Хĕн-хур айĕнче :: Юнлă мунча хыççăн
Тиекĕ вара, парне туянса,
Ĕçе «тӳрлетет» хăй пĕлнĕ майпа:
Алапит ачи ятне хуратса,
Çырать Чаккана «тĕплĕ ăслайпа».
Çак майпа пирĕн пĕр хӳтсĕр Чакка
Кĕтмен çĕртенех каять салтака.
Каять вăл, çапах нумай пурăнмасть;
Çарти хыт пурнăç ăна хавшатать.
Ик çул çурăран, вăрах чирлесе,
Килет вăл калла, аран сĕтĕрнсе...
Килте те чылай выртса хăрнăскер,
Чакка халь çине чухăнччĕ питех.
Ик çул татайман куланай пекскер
Çапла майпа ун пухăннă текех.
Ак халь, тамаша, тиекпе пурмис
Чакка пурнăçне пăхмарĕç нимскер:
Сан пур-и, çук-и, — ял-йыш кур та сис!
Тирне çуриччен хĕнерĕç ĕнер.
Тискер ĕç пулни иртет пĕр эрне.
Анчах манма çук-ха усал ĕçсене...
Çапса хĕненĕ çич-сакăр çынтан
Ик-виççĕшĕ вилчĕç эрне хушшинче.
Пĕр тăкăс сив кун... Карлать сĕм вăрман
Курак кăраклать вăрман хĕрринче.
Çанталăк питне шăн пĕлĕт карать —
Имшер хĕвеле витсе хупăрлать.
Çак кун ак, каçпа, хĕвел анайсан,
Чакка, сывлăхне самай пек туйса,
Хура пӳртĕнче пĕчченех, аран
Нар сакĕ çинче ларать тайăнса.
Ун пĕчĕк çемйи паян килте çук.
Хăй хунĕ мĕскĕн Итапай вилни
Çитет виçĕ кун. Халь, каç пулнă чух,
Ăна асăнма кайнă ун çемйи.
Çак лăпка, пĕччен, улах сехетре
Пуçне вăл ватать тĕрлĕ шухăшпа;
Аса килеççĕ тахçан, пĕчĕкрен
Курса тӳснисем ярăм-ярăмпа:
«Ача ĕмĕрĕ — çутă кĕмĕл пек»,
Тесе юрлаççĕ халăх юрринче.
Анчах та маншăн пулнă-ши ун пек,
Тăлăххăн ӳснĕ атте килĕнче?
Пулман вăл. Çук, çук!.. Çурри выçăлла,
Хĕнпе ӳстертĕм эпĕ шăллăма.
Ĕçленĕ, чăтнă çамрăк пуçпала, —
Телейлĕ кун-çул пĕрре те курман...
Чăнах, çитĕнсен, кăшт пĕр вăхăтра,
Чипер хĕр — Тайпи савнине пĕлсен,
Туйсаччĕ хама самай пек вара.
Ку халь те ырă, ăна асилсен!
Пĕр çутă кун вăл... улăх талккишпе
Саралнă йĕтĕн хумханса ларать;
Çинçе йăранлă ана хушшипе
Куратăп, Тайпи юрласа пырать:
«...Тикĕс шăтса çитĕнчĕç
Кăвак куçлă йĕтĕнсем,
Хĕвелпеле çиçкĕнчĕç
Вĕсен çăмăл çеçкисем.
Пĕр кунхине, ирпеле,
Сулхăн çилĕ вĕрчĕ те —
Кăвак çеçке çĕрелле
Вĕçрĕ-ӳкрĕ пĕтĕмпех.
Çумăрпа та ăшăпа
Тыр-пул пиçсе саралать;
Йĕтĕн пуçĕ тăвăлпа
Шĕлтĕр-шĕлтĕр вылянать.
Карчĕ капăр асамат
Çумăр хыççăн, çилпеле.
Эх, ăçта-ши çак самант
Савнă тусăм — ман телей!»
Çапла юрлатчĕ ун чухне Тайпи.
Ăна ыталарăм тытса пилĕкрен.
Каларăм: «Савсамччĕ мана эс, хĕрпи!»
«Эс ман асăмрах...» — терĕ вăл хуллен.
Мĕнпур таврана çутатрĕ хĕвел!
Вăрман çуммипе çемçе çил вĕрет —
Ашша, нӳрлĕхе улăха хĕвет...
Тайпи хĕр манпа ачашшăн пуплет:
«Атте-анне те хирĕç пулас çук;
Эс ху та чăнах, чунтан юратсан,
Юрать пĕрлешмех...» — терĕ вăл ун чух.
Пĕрлешрĕмĕр час çавăнтан кайран.
Пурнаттăмăрччĕ икĕ туслă чун.
Анчах ку иртрĕ ырă тĕлĕкле!..
Пăчланчĕ пурнăç пĕр ним кĕтмен кун —
Уяр пĕлĕтрен аçа çапниллех!..
«Рекрут эс, — терĕç, — çара каймалла!»
Тертлентĕм ик çул... чирлерĕм унта.
Ăсатрĕç киле... Ак паян келлех
Выртатăп этем тӳсми мăшкăлта!..»
Чакка шухăша путнă сехетре
Лутра алăкран кĕрет пĕр ват çын.
Ку вăл — Тевенеш, — ялта, кӳршĕре
Хисеплĕ, чыслă шутланнă арçын.
Старикĕн пысăк сухалĕ шап-шур,
Анчах хăй çирĕп, калаçать маттур.
Пӳрте кĕрсенех вăл хывать çĕлĕкне,
Кăшт-кашт шăлкалать çут пуç тӳпине.
Эп килтĕм, — тесе, малалла утса,
Ват çын сассипе ыйтать кулянса:
Мĕнле, сывлăху самай-и, Чакка?
Шеллетĕп хыр пек патвар шăм-шакка!
Чакка
Самай пек паян... Анчах та темле...
Сывалăп-ши, çук-и? Те, тен, вилмелле...
Эх, мăшкăл, мăшкăл! Пăх-ха, мучей, вырт!
Нимскер тума çук, шăлусене çырт!..
Тевенеш
Самай пек пулсан, чĕрлен-ха эппин;
Турра тавтапуç! Хăрамалли çук...
Сăмах ман пурччĕ. Калап ĕнтĕ тин.
Калам-ха сана пӳртре улах чух.
Чакка
Каласам, кала...
Мĕскер ку апла?
Тевенеш
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...