Кĕмĕл кĕпер :: Каллех вăрçă хирне
Каллех вăрçă хирне тухмалла,
Тăван халăха вилемрен çăлмалла...
"Ылттăнпик" эпосран.
Чăнах та, тепĕр кунне патша керменĕнче Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕнчи чи ятлă-сумлă çынсен курултайĕ пуçтарăнчĕ.
Килнĕ çынсене чи малтан Ылттăнпик саламларĕ те монголсен çĕрĕнчен тарса килнĕ куç-хăлхасем мĕн пĕлтернине каласа кăтартрĕ.
— Халь, атьăр, вĕсене хăйсене сăмах парар, — терĕ патша.
Куç-хăлхасем пуçтарăннă халăха хăйсем мĕн пĕлнине тепĕр хут питĕ тĕплĕн каласа пачĕç.
— Пурне те итленĕ хыççăн паян пирĕн малалла мĕн тумаллине йышăнмалла, — терĕ Ылттăнпик.
— Енчен пирĕн çине вăрçăпа килеççĕ пулсан, пирĕн хамăрăн та вĕсем çине вăрçăпа каймалла, — терĕç курултая килнисем. — Ыранах çар пухма тытăнмалла.
— Пăлхарсене нимле монголсем те çентереймеççĕ!
— Кирлĕ пулсан, эпир пурте хĕç тытса тăшмана хирĕç тухма хатĕр.
— Монголсене хальхинче ним юлми çĕмĕрсе тăкмалла та Батыйпа Супетей пуçне касмалла!..
— Ӳлĕмрен монголсене нихăçан та ĕненмелле мар!
— Чее те путсĕр халăх вĕсем!
— Пĕтĕм пăлхар халăхĕ тăшмана хирĕç çĕкленет! — пĕр-пĕрне чара-чарах калаçма тытăнчĕç курултая пынисем.
Пурне те итлесе пĕтернĕ хыççăн Ылттăнпик патша сăмах илчĕ:
— Эсир урăхла каласса кĕтмен те эпĕ, — терĕ вăл савăнса. — Эппин, каллех тапăнса килекен тискер тăшмана хирĕç пĕтĕм халăха çĕклетпĕр... Саврăш-паттăр! — чĕнчĕ вăл чапа тухнă çарпуçне. — Хулара мĕн чухлĕ çар пирĕн?
— Патша хапăлхи, çирĕм пин, — тӳрех хуравларĕ çариуçĕ.
— Ăна эпĕ хам та пĕлетĕп. Ытти çарсем пур-и?
— Эпĕ пĕр таман тытса тăратăп.
— Эппин, халлĕхе вăтăр пин, — терĕ Ылттăнпик. — Нумай мар. Анчах çакна манмалла мар, вĕсем — пăлхарсем!..
— Тепĕр виç-тăватă кун хушшииче тепер икĕ таман пухса шĕкĕр-элем айне тăратма пултаратпăр, — каллех калаçма тытăнчĕ чапа тухнă çарпуçĕ.
— Эппин, аллă пинлĕ пăлхар çарĕ пулать, — хăй шухăшне малалла тăсрĕ Ылттăнпик. — Паллах, тăшманăн пĕтĕм эшкерĕпе çапăçма ку çеç çителĕксĕр. Тата çар пухмалла!..
— Пухатпăр, аслă патша! — хастаррăн каларĕ Саврăш-паттăр. — Пухатпăр!..
— Эппин, Саврăш-паттăр, санăн та, ытти çарпуçĕсемпе мăрсасен те паянах ытти хуласемпе тăрăхсене çар пухма тухса каймалла, — пĕтĕм калаçăва пĕтĕмлетсе калама тытăнчĕ патша. — Атя, кам ăçта каясинне палăртăр та мана калăр... Эпĕ вара кунти çарсене пухса май çитнĕ таран частарах Шуратăл çинелле тухса каятăн. Тăшман Шуратăл хĕррине çитиччен пирĕн унта пулмалла. Çырансене çирĕплетсе, монголсене юханшыв урлă каçма чарас тесе ĕçлĕпĕр. Тăшмана мĕн чухлĕ ытларах Шуратăл хĕрринче тытса чаратпăр, çавăн чухлĕ нумайтарах пирĕн çар пухăнать. Тĕрĕс калатăп-и?
— Тĕрĕс! — пĕр саслăн каларĕç курултая пынисем. — Эпир ним тăхтаса тăмасăрах ытти хуласемпе тăрăхсене çар пухма тухса каятпăр!..
* * *
Çарпуçĕсем çĕршывăн тĕрлĕ тăрăхĕсене кайсассăн Ылттăнпик халăха хула хӳмисене çирĕплетме илсе тухас терĕ.
Каллех çав никама шеллеме пĕлмен монголсем килеççĕ тени пĕтĕм халăх хушшине сарăлнă иккен. Те çав хавхана илтнипе, те патша хушнине ырланипе тепĕр куннех Пӳлер халăхĕ ватти-вĕтти хӳмисене çирĕплетмелли çĕре пуçтарăнма тытăнчĕ.
Атăлçи Пăлхарстан патши вăл çĕршыв хуçи те шĕкĕр хулан пуратурханĕ те. Çавăнпа Ылттăнпик хула хӳмисене çирĕплетме тухнă халăха хăй ĕç вырăнĕсене тăратса тухрĕ. Хула хӳмисен кашни кĕтессине, кашни турулĕ, кашни хапхи мĕнлине вăл питĕ лайăх пĕлет. Пуринчен ытла вăл тухăçри тата кăнтăрти хапхасене çирĕплетме хушрĕ. Чăнах та, тимрĕçсем вара вĕсене çĕнĕ тăхасемпе тимĕрлеме тытăнчĕç.
Пӳлерсен пĕр пайĕ хапхасен умĕнчи кĕперсене юсать. Тепĕр пайĕ, пысăкрах пайĕ, пĕрмере ĕçлет. Кунта хăш-пĕр çĕрте канавсене те тарăнлатмалла, тепĕр çĕрте тата кăнавсемпе хӳме хушшинчи чикмене те çирĕплетмелле. Унта-кунта ӳкнĕ юпасем те пур. Вĕсене пĕрмерен илсе тухмалла. Вĕсен вырăнне çĕнĕ юпасем лартмалла. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлемелли кунта яланах тупăнать.
Иккĕмĕш кун ĕнтĕ Пӳлер халăхĕ хула хӳмисене çирĕплетет, пĕрмере ĕçлет.
Патша паян ирех кăнтăрти хапхана тĕрĕслеме каяс терĕ.
* * *
Патша керменĕнчен инçех те мар, сарлака лап енче, — çӳллĕ те капмар çурт. Ку вăл Пӳлерти ислам тĕнĕпе пурăнакансем пуçтарăнса кĕлтăвакан вырăн, ăна мечет теççĕ. Пӳлер хӳмисене çирĕплетнĕ çĕрте ĕçлекен халăх патне кайма тухнă Ылттăнпикĕн çулĕ çав мечет çумĕнче çынсем пуçтарăннине курчĕ. Пурте шур сухаллă ватăсем. Акă ĕнтĕ хайхискерсем хăйсен имамĕ ертсе пынипе таçта хула хĕрринелле кайма тухрĕç.
Ылттанпик хăй çыннисемпе вĕсене часах хуса çитрĕ.
Патшана курсан пурте чарăнса тăчеç, шĕлепкисене хывса хул хушшине хĕстерчĕç те пуç тайреç.
— Ăçта кайма тухнă эсир, шурсухалсем? — тĕлĕнсе ыйтрĕ патша.
— Оо, аслă патша, — тепре пуç тайрĕ имам. — Эсĕ ирĕк паратăн пулсан, эпир, хула хӳмисем патне тухса, хамăрăн çӳлти турра Аллаха кĕлтăвас тетпĕр. Вăл пирĕн хулана упратăр, тискер монголсенчен сыхлатăр!..
— Лайăх шухаш! — ырларĕ имама патша. — Лайăх шухăш! Манран чару çук. Атьăр, чăнах та, Аллаха кĕлтăвар, вăл пирĕн хулана упраса пурăнтăр!..
Аслă Пăлхарстан халăхĕ тĕрлĕ тĕне ĕненет. Пăлхарсем хушшинче Аллаха кĕлтăвакансем те, Христоса пуççапакансем те пур. Чăнах та, турра шĕкĕр! Юлашки вăхăтра Ылттăнпик патшара ларнă чухне, вĕсен хушшинче тĕн пирки вăрçă-тавлашу пулмарĕ. Ылттăнпик пĕлет: тĕн пирки вăрçă тухас пулсан пĕтĕм халăх ухмаха тухнă пек пулать: хăй камне те, мĕнле тĕнчере пурăннине те, ашшĕ-амăшĕпе хăйĕн йăх-шывне те манса каять. Астăвать-ха Ылттăнпик, çакăн пек тавлашу-хирĕçӳ ун ĕмĕрĕнче пĕрре пулнăччĕ. Питĕ лайăх астăвать çавна Ылттăнпик. Ун чухне Ылттăнпикĕн юратнă тетĕшĕ Челпир çĕре кĕнĕччĕ ĕнтĕ. Челпир халалне шута хумасăр, Ылттăнпике пăрса хăварса, Мир-Каçи Атăлçи Пăлхарстан астулне ярса илчĕ. Мир-Каçи — Ислам тĕнĕпе пурăнакан патша пулса тăчĕ. Çĕршыва çиреплетесси, халăх пурнăçне йĕркелесси ун асĕнче те çукччĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр мечетсем тутарма тытăнчĕ вăл. Урăх тĕнпе пурăнакансене хĕсĕрлеме тытăнчĕ. Çавăн чухне вара çĕршывра, Мир-Каçипе пĕрле, терлĕрен мулласем, имамсемпе каçисем иртĕхе пуçларĕç. Çакă вара авалхи пăлхар тĕнне тытса тăракансене те, христиансене те питĕ
тарăхтаратчĕ. Ун чухне Пăлхар хулинче питĕ ятлă-сумлă христиан тĕнне тытса тăракан Аврам ятлă пăлхар çынни пурччĕ. Суту-илӳ еçĕпе пурăнаканскерччĕ вăл. Таçти çĕршыва та кайса çӳренĕскер нумай чĕлхе пĕлетчĕ. Тĕн пирки тавлашса кайса, мăсăльман-пăлхарсем çав мăнтарăн Аврама вĕлерчĕç, Пĕтем хула çаван чухпе хурт-уйăрма тытăннă вĕллери пылхурчĕсем пек арăш та пирĕш хускалма тытăнчĕ. Тин кăна туслă пулнă халăх пĕр-пĕрне хирĕç вăрçă çĕклеме те хатĕрччĕ. Çĕршыври халăх тĕн пирки пĕр-пĕринпе вăрçа кăларма
пултарасса пĕлсе, монголсем те хăйсен çарĕсене Атăлçи Пăлхарстан чиккинелле илсе килме тытăнчĕç. Çакна пĕлнĕ хыççăн Мир-Каçи тарăн шухăша путрĕ. Юрать-ха, çапах та Мир-Каçи ăс çитерчĕ. Хăй астул тытса тăраймассине ăнланса илчĕ те çĕршывран таçта тухса кайса ним паллисĕр çухалчĕ. Çавăн хыççăн ĕнтĕ Ылттăнпик патша пулса тăчĕ. Вăл пĕр тĕне çĕклесе теприне хĕстерес йĕркене тӳрех пĕтерчĕ, пуринпе те килĕштерес çул çине тăчĕ. Çакă пулăшрĕ те ăна. Çавăнпа ĕнтĕ пĕтĕм халăх кăмăллама тытăнчĕ ăна.
— Чăнах та, Турра шĕкĕр!.. Тĕн пирки урăх шăв-шав пулмарĕ, — хăй тĕллĕн пăшăлтатса илчĕ патша, утне малалла хускатса.
Ак хайхи, хула тулашне тухрĕ те Ылттăнпик тĕлĕнсех кайрĕ. Кунта тата христиансем пуçтарăннă иккен, хулана упраса хăварма пулăштăр тесе Турра молебен тăваççĕ.
Христиансен пачăшкисем епле кĕлтунине чылаях пăхса тăчĕ патша. Халăх кунта чылай пуçтарăннă. Пурте ĕçлеме пăрахсах, пачăшкăсемпе пĕрле Турра пуççапрĕç.
Çав вăхăтра яриех уçса пăрахнă хула хапхинчен кĕлепуç тăхăннă ватă çынсем туха пуçларĕç. Ак япала!.. Кусем леш Ылттăнпик хулара курнă мăсăльмансем пулчĕç. Васкамасăр утса, тухăçалла пăхса, хăйсен Аллахне пуççапма тытăнчĕç.
— Авалхи тĕне ĕненекенсем курăнмарĕç-ха, — тĕлĕннĕн каларĕ Ылттăнпик хăйĕн теккерĕсене. — Ман шутпа, вĕсем те паян Танкăра кĕлтума тухаççĕ пек.
— Тĕрĕс, — терĕ теккерсен ертелейĕ, — вĕсем алмăчавар ертсе пынипе ирех сăваплă Киремет картине тухнă. Тăван хула хӳтлевçи пул тесе вĕсем çӳлти Турра пуççапаççĕ, така пусса чӳк пуçлаççĕ.
Ку хыпар Ылттăнпике питĕ савăнтарчĕ. Эппин, пĕтĕм хула халăхĕ монголсене хирĕç кĕрешме хатĕрленет. Тĕрлĕ тĕнпе пурăнаççĕ пулсассăн та вĕсем тискер тăшман тапăнса кĕнĕ чухне хăйсем пăлхарсем пулнине манмаççĕ.
— Атьăр, вĕсене те, кусене те, виççĕмĕшсене те кĕлтума та, хăйсен йăли-йĕркине чӳк тума та кансĕрлер мар, — терĕ патша теккерсене. — Тухăçран килекен çул çине тухар-ха. Унта упа шăтăкĕсем тума каланăччĕ. Туса пĕтернĕ-и?.. Çавна пăхар. Тата утçиенсем ăçта-ăçта пăрахса тухмаллине палăртар. Тăшман утлă çарĕ кунта килсе тухсан вĕсен ури айĕнче чăнласах та çĕр çунтăр.
* * *
Çапла таватă кун иртсе кайрĕ. Çав хушăра пĕтĕм шĕкĕр хула халăхĕ хумĕсемпе пĕрмене çирĕплетес, тăшман тапăнса кĕрейми тăвас тесе ĕçлерĕ. Çав хушăрах вара çарпуçĕсемпе мăрсасем, текĕртсем пуçтарăнчĕç. Пăлхар хулине текĕрт хыççăн текĕрт килсех тăчĕ.
Тепĕр темиçе кунтан Ылттăнпик патша хăйĕн шурă парслă ялавĕ айне пуçтарăннă аллă пинлĕ çарне ертсе Кĕмĕл кĕпер урлă каçрĕ, унтан, хула хапхинчен тухса, Шуратăл юханшывĕ еннелле васкарĕ. Вăл шанчĕ: часах çак çулпа пинни хыççăн пинни ун патне, Шуратăл хĕррине, пырса тăма тытăнаççĕ. Тăшманран хăрасси çук. Каллех вăрçă хирне тухмалла пулни те кулянтармасть. Çарсем кăна вăхăтра пухăнса ĕлкĕрччĕр...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...