Хĕн-хур айĕнче :: Кĕр сăри
Уяр, сивĕ каç...
Çут уйăх кăпка юрпа йăлтрашать.
Ялта — кĕр сăри1. Хăш-пĕр шăтăк лаç2
Çаплах-ха çиçсех сăра юхтарать.
Çак каç Алапмт, хăна пуçтарсах,
Кĕрхи мăнтăрпа ĕçет чӳклеме.
Ун килĕ паян хĕвел ансанах
Хăна-вĕрлепе пуçлать хĕвĕшме.
Шăв-шав сасăсем те эхрек кулăсем
Таттисĕр, тăтăш янраççĕ унта;
Ют ял хăнисен лаши-çунисем
Сарай туллиех тăраççĕ тулта.
Анчах ку шăв-шав килкартишĕнчен
Е çенĕксенчен кăна илтĕнет.
Пӳртри хăнисем хуçа умĕнче
Шăлкăн кушакла çеç ларни сисĕнет.
Хĕрсе юрласси, сиксе ташласси
Кунта пĕтĕмпех килет хуçинчен.
Мăнаçлă çынна мĕнпе юрасси
Пурне те паллă ун сăн-питĕнчен.
Пуян Алапитĕн йĕри-тавра çурт,
Хырпа юмантан вăл çавăрнă ăна.
Çуртне курнипех пур пуçлăх — çич ют —
Савса хисепленĕ çак сăхă çынна.
Хуралт çисене вăл, пурне те лап-лап,
Хăма çийĕнчен пустарнă шулап3.
Шур пӳрчĕ капмар, ялта пĕр-пĕччен
Купца-хуçа пек лартнă пысăк пӳрт...
Çапла Алапит — пуян хресчен,
Пули-пулми çын — ан ту унта шӳт!
Еçке те ялан вăл чаплă ĕçет, —
Вăтăр çухрăмран хăна чĕнтерет.
Пуян кил хуçин кĕреки тулли;
Вун тĕслĕ апат, эрех те шерпет;
Кама мĕн туртать — йӳççи е тутли —
Вăл çавна ĕçсе-çисе киленет...
Сĕтел хушшинче — улт-çичĕ старик,
Кусем пĕтĕмпех хисеплĕ хăна.
Кунтах куштансем — Текейпе сутник;
Ытти çыннисем тэ пуянсем кăна.
Кил пуçĕ самăр, çырă сăнлăскер,
Хура çӳç-сухаллă, хура куçлăскер,
Тачка пĕвĕпе сарăлса ларса,
Мамлать, калаçать текех мухтанса.
— Ĕçе-ер, хăнамсем! — тет ак Алапит. —
Çаратрĕç... Çапах аптрамăп-ха пит:
Пин пăт тырă пур, çирĕм пăт пыл пур;
Кĕтӳпе сурăх, ултă ĕç лаши...
Шур пӳрт тулли йыш, — ачамсем маттур...
Мĕн-ма кулянас, ма ĕçес мар-ши?!
Халь çичĕ ĕне çӳрет картара.
Утмăл купа утă çултăм пахчара...
Хусах-таркăнсем урăх тивмесен,
Пĕтместĕп-ха эп. Алапит пĕтмен!
— Вĕçех ĕнтĕ, вĕç! Çавăн-çке чĕлхи! —
Пӳлет ăна кĕç çумри карчăкки.
Нимскер вĕçсе мар. Чăн, утмăл купа!
Пурнатăп! — тет вăл хавас сасăпа.
— Апла... Хе-хе-хе! Утмăл купа тан!
Ара, анкарти ытла пысăк сан...
Ман — хĕрĕх анчах... Шутла-ха... Эккей! —
Пуçне пăркалать тилĕ пек Текей.
Алапит
Анкарти — çитет... икĕ теçетин.
Сан пĕчĕк пулсан, пысăклат эппин!
Карта тытассах ӳркенетĕр çав.
Кам çук тет, нăйкать — вăл нишлĕ, юлхав.
Текей
Юлхав та пуль те... ялтан аван мар.
Хăюлăх çитмест. Сĕрекем начар...
Ну, эс урăхла: улпут темелле!
(Кулать.)
Пĕлетне, каллех çĕр улпучĕсем
Кунта килмелле? Пăхрĕç пĕр тĕле...
Хура çĕр-çке шыраççĕ çавсем!
Алапит
Пĕлетĕп. Уншăн мĕн шикленмелли?!
Ни кулянмалли, ни тĕлĕнмелли!
Нимле улпут та пирĕн пурлăха
Пахомка пекех туртса илмĕ-ха.
Текей
Ку ĕнтĕ чăнах...
Эх, хамăр тахçан пулсанччĕ улпут!
(Кулать.)
Алапит
Шăватпăр ĕнтĕ, тусăм, малаллах.
Анчах ан такăн... витĕр пăхса ут!
Мĕскер? Пул харсăр, хытă пуçлăрах.
Мĕн усăллă пек — тыт, çырт лайăхрах.
Чунна, кăмăлна ирĕкреххĕн яр.
Çынсем хушшинче шăллă пул, хаяр...
Çапла пуль? Мĕнле?.. Мула ӳстерме
Мĕн кирлĕ тата?
Текей
Çынна хĕрхенме,
Питех именме те эппин юрамасть?
(Кулать.)
Алапит
Вăт тĕрĕс, тĕрĕс! (Кулать) Çапла хушать влаç...
Тачкам Алапит, кăштах шăпланса,
Ĕçки хăватне сăнама тăрать.
Курать вăл: пӳртре, тин хăюлланса,
Хăш ӳсĕр хăна юрлама пуçлать.
— Мĕскершĕн лăпкă? Е ĕçмелли çук?!
Ĕçтерăр, ачсем, пурне те эрех!
Киленĕр, туссем, эпĕ сывă чух!
Ну, ташлăр! — терĕ Алапит пĕрех,
Хайхи талт! сикрĕ тăчĕ ташлама, —
Алли-урине хуçкалантарма.
Тулли пӳрт хăвăрт шавласа каять,
Ташши те, юрри те харăс пуçланать... —
Юратнă куккам, мĕншĕн тунсăхлан?
Юрла-ха пĕрре савнă юрруна!
Юрру-сăввусем пит те лайăх сан, —
Хистерĕ хуçа пĕр кукша çынна.
Кукша пуç старик туртăнсах лармасть,
Салхуллă юрра вăраххăн тăсать:
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...