Хĕçпе çурла :: 2
— Эпĕ — ревкюмисси председателĕ, — сăмахне тăстарса хирĕç тавăрчĕ Мирун Тимахвийĕ. — Манăн чи малтан колхоз руководствин çитменлĕхĕсене алă тупанĕ çинчи пек куç умĕнче курса тăмалла, курмасан шыраса тупмалла, руководствăра ларакан хăш-пĕр юлташсен йăнăшĕсене халăх умĕнче тăрă шыв çине кăлармалла. Мĕн тумаллине вара хулпуççи çинчи чӳлмекпе мар, пуçпа шухăшласа пĕлччĕр. Ăнлантăр-и, Микулай Лавренчă?
Çынсем, ĕç шала каясса сиссе, пĕр-пĕрин енне кăн-кан пăхкаласа илчĕç, тĕлĕннипе пуçĕсене пăркаларĕç, хулпуççийĕсене сиктеркелерĕç.
— Куçран кала! — кăшкăрчĕ Юманкка Çтаппанĕ.
— Юрĕ, — терĕ юлташĕ енне пăхмасăр Мирун Тимахвийĕ. — Акă, калăпăр, тырă-пулă лайăх шăтса лайăх ӳстĕр, тухăçлă пултăр тесен, чи малтанах мĕн кирлĕ? Эсир, хресченсем, пĕлме тивĕç çав икĕ хут иккĕ — тăваттă текен япалана. Вăрлăх! Анчах ăçта вăл? Мĕнле сапаланса е купаланса выртать вăл? Халĕ ăна, чăн та, тасаткалаççĕ-ха. Маларах ĕç мĕнле пулса тухрĕ? Колхозницăсем ир-ирех кĕлетсем умне пухăнаççĕ, анчах бригадир çук та çук. Тепĕр кун та çаплах, виççĕмĕш кун та каплах. Бригадир ăçта пулнă, тетĕр-и? Ĕçкĕре! Кам патĕнче? Председатель килĕнче! Салтаксем фронтра вута кĕреççĕ, тылра çынсем çĕрне-кунне пĕлми, ырми-канми ĕçлеççĕ, вĕсем пур — çав вăхăтра ĕçкĕ ĕçеççĕ. Акă сире руководство!
Алексей Гурьянович пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ, унăн хулпуççийĕсем чĕтренсе илчĕç, сасартăк сиксе тăрасшăн пулчĕ, йĕксĕке пĕр вирлĕ сăмахпа питĕнчен сурасшăн пулчĕ, — юнашар ларакан Тарас Микихверĕ ăна хăрах аллинчен каялла хытă-хытă туртрĕ.
Те хăй самахĕнчен хăй тĕлĕннĕрен-и е шикленсе-и, те ун еннелле ыттисем сивĕ куçпа пăхнине сиснĕрен-и çук, çук, вăл сăлтавпа та, ку сăлтавпа та мар, ун хăраххисем намăс-симĕсе сисмеççĕ. — Мирун Тимахвийĕ сăмахне пат татрĕ те, çитет пулĕ, вăйлă пĕçертрĕм тесе пулас, йăл-йăл кулкаласа, хăй вырăнне кайса ларчĕ.
Пӳрт шăпланчĕ. Сăмах калама ыйтакан урăх никам пулмарĕ. Пурте Тарас Микихверĕ еннелле пăхрĕç. Вăл хăй те сисрĕ çакна, ура çине тăчĕ.
— Юлташсем! — терĕ вăл лăпкăн. — Эпир кунта пĕлтĕрхи çитменлĕхсемпе йăнăшсем çинчен калаçма-тавлашма пухăнман паян. Пĕлетĕр, нумаях пулмасть-ха отчетлă пуху пулса иртрĕ. Çав пухура вĕсем пирки çӳппи-çаппи таран сӳтсе яврăмăр, тĕплĕн калаçрăмăр. Вĕсене тепĕр хут хускатни хывăх вĕçтерсе вăхăта сая яни кăна пулĕччĕ. Эпир кунта çуракине хатĕрленес ĕç пирки калаçса татăлма пухăнтăмăр...
Вăл вара каллех мĕн-мĕн тумаллине, пӳрнисене хутлата-хутлата, йĕрки-йĕркипе каласа тухрĕ. Юрăхлă, кирлĕ сĕнӳсене ырларĕ. Сăмахĕ Мирун Тимахвийĕ патне çитсен, сассине хытарчĕ.
— Эпĕ Тимахви Мироныч сурчăк сирпĕтсе кăшкăрашнипе пĕртте килĕшсе каймастăп хам, — терĕ вăл. — Акă мĕншĕн. Эсир çавна туман, эсир кăна туман, сирĕн кун пек çитменлĕхсем, çавăн пек йăнăшсем пулнă, тет. Эсир, хресченсем, сухалама-акма пĕлме тивĕç, тет. Ыйтас килет: хăй кам-ши? Уншăн пулсан, колхоз — ик айкки те тăвайкки!..
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Аван мар. Намăс ун пек калаçма, нихçанхинчен ытла хальхи вăхăтра! Ĕçкĕ пирки пире Алексей Гурьянович хăй каласа парĕ. Вăл суйма-пытарма юратманнине тахçанах эсир хăвăр пĕлетĕр.
Алексей Гурьянович тăчĕ. Унăн çилли, тăвăл хыççăн çанталăк уяртнă пек, иртсе кайнă пулас, хăйне яланхи пекех лăпкă, йĕркеллĕ тытать. Тĕс-питрен те ăна улшăннă темĕн: таса, тирпейлĕ, йăвашрах куçлă, яка туранă çӳçлĕ — каснă-лартнă хăех. Тен, унăн пĕр саманта капланса килнĕ çиллине, чун пăлханăвне Тарас Микихверĕн тĕрĕс сăмахĕ, вара çынсем ревкомисси председателĕ еннелле куç хӳрипе пăха-пăха илни сирсе ячĕ. Вăл лăпкăн пуçласа, хаяррăн пĕтерчĕ хăй сăмахне.
— Эпĕ сире, юлташсем, — терĕ вăл, — хам килте хам кил-йышпа мĕн çинине, мĕн ĕçнине каласа пама чĕнтермерĕм. Пурнăçăмăр пирки калаçса татăлма, умра тăракан ĕçĕмĕрсем çинчен сӳтсе-явма пухăнтăмăр. Сӳтсе яврăмăр. Анчах вăл ан салтăнтăрччĕ, явни пушă ан пултăрччĕ, ан сӳтĕлтĕрччĕ. Сăмахăмар, пăява сăмала сĕрнĕ пек, çирĕп пултăрччĕ тесен, йывăр пурнăçăмăра кура, кашнин пĕтĕмвăйне парса, тăванăмăрсемпе ывăл-хĕрĕмĕрсем вăрçăра çĕрне-кунне пĕлми паттăр çапăçнă пек, пирĕн те ырми-канми ĕçлемелле пулать. Фронт пиртен çителĕклĕ çăкăр-тăвар ыйтать. Эсĕ, — терĕ вăл малалла, Мирун Тимахвине куçран шăтарас пек пăхса, — ĕç тесен упаран хăранă пек таратăн. Тупăннă ревкомисси председателĕ! Ăнман услап. Чăваш — ĕçчен халăх, анчах ун çумĕнче çум-курăксем те — пиçенпе йытпырши йышшисем — пур-ха. Ахальтен мар, кахалсенчен мăшкăлласа, халăхăмăр çакăн пек йĕплекен сăмах тупса кăларнă: «Йăкăнат, авăн çапма кай». — «Ман пилĕк ыратать».«Иăкăнат, пăтă çиме лар!» — «Пысăк кашăкăм ăçта-ши?» Кăна ман Йăкăнат çинчен мар, сан хăраххусенчен кулса каланă, Тимахви Мироныч. Ман Йăкăнатăм колхозра та хăйĕн ĕçченлĕхне кăтартрĕ, фронтра та маттур çапăçать. Микулай — офицер. Вăл та тупăнчĕ, аманнă, госпитальте выртать...
Алексей Гурьянович алли нумай пулмасть илнĕ икĕ çыруне хăй тĕллĕнех сĕтел çине кăларса хучĕ...
Канашлу колхозра çак кунсенче, эрнесенче мĕн-мĕн тумаллине хут çине çырса хăварчĕ.
Алексей Гурьяновичпа Никифор Тарасович çынсем саланса пĕтсен унтах юлчĕç-ха. Калаçкаларĕç, хутсене тирпейлерĕç, вара, вĕсен те килĕсĕне каймалли вăхăт çитрĕ. Кун тĕттĕмленсе килет. Çил-тăман вĕçтермест. Çанталăк лăпкă. Çуркуннехи евĕрлĕ тӳперен лапкам-лапкам нӳрĕрех юр çăвать. Ку вăхăтра çакнашкал сайра пулкалаканччĕ.
Гурьянов çул май, ачисенчен хăшинчен те пулин çыру çук-ши тесе, почтăна кĕчĕ.
— Алексей Гурьянович, каçарăр, сирĕн валли çук, — пĕлтерчĕ ăна пĕчĕк сăн-питлĕ хĕрача. — Укçине аппана пур.
— Кӳр, хам кĕртсе парам.
— Тархасшăн.
Гурьянов конвертне, пăхмасăрах, хĕвне чикрĕ.
Укçине, канашлуран таврăннă та, сĕтел хушшинче журнал вуласа ларать, амăшĕ кăмака умĕнче хуран айне вутă хурать, апат пĕçерет пулас.
— Атте! — савăнăçлăн йышăнчĕ Укçине хуняшшĕне. Питĕ лайăх лăпчăтса хутăн эс паян çав ăçтиçук услапа. Мĕнле кăна услап, усал, пурăнмасть пирĕн хушăрах. Тавтапуç сана. Ăна çав кирлĕ!.. Çĕр каçма кунта юлатăн-и? Анне, ĕлкĕрт хăвăртрах яшкуна.
— Сана çыру, — терĕ Гурьянов, сĕтел патнелле иртсе.
Укçине, хăвăрт ура çине тăрса, конверта васкавлăн уçрĕ те, кăшт пăхса илнĕ хыççăнах шари çухăрса, икĕ аллипе пуçне икĕ енчен хĕстерсе, вырăнĕ çине ӳпне кайса ӳкрĕ. Сехри хăпнă амăшĕ, турчăкине пăрахса, ун патле чупса пычĕ, ăна хулпуççинчен ыталарĕ, ыйтмасăрах, хурлăхăн сăлтавне пĕлмесĕрех хăй те ĕсĕклеме тытăнчĕ. Алексей Гурьянович урайĕнче выртакан çырăва пĕшкĕнсе илчĕ, вуласа тухрĕ-и, вуласа тухаймарĕ-и, пукан çине ларчĕ те пуçне усрĕ.
Хурапа çырнă шурă хут Гурьянов Игнатий Алексеевич тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçса вилни çинчен пĕлтернĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...