Хĕн-хур айĕнче :: Инкек çине синкек
Ларать ак Чакка Тайпи умĕнче,
Шевле пек куçсем сӳннине пăхса.
Вĕçе-вĕç шухăш вĕрет пуçĕнче —
Иртейнĕ çулсем килеççĕ аса:
Умрах ак, умрах ачалăх кун-çул, —
Тайпи те маттур сар хĕрччĕ ун чух.
Маттур хĕрĕсем татах пулнă пуль,
Анчах Тайпи пек пулман-тăр çав... Çук!
Çич-сакăр çултах унпа паллашса,
Çерем çийĕнче сиксе чупнисем;
Вун-вуник çултан пĕр-пĕрне савса,
Пĕр-пĕрин енне чĕре туртнисем;
Ĕçре, вăйăра е улахсенче
Час-час тĕл пулса сăмах вылятни;
Ӳссе ар пулсан, чун-чĕресенче
Пĕрле пурăнма пĕр ĕмĕт тытни, —
Ак пурте, тем те, пулса иртнисем
Иртсе вĕлкĕшеççĕ Чакка пуçĕнче, —
Çиçсе вĕлкĕшеççĕ, курăнаççĕ вĕсем
Сӳнсе хытакан кăвак куçсенче!
...Чылай тĕмсĕлсен вăл ăшри тăвăлпа
Тайпи виллине хурать хӳтлĕхе.
Тăрать те пăртак усал хуйхăпа
Сăлтавсăр танккать умри вĕтлĕхе.
Йĕлме ращипе утса пынă чух
Тухать ак Чакка вăрăм ĕшнене.
Кунта — ухлĕм курăк, енĕç, клевер, хух...
Патрах пĕр куккук хирет сассине.
Çĕртен чылаях хăпарнă хĕвел
Ĕшнен пĕр енне çутатнă самай,
Арман пĕвинчен çĕкленнĕ вĕтел
Хыт тикĕлтетсе вĕçет улăх май.
Çерем сывлăмне сăптăрса утса
Чакка çывхарать ĕшнен леш вĕçне.
Сисмен те çакскер, тăрать вăл тухса
Кушлавăш çулĕн ĕрешĕ çине.
Шутлать вăл: «Аçта-ши Пахом халь, паян?
Ăна тупмаллах ман, ялта кăшт кансан».
Пырать вăл хуллен... Темле çул юппи...
Çулне ешĕл курăк выртать хупласа.
Нумай та кайман. Ак çын кӳлепй, —
Ик-виç кӳлепе выртать тăсăлса!
Çывхарчĕ Чакка. Пăхать — сулăнать...
Кăштах вăл ӳкмест. Чĕтрет ун чĕри.
Хăрушă! Тискер! — Кама вăл курать? —
Юксар, Ятарин, унтах ак Энтри —
Çуркам пек выртаççĕ пĕр май, пĕр çĕрте!
Вĕсен тумĕсем — çĕтĕк-çурăк, юн...
Тăхлан пек куçсем — пăхнă пĕлĕте.
Мĕнле асаппа, мĕнле панă чун?!
Чакка вăй илсе вăрт-варт, хăвăртрах
Çĕклет вĕсене. Курать — сурансем...
Çаврать, хыпашлать — суран тавраллах:
Пени анчах мар, штыкпа чикнисем!
Ахлатрĕ, ларчĕ вăй кайнă Чакка.
Пĕр тапхăр чул пек ларать вăл хытса.
Тĕллет куçсемпе таçта аякка,
Тайпи сăмахне илет вăл аса:
«...Вĕлерчĕç персе, тарма тăнă чух...»
Калать сасăпах вăл çак шухăша.
— Пĕтерчĕç-çке, эх!.. Пĕтрĕç!.. Ай турух!
Тĕнче... Эх!.. саккун... çунтарать ăша!..
Лармасть те тăмасть аптранă этем,
Пуçлать ун çĕтме минтренĕ тăн-пуç.
Пуçа итлемен ырхан урисем
Утаççĕ тĕлсĕр, — ăçта туртать куç.
Йĕлме ращинчен виç çухрăм пекре,
Хĕвелтухăç енче, ларать пĕр мăн çурт.
Кунта, улăхри тӳрем çеремре,
Пурăнать Кольцов — помещик, улпут.
Ун çывăхĕнчех курăнать пĕр ял,
Ку ял çыннисем — улпут чурисем —
Куçайнă кунта, нумай та мар — халь,
Пĕр вăтăр çул çеç ку çĕрте вĕсем.
Улпут ялĕпе кӳршĕ чăвашсем
Çак вăтăр çулта пĕрле хутшăнман.
Ак çак хушăра кăвак мучейсем
Вăл улпут ятне сахал ылханман.
Чĕнмен-çке, кĕтмен ун пек выç куçа.
Касать те илет вăл чи лайăх çĕре!
Халь ĕнтĕ ан пыр, — унта вăл хуçа...
Патри халăха ярать хĕн чире;
Алри халăхне уртса, хĕтĕртсс,
Ярать вĕслетсе чăваш çинелле;
Чăваш уй-хирне ватса, тĕшĕртсе, —
Хĕсет хăйсене вăрман ăшнелле.
Патрах йытăсем хаяррăн вĕрни
Вăратрĕ вил пек çывран Чаккана
Ун пуç вĕçĕнчи лапсак вĕрени
Лăп-лăп! ал çупса хускатрĕ ăна.
Çĕклет вăл пуçне: унтах ик пурсуй
Тăраççĕ чăлт-чалт сиксе, харлатса.
Йытсем тĕлĕпех, малта — тикĕс уй,
Унта тăрантас пырать кустарса.
Чакка ăнланмасть — ăçтан, мĕн майпа
Таçти ют çĕре килсе ӳкнине.
Анчах астăвать — синкер хуйхăпа
Пур хал, пур тăн-пуç пĕтсе çитнине...
Ак унччен те мар, тăчĕ хай тăрантас.
Хыçран ун патне пырать юланут.
Калаçрĕç иккĕн — икĕ хулăм сас.
Чакка тавçăрать: «Кольцов ку — улпут!»
— Приказчик! — тет вăл, — мĕскер,
кайса пĕл,
Ав Ромпа Трезор ураççĕ унта..
Тен, вăрă пулсан, — тыт, тух уя, чĕл!
Уйра сухаçсем... ярăп сан пата, —
Теейчĕ улпут, вĕçет малалла.
Юланçă сикет йыт вĕрнĕ енне.
Пырать вăл, пăхать, тытать пăшала:
— Ромка... туртса тух! — хушать
йыттине.
Унччен те пулмасть, пĕр йытти сикет,
Сикет те хыпать Чаккана хулран.
Вăл хыттăн çапса ăна сирпĕтет.
Йытти, ыткăнса, çыртать ураран.
Чакка йытăпа вăрçнă хушăра
Улпут юланçи çитет ун патне.
— Эс ма вĕслетен?!. Чар çак кашкăра! —
Кăшкăрчĕ Чакка улпут çыннине.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...