Ытама кĕреймен юрату :: Чун савнисен саккунĕ
Мĕншĕн çапла тартăм-ха каччăран, пур енчен те килĕшӳллĕскертен? Те çири кивĕ кĕперен лайăхмарланнă-ши, те каччă кăмăлне тĕрĕслес тенĕ-ши — пĕлместĕп. Вăл та, ку та, çавăн пекех вăтанчăк пулни те васкатнă-тăр. Анчах чуна улталаймăн: урасем килелле чупнă чух та ĕмĕтĕм телей тĕнчинех ăнтăлнă.
Маншăн Лявуçпа тĕл пулни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ăна пула кун-çул кустăрми урăх еннелле кусма пуçларĕ. Йĕркипе каласа парам-ха.
Каччăран тарса картишне кĕтĕм те — вăл манпа юнашар тăнăнах туйăнать. Тем тума та пултараканскер, кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме хатĕрскер, шанчăклăскер. Вăл маншăн çав вăхăтра юмахри чаплă паттăрпах танлашрĕ пулас. Сисетĕп: Лявуç ман хыççăн килчĕ, хапха тĕлĕнче чарăнчĕ. Ăна хӳме хушăкĕнчен пăхас килчĕ. Курнă пулсан каялла чупса тухаттăм пуль. Анчах чăтăмлăх çитерсе çенĕке кĕтĕм.
Вырăн çине выртсан та çывăраймарăм. Шухăш вылянни чуна çуйлантарчĕ, сĕрĕм тивертнĕн пуçа çавăрчĕ.
Çав вăхăтрах пĕтĕм çан-çурăма ырă-ырă пулса килчĕ. Шухăш-туйăмпа тӳпенех çĕклентĕм, уй-уй урлă çунатланса вĕçрĕм те халиччен курман илемлĕ тĕнчене çаклантăм. Кунта мĕн пурри йăлтах ешĕл илемпе витĕннĕ: куç ытамне кĕрейми анлă лаптăкра, пин-пин тĕслĕ хир-вăрман чечекĕсен картинче, çĕр-çĕр тĕслĕ гладиолуссемпе астрăсем курăнаççĕ, чĕрĕ туратсем тӳпери уйăхран çакланса çӳлтен çӳле кармашаççĕ, ярăмланса çеçкеленеççĕ. Чуна хăпартлантаракан хĕлхемпе тӳпе анинче çиçекен çăлтăр чечексем те пур. Эпĕ те вĕсен хушшинче вĕçетĕп. Такам хăлхаран пăшăлтатрĕ:
— Анюк, пĕлетĕн-и, çакă вăл Юрату уçлăхĕ. Пĕтĕм тĕнчене аркăпа йăтса-ăшăтса тăраканни. Пурин те кунта килме ирĕк пур. Анчах кунта килекенсен пурин те çирĕп йĕркене пăхăнмалла, унсăрăн Илем тыткăчи пĕтет.
Çак ытарайми илем тĕнчи пĕтме те пултарать-и? Кӳ! пырса кĕчĕ ăн-пуç. Тĕлĕк куртăм-и е сас-чӳ ултавĕ пулчĕ-ши ку? Тен, чăнах такам асăрхаттарчĕ пуль? Чун варринчи. Пурне те сиссе-туйса тăраканни. Эппин, манăн та юрату тĕнчин çирĕп йĕркине пăхăнмаллах. Пуçра «Чун савнисен саккунĕ» çуралчĕ.
Пĕрремĕш. ЮРАТУ ВĂЛ — ПУРНĂÇ ТЫТКĂЧИ. ÇАВĂНПА ТА ЮРАТУЛЛĂ СĂМАХСЕНЕ ВЫЛЯСА-КУЛСА КАЛАМА ЮРАМАСТЬ. ЮРАТУРА СĂМАХ ТАТИЧЧЕН ХĔРПЕ КАЧЧĂН ТАЧĂ ÇЫВĂХ ПУЛМАЛЛА МАР. САВНИСЕН ХУШШИ ПĔР УТĂМРАН ХĔСĔК АН ПУЛТĂР.
Паçăр мĕн пулчĕ-ха? Лявуç мана пĕр сăмах калатăп терĕ. Хăй вара сăмахне каличченех ман çума çыпçăнасшăн. Ай-вай-вай! Намăс ку! Юратъ тартăм-ха.
Иккĕмĕш. ЮРАТУ — ÇЫН КУН-ÇУЛĔН ТĂСĂМĔ. ЮРАТУ ТĔНЧИНЕ ӲТПЕ ТЕ, ЧУНПА ТА ТАСА ÇЫНСЕНЕ КĂНА КĔМЕ ЮРАТЬ. УЛТАВПА ÇӲРЕКЕНСЕНЕ КУНТА ВЫРĂН ÇУК. ПĔР-ПĔРНЕ ЮРАТАКАНСЕН УЙĂХ ПЕК ÇУТĂ, ХĔВЕЛ ПЕК ĂШĂ ТĔЛЛЕВ ПУЛМАЛЛА.
Хă, пирĕн кунашкал тĕллев пур-и-ха? Çакăн пирки çитес тĕлпулура Лявуçран ыйтса пĕлетĕпех. Хамран ыйтсан мĕн каламалла? Пĕлместĕп. Тепĕр тесен, эпĕ халь юрату мĕнне те чухламастăп-çке. Чунăм сăрăлтатса таçталла ăнтăлнине çеç туятăп. Лявуç патнелле туртăнатăп. Юрату вăл пĕрлĕх туйăмĕ пуль — икĕ чĕрĕ чуна пĕр-пĕрин патне магнит пек туртаканни. Çав юрату магничĕ хĕрпе каччăн ӳт-пĕвне мар, чи малтан вĕсен чунĕсене пĕр-пĕрин патне туртать. Сăртсем çеç пĕр-пĕринпе тĕл пулмаççĕ, çынсем — курнăçаççех. Енчен те çынсем ура утнипе çеç пĕрлешеççĕ пулсан — кунта юрату çук. Чун савнисене туйăм пĕрлештерет.
Виççĕмĕш. ЧУН САВНИСЕМ НИХĂÇАН ТА ПĔР-ПĔРНЕ ПĂРАХМАÇÇĔ. Лявуçăн кĕçех салтака каймалла. Çартан таврăнасса кĕтме ыйтрĕ вăл. Паллах, кĕтетĕп. Çакăн çинчен ăна тепĕр тĕлпулурах пĕлтерĕп.
Тăваттăмĕш. ЮРАТУ — ЭТЕМЕ ТЕЛЕЙ КӲРЕКЕН ЧИ ТАСА ТĔНЧЕ. ÇАВĂНПА ТА ПĔР-ПĔРНЕ ЮРАТАКАНСЕН ПУР ЕНЧЕН ТЕ ИЛЕМЛĔ ПУЛМАЛЛА: СĂН-САПАЧĔПЕ ТЕ, ÇИ-ПУÇĔПЕ ТЕ, СĂМАХĔ-ЮМАХĔПЕ ТЕ...
Саккунра калани пирĕн мĕнле пурнăçланса пырать-ха? Лявуç — çӳллĕ, кĕрнеклĕ, патвар, пур енчен те килĕшӳллĕ каччă. Епле кăмăллă, кăсăклă калаçма пĕлет вăл! Эпĕ вара пĕчĕк кĕлеткеллĕ, сăнсăр хĕр. Чипер калаçма та пĕлмерĕм пуль. Çитменнине çири кĕпе те кивĕ, илемсĕр. Капла Лявуçа тивĕç пулаймăп. «Çук, капла юрамасть. Тем пулсан та çитес тĕлпулăва çĕнĕ кĕпепе тухатăп», — çакăн пек çирĕп шухăш тытрăм вырăн çинче енчен енне çаврăнкаласа выртнă май. Ир енне кăна кăтăш пулнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...