Хĕрес хывнă хĕвел :: Пĕрремĕш сыпăк
Пăхса тăчĕ вĕсем çине Кира, чăрмантарам мар-ха, калаçас тенине тепĕр чухне те хускатма пулĕ тесе шухăшларĕ.
Апатланнă хыççăн Арефий салтăнмасăрах вырăн çине кайса выртрĕ. Кира ун çумне пырса та ларчĕ.
— Лариса Вероникăна ятуллă тум çĕлесе-и, çыхса-и парасшăн пулмалла. Журналсем сирсе лараççĕ. Чăрмантарам мар терĕм. Пушансан та калаçăпăр терĕм.
Арефин пуçĕнче пачах урăх шухăш явăнчĕ.
— Каплах ĕçлесе кайсан лайăх пулмалла та... Каларăм-ха Роберта, таçтан-таçтан курăнса тăмалла «Автоюсав» тесе çырса çакмалла терĕм. Килĕшрĕ. Пысăкрах çурт шырать. Кирлĕ ĕç хатĕрĕсем пур. Машина тетте мар та, маччаран çакнă кран кирлĕ текелет. Ман хамăн ун пек ĕç пуçлама вăхăт иртнĕ.
— Тем калаçса ан вырт, ним те иртмен. Сан çулхисем ай еплерех кастарса çӳреççĕ.
— Вĕсем малтан пурлăх пухнă. Ман пек çара çерçие юлман. Завод директорĕсем халь патшалăх вăйĕпе тунисене хăйсем валли илме тытăнчĕç. Санпа иксĕмĕрĕн пăта çапма мăлатук пур та пăта кукăрăлсан туртса кăларма хĕскĕч пур.
— Хĕскĕч тенĕрен, эп ăна Журавлева парса янăччĕ. Тавăрса памарĕ.
— Мĕн тума тыттаран çав çынна япала? Эп пĕлсе çитнĕ ăна, ним те памастăп. Кайса ыйт халех. Унсăрăн Кăнтăр пасарне тухса сутма пултарать.
Арефий шăм-шакне кантарса илчĕ пулас та тăрса ларчĕ.
— Пĕр-пĕр ырă хуçа патĕнче ĕçлеме хирĕç мар эпĕ, — калаçрĕ вăл ăшри сасăпа. — Çак Роберт пекки пулсан. Ăнса кăна кайтăрччĕ çавăн ĕçĕ. Ильменева чĕнес терĕм-ха. Пĕччен йывăртарах.
Ку сăмах Кирăна та савăнтарчĕ. Аслисем пурнăç-тăрмăша сӳтсе явнă вăхăтра тепĕр пӳлĕмре çамрăксем хăйсен калаçăвне пуçларĕç. Килсе кĕнĕренпе те çăвар уçма хăранă пек çӳренĕ Вероника сирсе ларакан журналсенчен пĕринче хăйне калама çук килĕшнĕ тум курсан хĕремесленсех кайрĕ. Аллисене лаш усрĕ те журнала Лариса умне хучĕ.
— Пирĕн пеккисем валли мар çав ку модăсем, — терĕ ассăн сывласа.
Лариса тантăшне килĕшнĕ тум ӳкерчĕкне пăхса илчĕ те хĕрӳллĕн каласа хучĕ:
— Кирлĕ пулсан ним те мар çĕлесе паратăп çакна...
— Ан калаç ĕнтĕ. Çаплах çăмăллăн çĕлеме пултарсан пурте çакăн пеккисене тăхăнса çӳрĕччĕç.
— Эс мана ĕненместне? — кӳренме пăхрĕ Лариса.
— Ĕненетĕп, ĕненетĕп, — ирĕксĕртен каласа хучĕ те Вероника хутлансах ларчĕ.
Лариса журналти ӳкерчĕке тимлесех пăхма пуçларĕ. Ун шучĕпе, кунта пултармалла марри ним те çук пекех туйăнчĕ. Журнал страницине çурмалла хутлатрĕ, тепринче шыраса вăхăт ирттермелле ан пултăр терĕ, хăйĕн сĕтелĕ çине кайса хучĕ. Каялла вырăнне таврăнсан чи кирлине тупрăмăр тесе шухăшларĕ, журналсене пĕр купана пуçтарчĕ.
— Ман ĕнтĕ çынна ăмсанса пурăнмалли кăна юлнă, — мĕскĕн сасăпа калаçрĕ Вероника.
— Ан комплекслан! — алă сулчĕ Лариса. — Хамăр комплексланнине пула пурнăç ăнмасть те, çавна Турă çырни тесе шутлатпăр. Унран иртеймĕн теме пăхатпăр. Тĕрĕс мар каларăм-и?
— Общежитире телевиденипе пĕр передача пăхса лартăм. Миллионерсен арăмĕсем çинчен. Пĕчченех лараттăм та экран умĕнче, пĕр маншăн ку передачăна эфира кăларнă пекех туйăнса тăчĕ. Хамăн та миллионер арăмĕ пулас килсе кайрĕ.
— Миллионер арăмĕ укçа чури кăна пуль вăл.
— Эп укçа чури пулма хирĕç мар, — черченкĕ аллипе кăкăрне çапса илчĕ Вероника. — Ирĕклĕ ăçтиçук пулнинчен лайăхрах вăл. Ирĕклĕх тени те такам шухăшласа кăларнă япала кăна. Никамшăн та çук вăл, ирĕклĕх. Çапла мар-и? Пĕлетĕп, пĕлетĕп, ахалех ан илемсĕрлет пит-куçна. Чĕрре кĕрсе тавлашма пĕлместĕн эсĕ. Ман вăт...
Вероника икĕ чăмăрне те хытарчĕ, тем пăраланă пек енчен еннелле пăркаларĕ.
— Преподавательсене итлесе ларнă чухне кашни сăмахне пӳлсе хамăнне каласа хурас килет.
— Иртет вăл. Ун пек кăмăл манăн та пулкалать.
— Сан иртет пулĕ те... Эс аннӳне хывнă. Эпĕ вăт такама кăларса илнĕ. Хам та пĕлместĕп.
— Хĕрӳллĕ çав эс. Шутламасăр-тумасăр аннӳ çуртне сутса ан яр тата.
— Ăна ялти тăвансем те суттарасшăн мар-ха. Пурăнан пурнăçра тем те сиксе тухма пултарать теççĕ пурте.
— Апла теççĕ пулсан тĕрĕсех калаççĕ.
— Лара, эс ман пек мар, тĕрĕсех суйласа илнĕ хăвна валли, санран ача вĕрентекен пулатех. Ман ним туса та çав ĕçе кӳлĕнес килмест.
— Хăвăн ачусем пулсан вĕсене кам вĕрентсе ӳстерĕ? Ман шутпа, çут çанталăк хĕрарăма учитель те, воспитатель те тунă.
— Апла пулсан мĕншĕн арçын учительсене мухтарах параççĕ?
— Вĕсем сахаллăн, çавăнпа.
— Унпах мар пек туйăнать. Арçын сăмахĕ вăл приказ пек, саккун пек илтĕнет. Эпĕ хам илтсе курман та ăна, тен, çавăнпа маларах хурас килет. Çын яланах хăйĕн çуккине, çитменнине хакларах парать.
— Эпĕ те, сан пекех, аттесĕр ӳснĕ. Сана та, мана та юратакансем аннесем пулнă. Арефий Якимович ман атте мар, атте çури кăна...
Вероника каласа пĕтерме памарĕ.
— Тем калаçса кайрăмăр ĕнтĕ, — терĕ шăл витĕр, ура çине тăчĕ.
Лариса васкамасăр мода журналĕсене пуçтарчĕ те хăйĕн вырăнне, шкапăн аялти çӳлĕкĕ çине кайса хучĕ.
— Çĕлесе парам-и вара хăвна килĕшнĕ кĕпене? — чăнласах ыйтрĕ Лариса.
— Мĕн хак тӳлемелле уншăн? — çавăн пекех чăнласах ыйтрĕ Вероника та. — Аннерен юлнă укçана тăккаламан-ха...
— Ан лăпăртат ĕнтĕ, — кӳренмеллипех кӳренчĕ Лариса. — Санран укçа илес пур пурăнмастăп та çак çĕр çинче.
Харăсах шăпланчĕç. Чи кирлине калаçса пĕтертĕмĕр тесе шутларĕç.
Çемье хушăннăшăн тăвăрланакан никам та пулмарĕ. Киле ют сасă иленнине те нихăшĕ те туймарĕ. Кирăн кăна шухăш нумайланчĕ. Пĕрне ĕçе, иккĕшне вĕренĕве ăсатса ярать те хваттер хуралне пĕчченех юлнăскер тытăнать кашниншĕн пăшăрханма. Хăйĕн хĕрĕ мар-ха, çĕнĕрен çемьене хушăнни канăçсăрлать ăна. Пурнăç херĕпне ытлăн-çитлĕнех тӳсекене Турă шеллекенччĕ, çавсем тĕллĕн ырă пурнăç ярса параканччĕ. Çапла пултăрах Вероника тĕллĕн те тесе тытăнать те шухăшлама хăйĕн чун тĕпренчĕкĕ çине куçайса каять. Хĕр упраç ăраскалĕ çын аллинче. Пурнăç юлташне ун суйламалла туман та, кам чĕнессе, кам çавăтса каясса кĕтмелли кăна юлнă. Унăн, Кирăн, хăйĕн пурнăçĕ ăнсах ăнмарĕ çав. Вăл пĕве çитнĕ чухне пир-авăр комбинатне çамрăк ĕç аллисене планпа палăртсах иле-иле килетчĕç. Кира та çав ушкăна лекрĕ. Вĕсене вĕрентнĕ, общежитисенче вырăн тупа-тупа панă. Çав общежити пурнăçне пулах алла-аллăн утмалли юлташ тупаймарĕ пулĕ. Ват хĕр шутне картма тытăнсан кăна пĕр урçана качча тухрĕ. Çак хваттерте пурăнма тытăнчĕç. Хăйĕнчен вунă çулах аслă пулнипе упăшкине вăл ятпа чĕнсе те курман пулĕ. Олег Федорович тетчĕ яланах. Çар офицерĕ пулнă вăл. Те вырăнтан вырăна куçса çӳремеллипе малтанхи арăмĕпе ача-пăча çуратман. Те ĕлкĕрĕпĕр-ха тенĕ ĕнтĕ. Шарламастчĕ ăна Олег Федорович. Кира хăй те пусахласах ыйтман. Вăхăчĕ те пулман вĕсен. Ытла та сахал пурăн-чĕç пĕрле. Виçĕ çула яхăн кăна. Олег Федоровичпа мăшăрĕ, ытти офицерсен çемйисем пекех, Челябинск таврашĕнчи çар хулинче, поселокĕ тесен тĕрĕсрех пулать пулĕ, пурăннă. Çавăн чухне сывлăхĕ хавшанă та ĕнтĕ. Офицерăн та пурне те пĕлме юрамасть. Чухлатăн пулсан та, ан шарла. Офицерсен пакунĕсем çине пĕрер çăлтăр хушса тиреççĕ те çаксене аслă çĕршыв тăрăх салатаççĕ. Кунта çамрăксене, сывлăхлисене, кӳре-кӳре килеççĕ. Çапла майпа Олег Федорович Шупашкара лекет. Тӳрех хваттерлĕ тăваççĕ. Дача лартма çĕр параççĕ. Шупашкартан çирĕм-вăтăр çухрăмра мар, çывăхрах. Кира пурăнакан общежити вахтерĕн Кăтюк аппан пахчипе юнашар, карта леш енче виçĕ офицера çĕр касса пачĕç. Кăтюк аппа сулахай урине сусăрланă та сĕтĕрсе утать. Пахчари ĕçсене тирпейлеме общежити хĕрĕсене иле-иле каять. Ĕçтерет, çитерет, тепĕр чухне пылак çимĕçлĕх укçа та парать. Çар офицерĕсем пĕр çулталăкрах дача çурчĕсене хăпарта-хăпарта лартрĕç, пĕр çулталăк хушши çар машинисем те, салтаксем те татăлмарĕç. Вĕсем килме пăрахсан, Кăтюк аппа пекех, Олег Федорович та çĕр кăпкалатма, йăран тума, акмалартма Кирăсен ушкăнне чĕнекен пулчĕ. Ку вăхăтра хĕне кайнă арăмĕ вырăнпах выртма тытăннă пулнă.
Арăмне пытарсан çулталăкран пĕрлешрĕç те, Лариса хăйĕн ашшĕпе амăшне савăнтарса тĕпĕртетсе çӳреме тытăнсан хăй çĕре кĕчĕ. Тăлăх арăм хуйхи-суйхисĕр пуçне ун çине пĕчĕк хĕрĕн пуласлăхĕ тиенчĕ. Унтанпах вăл пĕр кун та хăйшĕн мар, ачишĕн пурăнмаллине туйсах тăрать. Тавах Турра, тавах. Ку таранччен пĕрре те такăнтармарĕ-ха. Пулăшсах, хута кĕрсех пычĕ. Урăх мăшăр та тупса пачĕ.
Аврука Турă хăй тупса панине Кира чăнласах ĕненет. Пурнăçра ун пек пулмалла мар пекех туйăнать паян та.
Аврукпа иккĕшĕ вĕсем пĕр çулхиеемех. Иккĕшĕ икĕ тĕлте çуралса ӳснĕ, анчах, мĕнпур чăваш çамрăкĕсенни пекех, вĕсен пурнăç çулĕсем Шупашкарта пĕрлешнĕ. Çамрăк чухне пĕр-пĕрне пĕлмен вĕсем. Хăçан тĕл пулса паллашнине Кира хăй те ыррăн астумасть. Те кантурта пуçласа курнăччĕ. Пичетлекен машинкăсем юсама пынăччĕ пек астăвать. Ун чухне Аврук агрегат заводĕнче ĕçлетчĕ. Çавăнта ячĕ чапа тухнăччĕ ун. Пысăк-и, пĕчĕк-и, завод тенĕ тĕк ун директорĕ пур, директорăн таврашĕ пур. Пилярский директор хушнине кăна пурнăçласа пурăннă Иван Петрович ĕçке ернĕ пулнă. Пĕринче Пилярский çакна чĕнсе илнĕ те васкавлă ĕç хушнă, хулари пĕр пысăк çын вил тăпри çине лартма тимĕр карта çыпăçтарма каланă. Лешĕн аллисем чĕтренине курсан куç тĕлне пулнă пĕрремĕш çынна хăй патне чĕнсе илнĕ. Вăл шăпах Аврук пулнă та. Малтан Пилярский Аврук ĕçленине пĕр хушă пăхса тăнă. Килĕшнĕ лешĕн ĕç манерĕ. Иван Петровича цеха куçарнă, ун вырăнне Аврука лартнă. Директорăн ал айĕнчи çыннине премисĕр нихçан та хăварман, медаль е орден валеçнĕ чухне те ун хушаматне чи малтан аса илнĕ, хваттер черечĕ те ыттисеннинчен хăвăртрах шунă. Комсомолла туй туса авланчĕ те, тӳрех пĕр пӳлĕмлĕ хваттер уççи тыттарчĕç. Ача çуралсан икĕ пӳлĕмлине пачĕç. Майлашăнса çитнĕччĕ ĕнтĕ Аврукăн пурнăçĕ. Арăмĕ те сăнсăр та чунсăр хĕрарăм пулмарĕ. Пурнăç йĕрки-карти пуриншĕн те пĕрре иккен — шырлаха чăтаять çын, ырлăха чăтаймасть. Аврук тĕллĕн йăтăнса аннă ырлăх çавă пулчĕ — хăш еннелле аллуна тăсан, çав енчен эрех черкки тыттараççĕ. Черккисене вара пĕрне те туллин каялла тавăра-тавăра паман, пурне те пушатнă.
Çамрăк чухне мухмăрăн та асапĕ çăмăлрах. Çулсем иртнĕçемĕн вăл кутăнланма та кутăнланма тытăнать. Мухмăра пуççапса пурăнас вăхăт çитрĕ те, çемьери лару-тăру кăткăсланчĕ. Ира Аврука килтен хăвалама пикенчĕ. Туп та хăвăн пекки, пурăнăр пĕрле тесе янрашса илмен кун иртми пулчĕ. Чунтанах юратнă ывăлĕ те пулин амăшĕ еннелле тăракан пулчĕ, амăшĕ каланинех вăл та калама вĕренчĕ. Ашшĕ юратсах кӳрекен парнесене те йышăнми пулчĕ.
— Олег, эп сан аçу пулатăп, — теме тăчĕ пĕринче Аврук.
— Ман атте мар эс, йыт-качка ашшĕ кăна, — татса та хучĕ ывăлĕ.
Килте-çуртра чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть, шакăртатса илет те иртет тесе шухăшласа пурăннă Аврук. Шанни шанăçа кĕмен, кĕтни пурнăçа килмен. Ира патне тулли питлĕ, сарă мăйăхлă арçын килех килсе çӳреме тытăнсан Аврука ку ĕнтĕ ăна кĕвĕçтерме юри хăтланни пек туйăннă. Упăшки те хваттертех иккенне курмăш-пĕлмĕш пулсах çаксем тĕпелте чей ĕçсе шăкăл-шăкăл калаçса ларнине кура-кура йăлăхнă хыççăн Аврукра арçын тивĕçлĕхĕ вĕресе кайнă. Çакна кăна кĕтнĕ иккен Ира. Хваттерти шăв-шава кӳршĕсем те илтчĕр тесе алăка яриех уçса пăрахнă, хăй телефон çавăрма пикеннĕ. Хыпăннă сасăпа милицие чĕнме тытăннă, вĕлереççĕ, вĕлереççĕ тесе тытамаклăн кăшкăрашнă. Çакăн хыççăн уйăхсерен участокри милиционер килсе тăма тытăннă, кашнинчех акт çыра-çыра кайнă, тепре çапла хăтлансан урăхла калаçăпăр тесе юна-юна хăварнă. Урăхла калаçас вăхăчĕ тата нумай кĕттермен. Пĕр шăмат кун милици машинипех лартса тухса кайрĕç, ирĕксĕр сыватма леçсе хучĕç. Унтан таврăнчĕ те, ăна хăйĕн хваттерне кĕртмерĕç. Унта урăх çынсем пурăнаççĕ иккен. Алăка тимĕрленĕ, çĕнĕ çăра лартнă. Аврук кӳршĕсенчен ыйта-ыйта пĕлнĕ. Ира хваттере улăштарнă та Йошкар-Олана çав тулли питлĕ, сарă мăйăхлă арçынпа пĕрле куçса кайнă. Аврук япалисене кӳршĕ патне куçарса хунă. Хваттер улăштармалли хутсене малтанах хатĕрлесе пынă иккен арăмĕ. Хăй вырăнне кам алă пуснине Аврук пĕлеймерĕ. Пĕр-пĕр ӳсĕр чухне хăйнех пустарнă пулĕ тесе шухăшларĕ.
Инкек нихçан та пĕччен çӳремест. Шăп çак вăхăтра завод директорне урăх ĕçе куçарса кайрĕç те, Аврукăн çĕнĕ шăпăр айне лекмелле пулчĕ. Хуйхă çине хуйхă чухне вĕсене шăварсах тăмалла. Пуçланчĕ пайкуш пурнăçĕ. Вăл Аврука та пасара илентерчĕ. Унччен хăех йĕрĕне-йĕрĕне пăхнă çынсем ăна тиркесе тăмарĕç, хăйсен йышне йышăнчĕç.
Шăп кăна çулталăк чăтайрĕ Аврук. «Дина» е аншарли туянмалăх пасарта тавар тиесе, пушатса укçа тукаларĕ. Çинĕ чухне çинĕ пулĕ, выçă чухне выçах çӳренĕ пулĕ. Хĕлле çуртсен путвалĕсенче хӳтлĕх тупнă. Çулла Шупашкарта пурăнма пулать. Çынсем туха-туха пăрахнă кивĕ тумтир е картун сара-сара вырткаласа тăчĕ.
Хăнăхсан тамăкра та начар мар теççĕ-ха. Пайкуш пурнăçне Аврук ниепле те хăнăхса çитеймерĕ. Унăн начар маррине туйса илеймерĕ. Пурăнса ирттернĕ кашни куна ылханнисĕр пуçне ним те тума пĕлмерĕ. Анчах çак пурнăçран хăй ирĕкĕпе каяс тени кăна пуçа пырса кĕмерĕ. Çулла-и, хĕлле-и, ун тĕллĕн те çутă та хаваслă кун килессех шанас терĕ.
Ĕнтĕ çу иртсе кайрĕ. Çумăрлă та сулхăн кунсем пуçланчĕç. Çĕр варринче шăнса кӳтесрен тесе виççĕн пĕрлешсе пĕр кĕленче «Дина» туянчĕç, пасар çуртне шала кĕрсе ăна кранри шывпа шĕветрĕç, хӳме хыçне тухса пĕрер стакан ячĕç те юлнине виçĕ савăта пĕр пек тултарса хăйсемпе пĕрле илчĕç. Виççĕн виçĕ еннелле утса кайрĕç. Аврук пайташсем куçран çухалсан темшĕн пасара калла кĕрес терĕ. Урисем хăйсемех нумай пулмасть кăна «Дина» туяннă ларек патне илсе çитерчĕç. Кӳп тутарчĕ такам çурăмран. Чалтах сиксе ӳкрĕ Аврук. Çаврăнса пăхрĕ те таçта курнă, тахçан пĕрле ĕçнĕ çынна асăрхарĕ.
— Эс пĕчченех-и? — ыйтрĕ палланă пек туйăнакан çын.
— Ман укçа çук, — татса та хучĕ Аврук.
— Укçи хамăнах пур, пĕрле ĕçме кăна юлташ кирлĕ, — терĕ те çакскер ут ман хыçран тесе кăчăк туртрĕ.
Вăрттăн сутакан тавара туянчĕç те паçăр кăна виççĕн çӳренĕ вырăна çаврăнса тухрĕç. Ку хутĕнче хӳме хыçне мар, пасартан айккинерех, пурăнакан çуртсен картишне кайса ларас терĕç. Лешĕн те, тахçан курнă, тахçан пĕрле ĕçнĕ çыннăн, таçта васкамалли пулмарĕ. Кĕтмен çĕртен тĕл пулнă çынпа мĕн вăхăт ларнине, миçе курка ӳпĕнтернине ним те астумасть. Пайташĕ хăçан тăрса кайнине те курса юлман.
Такам лăсканипе вăранса кайрĕ. Темле хваттер алăкĕ умĕнче, тĕттĕм кĕтесре выртать хăй. Шăннă аллисене пĕç хушшине хĕстерсе хутланнă. Урисем тĕнсе ларнă.
— Чĕрех-и? — ыйтать пĕр хĕрарăм такамран.
— Хускалчĕ-ха. Чĕрех пулас.
— Васкавлă пулăшу чĕнмелле. Шăнкăравлам-и телефонпа?
— Хваттере кĕртсе вырттарар пулĕ малтан.
— Мĕн, палланă çынах-им?
— Курнă çын-ха. Çавах пулĕ тетĕп.
Хĕрарăмсем хăйне шеллесе калаçнине тинех чухласа илчĕ Аврук. Тăрса ларма хăтланчĕ, анчах хул-çурăмран вăй тарса кайнă та, хал çитереймерĕ.
— Чĕнер-ха, чĕнер васкавлă пулăшу, — ĕштеленсе калаçрĕ хĕрарăмсенчен пĕри.
Хальччен чĕнмесĕр тăнă арçын Аврук патне пычĕ те алăран тытса тăратса лартрĕ, унтан, кĕрешӳçĕ пек, икĕ аллине икĕ хул айне чиксе ячĕ те çĕклесе тăратрĕ.
— Кĕртсе вырттар алăк патне, палас сарса паратăп та...
Хваттер ăшшине часах туйса илнĕ ӳт-пӳ çемçелсе кайрĕ. Чĕтретме пуçларĕ.
— Мухмăру хускалчĕ-им? — пĕшкĕнсе ыйтрĕ хĕрарăм.
Аврук алли ум кĕсйинчи пластик савăта хыпашласа тупрĕ, ăна хĕрарăм еннелле тăсса пачĕ. Лешĕ сăмахсăрах мĕн тумаллине ăнланчĕ, тĕпелтен стакан илсе килчĕ, савăт пăккине уçрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...