Симĕс ылтăн :: Эпилог
Вунсакăр çул иртрĕ унтанпа.
Вăрманкас колхозĕ таврари ытти ялсемпе пĕрле пĕр совхоза пĕрлешрĕ, хăйне уйрăм бригада пулса тăчĕ. Унта халĕ çулсерен пысăк тухăçлă хăмла — гектартан вунтăватшар центнер туса илеççĕ. Вăрманкас тавра вырнаçнă плантацисем çитмĕл гектара яхăн. Совхоз çулсерен патшалăха пиншер центнер паха хăмла парать.
Валентин Актаев — хăмлаçăсен бригадирĕ. Унăн ячĕ çĕршывĕпех паллă. Актаевсем çемйипех, хăйсен юратнă ĕçне тăваççĕ — хăмла пахчинче ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем — чапа тухнă ăстасем.
Актаева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ темиçе çултан тин шыраса тупрĕ. Пĕлтĕр ăна Октябрьти Революци орденĕпе наградăларĕç. Нина, ĕлĕкхи пекех, звено пуçлăхĕ. Вĕсен ывăлĕ Аркаш — совхозăн главнăй инженерĕ.
Урхи мучин ватлăхĕ çитрĕ пулин те, вăл çаплах утарта ĕçлет-ха.
Федор Иванч Кузнецов — совхоз директорĕ. Наçтук плантацирех ĕçлет. Вĕсен хĕрĕ Санюк — совхозăн главнăй агрономĕ. Актаевсемне Кузнецовсем часах хурăнташланас хыпар пур, çавăнпа Натали инке мăнукĕн мăнукĕсене утьăкка сиктериччен пурăнма ĕмĕтленет.
Савиров хулара пурăнать. Инçет çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан Варсун яла таврăнас темерĕ. Паххунккă та Çĕпĕртен Таврăнмарĕ, вăл унта темле ресторанра швейцара кĕнĕ, терĕç (телей кӳпен-хырăма, хăйне килĕшекен ĕç тупнă)...
1966 çулхи июль уйăхĕ Валентин Петровичшăн питĕ паллă пулчĕ. Вăл совет делегацийĕпе пĕрле Чехословакие, Пльзень хăмлаçисем патне, кайса курчĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашрĕ. Унта вăл хăйĕн манми тусне Фритц Франтишека тĕл пулчĕ. Франтишек ăна хăй шутласа кăларнă комбайн мĕнле ĕçленине кăтартрĕ, хăмла ĕçĕнчи çĕнĕ меслетсемпе паллаштарчĕ. Мĕнле кăна савăнмарĕç пулĕ икĕ тус: вĕсен ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ тинех çитрĕ!..
Чехословаки Совет Союзне хăмла татакан тăватă комбайн парнелерĕ, пĕрне Вăрманкаса илсе килчĕç. Комбайнĕ ку хăех пĕр фабрика пысăкăш. Ăна пухса ĕçе яма Фритц Франтишекпа пĕрле пилĕк специалист çитрĕç.
Франтишекпа тусĕсем Чăваш республикипе паллашрĕç. Вăрманкасра икĕ эрне пурăнчĕç. Хăнасене утарта, Урхи мучи патĕнче, сăйланă чух тĕнчипе чапа тухнă Пльзень сăрине те, чăваш сăрине те мухтаса ĕçрĕç. Актаев, Кузнецов, Франтишек вăрçă кунĕсене асăнса тостсем каларĕç, пĕр-пĕрне саламласа, «наздар» кăш-кăрчĕç, чех юррисемпе чăваш юррисене юратса юрларĕç. Юлашкинчен Франтишек, тулли курка çĕклесе, çапла каларĕ:
— «Хăмла» сăмаха тĕнчипех ăнланаççĕ. Наукăра ăна латинла «хумулус» теççĕ. Çак сăмаха ăнланнă пекех, эпир пĕр-пĕрне яланах тăнланар, ĕмĕр туслă, мирлĕ пурăнар! Тĕнчене вăрçă-харçă урăх ан кисреттĕр. Тулли кĕрекĕмĕрсенче юратупа туслăх юррисем ĕмĕр савăнăçлăн янраччăр! Эпир лайăх пĕлетпĕр: Пĕтĕм Россия Федерацин мĕн пур хăмлинчен çуррине мухтавлă чăваш хăмлаçисем параççĕ. Чăваш хăмли, пирĕн Пльзтен хăмли пекех, тĕнчипе чаплă. Çав хăмлана, çав симĕс ылтăна, ылтăн чунлă çынсем ӳстереççĕ. Ĕçчен те паттăр хăмлаçăсемшĕн курка çĕклер, тус-тăвансем! Наздар!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...