Ытама кĕреймен юрату :: Юрату, эмел тата анакан хĕвел
Пĕрремĕш смена хыççăн ĕçрен тухрăм та килелле утрăм. Пир-авăр комбинатĕнчен инçех мар, икĕ урам урлă кăна пурăнатăп, çавăнпа автобус кĕтсе тăрас темерĕм. Чарăну тĕлĕнчен иртсе кайнăччĕ ĕнтĕ, такам ятран чĕннине илтрĕм.
Соня иккен. Чылайранпа пĕр-пĕрне курманскерсем калаçма пуçларăмăр.
— Ĕнер Шăнвар хĕрĕсене куртăм, ырă мар хыпар пĕлтерчĕç, — терĕ тантăшăм.
— Ай, мĕскер пулнă? — хыпăнса ӳкрĕм эпĕ. Çав вăхăтрах чĕрем кăрт турĕ — инкеке пуль.
Чăн та, çапла иккен. Иртнĕ эрнере Лявуçпа синкерлĕ ĕç пулнă, нумаях пулмасть хулана ĕçлеме куçса килнĕскере çул çинче машина çапса кайнă. Ялампи те унпа пĕрле пулнă. Телее, вăл хытах суранланман. Лявуç вара пуçран аманнă, вăл хула больницинче темиçе кун тăна кĕмесĕр выртнă тет.
Киле кĕмесĕрех Лявуç патне васкарăм. Темиçе кун каялла çеç çав ултавçăпа тĕл пулмастăп текенскер халь ним тăхтамасăр сывлăх сыхлавĕн çуртне кĕтĕм. Савнă çынна инкекре пулăшмаллах. Чирлисем выртакан палатăсенче шырарăм — Лявуç çук. Постра ларакан дежурнăй медсестра мана çапла ăнлантарчĕ:
— Эсир шыракан йĕкĕте нумаях пулмасть пирĕн патăртан урăх çĕре илсе кайрĕç.
— Мĕн сăлтавпа?
— Тăна кĕнĕ хыççăн унăн ăс-тăнĕ арпашăнни палăрчĕ. Çавăнпа чирлĕ çынна тепĕр тухтăр сыватать.
— Ăçта шырамалла-ха ăна?
— Психиатри больницинче, — пулчĕ хурав.
Кирлĕ учреждение çул тытрăм.
— Эсир чирлĕ çыншăн кам пулатăр? — ыйтрĕ психиатр эпĕ кам патне килнине пĕлсен.
— Савнă çынни, — пытармарăм эпĕ, — Анюк ятлă.
Çулланнă арçын шухăша путрĕ. Унтан темĕн аса илчĕ пулас:
— Эсир пире кирлĕ çын, — терĕ ман çине сăнавлăн пăхса.
— Лявуçа курманни чылай пулать. Тен, ăна эпĕ кирлĕ те мар, — ăнлантарма пикентĕм тухтăра.
— Хĕрĕм, кунта эпир юрату ыйтăвĕсене татса памастпăр, — пӳлчĕ мана психиатр. — Пациент суранĕн уйрăмлăхĕ çапла: вăл нерв тытăмĕ сиенленнине пула психика чирĕпе аптăрать. Унăн ăс-тăнĕ пăсăлнă. Аташать. Тĕлсĕр, çыхăнусăр сăмахсемпе перкелешет, такама шырать. Эпир лартнă диагноз тĕрĕс пулсан кĕтнĕ çыннипе курса калаçни уншăн эмелрен те усăллăрах. Ăнланмалла-и?
— Ăнланмалла. Лявуçăн сывалас шанăçĕ еплерех?
— Çамрăк организм кунашкал чиртен хăтăлма пултарать. Çутçанталăк ăна мĕнле сиплемеллине пиртен аванрах пĕлет, анчах пирĕн йĕкĕте тӳрленме пулăшмалла. Хивре ыйтусем парса, пурнăç пăтăрмахĕсем çинчен каласа халсăрлатмалла мар.
— Манăн мĕн тумалла? — ыйтрăм эпĕ.
— Пирĕн тĕллев — йĕкĕте кăсăклантаракан калаçу пуçарасси. Атя, пыр ман хыççăн, — хушрĕ тухгăр.
Эпир коридорпа утрăмăр, Лявуç сывалакан палата тĕлĕнче чарăнтăмăр. «Мускав... Кремль... Ăçта?.. Мускав... Кремль.. Ăçта?..» — уççăнах илтĕнчĕ алăк хыçĕнчен. Палларăм — Лявуç сасси.
— Акă унăн яланхи сăмахĕсем. Пирĕн пата килнĕ кунранпах вăл хăйне çапла тыткалать, такама шырать, — çурма сасăпа ăнлантарчĕ психиатр. — Эпир чирлĕ çын кама шыранине пĕлеймерĕмĕр. Амăшĕ килчĕ — йĕкĕт ăна палламарĕ. Çураçнă хĕрне кĕтет пулĕ тесе унпа тĕлпулу йĕркелерĕмĕр — каллех уйăрса илеймерĕ. Тăван аппăшĕпе курнăçни те усă кӳмерĕ. Эсир унпа юлашки хут тĕл пулсан мĕн çинчен юмахланине аса илме тăрăш, Анюк. Кĕрсенех çавăн пирки сăмах хускат. Хатĕр-и?
Эпĕ пуçа сĕлтрĕм.
— Пуçлăпăр, Анюк. Алăкран кĕрсенех пĕр утăм ярса пус, пӳлĕм тăрăх çӳреме кирлĕ мар, — çапла каларĕ те тухтăр алăка уçрĕ.
Кĕтĕм. Лявуç пӳлĕм варринче тăрать. "Мускав... Кремль... Ăçта?..» — каллех илтĕнчĕç çыхăнусăр сăмахсем. Каччăн пуçне бинтпа чĕркенĕ, сăн-пичĕ уçах. Пăтранчăк куçĕ тĕлли-паллисĕр вылянать.
— Ырă кун пултăр, Лявуç, — тетĕп.
Вăл чĕнмерĕ. Илтмерĕ те пулас ман сасса. Сăмаха малалла тăсрăм:
— Лявуç, эсĕ пуканпа ташлама вĕрентĕн-и-ха? Пичче çапла ташлатчĕ. Тухтăр асăрхаттарнине мансах кĕтесри пукана çĕклерĕм те такмакласа илтĕм:
Мускав Кремлĕ ирхине
Ĕçе тухма йыхăрать,
Каччă хĕре каçхине
Ташша тухма йыхăрать. Ух!
Кĕвĕ майăн Лявуç тавра шуса çаврăнтăм. Вăл сасă еннелле пуçне çĕклерĕ. Эппин, мана илтрĕ, анчах енчен енне сикекен куçĕ нимĕн те курмасть. Эпĕ тепĕр хут васкамасăр çав такмаках калама пуçларăм. Асăрхарăм: Лявуçăн пăтранчăк куçĕ çуталса илчĕ. Вăл ман хыççăн юрă сăмахĕсене калама пикенчĕ:
— Мускав... Кремль... Ирхине...
Эпĕ Лявуç умнех пырса пуçланă çаврăма каласа пĕтертĕм, ух! тесе ура тапрăм. Çав вăхăтра каччăн куçĕ тепĕр хут çуталчĕ — вăл мана курчĕ.
— Анюк... эсĕ чĕ-вĕл-ти чĕ-кеç пек, — терĕ тинех сăмахсене пĕчĕк ача пек сыпăкăн-сыпăкăн çыхăнтарса.
Çапла эпир Лявуçпа иксĕмĕр сехете яхăн калаçрăмăр. Унăн ăс-тăнĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вырăна ларса пычĕ. Пирĕн кĕçех уйрăлма вăхăт çитрĕ.
— Эпир тĕл пулăпăр-ха, Лявуç, кулленех сан патна çӳрĕп, — тесе палатăран тухрăм.
— Юрату тĕлĕнтермĕшне медицина тĕплĕн ăнлантараймасть, анчах вăл чăннипех хăватлă эмел пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕм, — терĕ психиатр.
Çакăн хыççăн темиçе хутчен те Лявуç патĕнче пултăм, унăн сывлăхĕ çирĕпленсе, ăс-тăнĕ вырăна ларса пынишĕн хĕпĕртерĕм. Эпĕ те, вăл та пĕр-пĕрне кирлине аван ăнлантăмăр. Анчах эпир малашне мĕнле пурăнасси пирки калаçман, мĕншĕн тесен нерв чирĕнчен сывалса çитмесĕр кăткăс ыйтусене сӳтсе явмалла маррине пĕлеттĕм. Тухтăр мана çакăн пирки çирĕп асăрхаттарнă.
Пĕррехинче больница çурчĕ умĕнче Ялампипе тĕл пултăм, унпа пĕрле Лявуçăн тăван аппăшĕ Елюн та пурччĕ.
— Ах, эсĕ, йытă ами, ют арçын пуçне çавăрма çӳретĕн-и-ха! — кăшкăрашрĕ Ялампи мана курсанах.
— Эпĕ Лявуç пуçне çавăрмастăп, ăна манчченех çавăрса янă ĕнтĕ. Ăна сывалма пулăшатăп, — терĕм сасса хăпартмасăр.
Ялампи ман сăмаха хăлхана та чикмерĕ, çĕрти-çӳлтине асăнсах ятлаçрĕ. Çăвар уçма та çук. Тепĕр тесен, мĕн калаçмалли пур унпа? Хура чунлă çынран пурпĕрех ырă сăмах илтесси пулмасть. Ку харкашура çиеле тухас тесен çын пуçĕ çинче ташламалла. Ман пек сапăр кăмăллисем ун пек тума пултарас çук. Çавăнпа:
— Уйламасăр калаçакана сăмах чĕниччен чĕнменни аванрах, — терĕм те çаврăнса утма тăтăм. Анчах Елюн чарчĕ:
— Тăхта, Анюк, калаçса пĕтерер.
— Мĕн калаçмалли пур пирĕн?
— Эс текех Лявуç патне ан кил, — терĕ Елюн.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен эпир Лявуçа паян больницăран илсе тухатпăр.
— Вăл сывалса çитмен-çке, — терĕм тĕлĕнсе.
— Тухтăрпа калаçса татăлнă. Килте пăхакан шанчăклă çын пулсан кăларма пулчĕ.
— Кам вара вăл Лявуçăн «шанчăклă çынни?» — ыйтрăм эпĕ.
— Çураçнă хĕрĕ. Малашне — саккунлă арăмĕ.
Эпĕ чĕнмерĕм, çавăнпа Елюн малалла ăнлантарчĕ:
— Ялампипе Лявуç паянах ЗАГСа çырăнма каяççĕ. Хут уйăрттарсан шăллăм больницăна тек таврăнмасть, Ялампипе пĕр пӳлĕмре пурăнма пуçлать.
— Психозран сывалса çитмен çынна мăшăрлану хучĕ çине алă пустарни саккунлă мар, — хирĕçлетĕп эпĕ.
— Пурте саккунлă пирĕн. Тухтăр панă справка та пур, амăшĕнчен те ирĕк илнĕ, — касса татрĕ Ялампи,
...Елюнпа Ялампие мĕнле хурав панине астумастăп, анчах сапăррăн пуçа чиксе уйрăлнине халĕ те — çур ĕмĕр иртсен те — манаймастăп. Епле айван пулнă ун чухне. Хăюсăрскер, таса юратăва хӳтĕлесе кĕрешĕве кĕмен. Явкаланчăк Ялампин мар, манăн халăх каларăшĕнчи пек: «Тупкăчине — тапкăпа, çĕн çыннине — çупкăпа», — тесе хайхискерсене ăса кĕртмелле пулнă та. Эпĕ хатăррисен йышне кĕреймерĕм çав, ăшхыптармăшсене тивĕçлĕ хурав параймарăм.
Кунĕпех тӳперен çутатнă хĕвел йăлăм вăрманĕ хыçне анса ларчĕ. Лявуç хăйĕн пĕр çырăвĕнче: «Иксĕмĕр пĕрле пулсанах пирĕн савăнăç хĕвелĕ ялкăшса тухĕ», — тесе калани ĕмĕтре çеç юлчĕ-им? Эпĕ ыран çĕнĕ кун килессе шанмарăм. Манăн юрату хĕвелĕ анчĕ. Яланлăхах.
Тепĕр тесен, урăх мĕн тума пултарнă-ха эпĕ? Нерв чирĕпе тертленекен Лявуçа çак хирĕç тăруллă ĕçе явăçтармаллаччĕ-и?! Çук. Ăшăм çунса кĕлленсен те юратнă çыннăн сывлăхне сиен кӳмен пулăттăм. Çавăнпа та пӳрмен телее пусахласа илеймĕн темелли çеç юлчĕ манăн.
Çур ĕмĕр каяллахи лару-тăрăва халĕ çапла хаклама пултаратăп. Чылай чухне юрату виçкĕтеслĕхĕн тупсăмне сывă çынсем те пĕлеймеççĕ — кăткăс ыйтăвăн уççи-хуппи çук. Пирĕн вара, чирлĕ каччăпа хăюсăр хĕрĕн, Аслă юратăва килĕшмелле татса пама мехел çитеймен. Анчах çапла пĕтĕмлетӳ туни — хамăр вăйсăрлăхпа мĕскĕнлĕхе ĕненни кăна. Чун-чĕререн юратакансен юратăва хӳтĕлемеллех пулнă, юрату вăййи вылякансен — çук. Çакна шута илсе вĕçне çитичченех кĕрешмеллеччĕ.
Çак йăнăша тӳрлетме май çук, тӳрре тухма — пушшех те. Юрату виçкĕтеслĕхĕнче виççĕмĕшĕ кăна ытлашши пулаканччĕ. Эпир вара виçсĕмĕр те пурнăçра ытлашши çын пултăмăр — телейсĕре тухрăмăр. Лявуçпа Ялампи ăнăçсăр çемье çавăрчĕç, мана пурнăç çаврăмĕ тĕнче тăрăх кустарчĕ. Кунашкал йăнăша çĕнĕ ăру ан тутăр тесе паянхи савнисене манăн çапла сĕнӳ парас килет: юратушăн ниме пăхмасăр кĕрешĕр, юрату — пурнăçпа тан.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...