Чи пĕчĕк патшалăх :: Вучах çути
«Ачалăхăм, ăçта эсĕ?» — «Пит аякра эп — пит çывăхра: эпĕ ялан санпа пĕрле». — «Тăван тавралăх, çуралнă кил... Эсир ăçта?» — «Пит аякра эпир — пит çывăхра: эпир ялан сан асăнта». — «Атте-аннеçĕм!..» — «Эпир» ыльăм, пушшех те аякра. Çут тĕнчене тек-тек кураймăпăр эпир. Пит аякра, пит аякра-а... Анчах эпир ялан санпа: эсĕ пире усратăн хăвăн чунунта».
Чи аякри, иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсем вара — çывăхра: чунрах.
Мĕн чĕрри пур çĕр çинче — пурте çӳлелле, тӳпенелле, хĕвел патнелле кармашать: йывăçĕ, тырри-пулли, тихи-путекки... Ача-пăча та хăйне çут çанталăк пӳрнинчен тăрса юлмасть. Çитĕнет, çын пулса хăй тĕллĕн пурăнма тытăнать. Пурнăç çулĕ чылай чух этеме тăван килтен аякка-аякка илсе каять.
Эсĕ аякра... Тăван килпе чун-чĕре хушшинчи куçа курăнман çип, ĕмĕр татăлми-салтăнми тĕвĕпе çыхса янăскер, куллен канăçсăрлантарать. Килтен мĕн чухлĕ аяккарах кайса пыратăн, çавăн чухлĕ хытăрах туртăнать те карăнать çав çип, çĕр çинче хăвна çунат парса çитĕнтернĕ кĕтес пуррине кунсеренех аса илтерет. Аякра-аякра çӳренĕ чух пĕр-пĕр йывăç патне пыратăн-и — тăван кил умĕнче каш кашлакан йăмра куç умне тухса тăрать-тăратех; сан умра кӳлĕ çуталса выртать-и — ялти пĕве, мĕн пĕчĕкренпе шыва кĕрсе сывлăхна çирĕплетнĕ пĕве, аса килет; юлташун амăшне курса калаçатăн-и — тăван аннӳ санпа пупленĕн туйăнать; юлташ ашшĕсемпе пиччĕшĕсем тăван аппасемпе пиччесене аса илтереççĕ...
Çĕрлехи тĕксĕм те пĕлĕтлĕрех тӳпере, тухăç енче, пĕртен-пĕр çăлтăрăн чĕлтĕркке çути çеç курăнать-ха. Тахçанхиех ку... Сире каласа парас-и?
Хура каç. Тĕттĕм пӳрт. Вучахра пӳрнеске пысăкăш кăвар тĕлкĕшет. Сӳнсе пыракан кăвар çути вăл. Тенкел çинче пĕчченех тĕмсĕлсе ларакан пĕчĕк Вихтĕр ним тума аптăраса чӳречерен тулалла тинкерет. Тухăçри çăлтăрăн чĕлтĕркке çути ачана хăй енне туртать, илĕртет, куç хĕсет.
Акă алăк чĕриклетсе уçăлать. Сип-сивĕ те тĕтре çăмлă шурă упасем йăраланса кĕреççĕ; унтан тин, Хĕл Мучи ертсе çӳрекен упасем сак айнелле упаленсе пытансан, Вихтĕрĕн амăшĕ курăнса каять. Лешсем вара сак айĕпе вăрттăн йăпшăнса пыраççĕ те ачан çара урине сивĕ аллисемпе хыпаласа иртеççĕ.
— Ыш-ш, — çӳçенет Вихтĕр. — Анне!
— Мĕн?
— Кăмака хутнă кун апат ма пĕçерместĕн эс?
— Кăмака хутсан пӳрте ăшă тухать, ăшă вăл — апатпа пĕрех.
— Хуранпа яшка пĕçернĕ чух кăмакине ма хутмастăн?
— Апат çисен юн выляма тытăнать. Юн вылянă чух çынна сивĕ пӳрт те тем мар. Çавăнпа хутмастăп. Вутти-шанки мĕнрех çав, ачам...
— Пит сахал-им?
Амăшĕ тем вăлтса каланă пек туйăнать. Ывăлĕ тĕксĕм чӳречерен тулалла тинкерет. Тӳпери тухăç енчи ачаш çутă çаплипех вăйсăррăн, кĕç-вĕç лаплатса сӳнес пек чĕлтĕртетет.
— Анне, çав мĕн çути вăл?
— Хăшĕ?
— Вăн, Вăрманкас енчи.
— Çăлтăрăн.
— Çăлтăрăнне пĕлетĕп-ха. Мĕнле çăлтăрăн?
— Ун ятне пĕлместĕп эп.
— Çав çăлтăрăн кăмакине ялан çунтараççĕ-им?
— Мĕн кăмакине? — ăнланса çитереймест амăшĕ.
— Çăлтăрăнне. Кăмакаран тухакан çути ун ав пирĕн чӳречеренех курăнать. Хăçантанпа пăхса ларатăп ĕнтĕ... Вутă нумай-им унта?
Амăшĕ ачи патне пырать те пуçĕнчен шăлать.
— Тем те пĕр пакăлтатиччен, вучахра çĕр улми пулма тивĕç, çавна шыраса туп луччĕ. Аякри çăлтăр çутипе ăшăнаймăн, — тет ывăлне амăшĕ. — Ахальтен юрламаççĕ ĕнтĕ: «Инçетри çуттăн мĕн усси, çути пур та, ăшши çук», — теççĕ.
Вихтĕр вучахри кĕле кусарпа пăтратать, чăх çăмарти мăнăш çĕр улми шыраса тупать. Ахăртнех, çунса кăмрăк пек пулса кайнăскер, темиçе хут та айăн-çийĕн çавăрнă хыççăн тин тупăнать. Шуратанçи туса çăвара хыпать ача. Унччен те пулмасть — чăтма çук пĕçерттерсе анса каять çĕр улми.
— Анне!
— Мĕн?
— Ку çĕр улми ăçтан тупăнчĕ? — ача ним тăвай-маннипе кăкăрне çапать, пĕр вырăнта тапăртатать, унтан, тин ăнкарса, витререн шыв ăсса ĕçет. Иртсе кайнă пекки пулать пĕçерттерни.
— Уяв ячĕпе тупăнчĕ.
— Мĕнле уяв паян?
— Пысăк уяв. Пирĕннисем нимĕçсене Сталин хули патĕнче çапса салатнă иккен.
— Вара?
— Вара çавăн ячĕпе колхоз тăрăшса ĕçлекенсене темиçешер умма памалла турĕ. Эсĕ ирсĕр нимĕçсене асаннӳ туса панă пăшалпа çамкаран тĕллесе пеме шутланă вĕт-ха. Вăт çавăнтан хăраса ӳкнĕ нимĕçсем, юн ĕçенсем, вара аллисене кашăлах çĕкленĕ тет. «Икĕ кĕпçеллĕ йывăç пăшалпа пире çамкаран тĕллесе ларакан ачасем пур чухне малалла кайма питĕ хăрушă», — тесе каларĕç тет нимĕçсем... Çавăншăн сана та награда — умма — памалла турĕç. Ну, эс васкамасăр, майĕпен çи: туртса илекен çук, — кулкалать амăшĕ вучахри кăвара ĕфлетсе вĕркеленĕ май. Вучах çĕнĕрен тĕлкĕшме тапратать, нимĕçсем Сталинград патĕнче парăннăшăн вăл та хавасланмаллипех хавасланать тейĕн. Шĕл кăвара витрене ăса-ăса ярать, ачине тумланма хушать амăшĕ.
— Чуп, асаннӳ патне вĕçтер, — тет. — Шăрпăк юлман вĕсен.
— Шăрпăк кăна памалла ăна, анне. Сан шăрпăк пур вĕт-ха кăмака шăтăкĕнче.
— Ах, хăвна кура мар чее эс! Ахаль те вăтăр ултă пĕрчĕ кăна тăрса юлнă унта. Вĕсене чăртлаттарса пĕтерсен асаннӳсем те, хамăр та пĕтрĕмĕр вара: нимсĕр, алăсăр-урасăр тăрса юлатпăр. Шăрпăкшăн халь укçа мар, çăкăр ыйтаççĕ.
— Камсем?
— Усламçăсем.
— Вĕсем шăрпăкне ăçтан тупаççĕ çăкăрпа улăштармаллах?
— Тупаççĕ çав, ачам, тупаççĕ таçтан... Пĕлместĕп, хăйсем туса хатĕрлеме пултаракан ăстасем те пур пуль... Ну, кайран калаçмалăх хăварăпăр сăмаха, халь сӳнсе лариччен илсе кайса пар асаннӳсене кăвар.
Хăпăл-хапăл тумланать Вихтĕр, урама вĕçтерсе тухать, кĕрте аша-аша çиле хирĕç танкăшать. Сасартăк темрен шуса каять те тăнкки-танкки пусса лаплатса тăсăлса ӳкет. Витрери кăвар чашлатса та кĕл вĕçтерсе юр çине сапăнать. Мĕн тумалла капла? Çил вĕрнипе ялкăшаканни ялкăшать, сӳнекенни куç умĕнчех мăкăрланса сӳнет. Кăвар — шăрпăк вырăнне. Шăрпăкне çăкăрла кăна тупма пулать иккен. Ай, мĕн чухлĕ çăкăрлăх кăвар пĕтет капла! Вихтĕр хăрах аллипе витрене тайăлтарса тытать, тепринпе, пĕçерттере-пĕçерттере те пиçтерсе ярсах, кăвара хăвăрттăн иле-иле витрене пăрахать. Юрать алă айĕнче юрĕ нумай, чăтма çук пĕçерттернĕ вăхăтра алли хăех пашт чикĕнет кĕрт ăшнелле. Аппалансан-аппалансан каллех тăрса чупать Вихтĕр. Шак-шак! пырса шаккать асламăшĕ пурăнакан пӳрт алăкне.
— Кам унта?
— Кăвар... — сывлăш çавăрайманнипе урăх пĕр сăмах та калаймасть мăнукĕ.
— «Кăвар»? — икĕ алла хире-хирĕç çалса савăнăçлăн кĕтсе илет асламăшĕ. — Питĕ вăхăтлă çитрĕн эс, телей валеçекен чĕппĕм. Уф-ф... Тытамака ертĕм эп ку нӳхреп пек пӳртре. Чиччас ăшăнатпăр. Хутса ярам тулĕк, — кăмака кукринче асламăшĕ пĕр кана кăштăртатсан пӳртĕн мал енне кĕрен тĕс çапать. Кăмака çăварĕнчен вăйланса тапса тухать те çутă чӳрече çине ӳксе куç кĕски пек ялкăшма тапратать. Лайăхрах пăхатăн та, кантăкĕ хăй краççынпа сапнă чухнехи евĕр çуннăн туйăнать. Сап-сарă та вăрăм çунатлă çулăм, çӳлелле вĕçсе кайма хăтланнăн, тем тĕрлĕ те хăлаçланать; пуленкесем темшĕн тарăхнă пулас: шарт! та шарт! тутараççĕ хăйсен пăшалĕсемпе; тĕлкĕшет, çатăртатать, шартлатать кăмака хырăмĕ, уçă сывлăша туллин туртса илсе çынна ăшă хăтлăх кӳме васкать. Урамра çил алхасни илтĕнет: пĕрре чӳречерен пырса шакăртаттарать, тепре мăрьене лексен куçне йӳçĕ тĕтĕм вĕчĕлтеттерет пулас та, йĕмеллипех йĕрсе ярать. Çамрăк тиха пек ихĕрет вăл мăрьере, шăхăрать. Хăш чух: «Ку тăвăр мăрьере мĕн-ма нушаланатăп çак эп?» — тесе тарăхать курăнать те тухса вĕçтерет таçталла. Шăннипе кĕленче евĕр шакăртаттаракан йăмра тураттисемпе выляма ытла кăсăках мар курăнать те, каллех мăрьене пĕтĕрĕнсе кĕрсе каять, кĕçенет, ихĕрет, ахăрать, нăйкăшать, кулать, улатъ, йĕрет — хăй унта мĕн хăтланнине хăй те пĕлмест. Вутă кĕрлесе çуннă хушăра асламăшĕ Вихтĕр çумне кăштăртатса пырса ларать.
— Вăт кăмака еплерех хĕпĕртет, — тет мăнукне. — Хырăмĕ пушă чухне пит салху вăл — хура çăварне сиввĕн карса тăрать. Пуленкесем — унăн юратнă апачĕ. Вутă хурсанах хавасланать кăмака. Атя, мăнукăм, иксĕмĕр те йăпанса ларар-ха кăштах вăл çуннă хушăра. Халап каласа парам сана. «Сĕм авалах, асаттесем хăйсен тăшманĕсене хирĕç сенкĕ-пуртă таврашĕ çĕклесе тухса кĕрешнĕ чухне, пулса иртнĕ тет ку ĕç. Çуркунне. Çĕр вăраннă тапхăр. Çӳлтен, сасартăк татăлса ӳкнĕ пан улми евĕр, тăрисем пере-пере аннă, йăмрасем çинче шăнкăрчсем ăмăрт-маллах юрланă...»
Халапри ĕç-пуçсем асламăшĕ каласа панă хушăра куç умне чĕррĕн туха-туха тăраççĕ. Ялпа ял çĕршĕн вăрçни, лашасем чĕвен тăни, хура тур лашапа чăлт шурă лаша пĕр-пĕринпе симĕс улăхра кĕрешни... Тахçанах, ĕлĕк-авалах, çапăçнă иккен çынсем, халĕ те кĕрешеççĕ. Мĕншĕн? Мĕн çитменнипе? Вăрçи вара пĕтĕм халăха ура çине тăрататъ: таçти аякри вăрмансене кастарать, тырă турттарттарать, ял-салана хăйне тем пекех кирлĕ лашасене урăх çĕрелле ăсаттарать, пĕр пĕрчĕ шăрпăксăр тăратса хăварать, килтен киле кăвар валеçтерет... Хальлĕхе Вихтĕр халап ытамĕнче. Нушари çынсене пулăшас килет ун, халапри вăйсăр çынсене хăват, çăлăнăç парас килет. Пĕрре хавасланса каять асламăшĕ умĕнче ларакан ача, тепре, хăй килĕштерсе пăрахнă çыннисем инкеке лексен, кулянать, унтан малашне мĕн пулса тухĕ-ши тесе тăрăшса, хăлхасене чăнк тăратса итлет. Халапĕ вăрăм вара: тăсăлать-тăсăлать, куç хупăнса пуç ланк тума пуçласан та пĕтме пĕлмест асламăшĕн юмахĕ. Куçне уçсан...
— Ĕф-ф! Ĕф-ф! — асламăшĕ вучахалла пĕшкĕнсе вĕрнине асăрхать мăнукĕ. — Ах, мур илесшĕ, ир енне хытах кăтăш пулнă та — вучах сӳнме пуçланине те асăрхаман, — вĕрсен-вĕрсен ун пичĕ çине кĕрен те хавас çутă ӳкет, кăшт вăхăт иртсен чĕлсе хунă хăйă кап хыпса илет, çатăртатса çунма тытăнать. Тепĕртакран ĕнерхи витрене кăвар тултарать асламăшĕ, вара мăнукне тыттарать.
— Сирĕн унта, килте, шăрпăк пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ, — тет вăл ăшшăн. Кăвар илсе кай, савăнтар аннӳне...
Хĕл иртет те, çу çитет, çу килет те, хĕл ларать. Улшăнсах тăрать çанталăк. Пĕчĕк витрепе кăвар валеçсе çӳреме çаплипех пăрахмасть Вихтĕр. Пĕррехинче хайхискер кăвар валеçсе çӳрес ĕçе ансатлатма шутлать. Вара алла çĕçĕ тытса пĕчĕк-пĕчĕк шăрпăксем касса ăсталама тытăнать. Килте çынсем çук чух аппалана-аппалана темиçе кун хуш-шинчех çĕлĕк тулли шăрпăк хатĕрлет. Шăрпăкĕсем хатĕр ĕнтĕ, халĕ вĕсен пуçне кăна çыпăçтарса тухмалла. Вихтĕр çимесĕр хăварнă икерчĕ таткине йăваласа çемçетсе ясмăк пĕрчи мăнăш çаврашкасем тăвать те шăрпăк çине тирет, çаврашкасем тăвать те шăрпăк çине тирет. Шăрпăкĕсене хăйсене мăрье çумне, ăшă çĕре, типме ретĕн-ретĕн тирпейлесе хурать. Каç енне тытса пăхать те, хăй аллипе хăй тунă шăрпăксен вĕçĕсем шак хытса кайнă иккен. Кăмака шăтăкĕнче выртнă сĕркĕчлĕ коробкăна илсе пуçлать хăйĕн шăрпăкĕсене чăртлаттарма, вĕсене тивертме май пуррипе çуккине тĕрĕслеме. Чăрт-чăрт! — хыпмасть: е хуçăлать шăрпăкĕ, е пуçĕ хăйпăнса ӳкет. Чăрт-чăрт! — ним туса та хыпса илмест мĕн тери тăрăшса ăсталаса ларнă шăрпăк; е коробка сĕркĕчĕ сĕвĕнме пуçлать, е тарăхнипе айккинелле тăкас килсе каять. Çапах та тӳсет, шеремет, хăи тĕллĕн шăрпăк шутласа кăларса амăшĕпе асламăшне, пиччĕшĕпе аппăшне — пĕтĕм ял-йыша пулăшас килет-çке-ха. Аптăранă енне, коробкăри шăрпăксене — çынран темиçе кĕренкке çăкăр парса туяннисене — чăрлаттарса та пăхать хутран-ситрен, чар туса хыпса илеççĕ сарă пуçлă шăрпăксем, сăмсана кӳкĕрт шăрши лектерсе кăтăклантараççĕ. Килтисене шăрпăк туса парса савăнтараймасть Вихтĕр. Пĕтĕмпех тĕрĕс тунă ĕнтĕ: патаксене шĕвĕртнĕ, çĕçĕ вĕçĕпе хырса якатнă, вĕçĕсене çыпăçтарнă — шăрпăкĕсем çунманни кăна пĕтерет-çке. Ахальтен-и, çунас пулсан-и, Вихтĕр тăван килĕпе асламăшĕ валли çеç мар, кӳршĕсене, пĕтĕм яла хатĕрлесе панă пулĕччĕ.
Ир-ирех вăратать амăшĕ ывăлне тепрехинче.
— Асту, Вихтĕр, кăвара сӳнме ан пар эс унта, — тесе асăрхаттарать вăл. — Эпĕ хамăр ял вăрманне кайса килем-ха. Хăрăк турат хуçса таврăнма май çук-ши тетĕп те... Ан эс унтан, аттуш каллех çывăрса каятăн ак.
Вихтĕр хăйĕн «ĕç вырăнĕнчен», кăмака çинчен, сиксе анать те кăмака умне пырса тăрать: «Ĕф-ф, ĕф-ф». Шарт тăвать пӳрт пĕрени тул енчен. Амăш каланă тăрăх, пĕренесене сивĕ çурать иккен çапла. Ак татах шартлатать. «Капла шартлатсан пĕрене витĕрех çурăлса тухать пуль, пуртĕнче ахаль те сивĕ. Вăрçа тухса кайиччен малтан атте мĕн-ма çурăлман пĕренесенчен туса хăварман-ши ку пӳрте?..» — шухăшлать ача. Тăрсан-тăрсан Вихтĕр каллех пуçа чиксе вĕрет. Сивĕнсе çитмен лĕп кĕл кăна парлатать пит-куçа хирĕç. Вучаха та сӳнтернĕ халь çурăлман пĕренесем пирки ытла нумай шутласа тăрса, çав тери чуна парса тăрăшса туса хатĕрленĕ шăрпăксем те çунмаççĕ. Мĕн тумалла капла? Шутлать-шутлать ача, ним те шутласа кăлараймасть. Вăрмантан таврăннă амăшĕ ачине ятлать.
— Шăпăрлан эс, урăх никам та мар, — тет. — Каларăм-иç, хутран-ситрен вĕркелесех тăр терĕм.
— Эпĕ, анне, шăрпăксем туса хатĕрленĕ, — тӳрре тухма хăтланать ывăлĕ. — Темшĕн тивмеççĕ тулĕк. Те типсе çитеймерĕç...
— Шăрпăксем? Ăçта-ха сан шăрпăкусем?
— Ак! — Вихтĕр кăмака çинчен пĕр ывăç шăрпăк илсе анать.
— Кусен вĕçне мĕн çыпăçтарнă вара эс?
— Икерчĕ. Йăваласа çемçетрĕм те...
Амăшĕ пĕрре кулать, тепре айван ачана ачашлать.
— Икерчĕ вăл вут-кăвар кăлармалли япала мар, çимелли апат. Чун хĕлхемĕн вут-шанки вăл... Чим-ха, чим, эсĕ хăвăн шăрпăкусем çуннипе çунманнине епле тĕрĕслесе пăхнă вара? — кăмака шăтăкĕнчен коробка илсе уçса пăхать амăшĕ. — Ай-уй, пĕтернĕ-иç эс кунта веçех! Ых, тем те шутласа кăларатăн эс хăвăн юман йĕкелĕ мăнăш пуçупа. Эпĕ кӳрше кăвар патне кайса килетĕп. Эсĕ, — вăрмантан çĕклесе килнĕ çапă купи енне пуçне сĕлтет вăл, — çаксене хуçкала вăй пур таран.
Амăшĕ тухнă-тухманах Вихтĕр ĕçе пикенет. Шарт тăвать пӳртре хăрăк турат, шарт туса сасă парать пĕрене тул енчен. Хĕл Мучи: «Пĕлнĕ пул, эпĕ ку! Вăт мĕнлерех эп!» — тесе мухтанать-ши? «Эпир те аптăрамастпăр, — тесе хуравлаççĕ пулас хуçăлакан туратсем те. — Ытла ан мухтан. Вихтĕре икĕ тĕрлĕн ăшăтатпăр. Пĕрре пире хуçнă чух тара ӳкет вăл, тепре эпир ушкăнпах кĕрлесе çунма пуçласан... Вара Вихтĕр хăнк та тумасть ăшă пӳртре. Шарт! Шарт!..» Амăртмаллах хуçăлаççĕ туратсем. Пур пеккисене хуçса пĕтерсе малти сак çине пырса ларать кăна Вихтĕр — ура сасси илтĕнсе каять çенĕкре. Кам-ши? Ырă çынах-ши? Часах пӳрте халиччен курман-илтмен çын кĕрсе тăрать. Апла та капла йăпатса, сахăр парса, ачаран ятне-шывне ыйтса пĕлет вăл майĕпен, вара пач кĕтмен-туман чухнех ыталаса чуптума: «Эпĕ сан аçу вĕт! Паян кĕçнерни кун-иç!» — теме тытăнать. Вучахри кăвара Сунтерсе лартнăшăн хăйне амăшĕ вăрçса тухса кайни çинчен каласа парсан ашшĕ кĕсйинчен шăрпăк туртса кăларать.
— Ну, ачам, тек ан кулян, эпĕ сана халь ĕмĕр сунми вучах тивертсе паратăп, — тет вăл шăрпăкне чăр-р тутарса.
— Епле «ĕмĕр сӳнми»? — тĕлĕннипе куçне чарса пăрахать ывăлĕ. Ара, халиччен ун пеккине, ĕмĕр сӳнменнине, курманччĕ-çке. — Нихăçан та, нихăçан та сӳнмест-и ку шăрпăкпа чĕртнĕ кăвайт?
— Хăш чух, чăн сăмах, йăпăртлăха сӳнме пултарать, анчах та сан пек кăвар куçлă ывăлсем пур чухне вучах сӳннинчен ытлашши хăраса каймă-пăр-ха. Пуç сывă пултăр...
Салтак курма пынă çынсем хушшинче пысăккисем те, пĕчĕккисем те нумай. Чĕлĕмне мăкăрлантарнă хушăра салтак хăй курни-тӳснине каласа парать. Вихтĕр тантăшĕсене пĕр çĕре пухнă та хăйсен вучахĕ малашне нихăçан та сӳнмесси, ашшĕ хăйпе пĕрле шăрпăк питĕ нумай илсе килни çинчен каласа парать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...