Хура çăкăр :: XVI. Ял çывăрмасть
Элентей аллинчи çĕççине çăкăр турамĕ тăрăнтарнипех сĕтел ] çине хучĕ.
— Асамлă иккен çак япала, — терĕ вăл. — Кала! Кам ултавçă?
— Тупата, калатăп-çке, нихçан та ултавçă пулманччĕ...
Пӳртрисем стенасене силлентерес пек ахăлтатса ячĕç.
— Ултавçă кăна та мар иккен эс, чунилли те.
— Таса чунна тĕпренчĕк хăварман!
— Йывăçе кукăр пулсан, мĕлки мĕншĕн тӳрĕ пулмалла...
Имет ăна хулĕнчен çатăрласа тытрĕ.
— Йытăсен йытти эс. Хура ăншăрт! Халех тухса кайнă пултăр çак таса çуртран! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл. — Эс кунта та пире сутас ĕмĕтпе вăрттăн итлесе çӳретĕн, пĕлтемĕр ĕнтĕ сана. Пыр, сан палланă страшниксемпе шыçмаксем йышлă пуль, хăвăртрах кайса хăсса пар! Ши-ши!.. — шăхăрса ячĕ Имет. Унтан çавăнтах салтак ачисене пуç сĕлтсе илчĕ. «Эсир халь патша хӳттинче, кунта кирек мĕн тусан та, сире пĕр чун айăплас çук, ăса кĕртсемĕр кăштах çак мĕскĕн çынна», — тенĕ пек ăнланчĕç ăна салтак ачисем.
Çамрăксем çавăнтах Кукуçа урама сĕтĕрсе тухрĕç. Пӳртри çынсем хăйсен сăмахне малалла тăсрĕç. Вĕсене халь çурăм çинче пусса тăракан йывăр чула антарса пăрахнă пек çăмăл туйăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...