Ытама кĕреймен юрату :: Билетне ăçта çити памалла, хĕрĕм?
Ялампипе Лявуç мăшăрланнине пĕлсен тепĕр куннех хам ирĕкпе ĕçрен тухма хут çырса патăм. Манăн кунта, юратăвăма çухатнă вырăнта, урăх пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Юлашки ĕç укçине, кирлĕ документсене илтĕм те пир-авăр комбинатĕнчен тухрăм. Хальччен пурăннă пӳлĕме кĕрсе пур-çук пурлăха пуçтартăм та куç курнă еннелле утрăм. Ним тĕлли-паллисĕр.
Хула урамĕпе мĕн вăхăт çӳренĕ-ши — пĕлместăп. Пăхатăп: Атăл хĕрри, теплоход тăрать. Ăçталла çул тытать-ши вăл? Тепĕр тесен пурпĕрех мар-и? Касса умне пытăм, кĕсьерен хут укçа (пилĕк тенкĕлĕххиччĕ пулас) кăлартăм та кассира патăм.
— Çак пăрахутпа кайма билет парăр, — терĕм.
— Билетне ăçта çити памалла, хĕрĕм?
— Укçи çитнĕ таран.
Ватта сулăннă хĕрарăм ман çине тĕлĕнерех чар! пăхрĕ те:
— Сталинграда çитмелĕх, — терĕ.
Пăрахут Атăл тăрăх анаталла васкарĕ. Тĕттĕмленчĕ. Сталинграда ир кӳлĕм çитрĕмĕр. Ют хула тăрăх кунĕпех сулланса çӳрерĕм, ĕç тата пурăнмалли вырăн шырарăм. «Эх, телейсĕр юратăва пулах çапкаланчăка тухрăм», — шухăшларăм хам. Хула шавĕпе тата çав тери ывăнса çитнĕрен пуç кашларĕ. Сывлăх хавшаккине кура мана пысăк стройка е завод мар, тӳлек те лăпкă ĕç вырăнĕ кирлĕ. Ырă çынсем çул кăтартнипе Атăл урлă паромпа каçрăм та Акăшьел ятлă салана çитрĕм.
Вырăнĕ ку илемлĕскер: улăхлă-çаранлă, кӳлĕллĕ-вăрманлă. Темиçе яла пĕрлештерекен совхоза та (вырăнне кура) «Акăш ĕшни» тесе ят панă. Эпĕ унта пахча çимĕç лартса ӳстерекен теплицăра ĕçлеме пуçларăм. Пурăнма пӳлĕм те пур. Тепĕр тесен, текех эпĕ вунçиччĕри хĕр мар — таçта кайсан та аптăрас çук. Тĕнче те ырă çынсăр мар.
Çапла ютлăхри пурнăç пуçланчĕ. Пур çĕрте те палламан çынсем: ĕçре те, урамра та, общежити çуртĕнче те... Çавăнпа та малтанхи вăхăтра хама вĕçĕмех юханшыв портĕнчи касса умĕнче тăнăн туяттăм. Шăпам куçран чăр! пăхать те: «Билетне ăçта çити памалла?» — тесе ыйтать пек. Телейĕм çитнĕ таран темелли çеç юлнăччĕ, мĕншĕн тесен малалла мĕн пуласса пĕлме пултарайман. Пур юратăвăма (унпа пĕрле пурнĕ телейĕме те) çухатнăскер пурнăç юхăмне хирĕç ишеймен — анаталла кăна юхнă.
Çук, капла юрамасть, хамăн пурнăçа хамăнах йĕркелемелле. Лявуç хăйĕн пĕр çырăвĕнче каланă пек, икĕ алла хире-хирĕç тытса ларнипе нимĕн те пулмасть. Юхăма май кайса ята çĕртес мар — тăваллах тапаланмалла. Ĕçленĕ вăхăтрах малалла вĕренме шутларăм, суту-илӳ училищине пĕтертĕм. Пĕлӳ пуррине кура сумлăрах ĕç вырăнĕ те тупăнчĕ. Кĕçех Акăшьел лавккине сутуçăна вырнаçрăм.
Маншăн «Акăш ĕшни» текех ютлăх мар ĕнтĕ. Ку тăрăхра мана палламан çын та çук, эпĕ те чылайăшне пĕлетĕп. Хĕр тантăшсемпе юлташлантăм. Пуринчен те çывăхрах тус — Женя. Вăл маншăн тăван аппа пекех. Унпа пĕр пӳлăмре пурăнатпăр, хĕр упраç вăрттăнлăхĕсене те пĕрлех сӳтсе яватпăр. Маншăн, йăмăксăр-аппасăр çитĕннĕскершĕн, вырăс хĕрĕ тăванран та çывăх çын пулса тăчĕ.
Ман тавра тăватă-пилĕк каччă явкаланать. Суйламалăх та пур. Сисетĕп: вĕсенчен хăшĕ-пĕри лавккана мана курассишĕн çеç çӳрет. Эпĕ ĕçрен пушанасса кĕтекен те пур — Коля. Анчах çак йĕкĕтсенчен пĕрне те çывăха яман, мĕншĕн тесен вĕсенчен нихăшĕ те манăн «Чун савнисен саккунне» пăхăнмастчĕ. Женя çакна асăрхарĕ те:
— Аня, эсĕ мĕншĕн каччăсене кӳрентеретĕн? — терĕ.
— Вĕсем пĕри те мана тивĕçтермеççĕ. Пĕрремĕш юратăвăма манаймастăп-çке. Чун-чĕрем хĕрӳлĕхне Лявуçа патăм пулас.
— Пурнăç малаллах каять — асаилӳпе çеç пурăнаймастăн, — хăйĕннех перет Женя.
— Тĕрĕс, анчах мана куç хывнă каччăсен килни-кайни пĕрех — нихăшĕн енне те чун туртмасть. Çитменнине, вĕсем пурте ăна-кăна шутламасăрах çылăха кĕме хатĕр. Ку манăн кăмăла килмест.
— Пĕлетĕн-и, Аня, юрату вăл мĕнпур çылăха каçарать теççĕ вырăссем. Ав, хапха юпин çеç нимĕнле çылăх та çук — çĕре чавса лартнăран урăххипе тĕл пулаймасть. Çылăхсăр каччăсене кĕтсе ларсан ват хăрпана юлатăн. Тунката пек пĕччен пурăнасшăн-и?
Хирĕçлемерĕм. Женя тĕрĕс калать. Çитменнине, эпĕ текех çамрăк мар — çирĕм тăххăрта. Итлерĕм юлташăма. Кольăпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр, хунямапа пĕр çуртра пурăнма пуçларăмăр.
Пӳрт пушă пуласран ачаллă та пултăмăр. Йывăррăн çуратрăм пулин те, тав Турра, Юрик пĕчĕк чухне те, çитĕнерехпе те чирлесе нушалантармарĕ. Вăр-вар та чĕрĕскер килте пурин кăмăлне те тивĕçтеретчĕ.
Пӳртне тултартăмăр-ха, анчах ăна чун ăшшипе ăшăтаймарăмăр. Çакăн сăлтавĕ темиçе те. Упăшкипе арăмĕн хушшине йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр теççĕ — пирĕн хушăмăрта хуняма пулчĕ. Эпĕ унăн йĕрĕ çине пусаймарăм пуль. Кольăна юратса качча тухманни те хăй ĕçнех турĕ. Юратусăр пурнăç чечек пек ешерес çук.
Пирĕн çемьере те хирĕçӳсем сике-сике тухрĕç. Кунашкал самантсенче эпĕ Лявуçа асаилеттĕм. Çăмăлрахчĕ.
Кирек мĕнле мăшăрăн та вăрттăнлăх пулатех. Çемье ыйтăвне упăшкипе арăмĕн иккĕшĕн çеç сӳтсе явмалла. Коля вара манпа урлă-пирлĕ калаçкаласанах амăшне евитлеме васкатчĕ. Хуняма вара мана, хăйĕн кинне, тăшман вырăннех хума пуçларĕ. Ывăлне пĕччен пăхса çитĕнтернĕскер Коля мана юратнăшăн кĕвĕçнине унчченех сиснĕччĕ-ха. Амăшĕн юратăвĕ ывăлĕпе кинне телейсĕре кăларнине çын каласан ĕненмен пулăттăм. Анчах пирĕнпе шăпах çавă пулчĕ: амăшĕ хистенипе Коля ман çине алă çĕклени те пулкаларĕ. Çапах та чăтăм çитерсе, пăчăр пек пăчăртанса пурăнтăм. Çичĕ çул чăтрăм çапла. Пирĕн çемье арканчĕ.
Мĕн тăвăн, эпĕ каллех арăш-пирĕш пурнăç юхăмне кĕрсе ӳкрĕм. Хальхинче — улттăри ывăлăмпа пĕрле. Çула тухнă чух шăпа куçран чăр! пăхса: «Билетне ăçта çити памалла?» — тесе ыйтинччĕ. Эпĕ пуççапсах: «Юратнă çыннăм патне», — тесе йăлăнăттăм. Темле пулать ĕнтĕ. Çитейĕп-ши ун патне?
Пĕчĕк Юрике çавăтса Акăшьелтен тухса кайрăм. Юрату тени, тем тесен те, пурнăçра пĕрре кăна пулать пуль. Лявуç та çапла калатчĕ. Пĕлсе тăрсах çак йăнăша турăмăр. Тен, ку йăнăш та мар — шăпамăр чĕлхе кăларсах йĕкĕлтесе кулни. Вăл таса юратăва вараланăшăн çапла мăшкăллать ĕнтĕ.
Лявуçăн пурнăçĕ еплерех йĕркеленчĕ-ши? «Ӳксе вилсен те пирвайхи юратăва манаймастăп», — çак шухăшпа çула тухрăм. Юрикпе иксĕмĕр Атăл тăрăх тăвалла хăпаракан пăрахут çине лартăмăр.
Чухлатăп: ачаллă хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăл пулас çук, хăраххăн — пушшех те. Анчах маншăн, юратнă çыншăн тĕмсĕлсе çитнĕскершĕн, пурнăç пăтăрмахĕсем юратман çынпа пурăнса капланнă йывăрлăхсенчен çăмăлрах пулассăн туйăнчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...