Симĕс ылтăн :: VIII пай
Актаев тӳсме çук ыратнипе тăна кĕчĕ те çав самантрах хăйĕн пĕтĕм шăмшакĕ хытса ларнине, ăна чул пек йывăр япала пусса выртнине туйрĕ. «Мĕн ку? Вилĕм-и? Мĕншĕн эпĕ хускалмастăп, нимĕн те курмастăп, нимĕн те илтместĕп? Мана пытарнă-им? Анчах эпĕ сывлатăп-çке, пуç ыратнине туятăп. Ăçта лекнĕ эпĕ? Чĕрĕллех пытарман-и-ха мана?» — хăраса шухăшларĕ вăл. Çавăнтах алли-урине хускатма тăчĕ — хускатаймарĕ, пушшех хăраса ӳкрĕ. «Мана тăпра пусса выртать-çке!.. Нивушлĕ чĕрĕллех пытарчĕç?..» Сержант пуçне пăркаласа илчĕ те хытă ыратнипе каçăхса кайрĕ, унтан, кăшт тăна кĕрсен, тавçăра пуçларĕ: «Пуçăмран амантнă... контузи пулнă... куçăмсене юн хупланă... Эпĕ чиперех сывлатăп, апла пулсан, пытарман-ха мана».
Вăл, пĕтĕм вăйне пухса, аллисене çӳлелле карт! туртрĕ те савăнса кайрĕ: ун аллисем сывах, чиперех хускалаççĕ! Чун кĕнĕ Валентин хăйне пусса выртакан япалана хăвăрт хыпашласа пăхрĕ: ăна вĕтĕ чулпа хăйăр, тăпра ишĕлчĕкĕ пилĕк таран хупласа хунă иккен. «Юрать, пуçĕпех мар!» — хĕпĕртесе шухăшларĕ сержант, вара хăй çинчи чуллă-хăйăрлă тапрана, тĕрле çӳп-çапа икĕ аллипе те чавса сирме пуçларĕ.
Вăл арлан пек ĕçлерĕ, ун тавра тăпра сирпĕнсе, тусан мăкăрланса кăна тăчĕ. «Нивушлĕ эпĕ пĕр-пĕччен тăрса юлнă? Кăшкăрас — фашистсем илтме пултараççĕ... Варсун манпа юнашарахчĕ, вăл эпĕ кунтине курма кирлех... Нивушлĕ вăл та пăрахса хăварчĕ? Варсун эпĕ кунта юлнине пĕлме кирлĕ-çке?..»
Сасартăк... Валентин ĕçлеме чарăнчĕ. Такам ăна хултан хытă япалапа тĕртрĕ, унтан çамкаран чышрĕ.
— Варсун! Тăванăм! — хĕпĕртесе кăшкăрчĕ Актаев, анчах, çын сассине те, хăй кăшкăрнине те илтмерĕ, вара васкасах куçне сăтăркалама пикенчĕ.
Вăл хăйăрпа, юнпа тулнă куçĕсене аран çеç уçрĕ те хăй умĕнчи мĕлкесене тĕлĕкри пек çеç курчĕ, курнинчен ытла вĕсене чунĕпе туйса, палласа илчĕ; ун умĕнче фашистсем варĕсене тытса кулса тăраççĕ...
Çак самантра Актаев хăйĕн телейсĕр шăпине ылханчĕ, хăйне çак тертлĕ çĕр çине çуратса янăшăн, хăй паçăрах вилменшĕн е чĕрĕллех çурт ишĕлчĕкĕ айне пулса юлманшăн пĕтĕм чунтан хурланчĕ...
Нимĕç офицерĕ хăйĕн салтакĕсене «тыткăна илнĕ рус Ивана» чавса кăларма хушрĕ. Сержанта чавса кăларчĕç те ухтарчĕç. Ун çумĕнче «вилĕм паспорчĕпе» пĕрле темле хут татăкĕ çеç тупрĕç. Çав хут татăкне курсан, офицер «рус Ивана» саламланă пек хулпуççинчен лăпкарĕ. Актаев çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Пурте хайхи ылханлă листовкăна, тыткăна каймалли пропуска, палласа илчĕç...
Çумĕнче нимĕнле хĕçпăшал та пулманнн, хĕçпăшал вырăнне çак листовка çеç юлни тата чĕлхесĕр-хăлхăсăр пулса ларни Актаева вилĕмрен çăлса хăварчĕ, анчах совет салтакĕн чыслă ячĕ çине ĕмĕрлĕхех намăс кĕлеми çаптарчĕ...
Çав каçхине фашистсем фронт тăрăх радиорупорпа кăшкăрса пĕлтернĕ: гварди сержанчĕ Валентин Петрович Актаев нимĕçсен енне куçнă, вăл хăйĕн юлташĕсене те çапла тума чĕнет имĕш... Çав каçхинех гвардеецсем фашистсене вĕсем йышăннă çуртран кăларса ывăтнă... Çав каçхинех Варсонофий Аюхин чапа тухнă. Вăл аманнă пулин те, санбата кайман; нимĕçсем йышăннă çуртра пĕр-пĕччен пытанса юлнă, каçхи атакăра вара тăшмана тылран аркатнă иккен...
Чăннипе акă мĕн пулса иртнĕ: Варсун хамăрăннисем çав çурта пырса кĕмесĕр те хăй пытаннă шăтакран тухман, унта чĕрĕп пек хутланса, чĕтресе выртнă...
Анчах Валентин хăй пирки нимĕçсем радиорупорпа пĕлтернине те, Варсун сасартăк чапа тухнине те пĕлме пултараймарĕ. Вăл, суранланса пĕтнĕскер, хăй пекех ытти телейсĕрсемпе пĕрле асап çулĕпе анăçалла утрĕ.
«Вăхăт çитĕ, юлташсем, эпир каллех çак çулпа каялла таврăнăпăр, Берлина çитмесĕр те чарăнса тăмăпăр!» — тетчĕ комиссар тухăçалла чакнă чух. Акă ĕнтĕ Актаев каялла таврăнать, анчах — пăшалсăр, чыссăр...
«Чыс — чи хаклă тупра, ăна мĕн çамрăкран упра», — тесе вĕрентетчĕ ăна ашшĕ, ватă «Петĕр салтак». Паян кунччен тасан упранăччĕ чысне Валентин. Акă, халĕ вăл, шкулта та, колхозра та, полкра та — пур çĕрте те пуринчен малта, пĕрремĕш пулнăскер, фашистсен каторгине каять...
Ун пуçне тĕрлĕ шухăш çавăрать, чĕрине тĕрлĕ туйăм çунтарать. «Мĕнле-ши халь полкра! Малалла куçрĕç-ши тусăмсем е чакрĕç-ши? Мĕнле-ши Сталинград? Тытăнса тăрĕ-ши вăл, çук-ши? Хула чылай хыçалта юлчĕ, унта халĕ хура тĕтĕм явăнать, çĕр кĕрлесе тăрать. Мĕнле-ши халĕ тата тăван ялта? Кĕтеççĕ-ши мана? Кĕтсен те — мĕнле питпе таврăнăп эп унта? Ялйыша, тус-тантăша, атте-аннене куçран пăхма хăйăп-ши? Манăн шăпам шăпах авалхи салтак юрринчи пек килсе тухрĕ: «Çăлтăр витĕр çул курнать, куççуль витĕр кун курнать...» Халь ĕнтĕ киле таврăнас. çулăм ылханлă фашист çĕрĕ урлă выртрĕ. Çав çул çинче чыссăр ӳксе вилес марччĕ кăна!..»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...