Хĕçпе çурла :: 9
Укçине, яланхи пекех, тул çутăлнă-çутăлманах куçне уçрĕ. Амăшĕ кăмака хутса янă, тĕпелте çĕрулми шуратса ларать.
— Çĕр хута ăçта пултăн, хĕрĕм? — ыйтрĕ вăл, Укçине тутлăн анасланине илтсе. — Çывăрса тăранман анкă-минкĕ пуçпа епле ĕçлекелĕн паян?
— Уçă сывлăшра, шавлă ушкăнра ыйхă вăл ирхи тĕтре пек хăвăрт сирĕлет, анне. Ним хăрамалли те çук уншăн. — Укçине «хăрамалли те çук» сăмаха пула, каçхине е çĕрле мĕн пулни-иртнине аса илчĕ. Вырăн çинче чĕркуççийĕсене витĕнкĕç айĕнче хутлатса ларнă çĕртех, тутине чăмăртаса, шухăша кайрĕ. «Эй, — терĕ юлашкинчен хăй ăшĕнче. — Çав кирлĕ ăна, услапа! Яла култармалăх инкекĕ-синкекĕ те, мăшкăлĕ те пултăр. Мĕскĕн ухмах тапаланчĕ-тапаланчĕ-тĕр те, юр ашса, тухрĕ-тĕр ăçтан та пулин урама».
Ирех ăçта каймаллаччĕ-ха унăн? Аса илчĕ: ирхине ирех райком секретарĕ, Фатюшин юлташ, мĕнпур бригадирсене, ферма пуçлăхĕсене, мĕнпур коммунистсене правление чĕнтерме хушнă. Хăй ĕнер пирĕн колхозра курса çӳрени çинчен каласа памалла, тет. Ытти ялсене çитсе курма васкать пулмалла. Укçине хăвăрт-хăвăрт сивĕ шывпа питне-куçне çурĕ, çине-пуçне тирпей кĕртрĕ, амăшĕ лартса панă апатне хыпаланса çырткаларĕ, вăш-ваш! тумланчĕ те тухса кайрĕ. Амăшĕ курса та юлаймарĕ ăна, унпа пĕр-ик сăмах хушса калаçма ĕлкĕреймерĕ, мăнтарăн.
Çырма урлă каçса тепĕр çыр хĕррине улăхса çитсен, Укçине çĕрле хăй Мирун Тимахвине чавсипе тĕртсе аялалла чикелентернĕ тĕле пырса пăхрĕ. Чăн та, ку тĕлте пăхсан чун сӳлетмелле тарăн та чăнкă. Ай, шеремет! Мĕнле пашлатрĕ пулмалла юр ăшне! Аялта ура йĕрĕсем палăраççĕ. Пĕр тĕлте юр йăлтах пăтранса, арпашăнса пĕтнĕ. Çывăхра хура мунча ларать. Çав мунчара çĕр каçман-ши ӳсĕр тăмсай? — шухăшларĕ Укçине.
Çул май, йăпăртлăха тесе, вăл Наçтук патне кĕрсе тухма шут тытрĕ. Ĕçе кайма васкаса, юлташĕ кăмака умĕнчех чăмăрла пĕçернĕ çĕрулмине тăвар пуçа-пуçа çисе ларать. Çĕркаç ĕçни паян ирхине пичĕ çине тапса тухнă: сăмса çунаттисем ик енĕпе тарăнах йĕр анать, тĕсĕ шурнă, куç айĕ шыçнă. «Мĕн пек хитре хĕрарăма пĕр каçра пăсса хурать иккен çав шăршлă шĕвек», — ирĕксĕрех çак ырă мар шухăш пырса кĕчĕ Укçине пуçне.
— Аван-и, Наçтук! — юлташне темшĕн савăнтарасшăн пулнă пĕк хаваслăн сывлăх сунчĕ вăл. — Мĕн хыпар? Чиперех ăсатса кăларса ятăн-и хăнусене?
Наçтук, шуратнă çĕрулмине каялла хурса, ун еннелле тӳртĕмлĕн çаврăнса пăхрĕ, ун сăмахне хирĕç сиввĕн тавăрчĕ:
— Хам чĕннĕ хăнасене эпĕ чиперех, йĕркеллех ăсатса ятăм, эсĕ пур — хăвна ăсатма пыракан урçана вĕлерме тăнă.
— Мĕ-ĕн?! Мĕн терăн эсĕ?
— Пĕлместĕн пулать! Курман-илтмен, çапла-и?
— Ĕнен, тантăшăм, эпĕ ăна чăнкă çыр хĕррипе юнашар пынă чух, çав тери çиллĕм килнĕрен (сăлтавне кайран каласа парăп), кăшт тĕртрĕм кăна, вăл, ӳсĕрскер, çырма тĕпнелле йăваланса та кайрĕ. Юр — чул мар, çемçе, мĕнех пултăр ăна?
— Пулнă çав. Çемçе юр çине мар, мунча чулĕ çине пуçпа ӳкнĕ. Тăнне çухатнăскере вара Уçăп хуралçă курнă та ăнсăртран, çынсене чĕнсе пырса, медпункта ăсатнă. Çапла, Укçине...
— Ăçтан пултăр-ха унта мунча чулĕ? — шухăша кайса, хăйĕнчен хăй тенĕ пек ыйтрĕ Укçине. — Юрĕ-çке. Выртĕ-выртĕ те каллех çапкаланса çӳреме тухса утĕ. Эсĕ çапах та, Наçтук, вăл мана ăсатма кайнине никама та ан кала. Кунта пулнисенчен ыттисене халех систерсе хур. Вĕсем шарламĕç. Юманкка Çтаппанĕ пурччĕ, çав темле?..
— Çав тăм писменрен мĕн хăрамалли пур! — лаплаттарса хучĕ ĕнтĕ кĕрĕкне тăхăннă май Наçтук. — Пĕлетĕн-и — эсĕ те ун çинчен никам хăлхине сăмах ан çитер — эпĕ ăна вăрттăн хам пата хăварсаттăм. Çук чухне, мунчала та пушăт, теççĕ-и-ха. Мĕн тăвăн пирĕнпе, айвансемпе? Ĕçтертĕм, çитертĕм. Вăл пур, кӳпрĕ-кӳпрĕ те, сĕтел айне йăванах кайрĕ. Мĕн усси пултăр унран? Ленчешке! Ирпеле аран тапса кăларса ывăтрăм. Çĕрĕпе çывăраймарăм. Пит-куç тăртансах кайрĕ пулас. Ытлах палăрсах каймасть-и?
— Кăшт палăрать, суймасăр каласан, анчах çил çинче самантрах иртет. Ун çинчен ан шухăшла кăна.
Иккĕшин те кăмăлĕ пăртак уçăлчĕ. Укçинепе Наçтук пӳртрен лăпкă чунпа тухса кайрĕç, урамра сывпуллашса, иккĕшĕ икĕ еннелле васкарĕç...
Шалтан Фатюшин сассине илтсен, Укçине алăка ерипен-ерипен уçрĕ, унтан хăюсăррăн кĕчĕ, кĕтеселле йăпшăнасшăн пулчĕ. Анчах Виктор Потапыч курчĕ курчех ăна.
— Каланă çĕре вăхăтра çитме хăнăхмалла, Аксинья Петровна, — асăрхаттарнине ытла палăртмасăр каларĕ сĕтел патĕнче малта тăракан райком секретарĕ, хĕрарăмăн пичĕ ахаль те палăрмаллах хĕрелнине курса. — Халĕак манăн сăмахăма çĕнĕрен тытăнмалла пулать...
— Ун пек тăвас марччĕ, Фатюшин юлташ, — шухăш пачĕ Алексей Гурьянович, — сирĕн те пирĕн вăхăтăмăр, пĕрре ура ярса пусмалăх евĕр, кĕске. Эпир ăна сирĕн сăмахăрсене хамăр каласа парăпăр.
— Апла та юрать, — килĕшрĕ Фатюшин. — Юлашкинчен манăн сире акă мĕн çинчен шухăшласа пăхма, шухăшланине вара вăраха ямасăр туса çитерме хушсахăварасчĕ.
Каларăм ĕнтĕ, халăхăр сирĕн ĕçре хастар. Ӳпкелешме сăлтав çукпа пĕрех темелле. Вăл кăнтăр çутинче çапла курăнать. Тĕрĕс курăнать. Анчах эсир çав ĕçченсемех каçхине вăхăта мĕнле ирттерни çинчен шухăшласа пăхнă-ши? Ватăраххисем пирки каламастăп, вĕсем ывăнса таврăнаççĕ те хăвăртрах выртса çывăрасшăн, шăмшаккине кантарасшăн. Ыттисем, çамрăкраххисем, мĕнле? Эпĕ суятăп пулсан, халех мана хирĕç пĕр шикленмесĕр-тумасăр тухса калăр. Сăмахăм суя пулнăшăн эпĕ савăнăттăм кăна. Анчах мана çапла туйăнать — туйăнать çеç пулсан юрĕччĕ: — каç-каç хĕрсемпе çамрăк хĕрарăмсем е тĕрлĕ инкек-синкеке пула вăрçа кайман хăш-пĕр хусахсем, пĕр-пĕр улах киле пухăнса, сăлтавсăр-мĕнсĕр ĕçкĕ тăваççĕ...
Кĕтесе хĕсĕнсе ларнă Укçине — ырă кăмăллă таса чĕреллĕ, хăюллă çын, пĕрре айăпа кĕрсен те йăвашланать, — Фатюшинăн хĕçпе каснă пек татса каланă сăмахĕсене илтсен, пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренсе илчĕ. «Пирĕн çинченех калать, — шухăшларĕ вăл. — Ăçтан-ха тӳрех пĕлме пултарнă?»
— ...Çавăн пек ĕçкĕ ирттерме вăрттăн сăмакун юхтараççĕ. Шухăшлăр! Вăрçă хирĕнче юн юхать, кунта — тар. Кунсăр пуçне... çав шăршлă, сиенлĕ шĕвек! Ун пек хăтланакан намăссăрсене халăх умне илсе тухса ятлăр! — Фатюшин пĕр саманта калаçма чарăнчĕ, умне лартса панă стаканран шыв ĕçрĕ, кĕсйинчен тутăр кăларса çамкине сăтăркаларĕ. Ыттисем вырăнтах шавлами лараççĕ-ха. — Шухăшлăр. Вăрçă хăçан чарăнасси паллă мăр, фронт çăкăр ыйтать. Çăкăрĕ кунта та ылтăнран хаклă. Ăна тăвакансем халĕ çурла вырăнне хĕç тытнă. Пĕлетĕр, хăш-пĕрисен ялта ачи-пăчисене тăрантарма халех çăкăр-тăварĕ çителĕксĕр. Çав вăхăтра хамăр, пысăккисем, сăмакун юхтарса ĕçкĕ ирттеретпĕр; Намăс! Çав чыссăр ĕçе тăвакан хăйне хăй тăшман вырăнне хумалла.
Унтан Фатюшин каç-каç халăха шкула пухма — клубне туса пĕтереймен иккен вăрçăччен, — унта вăрçăран аманса таврăннисемпе тĕл пулса калаçма, докладсем итлеме канаш пачĕ. Унтах, — терĕ вăл, — колхозниксем хаçат-журнал вулаччăр, вăхăт пур чух çамрăксем юрлаччăр, ташлаччăр. Салтаксем те вăрçăра переççĕ тепереççĕ кăна мар, май килсен — вулаççĕ, канаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ те. Вăрçă тесе, пурнăç чарăнса лармалла мар...
— Эпĕ ытларах калаçрăм пулĕ, юлташсем, — терĕ вăл юлашкинчен, сехечĕ çине пăхса. — Вăхăт вăраха кайрĕ. Ĕçе тытăнмалла. Çакăнпа сывпуллашăпăр. Тавтапуç!
— Хăвăра тавтапуç, Фатюшин юлташ! — илтĕнчĕ пур енчен те харăс. — Тепре килсе курăр!
— Калăр-ха, Фатюшин юлташ, — ыйтрĕ çак самантра бригадирсенчен пĕри, — кĕтӳре кăрчанкă ертнĕ сурăхсем те пулнă пекех, ялта çынсем хушшинче те çăвăн евĕрлисем пур. Вĕсемпе мĕн тумалла? Калăпăр, Мирун Тимахвийĕпе...
— Пытармалла! — пӳлчĕ ăна тахăш.
Укçине шартах сикрĕ.
— Леш тĕнчене çитеймен-ха, — пĕлтерчĕ бригадир. — Кĕрсе тухрăм. Сывлать. Калаçкаларĕ те.
Укçинене чун кĕчĕ.
— Паллах, кутăнсене, пăлахая перекенсене вăрçă вăхăтĕнчи саккун тăрăх айăпламалла, — терĕ райком секретарĕ, Миронов çинчен пĕрре мар илтнĕскер. — Ирĕкĕр хăвăрăн.
Пухăннă çынсем, Фатюшина ала парса, умлăн-хыçлăн туха-туха кайрĕç.
— Çул çине кăшт-кашт та пулин апатланмаллаччĕ, Фатюшин юлташ, — терĕ хăюсăр Тарас Микихверĕ. — Ăна-кăна хатĕрлеме хушнăччĕ эпир унта...
— О, эпир Алексей Гурьяновичпа, — кулкаласа илчĕ Фатюшин, — ирхине ирех хамăр пĕçерсе хамăрах çисе ятăмăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...