Хĕçпе çурла :: 8
— Мĕнле çурт пулчĕ ку, Николай Алексеевич, пирĕн телее? — сăмах хушнă пĕррехинче, перкелешӳ лăпланнă чух тĕл пулсан, Басалаев.
— Стенисем, куртăн-и, вĕсем мĕн хуланăш! — тенĕ Гурьянов.
— Ĕлĕк ăна пĕр пуян купса лартнă пулмалла, — тем аса илнĕ пек каланă Басалаев. — Ĕлĕк чул çурт стенисене питĕ хулăн тунă тенине илтнĕччĕ.
— Вăл тĕрĕс сăмах, — хирĕç тавăрнă Гурьянов. — Анчах пирĕн чунсем хулăн чул стенаран çирĕп, тăванăм. Миçе талăк çапăçатпăр ĕнтĕ, нăйкăшаканни, çемçелни хамăртан пĕри те çук. Эпир çĕнтеретпĕрех!
— Ун пирки сăмах та çук...
Басалаев сассине тупă кĕрлевĕ хупланă.
Çав хĕрӳллĕ кунсенче çак пĕчĕк чул çурт аслă Атăл хĕрринчи калама çук пысăк крепоçăн пĕр пĕчĕк пайĕ пулса тăнă. Ăна сыхлакансем, кунсен ячĕпе числине мансах, чуна хĕрхенми хăюллăн çапăçнă. Çăкăр пĕтсе çитнĕ. Ăна илсе килме кĕпер патне çĕрле вăрттăнлă-хĕттĕнлĕ кайнисем пĕри те каялла таврăнайман. Шывран аптрасах кайман вĕсем: тултан котелоксемпе юр ăсма, унтан юртан шыв тума ытла йывăрах пулман. Шывĕпе чи малтан пулеметне сивĕтнĕ, вара хăйсен ăш хыпнине сӳнтеренçи тунă. Кунсем иртнĕçемĕн чи хăрушши çывхарса килнĕ: вĕсем йĕри-тавра, çĕр-шывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлмен, çавă вăхăт-вăхăт пуçа минретнĕ, чĕрене каса-каса кайнă; патронсем чакса пыни вара хăш-пĕрин сехрине хăпартма пуçланă. Сайра перес — тăшман савăнать, хытă перес — хамăра хăратать. Николай Гурьянов пĕр боец патĕнчен тепĕрин патне ишлĕк-ванчăк урлă, çĕмĕрĕлнĕ кĕленчесене аттипе чăкăртаттарса, пĕшкĕне-пĕшкĕне чупса çӳренĕ. «Иванов! фрицсем мĕнле кунта санăн?..» «Митюхин! «хăнусем» çитеймерĕç-им-ха?..» «Павлов! Эсĕ мĕнпе апла «хăнусане» хытă хăналанă? Ура çине тăраймаççĕ». Малтан, сăмах пуçламăшĕнче, чуна пăртак та пулин уçăлтаракан, куçа култарса илекен шӳт, унтан: «Асту, патронусене перекетле, пеме мар, анчах тăшмана кашни патрон ӳпне ӳпĕнтертĕр». Боецсем, хăйсем ăçтине лайăх ăнланнă пулин те, ырă та ăслă сăмах вĕсене вăй кӳнĕ, хавхалантарнă.
Çын чĕрех, патне пыма çăмăл мар.
Чĕррисем патне пыма, вĕсемпе сăмах хушма çакăн пек йывăр-йывăр вăхăтра та кăмăл тунăнатех, анчах ишĕлнĕ-ишĕлмен мачча айĕнче вилнисем урлă каçса кайма е аманнисем хушăран-хушăран ахлатса илнине итлеме! — сăмах тупса калама çук хурлăхлă. Николай Гурьяновăн çаксене пурне те чăтмалла пулнă. Вăл пĕрремĕш хута, Басалаев патне те анма пултарайман ун чух.
Çапла кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр иртнĕ. Çитменнине, ăш каниччен шыв ĕçменнипе, йывăр шухăшпа вăхăт-вăхăт пуç çаврăнакан пула пуçланă.
Сталинград тулашĕнче çурçĕртен те кăнтăртан пирĕн икĕ фронт пĕрлешсе Германи çарĕсене хупăрласа илнине, хула вĕсемшĕн тимĕр капкăн пулса тăнине çакă «крепость» тулашĕнчисем пурте ăнланнă, анчах çапăçу чарăнман, вăл хĕрнĕçем хĕрсе пынă. Икĕ фронт ноябрĕн 20-мĕшĕнче пĕрлешнĕ, вĕсем 330 пинрен тăракан тăшман çарне çавăрса илнĕ. Çавăн чухлĕрен тăракан çар «пĕтрĕмĕр» тесе шухăшламан-ха. Январĕн 26-мĕшĕнче Сталинград çывăхĕнче çапăçакан Дон фрончĕн çарĕсем тăшмана икĕ пая уйăрнă, сапалантарнă, вара нимĕçсем пинĕ-пинĕпе аллисене çĕкленĕ. Ку вăл хула тулашĕнче пулнă. Шалта вăйлă çапăçусем пынă-ха.
Эппин, январĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса 30-мĕшĕччен Николай Гурьянов ушкăнĕ çав кивĕ чул çуртра асаплăн-тертлĕн «пурăннă»: çимен, ĕçмен, çывăрман, анчах тăшмана кĕпер патнелле пĕр утăм ярса пустарман. Январь уйăхĕн вĕçĕнче пулас — сивĕ кун ӳте çатăрласа тытнă.
Нимĕçсем «крепоçе» йĕри-тавраран выçă йĕкехӳресем пек çавăрса илнĕ. Вĕсем тискерленсе хăрушшăн кăшкăрнă: сдавайс, рус! Çавăн чухне Николай Гурьянов çуртăн хĕвеланăçнелли алăкĕ патне икĕ-виçĕ салтака юлашки гранатăсемпе тăратса хăварнă, ыттисене пурне те юлашки патронĕсемпе кĕпер еннелле — Атăл еннелле — тухакан чӳречесем умне тăратнă. Фашистсем аслă юхан-шыв хĕрринелле тапса сикнĕ. «Перĕр!» — кăшкăрса янă мĕн вăй çитнĕ таран Гурьянов. Вара, патронсен шутне шутламасăр, боецсем мĕн пуррине пĕтĕмпех тенĕ пек шилеттернĕ. Нимĕçсем каллех — миçемĕш хут ĕнтĕ — юр çине ӳпне ӳкнĕ, çамкисемпе чула пуççапнă.
— Ку юлашки пулчĕ, Николай Алексеевич, — тенĕ Басалаев, юлташĕ патне малтанхи хутран иккĕмĕшне хальхинче хăй улăхса. — Текех чăтса тăма пултараймастпăр.
— Мĕншĕн?! — çилĕллĕ куçне вылянтарса илнĕ Гурьянов.
— Мĕншĕн тесен... мĕншĕн тесен... патронсем хамăр валли кăна юлчĕç. Апла та вилĕм, капла та вилĕм.
— Вилместпĕр!
Урăх пĕр сăмах чĕнмен, пуçне сĕнксе ларнă.
Çĕрле нимĕçсем шарламан. Гурьянов ушкăнĕнчи боецсем те черетпе кăтăша кайма пултарнă. Атăл леш енчен кун çути килеспе пурте вырăнта тăмалли шухăш кăна вăй панă. Ыйхăллă куçпа чӳречесенчен пăхнă та — пĕр чĕрĕ нимĕç те курайман. Вилнисем унта-кунта юр çинче тăсăлса е хутланса выртнă. Унта-кунта перкелешнĕ сасă та илтĕнмен. «Ку вăл, лейтенант юлташ, пысăк çапăçăва хатĕрленнине пĕлтерет, — тенĕ Солдатов. — Асăрханарах тăмалла». «Пирĕн ĕнтĕ, асăрхансан та, асăрханмасан та, пурнăçăмăр лере», — тенĕ тепĕр боец, пӳрнипе çӳлелле тĕллесе. «Çук, — тенĕ хыттăн вĕсене хирĕç Гурьянов. — Эпир çĕнтертĕмĕр!»
Николай Гурьянов чĕрĕ-сывă юлнă боецĕсемпе уçă сывлăша тухнă, аманнисене наçилккапа йăтса пынă. Уçă сывлăш! Крепоçе темиçе кун хушши тытса тăрса тăшмана Атăл хĕррине тухма паман паттăрсем пĕрттех те паттăрсем пек курăнман: путса кĕнĕ типшĕм питсем, тĕксĕм куçсем, лĕнчĕркенĕ алă-ура, аран-аран утаççĕ, тутисем кăвакарнă, — ӳкес-тăвас пулсан, пурне те çавăнтах шăтăк алтса пытарса хăвармалла пек çакăн евĕр çын мĕлкисене. Анчах вĕсем, чăн та, паттăрсем. Паттăрлăхсăр тăшмана çĕнтереймен пулĕччĕç. Çын çапăçура ӳчĕпе халсăрланать, чунĕнче вăй çухатмасть. Пурнăç вăл вăйлăран вăйлă!
Дон фрончĕн çарĕсем январĕн 31-мĕшĕнче тăшмана, йĕри-тавра çавăрса илнĕскере, Сталинградра пĕтĕмпех парăнтарнă. Салтакĕсемпе пĕрле генерал-фельдмаршал хăйĕн штабĕпе тыткăна çакланнă.
Çак хыпара Николай Гурьянюв лейтенант хăйсен батальонне шыраса тупсан тин пĕлнĕ. Çавăн чухне ăна саперсен бригадин штабне чĕнтернĕ, кăкăрĕ çине «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден тирнĕ, хăйне аслă лейтенант ятне панă. Çав кунтан вăл рота командирĕ пулса тăнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...