Кĕмĕл кĕпер :: Туссемпе тăшмансем
Туссемшĕн тутлă апат-çимĕç,
тăшмансемшĕн çивчĕ хĕçпе сăнă хатĕрле.
Авалхи пăлхарсем калани.
Парăç-Пăрăнтай монголсен тапăрне çитсе Батый-хан патĕнче пулни, ăна таманпӳ туни çинчен Ылттăнпик питĕ час пĕлчĕ. Батый ăна мĕнле йышăннине те, мăшкăл кăтартнине те, кайран таманпӳ тунине те куç-хăлхасем питĕ тĕплĕн каласа пачĕç.
— Путсĕр çыннăн пурнăçĕ те путсĕр, — терĕ вара çакна пĕтĕмпех илтнĕ хыççăн Ылттăнпик. — Батый-хан ăна вĕрилентернĕ сăмалана ярса вĕлернĕ тесен те тĕлĕнмен пулăттăм эпĕ.
Парăç-Пăрăнтай çапла монголсем патне тарса кайни çинчен пĕлсессĕн, чи малтан патша патне Пачман кĕчĕ.
— Ирĕк парсам маиа, аслă патша, монголсем патне вăрттăн кайса çав путсĕр Парăç-Пăрăнтая вĕлерме, — терĕ вăл.
— Çук, ачам, — килĕшмерĕ унпа Ылттăнпик. — Вăрттăн çын пулса такама вĕлересси пирĕн ĕç мар. Антив, тĕнчене çĕртсе пурăнтăр... Вăрçăра тĕл пулсан, чару çук. Ун чухне эсĕ ăна шеллесе ан тăр.
Анчах путсĕр сутăнчăка тĕп тăвас текенсем Пачман кăна мар иккен. Тепĕр кун тата патша патне Саврăш-паттăр пычĕ. Парăç-Пăрăнтай патĕнче тарăн çĕр шăтăкĕнче пĕр апатсăр, шывсăр ларса вăл йăлт начарланса кайнă. Тирĕ те шăмми кăна юлнă темелле. Анчах ку та унăн шалти вăйне, чун-чĕри хастарлăхне чакарайман.
— Вăрттăн çулпа эпĕ монголсем патпе каяс тетĕп, — калаçма тытăнчĕ вăл. — Никама систермесĕр Парăç-Пăрăнтая чиксе пăрахмалла ман.
— Хăвна чиксе пăрахсан? — ыйту пачĕ ăна Ылттăнпик. — Ман вара кампа юлмалла?.. Монголсене хирĕç çапăçаканни кам пулать.
— Манăн ăна Тутимĕршĕн те, хамшăн та тавăрмалла! — çаплах хăй шухăшне малалла тăсрĕ Саврăш-паттăр. — Улталаса, çĕлен пек тискеррĕн мана тарăн шăтăка тытса хупрĕ! Уншăн явап тытмаллах унăн!
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ унпа Ылттăнпик. — Уншăн та, ытти путсĕрле ĕçĕсемшĕн те явап тытмалла унăн. Анчах вăрттăн анкарпа чикнипе мар. Уçă вăрçă хирĕнче. Санран малтан Пачман килсе кайрĕ. Ăна та çаплах каларăм...
Çав хушăра монголсен тапăрĕнчен çĕне хыпар хыççăн çĕнĕ хыпар киле пуçларĕ. Пĕри тепринчен хăрушă. Монголсем хăйсен пĕтĕм вăйне пухса, пăлхарсем çине кĕрсе кайма хатĕрленеççĕ иккен.
— Монголсем мĕн чухлĕ çар пухма пултараççĕ-ши? — кашни хыпар илсе килекенрен ыйтма тытăнчĕ Ылттăнпик.
Пĕрисем ăна çĕр пин çын, теприсем икçĕр пин, виççĕмĕшĕсем тата тăватçĕр пин çын пуçтараси пирки каларĕç.
Ку вăл пысăк вăрçă пулма пултарасса Ылттăнпик хăй те ăнланать. Вăтăр-хĕрĕх пинлĕ çарĕсене виçĕ хутчен çĕмĕрсе тăкнă хыççăн монголсем текех ун пек вăйпа килмеççĕ ĕнтĕ. Халĕ вĕсем, пăлхарсене çĕмĕрсе тăкас тесе, мĕнпур вăйне пуçтараççĕ.
Эппин, мĕн тумалли паллă. Пысăк вăрçа хатĕрленес пулать. Çакна ăнланса, Ылттăнпик те монголсемпе кĕрешме хăйĕн мĕнпур вăйне пуçтарма тытăнас терĕ. Вăл тĕрлĕ хуласене хăйĕн çыннисене ячĕ: çар пухма, тимрĕç лаççисене ĕçлеттерме, çĕнĕрен те çĕнĕрен кăрал хатĕрлеме хушрĕ.
Вара, пур çĕрте те çар пухма тытăннине пĕлсессĕн, хăй патне чи çывăх çыннисене канашлăва пухрĕ.
— Эпир монголсенчен кая мар çар пухатпăр, — терĕ вăл канашлăва килнисене. — Çĕр пинлĕ çар та пулать пирĕн. Кирлĕ пулсан, çĕр аллă пин таран çар та пухма пултаратпăр. Эпĕ хамăн мĕнпур çара виçĕ пая уйăратăп. Тĕп çара эпĕ хам ертсе пыратăп. Сылтăмри çара Саврăш-паттăра паратăп, сулахайри çара — Пачмана.
Çарпуçĕсене ку шухăш пурне те килĕшрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...