Чи пĕчĕк патшалăх :: Чи пĕчĕк патшалăх
Кĕлетсем хыçĕнче, çырмара, кивĕ пусă шăтăкĕсем нумай. Вĕсене темиçе çул каяллах чавнă пулас та, тулса ларнăпа пĕрех хăйсем. Вăрçă çулĕсенче çĕр улми пусса хумалăхах пулман тет-и те, путăклă-шăтăклă вырăна мăянпа хупах сырса илнĕ. Сирсе те сирĕлми кашласа лараççĕ хăйсем. Ку вăл — Тăванкас шĕвĕрĕсен юратнă вырăнĕ. Вăрçăлла вы-лямаллискер. Тантăшĕсем çук-ши тесе чавтарса çитет Вихтĕр кунта. Шăпах. Никам та граната ывăтса автоматпа пемест, нихăшĕ те ур-ра! кăшкăрса «нимĕçсене» ишĕлекен çырма еннелле хӳтермест.
Каялла кайма та шутлать Вихтĕр, кивĕ пусă çумĕнчи тĕмеске çинче Левен Микулкки, ялти ача-пăчапа ытлах хутшăнса кайман имшеркке, тĕмсĕлсе, хыткан чĕркуççийĕсене аллипе ыталаса аякка-аякка пăхса ларнине асăрхать. Пĕлмест Вихтĕр: мĕн сăмах хушмалла ăна, нихăçан та пуплесе курман Микулккана; пымалла-и ун патне — нихăçан та çывăх пулса курман унпа. Лайăх ача-и вăл е усал? Ялти ачасем: «Мĕнле пĕрмаях килĕнче амăшĕ çумĕнче ларать-ши çав Микулкка? Халĕ те чĕчĕ ĕмсе пурăнмасть пулĕ-çке?» — тенине пĕрре кăна илтмен Вихтĕр.
Левенсен анкартийĕ çырма хĕррине çитиех тăсăлса выртать. Анкартинче — вăштăр-вăштăр типнипе çăка шанки евĕр çуталса кайнă çĕр улми аврисен куписем. Вихтĕрсен анкартинче çемçетсе çĕр улми лартса хăварнă пулсан, Левенсен вара пĕр тăпра муклашки те хускатма ĕлкĕреймен-ха. Лере, анкарти хĕрринче, инке пек, лаштра çĕмĕрт саркаланса ларать. Пĕр ытам чечек йăтнă вăл. Ытамĕ капашсăр йывăр пулас та, тураттисем усăна-усăна аннă. Çĕмĕрте пыл хурчĕсем тапăннă. Асран тайăлнăн урса кайсах сĕрлеççĕ вĕсем, çапах та çĕмĕрт çапкаланмасть, кĕçĕтекен çурăмне хыçнă чухнехи майлах лăпкăн тăрать. Çут çанталăк хĕпĕртет, савăнать, ташлать, юрлать, анса пыракан хĕвел ăшшăн куç хĕсе-хĕсе илет. Епле сиккелес, выляс килмĕ кун пек чух! Вихтĕр Левен Микулкки çумне кăштăртатса пырса ларать. Лешĕ ăна тин кăна асăрханă пулас та, кăн-н пăхса, пуçне каллех Писĕп еннелле пăрса инçетелле тинкерме тытăнать. Мĕн шыраса тупнă пулать-ха вăл çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕлте?
— Вылямастпăр-и? — Вихтĕр Микулкка çумнех куçса ларать.
— Çук.
— Ма?
— Ман типĕ умма çеçкине картишне йăтмалла.
— Картишне? Мĕн тума?
— Лайăх çунать вăл. Çапă пекех.
— Апла тăк ма йăтмастăн-ха?
— Ывăнтăм. Вăй юлмарĕ.
— Атя, хам пулăшап!
— Халĕ кая юлтăмăр ĕнтĕ.
— Кая? Епле кая? Халь тĕттĕм мар-иç?
— Тĕттĕм мар та, каç пулнă чух ман куç лайăх курмасть çав.
— Ма?
— Чĕпкуç ман...
— Чĕпкуç? — Вихтĕр Левен Микулкки умне кукленсе ларса пăхать. «Мĕскер чĕпкуçĕ пултăр-ха, — тĕлĕнет вăл хăй тĕллĕн. — Этем куçех-çке сан, Микулкка, нимле чĕпĕн те мар...» Калама вара хăй çапла калать: — Куç лайăх курмасть тетĕн, хăв пĕрмаях аяккалла пăхатăн-çке. Мĕн пур унта, инçетре?
— Пĕлместĕп... Курмасан та мĕн те пулин тумаллах вĕт-ха этемĕн... Шутлатăп халь, инçетре-инçетре мĕнле пурăнаççĕ-ши? Ытла начар кунта.
— Начар çав, — килĕшет Вихтĕр. — Чисти нуша: лаша çавăттарса, сӳре тутарса тинкене кăларчĕç манне. Атя, Микулкка, таратпăр кунтан.
— Таратпăр? — Вихтĕр енне çаврăнса ларать Микулкка. — Ăçта?
— Пĕр-пĕр çĕре. Хамăр ялтан пин хут та пысăкрах çĕршыва.
— Ман тарма май çук-çке, Вихтĕр.
— Ма?
— Анне килте пĕчченех. Выртать. Вăйĕ çуккипе. Эпĕ пăрахса тарсан кам шыв ăсса ĕçтерĕ ăна?
— Сирĕн патра Маюç мăнаккусем пурăнаççĕ вĕт-ха?
— Халь çук вĕсем.
— Ăçта?
— Çĕмĕрлере.
Çакăнпа калаçу путланать. Вихтĕрĕн те сăмах тупăнмасть, Микулккан та. Кĕлет хыçĕнчи хывăх купи çинче сиккелекен çерçисем чарăнма пĕлмесĕр чĕвĕлтетеççĕ, пĕр-пĕринпе хавассăн пуплеççĕ, юп кураççĕ. Ара, ма савăнас çук вĕсен: лаша çавăтса тертленмелле мар, сӳрелеттермеççĕ вĕсене, пăрушка-мĕн пăхтармаççĕ, иртен пуçласа каçчен пилĕк автармаççĕ... Чим-чимлет те, сиккеле-сиккеле те куç тĕлне лекнĕ çимĕçе сăхкала. Апăршасем, Тăванкассинчен, нушаллă пурăнакан саларан, пин-пин хут пысăкрах çĕршыва вĕçсе тарма та ăнкараймаççĕ пулас. Вĕсем пек çунатлă пулас пулсан-и, туххăмра вĕçсе çаврăнса килмелле Вихтĕр тĕнче тавра, камсем ăçта мĕнле пурăннине тĕпчемелле. Çунат та, çитменнине тата, инçе çула тухма юлташ та çук. Пĕччен вара аптриш, тахăш еннелле тармалла нушаллă çĕртен: те çурçĕрелле, те кăнтăралла, те Писĕпелле, те Вăрманкасалла? Левен Микулкки ав тарма хирĕçех те мар пулас, анчах амăшĕ ун…
Микулкка тăрать те килнелле утма пăхать, умри ланкашканалла янк пуснипе чикеленсе каять.
— Эсĕ суккăр мар пулĕ-çке? — тесе персе ярать Вихтĕр малтанах, паçăр тантăшĕ «чĕпкуçĕ» тенине аса илет те çăварне аллипе хуплать.
— Чĕпкуçĕ çав ман, — темле айăпа кĕнĕн хуравлать Левен Микулкки.
Вихтĕр тӳсеймест, Микулккана хулĕнчен пырса çавăтать. «Атя килне çитерсе ярам», — текелет. Икĕ тĕрлĕ çемьере ӳсекен икĕ ача, пуçа килнĕ тĕрлĕ шухăшпа айланса утар çурчĕ евĕр пĕчĕк пӳрт еннелле çул тытать. Çурт тăррийĕ, çĕрсе кайнă улăм купи, унта та кунта пута-пута аннă. Путăклă вырăнсене мăян тапса тухнă. Пĕр кĕтессинче чăпар чăх кахаллăн чавкаланать. Сирпĕтет-сирпĕтет те кăн-кан пăхкалать, сăхса илмелли ним те асăрханмасть пулас та каллех чавкаланма тапратать. Левенсен картишĕнче выльăх-чĕрлĕх çуккипе симĕс курăк ытла та çăра шăтса ӳсет иккен. Шĕшкĕ хуллинчен тытса çавăрнă çатан карта виçĕ-тăватă çĕртен те шăтнă, тайăлма вара хăш еннелле тайăлас килнĕ çавăнталла тайăла-тайăла кайнă.
Пĕр-пĕринпе нăкăл-нăкăл тукаласа ачасем пӳрте кĕрсе тăраççĕ. Тăвăр вăл. Арча пек. Пурпĕрех кăмака пекки пур унта, икĕ кĕске сак. Мал енчи сак çинче Микулкка амăшĕ хутланса выртать. Урине тăссан, ахăртнех, шăнăçаймасть пулас.
— Микул, эс-и? — ыйтать амăшĕ, çурăмĕпе алăк еннелле выртаканскер. — Пĕчченех-и?
— Пĕччен мар. Анкарти хыçĕнчен кунта Вихтĕр çитерсе ячĕ мана.
— Кам Вихтĕрĕ?
— Çтаппан Кĕркурийĕсен.
— Ай, апла-и? — амăшĕ майĕпен тăрса ларма хăтланать. Вăйĕ çитеймест пулас та стена çумне вăйсăррăн сĕвенет. — Ларăр, ачамсем, çавăнта, — çинçе те хыткан аллипе тепĕр сак çине сулса кăтартать Микулкка амăшĕ. — Лар, лар, Вихтĕр. Аçу-аннӳ мĕн ĕçлет-ха? Килтех-и, таçта аякка кайман-и?
— Килтех.
— Умма лартнă пуль?
— Иртнĕ эрнерех лартрăмăр.
— Аçу тĕрĕс-тĕкелех килнĕ пуль? Ӳсĕрмест-и, уксахламасть-и?
— Çук.
— Турра шĕкĕр, Турра мухтав! Сирĕн тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килнĕ хăть, пирĕн ашшĕ кайнă-кайманах пуçне хунă та... Халь ĕнтĕ ман арçын чунĕ те Микулкка кăна. — Микулкка амăшĕ хаш сывлать. — Аçу кил-çурта тимлеме тытăнчĕ пуль? Халь мĕн тăвать?
— Урапа юсать.
— Эппин, вутта кайса килесшĕн. Ара, чипер çын, арçын пуçăн, умма çеçки мăкăрлантарса пурăнмасть ĕнтĕ. Левен вăрçа кайиччен пирĕн те пурччĕ урапа. Халĕ ĕнтĕ шăлĕ те тăрса юлмарĕ. Пурнăçĕ пирĕн те аптăрамасть-ха пĕр енчен, — шӳтлеме пăхать Левен арăмĕ, — пӳрчĕ пĕчĕк те сывланипех лайăх ăшăнать, вутта перекетлет. Пĕр ăнма тытăнсан çапла вăл, килех килет телей тени. Микулкка, мăян кăçал та шăтать-и унта, çӳлте?
— Сип-симĕсех.
— Пашалу пулать эппин. Вырса кĕме кăна ан ӳркен. Тата сивĕпе аптăраса кукăльленсе каймасан çу каçмалăх çĕмĕрт те пулма тивĕç-ха. Кахал йытта вилĕ мулкач тенĕ пек, пурте алă айĕнчех: вутти — анкартинче, тырри-пулли — çурт çийĕнче, — кăшт чĕнмесĕр ларсан Микулкка амăшĕ шӳтлеме пăрахать, кĕтесре, алăк патĕнче, тăракан тăлпан Вихтĕр çине пăхать, хушса хурать. — Телейлĕ ача эс, Вихтĕр. Лар, лар, çыртаканни çук кунта. Аçу маттур сан. Ĕçчен. Алли пырать ун ĕç патне. Хăма çурать, пӳрт-çурт ăсталать. Ăста алăллисем çумне кăна çыпçăнать халь çăкăр-тăварĕ. Юрать мăнтарăн вăрманĕ пур: çăка папки, серте, çӳçе кăчки — пур-те пирĕн, тат та çи, тата та çи, чăмлама кăна ан ӳркен.
Тĕттĕм пулать, Левен арăмĕ Вихтере хăйсен пурнăçĕ пирки каласа парать çаплипех. Паян вĕсем пĕртен-пĕр чăххи туса панă çăмартана пĕçерсе çурмалла пайласа çинĕ иккен Микулккапа. Хăйĕн пурнăçĕпе Левен Микулкки пурнăçне танлаштарса пăхать те Вихтĕр тăван ялĕнчен пин-пин хут мăнăрах çĕршыва тарас шут çине алă сулса килне тухса утать. Килĕнче Вихтĕре «тип мунча» лекет.
— Ăçта сулланса çӳретĕн эс таркăн пек? — тет амăшĕ. — Лар. Çи ав уммапа çăкăр. Каллех янккаса çӳресен малашне выçăллах вырттаратăп çывăрма. Пуш хырăмпа харлаттарма канлĕрех пулĕ.
Çиме ларсан Вихтĕр Микулккасем епле тертленсе пурăннине аса илсе хăйне пӳрнĕ çăкăр таткине кĕсйине пуçтарса чикет, çĕр улмине кăна çиет. «Кăна Микулккана парас ыран... Чĕпкуç ун апат çитменнипе пулать иккен...»
Вăхăт иртни сисенмест. Анкартинче малтанхи çулçăсем курăнаççĕ.
— Сӳрелемелле, — урлă-пирлĕ утса тухать ашшĕ.
— Çĕр улми шăтса тухать-им, атте? — кĕске пĕçлĕ йĕм тăхăннă ача ашшĕ таврашĕнче явăнать.
— Çук-ха, кусем çум курăкĕсем. Лайăххи çуран çӳрет, усалли утпа çӳрет, ялан малтан çитме тăрăшать. Пурнăçра та çавнашкал: ырă çын хăйне кăтартма, курнăçланма васкамасть, йăх-яхĕ сиксе те тухать... Санпа эпир çĕр улми лартрăмăр. Кирлĕ çимĕç вăл, паха çимĕç. Çĕр улмийĕнчен малтан тал пиçен, йыт пырши, мăян тапса тухать. Пĕри те кирлĕ мар вĕсем çынна. Пурнăçра та çавах, çут çанталăкри пекех. Ав çав йăмра енне пăх-ха. Мĕн куратăн эс унта?
— Йăмра пур, курак...
— Курак? Вăл вĕçсе кайрĕ ĕнтĕ. Халь тата мĕн-мĕн курăнать?
— Иăмра кăна.
— Йăмра кăна мар çав. Унсăр пуçне йăмран мĕлки пур. Атя-ха йăмра патне. Йывăç сулхăнне кĕрсен: «Ак кунта хĕвел çути, — ашшĕ ывăлне çавăтсах çурет, — кунта йăмра мĕлки. Пурнăçра та çавах. Ыррипе усалли юнашар. Ăçта шурри — çумрах хури. Пурте юнашар. Чăн-чăн çынсем пур пурнăçра, çын мĕлкисем кăна пулса çӳрекенсем те çук мар. Мĕлке, хăй чунсăр-юнсăр пулин те, ялан çынпа юнашар çӳрет. Хĕвеле çумăр пĕлĕчĕсем хупласа хураççĕ çеç — тарать хайхи мĕлке этем çумĕнчен. Çын пĕр-пĕччен тăрса юлать: шăнать, йĕпенет. Хĕвел çути ӳкет кăна — мĕлке çитнĕ те. Çут çанталăк илемĕпе киленсе çӳрет çынпа юнашар».
Анкартине часах лаша çавăтса ашшĕ тухать, йывăç сӳресем иккĕ тан кăкарса ярать.
— Эс ман хыçран пыр, эп мĕнле сӳреленине тимлĕн сăна, — тет вăл ывăлне, тилхепене карт туртать. — Ну-у!
Тилхепене мĕнле тытмаллине, хăш вăхăтра мĕнле турткаламаллине утнă хушăрах ăнлантарса пырать ашшĕ, кĕтессенче епле çаврăнмаллине вĕрентет. Анкарти тавра пĕр-икĕ хутчен çаврăнсан тилхепе ача аллине куçать.
— Ну-у, кайрăмăр! — пĕчĕк ĕçчен, ашшĕнчен кая мар сӳрелес шутпа, тилхепене кăрт-карт турткалать. Лаша сасартăк талпăнса туртăннипе ача суре çине ӳкет те çур анкартине çити ун çинчех выртса пырать. Аран-аран анать сӳреçĕ, тилхепене тепĕр хут ярса тытать. Пĕрре-иккĕ çаврăнать-и, çаврăнмасть-и, кил хуçи лашана чарать.
— Тăхта, иксĕмĕр пĕрле пăхса çаврăнар, — тет ывăлне. Нумаях утмасть вăл. — Э-э, ачам, калла ĕç тухмасть, — аллипе тĕллесе кăтартать. — Ак кун-та шăйрăк юлнă. Анкартине ăна патшалăх пире ахаль, усăсăр выртма паман. Унăн кашни аршăнĕпех усă курмалла.
Вихтĕр тарланă çамкине çаннипе шăлать. Тăнă çĕрте çаврăнса тавралăха тĕсесе илет.
— Тĕлĕнмелле, — мăкăртатать вăл. — Килти анкартине ахаль вырттарма паман тетĕн, — каллех тавралăха сăнать ачи. — Мĕн чухлĕ çĕр! Акни-лартнине пĕтĕмпех хамăр çисе пĕтеретпĕр-и эпир, атте?
— Çук, хамăр кăна мар, — ăнлантарать ашшĕ. — Хресчен çĕрĕ хула çыннисене те тăрантарать.
— Вĕсемшĕн мĕн-ма пирĕн тертленмелле? Хăйсем лартчăр та ӳстерччĕр.
— Вĕсем пирĕншĕн тертленеççĕ. Пире валли çитсă тĕртеççĕ, машина-трактор ăсталаса кăлараççĕ.
— Э-э, авă мĕн иккен.
Ывăлĕ хĕпĕртет. Ара, паян вăл хăйшĕн çеç мар, хула çыннисемшĕн те ĕçленĕ-çке.
— Атте!
— Мĕн?
— Паян эпĕ ĕçлени Канаша тăрантарма çитет-и? Лăх-лăх кулать ашшĕ.
— Кăштах çитеймест çав, — тет, — ыран татах килĕпĕр... Унсăр пуçне тата хамăрăн Шурă Шупаш-каршăн та ĕçлемелле пулать-ха...
— Атте!
— Мĕн çак?
— Эс хăв хăш-хăш хуласемшĕн ĕçлетĕн?
— Эпĕ-и? — ĕнсине хыçать ашшĕ. — Çĕмĕрлешĕн, Етĕрнешĕн, Улатăршăн...
— Ай-уй, хуласем ун чухлех нумай-и?
— Нумай: Мускав, Ленинград, Хусан, Епхӳ, Минск, Киев...
Ачи те ĕнсине хыçать.
— Капла, — тет вăл, — ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлемелле пулать-и?..
— Çапла, ачам, Маугли шутĕнче тăрса юлас темесен, этемĕн ĕмĕрĕ иртичченех ĕçлеме тивет. Хуласем тенĕрен... Йывăр халь хулара та... Çапах та хуласăр эпир тăшмансене çĕнтереймен пулăттăмăр. Хула — çĕршывăн тимĕр-тăмăр хуçийĕ, тимĕрĕ-тăмăрĕ вара — танк та, самолет та, тупă та... Чухлатăн ĕнтĕ, асаннӳн турчăки те тимĕртен. Ая-яй, нимĕçсен сехрине хăпартнă эсир ун чухне. Лешсем тата, мурсем, таçтан пĕлнĕ ĕнтĕ Тăванкасра турчăкаллă харсăр кинемипе унăн хастар мăнукĕ пурăннине?.. Пĕтĕм фрончĕпе шавлама тытăннă тет тăшмансем: «Эй, çук, çук, тек дранк нах ост каймастпăр», — тесе калаçаççĕ тет. Унта — Тăванкасси имĕш.
— Дранк? Мĕн вăл дранк?
— Ара, выçă çăхан тухăçалла пăхса кранклатни пуль... Тăрантартăмăр ун пырне, тăхлан çăмах хыптартăмăр, кӳпĕнсе кайиччен кранклаттартăмăр.
Сӳрелесе пĕтереççĕ çеç, ачине каллех анкартинелле сĕтĕрет ашшĕ. Унта Вихтĕр амăшĕ ĕçлет.
— Амăшĕ!.. Амăшĕ, ак çак шĕвĕрккене те вĕрент çумлама. Халех хăвпа юнашар тăрат. Неччу урамра тринкки-тринкки сиккелесе çӳреме. Шăрчăк пек сиккелесен, кăткăсем патне кивçене каймалла пулать. Аттуш вăл пĕркун Левен Микулккипе аякка-аякка тарма шутланă иккен. Кăкарса ларт эс ăна хăв çумна пилĕк çыххипе. Çум çакки пултăр. Хе-хе, шельмăсем, халех ялтан пин-пин хут пысăкрах патшалăх шыраççĕ. Пысăк патшалăхсене çитме шутличчен малтан, ачамккă, тĕнчери чи пĕчĕк патшалăхра — килте — йĕркеллĕ пурăнма, пилĕк авма вĕренмелле. Кахалсемпе наянсем, ханттарсемпе харам пырсем ниçта та кирлĕ мар вĕсем. Тăван кил те — хăйне майлă патшалăх. Патшалăха тытса пыракансен резиденцийĕ те пур — пӳрт. Влаç икĕ палатăран тăрать: пĕри — атте, тепри — анне, — ашшĕ пирус тивертет. — Вĕсем, хăйсене кура, кашни кунах хушу кăлараççĕ. Хут çине çырмасăр. Сăмахпа каласа. Çĕр лаптăкĕ те пур тĕнчери чи пĕчĕк патшалăхăн. Анкарти теççĕ ăна. Ытти патшалăхсене çитсе курасси, унти йăла-йĕркене тĕрĕс ăнланасси тăван килте пиçĕхсе ӳснинчен, килти хăватпа çунатланнинчен чылай килет... Амăшĕ, эпĕ пуртă хăйраттарма кайса килетĕп, — Вихтĕр ашшĕ кил картинелле пăрăнса утать, утнă май ывăлне шĕвĕр пӳрнипе юнанçи тăвать. — Эп сана!.. — тет. — Килти пур ĕçе те тума вĕренмесĕр ниçта та ямастăп эп сана!.. Мотри!..
Вихтĕр çумлама тытăнать.
— Ха, ку курăкĕ çĕр улмиллескер пулчĕ, — туртса кăларнă ӳсен-тăрана амăшне кăтартать вăл.
— Çум курăк, ун пек пулмасть. Çĕр улми ку, — ăнлантарать амăшĕ. — Ун пеккисене ан тăпăлтар. Ак кăна юрать, вăл йыт пырши, ак ку — пиçен, лешĕ — мăян...
Вихтĕр хĕрсех ĕçлет. Унччен те пулмасть, алла тем йĕплесе илет.
— Ай, чикет ку, — кăшкăрса ярать вăл.
— Пиçен чикет ăна. Асăрханса çĕр çумĕнчерехрен тыт, вара чикмест вăл, тымарĕ-мĕнĕпе тăпăлса тухать.
— Анне!
— Вара?
— Эп чикменнисене çеç тататăп, — эс чикекеннисене тăпăлтар. Юрать-и?
— Пурне те хăв çумлама хăнăх. Тепĕр тесен, ĕçлесен-ĕçлесен алла çеç мар, пилĕке те чикен чикме тапратать. Ĕçлеме хăнăхни, ачам, айăкран тĕкмест. Ĕçе ăна юратмалла, юратмасан кăна кашни ĕçех ыраттарать. Юратнă ĕçре пилĕк ыратни сисĕнместь.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...