-и?
— Юрамасăр!
Типшĕмрех питлĕ, кăвак куçлă салтакăн таса çамки кăшт пĕркеленчĕ, тути чĕтрерĕ. Вăл лăпкăн, васкамасăр вулама пуçларĕ:
Çил-тăвăл иртсессĕн йăлтăра çанталăк
Кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.
Юмахри илемлĕ çут кĕмĕл çурт майлă
Çут тĕнче çуталĕ, çĕнелсе лăпланĕ.
Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвансенĕн юнĕ
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ.
Кĕмĕл сывлăм шывĕ чечек çинче сӳнмĕ, —
Çунĕ çут тĕнчешĕн тăкăннă куççулĕ...
Елюк тĕлĕнсех кайрĕ. Тăван чĕлхе! Мĕнле илемлĕ янăрать вăл! Хĕр-врач хăй халĕ мĕн тумаллине мансах кайрĕ.
— Çеçпĕл Мишши! — пăшăлтатрĕç унăн тутисем.
Ку сăмаха шăппăн каланă пулин те, вăл салтак хăлхине кĕчĕ пулас, хĕр-врача куçран тĕлĕнсе пăхрĕ, ĕненмен пек пулчĕ, унтан унăн хăйĕн те куçĕ илемлĕн йăл кулчĕ. Вĕсем вара çуралнă çĕршыв çинчен калаçма тытăнчĕç.
Çамрăк салтак, врач питĕнчен куçне илеймесĕр, шăкăл-шăкăл калаçса выртнă хушăра Елена Гурьянова унăн ӳтне йăвашшăн тирчĕ, темиçе хутчен ерипен каллĕ-маллĕ турткаларĕ, çавăнпа малтанхи ĕçне пĕтерчĕ.
— Акă пулчĕ те! — çăмăллăн сывларĕ Елена. — Галя, тĕнĕсене питĕр, кăкăр çине çыхă хур. Пулчĕ!
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ салтак.
— Мĕн кирлине турăмăр. Халĕ палатăна ху вырăнна кайса выртса е юлташусемпе доминолла выляма, е çĕнĕ сăвă вулама пултаратăр... Галя, сăвви илемлĕ вĕт?
— Питĕ аван, — терĕ сестра. — Ăнланаймарăм пулин те, юрă пек туйăнчĕ.
— Тепĕр ик-виçĕ кунтан çакăнтах çĕннине вуласа парать вăл, — кулкаласа каларĕ Елена.
Салтак çилленнĕ пек пулчĕ: вĕсене сăвă сăвăшăн мар, хăйсен ĕçне ăнăçлăн тума çеç кирлĕ пулнă иккен! Çакă малтанах кӳрентерчĕ ăна, анчах, хăйĕн умĕнче кăмăллă хĕрсем тăнине курса, ыраттарманнишĕн хăй ăшĕнче каçарчĕ вĕсене, çавăнпа:
— Тата ик-виçĕ кун пурăнмалла-и кунта çакăншăн? — тесе ыйтрĕ. — Мĕнле апла?
— Çаплах, — терĕ ăна хирĕç Гурьянова. — Каларăм-çке-ха, эсĕ телейлĕ тесе. Хăшĕсем çулталăкшар выртаççĕ, эсĕ пĕр уйăхранах юлташусем патне çитме пултаратăн. Халлĕхе сывă пул. Галя, ăсат ăна... Итле-ха, ыйтма мансах кайнă, чăвашла мĕнле чĕнеççĕ сана?
— Сăрнай Ваççи. Василий Зурнаев...
Гурьяновăпа Галя çамрăк салтакпа, операци тунă хушăра, вăхăта хаваслăн калаçса ирттернĕ чухне, врачсем пуçтарăнакан кабинетра Рябининăпа Федорова хушшинче хĕрӳллĕ тавлашу пуçланса кайнă. Вĕсем, икĕ çамрăк хĕрарăм, пĕрне-пĕри килĕштерсех кайман, анчах йытăпа кушак пек пурăнман. Ун патнех çитсен, вĕсене ăна-кăна та чухлакан ăслă Сперанский тахçанах пĕр-пĕринчен уйăрмалла. Кусем ун куçĕ умĕнче хăйсен ĕçне йĕркеллех туса пынă.
Икĕ çамрăк хĕрарăм кабинетра тăрăхла сĕтел хушшинче хире-хирĕç ларнă. Вĕсем, суранланнисене пăхса тин килнĕскерсем, васкасах тем çырнă. Ак ĕнтĕ хут тăрăх перо ерипентерех чупма тытăннă, ку вăл ĕç пĕтсе пынине пĕлтернĕ, çавăн чух вара харăсах тенĕ пек пуç çĕклесе пĕр-пĕрин çине пăхса илнĕ. Пĕрин çав самантра пичĕ-куçĕ кăмăллăн çуталнă, теприн сăн-сăпачĕ çилленнĕ чухнехи пек курăннă. Уçă кăмăлли Рябинина, çилленнĕ сăнли Федорова пулнă.
— Каçарăр та, эпĕ тĕлĕнетĕп сиртен, Маргарита Ивановна, — сăмах пуçласа янă Федорова. — Тăрăшатăр. Ĕç енчен илсен, сире никам хурлас çук, аслисенчен сăмах тивес çук...
— Тавтапуç, Татьяна Михайловна, — пӳлнĕ ăна Рябинина, — ырă сăмахăршăн. Эпĕ те сирĕн çинчен çавнах калама пултаратăп. Анчах мĕн пирки хускатрăр-ши эсир ку пуплевĕре? Çавна ăнланаймастăп-ха.
— Эпĕ сире усал тăвас тесе мар, кĕвĕçсе те мар — тур çырлахах! — кăшт çеç юлташла асăрхаттарас шутпа кăна каласшăн.
Акă мĕн иккен! Рябинина ăна тӳрех куçран пăхнă. Хирĕç лараканни, сĕтел çинчен тем иленçи пулса, куçне васкавлăн тартнă. Маргарита Ивановна сăмах мĕнле çулпа каяссине çийĕнчех ăнланнă, хăйĕн еннелле мĕнле сăнă вĕçсе килессине сиснĕ, çавăнпа юта мĕнпе хирĕç тăмаллине те сасартăк лăпланнă. Вăл çав тери хăвăрт шухăшлама, хăвăрт ăнланма пултарнă. Унăн шухăшĕ те, сăмахĕ те çиçĕм пек тесе ахаль каламан юлташĕсем.
— Калăрах эппин чĕлхе вĕçĕнчи сăмахăра, — тенĕ вăл лăпкăн. — Сăмах, чĕлхе вĕçне çитсен, пурпĕрех çерçи пек вĕçсе каять. Анчах астăвăр, эпĕ мĕнле сăмах ăçтавĕçсе кайса кам хăлхине йĕп пек тирнишĕн чĕрне хури чухлĕ те пăшăрханмастăп.
Ку ĕнтĕ, асту, ман çине тапăнса ан кил, инкекĕ ху çинех йăтăнса анĕ тениех пулнă. Çапăçу тытăниччен тăшман тăшмана çапла асăрхаттарать. Анчах Федорова, тапăнма тытăннăскер, — унăн пĕтĕм коллектив умĕнче, пуринчен ытла Сперанский умĕнче ырă ятлă пулас килнĕ, — чакма шухăшламан. Халех ая пулса юлсан, карьера пĕтрĕ вара, вăл, вĕçкĕн хĕрарăм, çиеле тăрса юлма пултарать. Юрамасть, юрамасть.
— Эсир, Маргарита Ивановна, — тенĕ вăл лăпкăнах-ха, — хисепре кăна та мар, пурнăçра та ырлăх куратăр. Ĕлккен тумланса-тăхăнса çӳретĕр, тутлă çиетĕр-ĕçетĕр. Юрĕ, тейĕпĕр. Эпĕ çын ырлăхне ăмсанмастăп. Кашни каç тенĕ пекех сирĕн патăрта çар çыннисем пулаççĕ иккен. Эсир ăнланма тивĕç: ку вăл госпиталĕн, Сперанский профессорăн репутацине пăсма пултарать.
— Мĕнех вара? — шухăша кайнă пек пулнă хальхинче Рябинина. — Госпиталь Сперанский профессорăн харпăрлăхĕ мар, эсир те унăн мăшăрĕ е тăванĕ мар. Унта Рябинина врач иртĕхсе пурăнать тесе, пирĕн госпитале аманни-суранланнисем килме пăрахĕç, теетĕр-им? Çавна илтсен, вĕсене ниçта вырăнаçтарса пĕтереймĕн! — ахăлтатса кулса ячă Маргарита Ивановна.
— Пĕр хĕрарăм çеç (коллективра) хăйне илĕртӳллĕн тыткалани нимех те мар, калăпăр, — сассине хытарнă Федорова, — анчах вăл хăй хыççăн ыттисене туртма, вĕсене тĕттĕм шăтăк умне пырса тăратма хăтланни хăрушă...
Сăмах кам пирки пынине Рябинина ăнланнă. «Елена Гурьянова пирки» — шухăшланă вăл.
— Эпе сире туртрăм-и? — пӳлнĕ ăна Маргарита Ивановна. — Астумастăп.
— Ман пирки сăмах пымасть. Эпир, мăшăрпа иксĕмер, турра шĕкĕр, яланах таса çынсем пулнă. Вăрçă çеç вăхăтлăха уйăрчĕ пире, тунсăха тăратса хăварчĕ. Ыттисем, çывăх çыннине тунсăхласа пурăнас вырăнне, вĕсене манса, урăххисем çумне çыпăçаççĕ.
Рябинина каллех, çурăмĕпе пукан хыçне таянса, ахăлтатса кулса янă. Унтан, сасартăк, кулма чарăннă та хирĕç лараканнине йĕрĕнсе куçран пăхнă, хăвăрт-хăвăрт тӳрленсе тăнă, вара питрен вутпа пĕçертнĕ пек, хыттăн каласа хунă:
— Тупăннă çĕнĕ манашка! — тенĕ. — Куркаланă эпĕ ун пеккисене. Пĕри, çавăн пекки, арçынсем çинчен калаçнă чух вăтананçи пулса, пӳлĕмрен тухса шăвăнаканни, пĕлтĕр çулталăка яхăн пĕр майорпа пурăнчĕ-пурăнчĕ те виçĕ уйăхран ача пăрахрĕ...
Касса татнă пек каланă та çакна Маргарита Ивановна алăкран вăрт-варт тухса кайнă.
Федорова хытнă пек ларса юлнă. Пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренĕ вăл. Кăштах лăплансан тин тăна кĕнĕ. «Çав майорпа, — тенĕ ăшĕнче, — питĕ сыхланса пурăнаттăмăрччĕ-çке, епле курма, пĕлме пултарнă?»
Елена Гурьянова паян савăнăçлă. Пĕчĕк операци вăйă пекех иртсе кайрĕ, палатăра ăна яланхи пекех ăшшăн йышăнчĕç, суранĕсем çĕнĕрен шыçма тытăннисем пулмарĕç — тата мĕн кирлĕ! Ывăннине туймарĕ, çунат лартнă пек, вĕçсе-юрласа çӳрерĕ темелле. Вăл хăйсен кабинетне уçрĕ. Кĕчĕ те шак хытса тăчĕ: пукан çинче, пуçне сĕтел çине хурса, Татьяна Михайловна ларать, те çывăрать, те шухăша путнă. Акă вăл, сасă илтсе, пуçне ерипен çĕклерĕ, Еленăна курчĕ те йăл куланçи пулчĕ, анчах кулли илемлетмерĕ ун питне, çӳхе-çӳхе йĕрсене çеç палăртрĕ.
— Мĕн пулнă сире, Татьяна Михайловна? — чунтан пăшăрханса ыйтрĕ, ун патнелле васкаса, Елена. — Сăнран йăлтах улшăнса кайнă эсир.
— Нимех те мар, Елена Алексеевна, — терĕ ывăннăн Федорова. — Ыртăм пулас пăртакçă. Унсăрăн тата халь анчах Маргарита Ивановнăпа сăлтавсăр-мĕнсĕрех урлă-пирлĕ калаçса илмелле пулчĕ.
— Мĕн пирки, мĕн пайлаймарăр? — тĕлĕнчĕ Елена. — Вăл сирĕн пекех ырă кăмăллă хĕрарăм-çке?
— Ырă кăмăллă тетĕр-и? Çук, эсĕ çамрăк-ха, ĕçлеме те кунта нумай пулмасть килнĕ, пурне те пĕлсех çитереймен. Маргарита Ивановна вăл, хамăр хушăра каласан, аскăнтарах хĕрарăм. Асма пăхаканскер эппин, пĕлессĕр килсен.
— Çук, — пӳлчĕ ăна Гурьянова, — ман ăна ним чухлĕ те пĕлессĕм килмест.
«Тен, чăн та-и?» — хăй ăшĕнче шухăшларĕ Елена, Рябинина патĕнче мĕн-мĕн курнине, мĕн калаçнине хăвăрт аса илсе, анчах иккĕллĕ шухăша çийĕнчех пĕтерме тăрăшрĕ.
— Манăн вăл-ку çинчен калаçас та килмест! — терĕ Гурьянова, сăмаха урăх çĕрелле пăрас шутпа. — Паян мана, операци тунă хыççăн, пĕр шухăш пырса кĕчĕ. Пуля е тимĕр татăкĕ, калăпăр, ӳте витĕр тухса хăварнă сурана мĕнле-ши хăвăртрах сиплемелле? Хăш-пĕр чух ăна ик енчи шăтăкне питĕрсе хураççĕ те юн кайма чарса — ĕçĕ те пĕтнĕ! Шалта хăвăл пекки юлать. Вăл пӳрпе тулса, чĕрĕ ӳтех шыçтарма пултарать... Урăхла меслет пурах. Анчах медицина литературинче вуласах кайман е вуланă пулин те маннă ун çинчен эпĕ. Халĕ шухăшлатăп та...
— Ун пирки Аристарх Спиридоновичпа калаçса пăхăр, — канаш пачĕ Федорова.
— Вăл тем ĕçлетчĕ. Вăхăчĕ çук пулĕ тесе чăрмантарма хăяймарăм. Тен, май килĕ, тăхтас.
— Çапах та пĕр тытăннă сăмахăн вĕçне тухаймарăмăр-ха эпир, Елена Алексеевна, — кивĕ йĕр çинех ӳкрĕ Федорова. — Эппин, хисеплетĕр пулас эсир Рябининăна?
— Хăвăнпа ырă çынна мĕншĕн хисеплес мар? Акă, паян хам мĕн-мĕн тунине, мĕн курнине, мĕн шухăшланине тĕплĕн çырса хуратăп та, — тен, малашне кирлĕ пулĕ, — каçхине Маргарита Ивановна патне кайса ларатăп. Хăй чĕнчĕ паян.
— Тен, пирĕн пата кайса ларăпăр?
— Тавтапуç! Эпĕ сăмах патăм-çке, сăмаха улăштарма юрамасть. Ыран эпĕ ăна, Маргарита Ивановнăна, мĕн калăп? Темшĕн, суялăх ман тӳрех çиеле тухать, çавăнпа суйма хăратăп. Сывă пулăр, Татьяна Михайловна.
Каларĕ те — çаврăнса пăхмасăр тухса кайрĕ. Федорова çав вырăнтах ларса юлчĕ. «Мĕншĕн манран çынсем писеççĕ?» — шухăшларĕ вăл.
Пулаççĕ-çке çавăн пек çынсем, тейĕччĕ тепĕри курсан.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...