Хĕçпе çурла :: 5
Ял хĕрринчи пĕр хутлă вăрăм кĕлĕтсем патĕнче, вăхăтлăха туса лартнă лупас айĕнче, хĕрарăмсем вăрлăх тасатаççĕ. Сарă тулă пĕрчисем тасине ахаль те таса пек, анчах хĕл каçа тем пулма пултарнă-çке, тепĕр хут тасатса лабораторире шăтарса пăхмалла. Çавăн пекех сĕлĕ, пăрçа, урпа вăрлăхне, çĕнĕлле каласан, кондицие çитермелле, хамăрла каласан — картне лартмалла.
Çине пĕрмеллĕ хура сăхман, урине вăрăм кунчаллă çăматă тăхăннă; пуçне çăм тутăр çыхнă — тутăрĕ айĕнчен çамки çине икĕ хура пайăрка çӳçĕ тухса выртнă — çамрăк хĕрарăм кĕлетĕн çӳллĕ алăкĕнчен тыттарнă каткине вĕлт! çеç хулпуççийĕ çине лартать те, вĕтĕ-вĕтĕ пусса, веялка патне чупа-чупа утса каять. Кункăрана тулă шыв пек юхса анать вара. Хĕрарăм каялла, пилĕкне авкаласа, çăмăллăн утса каять. Çавăн пекех тумланнă тепĕр хĕрарăм, тутăрне пушанкăрах çыхнăскер, урисене чарса тăнăскер, пилĕкне пĕшкĕнтерсе, сылтăм аллипе — сулахаййипе веялка çине таяннă — машина аврине пĕр тикĕссĕн çавăрать, çавăрать, çавăрать, ăна хирĕç тăнă юлташĕ те çавнах тăвать — иккĕн ĕçлеме çăмăлтарах, барабан та икĕ хут хăвăрт çаврăнать вара, хăйсен пурпĕрех çамкисем тăрăх тар юхать, тарланă пичĕсем çине хывăхпа тусан çыпăçнă.
Шăтăрнак шăтăртатнăçемĕн хывăх хыçалалла вĕçет, тусанĕ, çӳппи-çаппи — вĕсем сахал — çĕре ӳксе, пĕчĕк купа пулать, веялка умне, сарлака шăналăк çине, тап-таса шакăл сарă тулă юхса анать. Ăна ытти хĕрарăмсем, вăр-варскерсем, çийĕнчех каткана тултараççĕ те, каткине хулпуççи çине лартса, хăвăрт урăх кĕлете йăтса каяççĕ.
Кунта йĕркерен лартса тухнă виçĕ веялка, ăмăртмалла шăлтăртаттарса, ир пуçласа каçчен ĕçлеççĕ. Укçине, бригадир, ытти хĕрарăмсем евĕрех, пĕрмеллĕ сăхмăн тăхăннă, çăматăпа, çăм тутăрпа, пĕр веялка патĕнчен тепĕрин патне çӳрет, ытла ывăннисем вырăнне тăрса хăй çавăрать, туллине тĕрĕслет, унтан кĕлетрен кĕлет патне темиçе хутлать.
Икĕ хĕрарăм — пĕр ушкăн, теççĕ. Çăмăл мар ĕçре те калаçу чарăнмасть, анчах, барабан кĕрленĕрен, сăмаха кăшкăрса ывăтма тивет-тиветех.
— Çерахвин! — илтĕнсе каять пĕр енчен. — Кĕçĕр мĕн тĕлĕк куртăн? Ыррине-и, усаллине-и?
— Савнине куртăм, — илтĕнет тепĕр енчен. — Кăтра çӳçлĕ-пуçлă, сарă-хăмăр куçлă, шуйттăн пек илемлĕ, сана салам калама хушрĕ. Ху мĕн куртăн?
— Эсир çав илемлĕ шуйттанпа тӳшек çинче ыталанса çывăратăр пек. Çавна куртăм.
— Сан хăвăн çапла ыталанса çывăрас килнĕрен вăл! — кăшкăрать сăмах пуçарса яраканни.
— Тьфу! — юр çине сурать ватăраххи. — Намăссăрсем! Пуçĕсенче пĕр шухăш — арçын та арçын.
— Юрать, сан кăвак сухалу ху çумăнтах та...
— Мĕне кирлĕ вăл мана, çав сухал? Песплатнă пама пултаратăп.
Хĕрарăмсем ĕçне пăрахса ахăлтатаççĕ.
— Кайрăмăр! — уçă кăмăллăн кăшкăрать вара ун пек чухне Укçине бригадир.
Пĕррехинче вĕсем патне колхоз председателĕ Алексей Гурьянович таçтан кĕтмен çĕртен тенĕ пек килсе тухрĕ. Района кайнă тенине илтнĕччĕ, вăл ялтах иккен. Пĕччен мар. Ун çумĕнче пĕвĕ-сийĕпе вăтам, анчах сарлакарах та тăн-тăн кĕлеткеллĕ, çĕнĕ вăрăм шинель, урине сăран атă, пуçне сар çĕлĕк тăхăннă арçын тăрать.
— Тем тесен те генерал пулас ку, — терĕ пĕр хĕрарăмĕ, çумĕнчине хăлхаран пăшăлтатса.
— Хулпуççийĕ çинче ылтăн пакунĕ çук, сăмси айĕнче çӳлелле тăратăнса тăракан мăйăхĕ çук, — терĕ лешĕ çаплах шăппăн. — Генерал мар.
— Вăй патăр! — терĕ Гурьянов.
— Здравствуйте! — сывлăх сунчĕ палламан çын.
— Здрасьте! — илтĕнчĕ унтăн-кунтан.
— Ку, акă, манăн кин пулать, — терĕ Алексей Гурьянович шинеллĕ çынна. — Ку бригадир. Гурьянова, Аксинья Петровна.
— Здравствуйте, Аксиния Петровна! — ăшшăн сывлăх сунчĕ Гурьяновпа пĕрле килни, Укçинене алă парса. Унтан вăл пурне те йĕркипе алă парса тухрĕ. «Кам пулчĕ-ши ку, пĕрре ăшшăн пăхсах, пĕрре сăмах чĕнсех кăмăла хăй енне çавраканскер?» — шухăшларĕç хăш-пĕрисем çавăнтах.
— Сирĕн чĕлхĕре мĕнле ыйту кăтăклăнтарнине сисетĕп. Пĕлĕр эппин, маттур шăпăрлансем, — терĕ вара Алексей Гурьянович, хăйсем умне пуçтарăнса тăнă хĕрарăмсемпе хĕрсене. — Пирĕн колхоза, паян килсе çитнĕ çын вăл райкомăн çĕнĕ секретарĕ, Фатюшин юлташ. Вăл ĕçлекенсене питĕ хисеплет, çывăхран курать. Эсир ăна Виктор Потапыч тесе чĕнме пултаратăр. Тата çакна калам: вăл вăрçă пуçламăшĕнче тăшмана хирĕç манăн Микулай ывăлăмпа пĕрле хула-хулăн тăрса çапăçнă. Аманнă. Шупашкарта сывалнă хыççăн ăна ĕçлеме пирĕн района янă. Тăван килĕ кунтан инçетре унăн, унта халĕ нимĕçсем. Ăнлантăр-и? Вăл питĕ ырă кăмăллă çын, анчах... кирлĕ чухне хаярланма та пултарать. Вăхăчĕ çапла хушать. Ырăпа ырă, усалпа усал пулма тивет.
— Манăн ыйтса пĕлмелли пурччĕ, юрать-ши? — аллине умне тытнă йывăç кĕреçипе маларах иртсе тăчĕ Наçтук ятлă теветкел çамрăк хĕрарăм, салтак арăмĕ. — Çитменнине, вырăсла пĕлсех кайманни касать. Куласран хăратăп, çавă сăмаха пырта тытса тăрать.
— Эсĕ чăвашлах ыйт, — лăплантарчĕ ăна Алексей Гурьянович. — Эпĕ сан ыйтуна тĕрĕсех куçарса парăп.
— Тавтапуç куншăн. Юрĕ эппин, районран килнĕ вĕреннĕ çын, вăрçăра та пулнăскер, каласа памĕ-ши пире вăрçă хăçан пĕтессине?
Чăвашсем, вĕсенчен пуринчен ытла инçете тухса çӳремен ял хĕрарăмĕсем, вырăсла пĕлсех кайманнине пула, хуларан килнĕ палламан çынран ютшăнни те пулкаланă-ха ун чухне. Хĕрарăмсем тенĕрен — тахçан ĕлĕкрех-ха вăл, — вĕсем хăйсен чĕлхине пĕлмен вырăссенчен тĕлĕннĕ: асту-ха, чăвашла та пĕлмест ку çын, тенĕ. Вĕсен ăнланăвĕпе чăвашла пĕлмен çын тĕнчере çук пек туйăннă. Вăл, паллах, хăйсем урăх чĕлхесене пĕлменнинчен е пачах тĕшмĕртменнинчен килнĕ. Тен, кашни халăхăнах çапла пулнă вăл.
Гурьянов Наçтук ыйтăвне Виктор Потапыча тĕп-тĕрĕс куçарса пачĕ.
Фатюшин ку ыйтăва хăйĕнпе курса калаçнă çынсенчен кашни кунах илтнĕ. Вăрçă чĕрене шăрпăк пек кĕрсе ларнă, вăл пуçпа ăс-тăна пĕр саманта канăç паман, хăçан пĕтĕ-ши те хăçан чарăнĕ-ши тенĕ шухăш кирек ăçта, кирек хăçан чуна ыраттарнă. Çав шухăш вырăн çине выртсан та хăвăртах сирĕлмен-ха, çын вара çав шухăшпах çывăрса кайнă. Кунсем çав тери вăраххăн тăсăлнă пек туйăннă, вăрçă та çавăн пекех ытла вăраха каясса кăна никам шухăшламан е ун çинчен никамăн та шухăшласси килмен: чуна хăратнă вăл — çав йывăр шухăш.
— Çавăн çинченех, вăрçă, хăçан петесси çинчен, эпĕ хам сиртен хăвăртан ыйтасшăнччĕ, — терĕ лăпкă сассипе Фатюшин, нумай пулмасть-ха хăй чугун çул çинче ĕçлекенсемпе калаçнине аса илсе (сăмах унта та вăрçă пиркиех пынă). — Çавăнпа, çав тери пĕлес килнĕрен утсене кунта çити хăваламалла пулчĕ.
Гурьянов ун сăмахне — вĕриллех тенĕ лек — çийĕнчех куçарса пачĕ. Анчах хĕрарăмсем ăнланса çитеймерĕç, куран. Хăшĕсем кăмăлсăр та пулчĕç, вĕсен сăн-сăпатĕнче, вырăнтах хускалкаласа илнинче «мĕншĕн вăл пирĕнпе шӳтлесе калаçать?» тени палăрчĕ.
— Пирĕншĕн пулсан паянах, халех, çак самантрах пĕттĕрччĕ, йăнтăрччĕ вăрçă сасси! — хĕрсе кайса каласа хучĕ малтан ыйтма хăюлăх çитернĕ Наçтуках. Ун сассинче тарăху та, хурлăх та пĕрлешсе кайнăн туйăнчĕ.
— Нимĕçсем хăйсен килĕсене каялла хăйсен ирĕкĕпе кайма шухăшламаççĕ, — хĕрарăмсем малтанхи сăмахĕшĕн кăмăлсăртарах пулнине сиснĕрен халĕ хыттăнрах калаçма тытăнчĕ Фатюшин. — Вăрă вăрлать те вăрмана тарать, çын вĕлерекен хăвăртрах пытанма тăрăшать, пăнтăхнă кӳлĕре çăвăнать, тирне улăштарать, çынна тĕрĕс мартан ятласа-вăрçса кӳрентернĕ пĕр-пĕр усал та васкаса хӳрине тӳлет. Фашистсем çĕрле çеç мар, кăнтăр варринчех вĕлереççĕ, çаратаççĕ, пусмăрлаççĕ, анчах тарма шухăш тытмаççĕ. Тĕрĕс калатăп-и?
— Чăн сăмахăн суйи çук, — терĕç иккĕн-виççĕн.
— Эпир хамăр ăлăри хĕç-пăшала юр айне пăрахса хăварсан, — Фатюшин сăмахне малалла тăсрĕ, — мĕн пулса тăрĕ-ши? Нимĕçсем ыран мар тепĕр куннех кунта сирĕн валли кучченеçсем илсе килессе кĕтсех тăр вара. Çапла мар-и?
— Парĕç вĕсем сана кучченеç! — илтенчĕ унтан-кунтан.
— Вара сирĕн хăвăрăн та, пурнăçпа пурлăхăра сыхласа, тăшмана хирĕç «вилĕме-вилĕм!» тесе çапăçмалла пулса тухать. Çапла мар-и?
— Хĕçе хирĕç çавапа е çурлапа тăраймăн.
— Хĕçе хирĕç çурлапа шанчăклăн хирĕç тăма пулать! — сăмахне татса, хыттăн каларĕ райком секретарĕ. — Çавăнпа та вăрçă пĕтесси, тупă сасси хăçан йăнасси сиртен хăвăртан та нумай килет. Çавăнпа эпĕ сирĕн пата ун çинчен лайăхрах пĕлме килтĕм те. Ăнлантăр-ши мана, юлташсем?
Вара — Фатюшин çакна хăй те йăлтах сиссе-туйса ĕлкĕреймерĕ, — Гурьянов ун сăмахне куçарса парасса кĕтсе тăмасăрах, «ăнлантăмăр!» сасă таврана янраса кайрĕ. Райком секретарĕ вара каллех ăшшăн калаçкаласа, кулкаласа пурне те алă парса тухрĕ.
— Ну, пултарать те ку вырăс! — терĕ пĕри Фатюшинпа Алексей Гурьянович ялалла уттарсан. — Сăмахне епле пуçласа ярса епле илсе пычĕ? Çăмăл урапа та яка çулпа ун пек тикĕс куçаяс çук.
— Чее! — хушса хучĕ Наçтук.
— Çук, чее мар вăл, ăслă, — пӳлчĕ ăна Укçине. — Улталама юратакан е суйса сутма тăрăшакан чее пулать. Ку — тĕрĕс çын. Атте каласа пачĕ. Вăл лайăх пĕлет ăна... Кайрăмăр!..
Чăн та, çав самантрах ĕç хаваслăн кĕрлесе-шавласа кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...