Хĕçпе çурла :: 7
Эпир çĕрĕпе куç хупмарăмăр. Тăшман та çывăрман, паллах. Юханшыв леш енчен машинăсем хăртлатни, ăнланмалла мар ют сăмах пакăлтатнă, харкашнă, йытă вĕрнĕ пек сасă илтĕне-илтĕне кайрĕ. Çук, çавă пире ĕнтĕ нимĕн чухлĕ те шиклентермерĕ: эпир вĕсем ирхине пирĕн енне тапăнса килессе кĕтсе тăтăмăр. Мĕн пулать! Кирек те мĕн пултăр — хирĕç тăмаллах!.. Эпир çĕрĕпе ĕçлерĕмĕр, траншейăсене тарăнлатрăмăр, винтовкăсемпе автоматсене тасатрăмăр, кĕпере мĕнле майпа çĕмĕрмелли çинчен шухăшларăмăр, тупсăмне тупрăмăр. Вилĕм пире хăратми пулчĕ пек, ютсене ытларах вĕлересси пирки ĕмĕтлентĕмĕр. Тĕлĕнмелле туйăм. Вăрçăччен кам шухăшланă пулĕ çынна вĕлересси çинчен? Ман юлташсенчен — никам та! Халĕ ирĕксĕрех хамăрăн вилмелле е хамăрăн вĕлермелле.
Вилĕме — вилĕм, юна — юн!
Вăрçă пуçламăшĕнче, хăйсен вăйне-халне ним иккĕленмесĕр ĕненнĕ вĕçкĕнсем евĕр, нимĕçсем çĕрле канатчĕç. Халĕ вĕсене çĕрĕпе «ĕçлеттернĕ».
Ирхинепе вара тăшман тупписем урнă йытăсем пек вĕрме тытăнчĕç. Вĕсене çĕрле леш çыран çывăхнех вырнаçтарма ĕлкĕрнĕ! Эпир йышăннă çĕр лаптăкĕ çине ыткăнать те ыткăнать снаряд. Ку вăл пĕтĕмпе те пĕр сехете яхăн пычĕ. Вĕсем пире мĕн чухлĕ вилĕм кӳнине пĕлсех каймастăп, анчах эпир хамăр йышăннă вырăнтан хăпманнине астăватăп. «Хăратрăмăр терĕç пулĕ айвансем, — сăмах персе ячĕ çавăн чухне Солдатов. — Сăмсăрсене кăтартăр кăна!» — «Авă, сăмсисем мар, каскисем курăнаççĕ», — пĕлтерчĕ Басалаев, питне тусан витнипе хуп-хура сăнлăскер. Куçĕ такама чĕртсе çунтарса ярассăн çав тери çилĕллĕн пăхать унăн. Сăмси çунаттисем айĕнче икĕ енĕпе тарăн йĕр выртнă. Аллисем чĕтреççĕ.
Тупăсем улама чарăнманччĕ-ха, тепĕр самантранах юханшыв хĕрринелле ушкăнăн-ушкăнăн тăшман салтакĕсем чупни курăнса кайрĕ. Пĕрисем кĕпер патнелле талпăнаççĕ, теприсем резина киммисене хулпуççийĕсем çине хурса — ытти тĕле. Унччен те пулмарĕ, пирĕн кĕпер çине, хайхи симĕс тумсем туллиех тулчĕç. Чупаççĕ, переççĕ! Ӳсĕрсем пек чăрсăр! Тен, чăнах та ӳсĕр вĕсем. Атакăна каяс умĕн вĕсене ĕçтереççĕ.
Эпир те ухмахсем мар. Тытăнтăмăр çаксене — ăстăн мĕн иккенне маннăскерсене — ку енчен çунтарма! Вилнисем кĕпер çинче ӳпне е месерле выртса юлаççĕ, аманнисемпе чĕрĕ-сыввисем шыва пуçхĕрлĕ сасартăк сикеççĕ е унталлах хăяккăн йăваланса ӳкеççĕ. Çук унта та çăлăнăç — пиртен сылтăмарах лартнă пулемет вĕсене касать те касать, шыв тĕпне путарать. Сулахайра тата (манăн çав еннелле çаврăнса пăхма вăхăт пулчĕ) кимĕсемпе каçаканнисене те «шыва кĕртеççĕ!» Унта, авă, хамăрăннисем юханшыв урлă каçрĕç, сĕмсĕрсене хăвалаççĕ! Эппин, пирĕн вăй пур-ха. Тăшман çĕнтереймерĕ! Мана чун кĕчĕ, теççĕ кун пек чухне, эпĕ çăмăллăн сывласа илтĕм те пуçа тăмлă-тусанлă бруствер çине хутăм.
Канăçăм нумая пымарĕ.
— Танксем! — тĕлĕрсе кайма тытăннăскере хулпуççинчен лăскаса тăна кĕртрĕ Солдатов. — Пуçланать!..
Мĕн пуçланассине эпĕ, ăстăн сапаланса кайнăран ăштăрканăскер, тӳрех тавçăрса илеймерĕм-ха. Йывăрланнă куçа уçса малалла тертленсе те тинкерсе пăхрăм та, нимĕн пулман пек, лăпкăн:
— Танксем килеççĕ, — теейрĕм.
Ман взводра аманнисем сахал. Вĕсене эпир ăсатма ĕлкĕртĕмĕр. Басалаевăн взвочĕ пĕр отделени чухлĕ çеç юлнă. Пирĕн таврари батальонсемпе ротăсен вăйĕ чакнă, паллах, тупă-тавраш ĕнтĕ çукпа пĕрех. Хĕрнĕ тимĕре çара алăпа тытма тивет, эппин. Анчах мана çакă хăрушлăх ун чухне темшĕн-çке ним чухлĕ те хăратмарĕ, килччĕр! Вăйлăн тапăнакансем килмеллех. Вăрçă вăхăтĕнче çапăçу тени пурнăç саккунне кĕрет, теççĕ. Мĕн тăвăн, çав саккуна пăхăнасах пулать.
— Пуçланать! — тăстарчĕ Солдатов хăйĕн сăмахне. — Эпир кăна ĕнерех кĕтнĕ. Астумастăр-им, çĕрле тăшман мĕн тунине? Мĕн-мĕн хатĕрленине?
Танксем тискеррĕн, ерипен килеççĕ. Пирĕн енчен вĕсене хирĕç — хамăрăннисем пурте вилсе пĕтнĕ е хăраса тарнă тейĕн — никам пемест. Ман чăтăм-тӳсĕм татăлнăçем татăлма тытăнать. Хире минăланă пуласчĕ! Мĕншĕн пемерĕç?!. Мĕншĕн тупăпа пеместпĕр? Мĕншĕн, мĕншĕн, мĕншĕн... Чуна вĕчĕрхентерекен çакă килпетсĕр сăмах ĕнтĕ чĕлхе çинчен, ăсрантăнран каймасть, ху çапах чунна хытаратăн, аллуна чăмăртатăн, çав хушăрах пăшăрханăва ыттисене палăртасшăн мар пулатăн.
— Çывхараççĕ мурсем! — ним калама çукран тенĕ пек лăпкăн сăмах хушрĕ Басалаев, лешсем килнине пурте курса тăнине пĕле тăрах.
Çав самантра пирĕн пата пур çĕре те ĕлкĕрекен вашават Харитонов капитан чупса пычĕ. Тĕлĕнтерсех çитерчĕ çакă çын мана. Хăй вăл кам иккенне эпĕ пĕлеймесĕрех юлтăм (аслинчен вăл ĕлĕкрех кам пулнине ыйтмаççĕ), хăй те пирĕн çинчен вăрçăччен эпир кам пулнине ыйтса тĕпчеместчĕ. Вăхăчĕ те пулман. Çын çынах, хамăр çĕршывра çуралнă, вĕреннĕ, ĕçленĕ, халĕ вăл хамăр çĕршывшăн çапăçать. Тата мĕн кирлĕ? Лайăх тăрăштăр, маттур çапăçтăр. Çакăнтан пахи çук. Çакăн пек шухăшлă пек туйăнатчĕ мана Харитонов капитан.
— Ну, мĕнле кунта сирĕн? — ыйтрĕ вăл яланхи пекех хулăн сассипе.
— Чиперех, — терĕм.
— Мĕн чиперри пур! Авă — куратăн-и, килеççĕ. Ку сăмахĕсене вăл лăпкăн каларĕ.
— Килччĕрех, — терĕм эпĕ те лăпкăн.
Капитан ман енне кăнн! пăхса илчĕ. Анчах тепĕр сăмах хушма вăхăт пулмарĕ, малтанхи йывăр танк кĕпер çине хăюллăн кĕрсе кайрĕ. Кĕрсе каясса кайрĕ те, варрине çитсен... шампăрах шыва чăмрĕ.
— Ак тамаша! Мĕнле капла? — е тĕлĕннĕ пек, е теме хĕрхеннĕ пек каларĕ Харитонов капитан, унтан, ăнланса илчĕ те, мана икĕ хулпуççинчен икĕ хут çапкаларĕ. — Маттур!
Эпĕ хуçалăха юри мар пăчкă илме ятăм-çке, унпа эпир çĕрле сăвайсене шыв айĕнче вырăнĕ-вырăнĕпе икĕ енчен касрăмăр, кĕпер тытăнса тăмалăх варрине кăна хăвартăмăр. Ку вăл эпĕ шухăшласа кăларнă тупсăм мар, ун çинчен пире училищĕрех каласа панăччĕ. Кунта чеелĕх пур: кĕпере минăламаннине тăшман пĕлнĕ, анчах сăвайсене çӳхетнине асăрхайман.
Танксем каçаймарĕç. Телее хирĕç, вĕсем çине пирĕн самолетсем килсе тухрĕç. Аялалла-аялалла анаççĕ те вилĕм кӳрен хурçа хăйсем бомбăпа тĕпретеççĕ.
Эпир, тарланă çамкасене шăлса, савăнăçлăн пăхса тăратпăр. Вут-çулăм варкăшнă вăхăтра та, çĕнтеретĕн пулсан, савăнăç тармасть çынран.
Ку енне каçма ĕлкĕрнĕ нимĕç салтакĕсен каллех леш çырана тарса ӳкме тиврĕ. Пирĕннисем вĕсене каллех хăваларĕç. Виçĕ кун хушши çапла вăйлă çапăçу пычĕ унта. Юлашки кунра — мĕншĕн юлашки кун? — асăнма йывăр — каçалапа тăшман самолечĕсем, танксемпе тупписем тӳсме çук хĕстерсе çитернине пула йĕри-таврара снаряд е бомба чавман вырăн юлманччĕ, — пирĕн урăх çĕрелле чакма тиврĕ. «Чакас» сăмах чĕлхе çине киличчен пуç мимине шăтарать. Çакă тĕрĕслĕхе эпĕ ун чухне туйрăм. Чуна тӳсме çук ыраттарса туйрăм. Çын вăйлă-и, имшерккерех-и, анчах тĕрĕслĕхрен, чăнлăхран чакма юрамасть. Эпир — çынпа çынна илсен — вăйсăр пулман. Анчах пирĕн самолетсем, танксем çителĕксĕрччĕ. Çав хăрушă хурçă машинăсене çынна вĕлерме çын тăвать. Хамăр ХХ-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Пурте ăслă, пурпĕрех пĕр-пĕринпе çапăçатпăр! Тĕлĕнмелле!
Унтан каяс умĕн эпир, Басалаевпа иксĕмĕр, çĕмĕрĕлнĕ кĕпер хӳттипе, юханшыв хĕрне антăмăр. Пăхрăмăр та — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Юханшыв юнпа хĕрелни çинчен кĕнекесенче вуланăччĕ, анчах ăна ĕненместтĕмччĕ, халĕ — куртăм. Çил çукчĕ. Шыв çийĕ лăпкăччĕ. Хĕвел çӳхе пĕлĕтпе хупланнăччĕ. Шыва хĕвел пайăркисем мар, çын юнĕ хĕретнĕччĕ. Çын юнĕ хĕретнĕччĕ!
Эпир, юлташпа юлташ, этем юнĕпе хĕрелнĕ шыв çине пĕр чĕнми пăхса тăтăмăр. Вара, çаплах чĕнмесĕрех, каялла йывăррăн утса хăпартăмăр. Ишĕлнĕ-ваннă траншейăсем патне çитсен, юлнă-юлман тенĕ пек отделенисене пĕр çĕре пуçтартăмăр та малалла ăçта çул тытмаллине пĕлмесĕр пĕлтертĕмĕр. Мĕн те пулин каламалла-çке. Пĕри сăмах чĕнинччĕ. Пурте хурлăхлă. Хушăран кăна асссăн сывлани илтĕнет. Асран каяс çук юханшыв хĕрринчен хускалсан кăна, манпа юнашар утса пыракан Солдатов, каялла çаврăнса тăчĕ те:
— Эпир кунта пурпĕрех килетпĕр! — терĕ.
Пурнăçа ĕненекен çамрăк темерĕн!
Анчах ăна хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Пурте унпа килĕшнине эпĕ ăнлантăм. Пусăрăлнă чунра яланах пысăк шухăш пур. Çав шухăш чуна пусакан пусмартан тухмалли çул шырать.
Харитонов капитана çавăн чух эпир çухатрăмăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...