Хĕн-хур айĕнче :: Турă ячĕпе
Ирпе. Тӳпере çăлтарсем сӳнсен,
Кушлавăш çинче сас-чӳ çĕкленет.
Чĕренче витнĕ хура пӳртсенчен
Палкать çăра тĕтĕм, — яла тĕтĕрет.
Ир тăнă Чакка пӳртре пикенсех
Вĕрен явмашкăн пушăт шăйăрать.
Шăллĕ — Ятарин хăвăрт, хĕрĕнсех
«Саккăр çăпати» хуçса калăплать.
Тайпи тĕпелте юхтаратъ сăра.
Илюшĕ çаплах-ха ăшă ыйхăра.
Вут пĕтнĕ хыççăн вĕри чул çине
Ик-виçĕ алтăр тăрă шыв сапсан,
Йӳç сĕрĕм шăрши пĕтсе, çынсене
Тинех ирĕклĕн сывлама парсан,
Хура пӳртре те аптрамаллах мар,
Анчах стенисем йăм-хăрăм пирки
Унта кăнтăрла та тĕксĕм, çутă мар.
Пĕчик чӳречеллĕ пӳртсен ăш-чикки
Хĕвел çутине те аран йышăнать;
Хĕл кунĕ унта тĕттĕмех тăрать.
Ирех хутнă пӳрчĕ ăшăнса çитсен,
Чакка кил-йышĕ тин çеç лăпланса,
Инкек-синкексĕр ырă кун кĕтсе,
Ларатчĕ шăкăл-шăкăл калаçса.
— Пичче, эс илтмен-и: ĕнер каçпала,
Алапит хĕрсе ĕçме тапратсан,
Пырать-кĕрет тет пуп течукпала...
Вара хăнисем пĕри те юлман! —
Пуçлать Ятарин, йăлкăшса кулса.
— Илтсе ĕнерех эп, — тет ăна Чакка.
Каять кулăшла халап тапранса.
Ак çак сехетрех уçăлать хапха.
Пăхаççĕ — хайхи пуппала течук
Тата вĕсемпе — кутамас сутник1!
«Мĕскершĕн кусем?! Нимĕн пĕлме çук!»
Чĕре — сӳ-ӳ тăвать, çӳçенет ăш-чик...
Кĕреççĕ çынсем. Пупĕ чи малтан:
Здорово, хозя! — тесе вăл часах
Иртет тĕпеле, пăхать тавралла.
Нумай та иртмест, иккĕн харăсах:
— Ăçта сан икон?! — теççĕ пĕр саспа.
— Эп... икон илмен... чăваш тĕнĕпе... —
Пуçлать тыттарма аптранă Чакка.
Мĕскер-ха кирлĕ? — ыйтать шиклĕхпе
Унтах тăракан Тайпи, хыпăнса.
— Чиркӳ туррине ыйтаççĕ вĕсем...
Эп «çук» теп. Çук! — тет çыхланнă Чакка.
— Кунтах вăл, çӳлтех... халех ак илем, —
Теет те Тайпи уçать пĕр сакка.
— Ах, ку хĕрарăм, пĕтерчĕ ухмах! —
Куç хĕсрĕ Чакка, кăшт пăшăлтатса.
— Çук тенĕ пулсан — ырăччĕ хамăрах...
Халь ĕнтĕ мĕн тес? — терĕ вăл çунса.
Хура хăма пуçĕ çине пăхсанах
Течук, сăхсăхса, çулăхать ăна:
— Асту, батюшка! пăх-ха икона, —
Куçсем ун шăтăк! Мĕнле ку капла?!
Хăйсем шăтарнă пулмалла ăна?!
— Колдун! Киремет!.. Усал чĕпписем!..
Тамăк хураннех сире ямалла!..
Мĕнле тӳсейнĕ святой ангелсем?!
Халь сирĕн куншăн ĕмĕр çунмалла...
Танай-ха пăхар: пор-и сан хĕрес?
Сутник кил-ха, кил... пăхас, тĕрĕслес!..
Пуппа мăн течук, хыçалтан сутник
Тăраççĕ Чакка патне пухăнса.
— Кăтарт хĕресне, тухатмăш! Ан сик!..—
Теççĕ Чаккана, хĕсме тапратса.
— Хĕрес çухалнă... Кайăр çăвана! —
Теет те Чакка тĕкет течука.
— Тавай лешсене! Лешсене пăхар! —
Сан пур-и хĕрес? — тытрĕç Тайпине.
— Çухалнă... çук, çук!.. Аллуна эс чар! —
Тесе вăл сирет течук аллине.
Ак çак хушăрах хыçри Ятарин,
Сентре çийĕнчен хĕресне илсе,
Çакать сисмелле: — Ак пăхăр эппин...
Хĕрес манăн пур,-— тет вăл шикленсе.
— Христос тĕнĕпе-и? Мĕнле сан яту? —
Пăвать Чаккана пăлханнă течук.
— Ялта эп — Чакка; хут çинче — Якку.
Çапла ят хунă мана пĕчĕк чух.
Шыва кĕртнĕ те... вара чăвашлах... —
Каларĕ Чакка хăюллăнтарах.
Течук, кĕсйинчен сар хут кăларса,
Чакка сăмахне кармаклать çырса.
Пуп
Тата ачу сан мĕнле тĕнпеле?
Тавай-ха, кăтарт, пур-и ун хĕрес?
Чакка
Вăл вырăс тĕнĕпе... хĕресĕ темле?
Çаксаччĕ. Анчах ăçтан ман пĕлес?
Пуппала течук чарчĕç куçсене,
Лăс-лас вĕçтереççĕ вăрăм çӳçсене:
—Тавай виçĕ тенкĕ! Тавай, халех туп!
Эс унсăр пĕтен, каторга! — тет пуп.
Чакка
Çук, çук, пуп мучи, параймастăп эп.
Пĕр пус та ман çук. Мĕнпеле тӳлеп?!.
Течук
Мĕскершĕн шăтартăн икон куçсене?
Мĕскершĕн çакмастăр Христос хĕресне?
Виçĕ тенкĕ саха-ал!..— Асту, памасан,
Çыратпăр халех: миçе айăп сан?!
Сутник
Чакка, ну, чăнах, куншăн лайăх мар,
Каçарччăр тесен — ыйтнине эс пар!
Чакка
Тайпи! Ятарин! ах ку турăша...
Кам пăсрĕ капла ун куçĕсене?
Кун пек пуласса илмен те ăша!
Эх!.. — терĕ хыттăн, ларчĕ сак çине.
Шăп çав самантра пуппала течук
Пăвсах çитереççĕ «виç тенкĕ» ыйтса.
— Чакка, вĕсенчен ахаль юлас çук,
Парсам!..— тет сутник, пуп майлă тăрса.
Пуп
Чăваш — киремет! Чăн туррăн куçне
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...