Ытама кĕреймен юрату :: Йывăрлахра — хурçă пек, юратура — сар çу пек
Лявуçпа çыру çӳретни пĕр самантрах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатрĕ. Мĕншĕн Лявуç юратупа вылякан Ялампи енне çаврăнчĕ-ха? Темиçе çул çӳрерĕм эпĕ çакăн пек шухăшпа айкашса.
Таса юрату тĕнчине вăхăтлăх савăшупа танлаштарса пăхатăп. Пĕри — тӳпе кăшкарĕ пек аслă, тепри — кăвапа пек пĕчĕк паклашка. Апла пулин те Лявуç, вăхăтлăх йăпанăçпа сĕрĕмленнĕскер, çав урлашкаран пăрăнса иртеймерĕ, вăрттăн янтăланă ланкашкана кĕрсе ӳкрĕ те путрĕ. Хăйĕн телейне те, манăнне те пĕтерчĕ.
Эх, эсир, арçынсем! Тĕлпулупа уйрăлăва юратăвăн чи хаклă саманчĕсем тесе шутлатăр, вăхăтлăх савăшу пысăк инкеке çаврăнасса пĕлместĕр. Ăслă пуçлă Лявуç та куç курнине ăша хывайман иккен. Тем тесен те, туйăм ăсран хăватлăрах. Анчах вăл, пурнăç çынни, епле майпа ӳт туртăмне чун туртăмĕпе пăтраштарма пултарнă? Çакă ниепле те пуçа вырнаçмасть.
Хивре сăмах каласа мĕнпур арçынна кӳрентерес килмест. Лявуç кӳрентернине пăхмасăрах арçын майлă пулас килет. Юратура сар çу пек ирĕлни арçыннăн айăпĕ мар — унăн инкекĕ, хавшаклăхĕ. Çутçанталăк арçынна йывăрлăхпа кĕрешме çирĕп вăй-хăват панă, юратма — чечен кăмăл-туйăм. Çавăнпа ăна çĕнме ансат меслет пур: хӳтлĕхсĕр вырăна илĕртмĕш кăвайт чĕртмелле, вара арăслан пек арçынна та ним мар вутпа ăшалантарма пулать.
Ялампи шăпах хавшаклăхпа меллĕн усă курнă та: салтака ăсатнă чух та, кĕтсе илнĕ чух та Лявуçпа пĕрле пулнă. Ытти-хытти хăямата — йăпанăç кăна пултăр каччăшăн. Ялампи каччă шутланă пек чее хĕр çеç мар — çав тери ăслăскер. Меллĕ вăхăтра тата кирлĕ вырăнта хĕлхем сапса каччă пуçне çавăрнă, атма лартса телейне çаклатнă.
Манăн вара Лявуçа салтака ăсатма та, кĕтсе илме те май килмерĕ. Мĕнпур чун хавалĕпе юратса савни патне туртăнтăм та — шăнман пăр çине ларса юлтăм.
Юрату вăййи вылякана хамран вăйсăртарах тесе шутланă эпĕ. Хытă йăнăшнă. Савăшура савнисем кăна мар, юратулла вылякансем те çĕнтерме пултарнине шута илмен. Ут туртăмĕ кашни чĕрчунăн пур, анчах çакна чун канăçĕпе пăтраштарма юрамасть. Савăшу ăрулăх аталанăвĕшĕн пулсан, юрату — туйăмсен хăвачĕшĕн.
Лявуç пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме хатĕрленетчĕ, вăй-хăвачĕ, тӳсĕмлĕхĕ çителĕклехчĕ. Кĕрешӳре хурçă пек çирĕпскер савăшу хĕлхемĕнче сар çу пек ирĕлсе кайрĕ те пĕтрĕ. Чăн-чăн юратăва тивĕç хĕрарăм юнашар чух хавшак арçын çук, пурнăç урапине кирек мĕнле лакăмран та туртса кăларма пултараççĕ вĕсем. Эпĕ вара Лявуçа йывăр чухне унпа юнашар пулаймарăм, ăна вăй-хăват кӳреймерĕм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...