Ытама кĕреймен юрату :: Юратуран ютшăнма юрамасть
Лявуçран çыру илсен мĕнле савăннине эпĕ сăмахпа каласа та, хут çине çырса та параймăп. Савни çырăвĕ ахаль хыпар мар — пирĕн, Лявуçпа иксĕмĕрĕн, туйăм чĕвĕлтетĕвĕ. Чун шăнкăравĕн кĕввине чунпа çеç илтме пулатъ.
Çырура савăнмалли, пăлханмалли, шухăшламалли темĕн чухлех. Лявуç каланă пек савăнăçлă та телейлĕ вăхăт тĕлне лекрĕ вăл ман алла, мĕншĕн тесен тунсăх пуснă хĕр чунне савăнтараканĕ те, телей шевли сапаканĕ те çыру хăй пулчĕ. Ăна вуланăçемĕн пăлханчăк туйăм иксĕлми шанчăкпа ылмашрĕ, шухăша ячĕ.
Астăватăп: униче картин пĕр енче Лявуç тăрать, тепĕр енче — эпĕ. Каччă карта урлă каçсанах киле тартăм, кивĕ кĕперен намăсланнăран. Кайран çĕнĕ кĕпе туянтăм — вăл Лявуçа хăюсăрлатнă иккен. Каллех пире çывăхланма чарнă. Эх, çакна пĕлнĕ пулсан капăр кĕпе тăхăнман та пулăттăм. Хитре акăш пек пĕччен çӳриччен мăшăрлă çерçи пулни аванрах.
Иксĕмĕрĕн те нуши-терчĕ пĕрех пулнă: Лявуç — мана, эпĕ ăна курасшăн çуннă. Пĕр-пĕрне шыранă. Вăл та, ман пекех, хăйĕн çитменлĕхĕсемшĕн намăсланнă. Тен, ку çитменлĕх те мар. Чухăн пурнăç — нумайăшĕн инкекĕ. Эппин, мĕн чăрмантарнă-ха пире тĕл пулма, чуна уçса шăкăл-шăкăл калаçма? Мĕнпур асапне те, телейне те çурмалла пайламалла пулнă та...
Ман шутпа, мĕскĕнлĕх туйăмĕ пире пĕр-пĕринпе çывăхланма чăрмантарнă. Çак ниш чаракĕ пире униче карти пекех уйăрнă. Мĕскĕнлĕхпе юрату çума-çумăн çӳреççĕ пулсан мĕн тумалла? Пĕри савнисене хĕн кăтартать, тепри телейлĕ пурнăç еннелле чĕнет. Çавăнпа та «Чун савнисен саккунне» тепĕр хушу кĕртмелле: ТАСА ЮРАТĂВА ТИВĔÇЛĔ ПУЛАС ТЕСЕН САВНИСЕН ХĂЙСЕНЕ ХИСЕПЛЕМЕ ПĔЛМЕЛЛЕ. ЮРАТУРАН ЮТШĂНМА ЮРАМАСТЬ.
Хăйне хаклама пĕлмен çын юлташне те тĕрĕс хак параймĕ. Эпир те Лявуçпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне юрататпăр, анчах çакна вăхăтра ăнкарайман. Тем тесен те юратакансем юрату хакне пĕлмеççĕ. Пирĕнпе пулса иртнĕ ĕç-пуç çакна витĕмлĕн ĕнентерет. Лявуç мана уйăх çинчи хĕр вырăннех хунă, эпĕ ăна — юмахри паттăр вырăнне. Пĕр-пĕрне чараксăр çӳле çĕкленĕ — хамăра хаклама пĕлмен. Ку çитменлĕх чухăнлăхран кăна килмест пуль. Эппин, мĕскĕнлĕх туйăмĕ ăçтан амаланса тухать-ха? Мĕншĕн вăл яланах юратăва ура хурать? Çакна ăнлансах çитереймерĕм. Лявуçран ыйтса пăхмалла — вăл мĕн шутлать-ши? Мĕскĕнлĕхпе юрату — пĕр-пĕриншĕн ют. Юратни — намăс ĕç мар, унран вăтанма кирлĕ мар. Юратура ютшăнни савнисене сăтăр кӳрет.
Капланнă шухăша пуç тавра çавăрса çĕр хутах çыру çыртăм, Лявуçа хамăн «Чун савнисен саккунĕпе» те паллаштартăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...