Кĕмĕл кĕпер :: Кĕмĕл кĕпер патĕнчи çапăçу
Хаяр-тискер вăрçă турри хавасланчĕ,
Ун çимĕçĕ паллă — вилĕ, çарату...
«Кăвак çурт» ярăмран.
Ним тума аптранă тăшмансем Кĕçĕн хулана тапăнса кĕме шутланине чăвашсем вăхăтра пĕлчĕç. Элтепер хăй патне Пачманпа Ылттăнчече чĕнме хушрĕ.
— Саврăш-паттăр та килсе çитеймерĕ, — терĕ вăл юратнă хĕрĕпе кĕрӳшĕ килсессĕн. — Упи-паттăр та пĕтĕм çарĕпе çухалчĕ. Кĕçĕн хулана сыхлассине сире паратăп. Пĕлетĕп: йышлă мар пирĕн çар. Çапах та парăнма юрамасть. Туятăп: паян-ыран çĕнĕ çарпа Савруш-паттăр килсе çитет. Упи-паттăр та çаврăнса тухатех. Вара эпир тăшмана çĕнтеретпĕрех. Халлĕхе хула хӳттинче çапăçма лекет.
Каçпулттипе вара элтепер юратнă хĕрĕпе кĕрӳшне керменрен тухса, Кĕмĕл кĕпер патне çитиех ăсатса ячĕ.
Малта пилĕк пинлĕ çар. Кĕçĕн хулана сыхлама мĕнпурĕ те çакна çеç пама пултарчĕ элтепер. Ку вăл унăн управ çарĕччĕ, юлашки резерв. Аслă хулана сыхлама унтан та сахал çар юлать. Ун вырăнне кунта элтепер хăй. Пĕр-пĕччен вăл тăшманăн тепĕр таманне тăрать.
Кĕçĕн хулана каякан утлă çар Кĕмĕл кĕпер урлă каçать. Эккелсем пурте çыхса тунă кӳпесемпе, пуçĕсенче — сапарсем. Урисене атă тăхăннă, чĕркуççийĕсене сăран эптелсемпе хупланă. Пурте лайăх кăралпа. Кашнийĕн йывăр хĕç, сăнă, ухă, анкар, чукмар. Элтепер пĕлет: ку çарти кашни эккел вунă тăшман çыннине тăрать.
Кĕпер тĕлне çитсессĕн, эккелсем Кул Али юррине юрласа ячĕç.
Тăванах хулана сыхлас тесе,
Пĕтĕм халăх паян çĕкленет.
Тискер тăшмансене çĕнес тесе,
Урхамах-ут пăлхар йăнерлет.
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр.
Кĕмĕл кĕпер урлă каçнă чухне
Çĕнтерӳ сун, савни, пехил пар...
Çар иртсе кайнă хыççăн Ылттăнчечпе Пачман Кĕмĕл кĕпер çине кĕчĕç те учĕсене чарчĕç.
— Сывă пул, атте, — терĕ Ылттăнчеч, çăлтăр куçĕсемпе ашшĕ çине ĕмĕрне астуса юлас тенĕн пăхса.
— Пирĕншĕн ан кулян, — терĕ Пачман, хăйне хаваслăн тытма тăрăшса, улăп сассине янăраттарса. — Эпир тăшмана тĕп тума пĕлетпĕр.
— Ылттăнчече, Ылттăнчече асту! — пăшăлтатнăн каларĕ элтепер. — Япăх саманара пурăнатпăр, ху куран. Нимĕн тума та çук, пирĕн чечек пек хĕрсем, хĕç тытса, хулана хӳтĕлемелле пулса тухрĕ те...
— Вăрçă патакки икĕ вĕçлĕ, — сасси улшăнчĕ Пачманăн. — Эпĕ çакна шантарса калама пултаратăп, элтепер: хам сывă чухне тăшман алли те, тăшман кăралĕ те Ылттăнчече тивеес çук.
— Апла пулсассăн, ĕмĕр-ĕмĕр Пачман сыв пултăр! — кĕрӳшен сасси улшăннине сиссе, хăй сассипе çирĕплетрĕ патша. — Шанатăп: тăшман хулана кĕреймест!..
Хĕрĕпе кĕрӳшĕ Кĕмĕл кĕпер урлă епле каçса кайнине чылайччен пăхса тăчĕ Ылттăнпик. Унăп чĕри пăчăртанса ыратрĕ. Ĕмĕрлĕхех сывпуллашмарĕç пуль те вĕсем паян?..
* * *
Тискер тăшман Кĕçĕн хулана илĕм-тилĕмлех тапăна пуçларĕ. Хорезмпа Уркеич патĕнчен илсе килнĕ тапăнчăксем тем пысăкăш чулсемпе Кĕçĕн хула хӳмине темиçе çĕртен шăтарса çĕмĕрчĕç. Вĕсен урлă утлă монголсем хулана кĕрсе кайрĕç. Пур çĕрте те юнлă çапăçу пуçланса кайрĕ. Пĕр пăлхар эккелне хирĕç вунă-вуникĕ тутарпа монгол тухаççĕ.
Хайсен ывăлĕсемпе, упăшкисемпе, пиччĕшĕсемпе пĕрле пăлхар хĕрарăмĕсем те вăрçă вутĕнче. Ним шеллемесĕр касаççĕ те касаççĕ вĕсене те сĕкĕнсе кĕрекен тутарсемпе монголсем. Пĕр саслăн, ахлатмасăр ӳкеççĕ пăлхар пикисемпе хĕрарăмĕсем тискер тăшман учĕсен ури айне.
Çук, çук, тăщманăн савăнма иртерех-ха. Çĕнĕрен çĕнĕ пăлхар йĕкĕчĕсемпе пикисем çапăçăва кĕреççĕ. Вĕсене ухă тытнă ачасем пулăшаççĕ. Анчах ытла та тискеррĕн сĕкĕнсе кĕрет-çке-ха тăшман. Лайах кăралланă эккелсем кăна çак путсĕр тăшмана чарма пултараççĕ. Анчах вĕсен шучĕ ытла та сахал-çке! Пĕрин хыççăн тепри весем, улăпсем пек кĕрешсе, пуçне хураççĕ хура тăпраллă çĕр çине. Пуринчен те паттăрри, паллах, Пачман. Унпа юнашар — Атăлçи Пăлхарстанăн ытарайми чечекĕ Ылттăнчеч. Паян вăл хăй ачисене сыхлакан шурă парс ами пек, савнă упăшкипе тан тискер тăшмана пĕтерет. Монголсем те, тутарсем те Ылттăнчечпе Пачман патне çывхарма та хăраççĕ, çавăнпа, вĕсене утрав пек хăварса, малалла та малалла, Кĕмĕл кĕпер патнелле сĕкĕнеççĕ.
Сисрĕç Пачманпа Ылттăнчеч: тăшман тĕллевĕ — Кĕмĕл кĕпере тытса илесси, ун урлă Аслă хулана каçса каясси.
— Ман хыççăн! — улăп сассипе чĕнчĕ Пачман юнташĕсене. — Ман хыççăн! Кĕмĕл кĕпере тытса илме памалла мар!..
Анчах епле сыхласа тăрăн-ха çак сахалланса юлнă ушкăнпа сĕкĕнсе кĕрекен пин-пин тăшманран Кĕмĕл кĕпере?..
Çук, пурĕпĕрех парăнмаççĕ пăлхарсем. Çапăçаççĕ те çапăçаççĕ вĕсем, Кĕмĕл кĕпер çине тискер тăшмана кĕртмеççĕ.
Сасартăк тăшман хыçĕнче, Кĕçĕн хула пуçланнă тĕлте, хăватлă сасă янăраса кайрĕ:
— Утăрья!..
— Эпир çитрĕмĕр! Эпир ĕлкĕртĕмĕр!..
— Пирĕнпе пĕрле — Упи-паттăр!..
Пăлхарсен çĕнĕ çарĕ килсе тапăннине курса, пин-пин тăшман пĕр çĕре лăпчăнма тытăнчĕ. Кĕмĕл кĕпер патĕнче каллех хĕрӳ çапăçу пуçланса кайрĕ. Монголсемпе тутарсем чака пуçларĕç. Пăлхарсем, вĕсене хăваласа, Кĕçĕн хулан ишĕлнĕ хӳмисем патнелле пычĕç. Унта вара чакса пыракан тăшмана Упи-паттăр ертсе пыракан эккелсем турама тытăнчĕç. Хăйсене пур енчен те çавăрса илнĕ монголсемпе тутарсем ниçта кайса кĕме пĕлмерĕç. Вĕсен çапăçас хастарлăхĕ пĕтрĕ. Вĕсем сапаланса кайса тĕрлĕ еннелле тарасшăн пулчĕç. Анчах ниçта та хăйсене валли çăлăнăç тупаймарĕç.
Кĕмĕл кĕпер патĕнчи çапăçура пăлхарсем çĕнтерчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...