Кушкă ачи :: Инкек çине синкек
Пăрăнтăк — пысăк ял, вăл таврари хресченсемшĕн хула пек туйăнать. Унта вырăссемпе чăвашсем чиперех килĕштерсе пурăнаççĕ. Пурте, вĕсем утелни хресченĕсем. Ял варринче чиркӳ ларать, ун çывăхĕнче кирпĕчрен тунă икĕ хутлă приказ çурчĕ, утелни шкулĕ, пуп килкартишĕ, пасар пухăнакан вырăнта вăрăм сĕтелсем, лавккасем, лаша кăкармалли вырăнсем. Çĕрме пуян Крыловсен килкартишĕ уйрăммăнах палăрса ларать.
Пысăк мар шкул çуртне чуспа витнĕ. Шалта икĕ класс, сторож пурăнмалли пӳлĕм. Классенче тапратма йывăр тăватă вырăнлă юман партăсем, учитель валли сĕтелпе пукан. Сылтăм кĕтесре лампада çăвĕ тĕтĕмĕпе хуралса кайнă турăш, стена варринче, ылтăн тĕслĕ рамă ăшĕнче, Александр патша кĕлетки.
Иванпа Йăкăнат шкула пĕрле пычĕç: шанчăклă, пĕр-пĕрин хутне кĕме пултараççĕ. Çĕнĕ ачасене шкул пуçлăхĕ партăсем хушшине хăй вырăнаçтарчĕ, хăй ятне пĕлтерчĕ: Алексей Иванович Баратынский. Унтан вăл шкул йĕркисемпе паллаштарчĕ. Шкул пуçлăхĕнчен ыйтмасăр никам та ниçта та каяймасть. Йĕркелĕхе пăхса тăраканни — сторож. Кĕçĕннисене аслăраххисем вĕрентеççĕ. Вĕсене туторсем теççĕ. Каярахпа çакăн пек вĕрентсе каларĕ:
— Вĕренекенсем чиркĕве çӳремелле, турра юратмалла, кĕлтумалла, мĕншĕн тесен вăл пире пурсăмăра та юратать, пире çăласшăн хăйне парнеленĕ. Турă пиртен нимĕн те ыйтмасть, хăйне ĕненме, юратма çеç хушать.
Шуйттан пире турра ĕнентересшĕн мар, юраттарасшăн та мар, йĕкĕлтесех тăрать: пĕрне вăрлама вĕрентет, тепĕрне наяна, ыттисене çынна курайми тăвать, тепĕрисене, сăмахран каласан, ачасене алхасма, киревсĕр ĕçсем тума вĕрентет...
Иван вырăсла сахал ăнланать, тăнлама пăрахса, юнашар ларакан Йăкăната çапла каларĕ:
— Ку улпутран пулмалла! — куç кĕтессипе пуп еннелле пăхрĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн? — хăйсем анчах илтмелле пăшăлтатрĕ Йăкăнат.
— Ба-ра-тын-ский, — сайралатса каларĕ шăппăн Иван. — Асатте çавăн ятлă улпута пĕлнĕ, тет.
Ун чухне туссем пупăн çăв паллă хушамат ăнсăртран тупăннине пĕлмен-ха. Ӳссе çитĕнсен çеç вĕсем Алексей Ивановичăн чăн хушамачĕ Иванов пулнине, ашшĕ унăн, чухăн тияккăн пулнăскер, çамрăклах вилнине пĕлеççĕ. Амăшĕ Алексей Ивановича Чĕмпĕрти духовнăй семинарине вĕренме парать. Вăл вăхăтра семинаристсенчен чылайăшĕ тăрăшса вĕренмен, çапкаланса ĕçсе çӳреме юратнă. Алексей Ивановича çав ашкăнчăк ушкăнпа ермĕшсе кайнăшăн семинаринчен кăларса янă. Çур çултан çеç амăшĕ тăрăшнипе Алексей Ивановича семинарине тавăраççĕ, Ионикий ректор хушнипе хушаматне улăштарма тивет: кăларса янă семинарист хушаматне, Иванова, академи управленинче пĕлнĕ. Алексей Иванович вара, шухăшласа тăмасăр, паллă хушамат йышăнать — Баратынский. Семинаринчен вĕренсе тухсанах авланать, Пăва уесĕнчи Сăкăтра тияккăнта ĕçлет, чăвашсемпе паллашать, унтан ăна пупа Чĕпкассине яраççĕ, чăваш чĕлхине вĕренме ĕмĕтленнĕ вăхăтра Кӳрен ятлă яла пупа куçараççĕ.
Ивана класри ачасем кăсăклантараççĕ. Кунта аслăраххисемпе кĕçĕннисем, пысăккисемпе пĕчĕккисем пĕрле лараççĕ. Хăйĕнчен инçе мар ӳссе çитĕннĕ каччă, пӳсине пытарасшăн, лăпчăннă. Ун хушаматне çав кунах пĕлме тиврĕ: Семен Рубцов, вăйсăррисене, кĕçĕнтереххисене пĕр шеллемесĕр асаплантараканни.
Аслисенчен иккĕшĕ аспиднăй тускасемпе черченкĕ грифельсем валеçрĕç. Кушкăсем çав япаласене пирвайхи хут тытса курчĕç, çавăнтах тĕрлĕ кĕлеткесем тума тытăнчĕç: çуртсем, йывăçсем, йытăсем, кушаксем. Лайăх тухаççĕ. Хура туска çинче шурă кĕлеткесем. Тасатма та аван: лач сур та çанăпа сăтăркала — нимĕн те юлмасть.
Баратынский тухса кайрĕ, аслисем вĕрентме тытăнчĕç. Туска çинче тĕрлĕ патаксем, ункăсем тума суха пуçĕпе сухалассинчен те, çурлапа тырă вырассинчен те йывăртарах иккен. Иван пĕтĕмпех ывăнса çитрĕ, чăм шыва ӳкрĕ, çав вăхăтра сторож алăка уçса йĕс шăнкăравпа шăнкăртаттарчĕ, ачасем чăтайманнипе хăлхисене хупларĕç те класран ыткăнчĕç. Кушкăсем те вĕсен хыçĕнчен урама тухрĕç.
Аслисем хăваламалла выляççĕ, кĕрешеççĕ, пĕр-пĕрин карттусĕсене турта-турта илсе, ăмăртмалла çӳлелле ывăтаççĕ, çын купилле выляççĕ. Кун пек вăйăсене Иван юратмасть, айккйнелле пăрăнса кайрĕ. Лапталла, хуранла выляма юратать Иван, кунта, ав, тусан çинчи йăваланаççĕ, аван мар.
Кушкăсем патне хайхи тăсланкă Рубцов пычĕ.
— Эй, чувашленок, поди сюда! — терĕ вăл.
Иван илтмĕш пулчĕ.
— Чуваш ачи, кил кунта! — терĕ тепĕр хут чăвашла, çавăнтах чăмăрне кăтартрĕ.
— Чăн-чăн кăркка аçи! — йăл кулса илчĕ Иван.
Рубцов çавăнтах пысăк чăмăрĕпе Ивана тӳнклеттерчĕ, Йăкăната тĕртсе ӳкерчĕ.
Иван куçĕ умĕнче тĕнче сӳнчĕ, анчах ура çинчен ӳкмерĕ, çавăнтах тăсланкă çине йĕтĕм чăрсăрлăхĕпе сиксе ларчĕ. Мĕн пулатчĕ-тĕр, анчах çав вăхăтра шăнкăрав янăрарĕ, ачасем çиçĕм пек класа ыткăнчĕç.
— Тавай пĕрле пулар ялан! — терĕ Йăкăнат, юлташĕ çумне тĕршĕнсе...
Паянхи хирĕçӳ пуçламăш пулнă иккен. Пăрăнтăк урамĕсенче Иван каярахпа киревсĕрсемпе, чăваш ачисене хӳтĕлесе, вăйсăррисен хутне кĕрсе, сахал çапăçман, тӳпелешекенсене час-часах лăплантарма тивнĕ.
Иван пĕчĕккĕн çĕнĕ пурнаçа хăнăха пуçларĕ. Ашшĕ ăна Мертле тухса каякан урамра хăйсен тăванĕсем патĕнче вырнаçтарчĕ. Вĕсен хура пӳрчĕ пысăк мар, çапах ачана йышăнчĕç: ăна нумай вырăн кирлĕ мар. Кăнтăрла вăл кунĕпех шкулта пулмалла, çывăрма сентре çинче те çывăрать.
Шăматкун Пăрăнтăкра пасар пухăнать. Хăш чухне Пахумсем кушкăсемпе çул май кучченеçсем пара-пара яраççĕ, хăйсем те час-часах килкелеççĕ: инçе мар, çичĕ çухрăм кăна. Кушкăсемпе нумай вăхăт тĕл пулман чухне Иван Малянкка аккăшĕ патне кайкалать. Вăл кушкăсем, Шăхран хĕрĕ, Пăрăнтăк чăвашне качча кайнă. Малянкка ывăлĕпе Микулайпа Иван кӳлле карас пулă тытма çӳрет, Сĕвере карçинкки-карçинккипе раксем тытаççĕ. Кушкăсем çав япалана çимеççĕ: Кăнна шывĕнче çук вăл. Кунта, тутине пĕлсен, раксене чиперех çие пуçларĕ Иван.
Кăçал кĕркунне ир килчĕ, çанталăк сасартăках сивĕтрĕ. Кушкăран Иван валли сарă сăхман парса ячĕç: вĕренекен ачасем формăпа — сарă сăхманпа çӳремелле. Иван кил хуçисемпе пĕрле кăвак çутăпах тăрать, выльăхсене кĕтĕве кăларсанах картишне шăлса тасатать, унтан чăмăрла пĕçернĕ паранкăпа, типнĕ çăкăрпа ирхи апат тăвать (çăкăр Кушкăран эрнере пĕрре парса яраççĕ).
Хăш чухне аккăшĕ куркапа сĕт ларткалать. Унтан кĕнеке хутаççине, тускапа кĕнекисене, туртмине чикет, хулпуççи урлă çакса шкула чупать. Кăкăрт-шăкăрт туса пыраççĕ вара туртмари япаласем.
Йĕпере, ура пусма типĕ вырăн çук чухне, ачасем шкул умĕнче çăпатисене хырса тасатаççĕ. Пусма çинче дежурнăйсем тĕрĕслесе тăраççĕ, пĕр-пĕрне çӳçрен туртаççĕ, тепĕринне хăлхине йăвалаççĕ: вăй вĕсен енче, сăлтав тупаççех. Сторож та, пысăк мăйăхлă ватă салтак, вĕсен майлă. Хăй вăл ырă чĕреллĕ çын, анчах, мĕн тăвăн, ун шучĕпе çынна вĕтмесĕр ăса кĕртейместĕн. Ăна хăйне те салтакра чиперех тиверткеленĕ, утелни хресченĕсене те, ав, хулăпа ăс параççĕ. Этем йăли çапла. Çынна хытă тытмалла, апла тумасан вăл йĕркерен тухатех, ĕçлеме те пăрахма пултарать. Хăй вăл ачасене тивмест, унтан ахаль те хăраççĕ.
Шкулти йĕркесем кĕçĕнтерех ачасемшĕн майсăр йывăр. Пысăккисем сывлама памаççĕ: хĕнеççĕ, асаплантараççĕ, килтен парса янă кучченеçсене, укçисене тăпăлтараççĕ, мĕн тăвас тенĕ, çавна тăваççĕ.
Çав çул шкулта хурçă перосемпе çырма тытăнчĕç. Çакăн хыççăн киревсĕр ачасем вăйсăртараххисенчен мăшкăлласа кулмалли çĕнĕ меслет тупрĕç: çивĕч перопа чĕрне айне чике-чике кăшкăртаççĕ. Ун хыççăн хăшĕн-пĕрин пӳрнисем шыçăнса пӳрленчĕç, чĕрнисем ӳкни те пулкаларĕ. Киревсĕрсен хăтланчăкĕсем çинчен Баратынский те, шкул хуралçи те пĕлмест, вĕсен умĕнче ачасем хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, каласа паракансем те çук: хăраççĕ. Вĕрентнин те тĕлĕ-йĕрĕ çук: кĕçĕннисене кăштах пĕлекеннисем, аслăраххисем, вĕрентеççĕ, çавăнпа пĕлӳ илес тесен, ача хăй тăрăшмалла.
Шкул хуралçи, ватă салтак, Пахум Кĕркурине лайăх пĕлет, çавăнпа Ивана хăй хӳтлĕхне илет. Алексей Иванович Баратынский те, Иван Севастополь паттăрĕн мăнукĕ иккенне пĕлсе, ăна хӳтĕлет, тепĕр енчен чăваш ачи пултарулăхне, тăрăшса вĕреннине хăвăрт туйса илет, хăй патне çӳреме хушать.
Пирвайхи вĕренӳ çулĕ Иваншăн çапла ăнăçлă пуçланнăччĕ, анчах çаплипех нумая тăсăлмарĕ. Сивве кĕрсен шатра чирĕ сарăлчĕ, пĕчĕккисене те, пысăккисене те пере-пере ӳкерчĕ вăл. Иван та питĕ йывăр чирлесе ӳкет. Ăна Кушка илсе каяççĕ. Виçĕ уйăх выртать вара вăл вырăнпах.
Тепĕр çулхине килтисем ăна, чир хыççăн вăя кĕрсе çитмен-ха тесе, вĕренме ярасшăн мар пулсан та, вăл ирĕксĕрех тенĕ пек Пăрăнтăка каять, юлташсене хуса çитес тесе, татах тăрăшса вĕренет. Хăйĕн сывлăхĕте çирĕпленсех çитмен-ха: ырханланнă, тĕссĕрленсе кайнă.
Пĕрре çапла Баратынский закон божий урокĕ хыççăн Иван çине тинкерсе пăхса тăчĕ-тăчĕ те çапла ыйтрĕ:
— Ну, сывлăхсем мĕнле, Яковлев?
Тĕлĕнсех кайрĕ Иван: вăл Пахомов-çке, Яковлев мар, урăх ачаран ыйтмарĕ-ши е йăнăшрĕ пулас. Ыйтса пĕлме хăймарĕ.
Баратынский Кушкă çинчен, аслашшĕ çинчен ыйтса тĕпчерĕ, килтисем Пăрăнтăка килес пулсан, хăй патне кĕрсе тухма хушрĕ.
Çак калаçу хыççăн Иван хуйха ӳкрĕ, ниепле те лăпланаймасть. Каçхи апат тума та лармарĕ. Аккăшĕ сисрĕ, анчах, ун шухăшĕпе, ача чĕрĕлсе çитеймен-ха, çавăнпа салху.
Иван лайăх çывăраймарĕ: мĕншĕн-ха вăл Пахомов мар, Яковлев? Алексей Иванович урăх ачапа арпаштармарĕ-ши ăна? Те килĕнчисем, Ивана вилĕмрен пытарас тесе, урăх хушаматпа çыртарнă? Авă, шатра чирĕпе мĕн чухлĕ ача вилнĕ, теççĕ. Пулĕ те. Ялта нумайăшĕ икшер ятлă. Авă, Нетĕр Павăлне, шатрапа чирлесе ӳсен, Упа тесе чĕнме тытăннă.
Иван пĕчĕкçĕн лăпланчĕ, анчах татах закон божий урокĕнче ăна Яковлев тесе чĕнсен, вăл вара канăçне пĕтĕмпех çухатрĕ. Баратынский патне кайма шут тытрĕ: Алексей Иванович мĕншĕн çапла чĕннине каласа памаллах.
Алексей Иванович шкултан инçе мар йывăç çуртра пурăнать. Унăн тăватă ача: Софья, Николай, Петр, Леонид. Çамрăкраххисем Иван тантăшĕсем тесен пымалла. Хăюсăр кĕнĕ Ивана çавсем чи малтан курчĕç, хапăл туса шакăлтатма тытăнчĕç, канфет пачĕç те ашшĕне калама пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Алексей Иванович рясăсăр тухрĕ, шурă кĕпепе çеç, хура шăлаварпа, сăран аттинчен таса тикĕт шăрши кĕрет.
— Мĕнле сăлтавпа килтĕн, ывăлăм? — ыйтрĕ вăл, Ивана хăйне хирĕç юман пукан çине лартса, Иван чăтаймарĕ, макăрса ячĕ, нумайччен нимĕн те чĕнеймерĕ, унтан, пĕчĕкçĕн лăпланса, мĕншĕн ăна вăл Яковлев тесе чĕнет, тесе ыйтрĕ. Вăл Энтри ывăлĕ-çке, Григорий Пахомов мăнукĕ!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...