Хура çăкăр :: XI. Йывăççипе улми
Ильяс ашшĕпе кирек мĕн чухлĕ калаçсан та ăна ӳкĕте кĕртме çуккине ăнланса илчĕ ĕнтĕ вĕрентекен. Акă мĕншĕн тарса пытанчĕ иккен ачи. Ашшĕ куçĕ умне курăнманни лайăх. Фимкăна вăл сисĕни-сисĕнми пуç сĕлтрĕ те, нимĕн пулман пек, çапла каласа хучĕ:
— Ачу сан халь çеç кунтаччĕ, таçта тухса кайрĕ пулмалла... Фимка, эс пĕлме кирлĕ, ăçта пулма пултарать?
Фимка çийĕнчех ăнкарса илчĕ.
— Ильяс Макуçсем патне кайрĕ пулмалла...
— Ертсе каймăр-ши мана çавăнта? — ыйтрĕ Шерккей.
— Фимка, кайса килĕр, — хушрĕ вĕрентекен.
— Ак çакăншăн сире пурсăра та тавтапуç, пурсăра та тавтапуç... Тăлăпăма çакăнтах хăварсан... юрать пуль?
— Хăварăр, ниçта та çухалмасть.
— Ĕнтĕ манăн, Элекçей Якурччă, паян кунтах каç выртмалла пулать. Ыран ирччен. Ирне ирех пасара тухса каяс тетĕп, ывăлăма та илсе кайăп... Калатăп-çке, çавăншăнах çула май чарăнсаттăм кунта.
— Выртса кайма та пулать, мĕншĕн ан юратăр, — терĕ вĕрентекен. — Апла эс ачана шкула пăрахтарсах килне илсе каясшăн?
— Урăхла сăмахăм та çук, сăмахăм та çук.
— Ун пек канаш парас килмест ман сана.
— Ĕнтĕ, Элекçей Якурччă, çын канашне итле-итле, мăйăр хăлха шăтса тухмĕ-ши тесе, çак вăхăта çити кĕтрĕм — кĕтсе илеймерĕм. Текех кĕтмесен те юрĕ тетĕп-çке, йывăра ан илех çапла каланăшăн... Чипер юл, пурсăр та чипер юлăр.
— Тепре курнăçиччен...
Шерккейпе Фимка тухса кайрĕç, Володя кунтах юлчĕ. Çĕрпӳ çунине кӳлнĕ хура лаша анаталла çул тытрĕ. Кантăкран карăнса пăхса ăсатрĕ ăна вĕрентекен, унтан ачасем еннелле çаврăнчĕ.
— Чăнтăхмарĕ-и унта пирĕн... «ристан»? — кулкаласа ыйтрĕ вăл. — Кăларăр ăна.
Ильяс шăтăк арчаран курсах тăнă иккен ашшĕне. Вăл арча виттине çĕклесе тухрĕ. Пичĕ-куçĕ хĕрелнĕ хăйĕн, çынсем умĕнче темшĕн айăпа кĕнĕ пек пăхкалать.
— Ан хăра, Илья, — терĕ вĕрентекен. — Вăл тухса кайрĕ. Сан аçу пур иккен, эпĕ çук-тăр тесеччĕ. Вăл сана шкулта вĕренме пăрахтарасшăн, килне илсе каясшăн.
— Эпĕ ăна атте теместĕп, Алекçей Егорчă. Вăл мана хĕнесе вĕлеретчĕ пуль, — Ильяс çавăнтах хура çӳçпе хупланнă çамки кавсăкне кăтартрĕ. Акă вăл лартса янă паллă. Эпĕ килтен аран тухса тартăм. Халь киле илсе каясшăн-и? Алла çыртса тупа турăм, киле нихăçан та каймастăп. Асăма та илместĕп. Кирек мĕнле йывăр килсен те... — Ильяс сăмахне каласа пĕтереймерĕ.
— Йывăççинчен улми аякка ӳкмест теççĕ, хăш чух тĕрĕс те мар иккен...
— Маттур эс, ача, пит те маттур, санран пы-ысăк çын пулать, — шăппăн сăмах хушрĕ халиччен пĕр чĕнмесĕр тăнă Палля.
Вĕрентекен те, çывăх юлташĕсем те ватă пахчаçă Палля пекех шăппăн итлерĕç Ильяс сăмахне.
— Паян сан кунта пулмалла мар, — канаш пачĕ вĕрентекен.
— Хам пата илсе каятăп ăна çывăрма. Пыратăн-çке, — терĕ Володя.
— Пыратăп, халех кайăпăр, — килĕшрĕ Ильяс.
— Апла пулсан, пăшăрханмалли те çук, — терĕ вĕрентекен. — Илья, эпир сана мĕн май килнĕ таран пулăшса тăрăпăр; вĕренсе асла тух, тăван халăха сăвантаракан çын пул. Сывлăху çиттĕр...
Çак самантра Ильяс хăйĕн юратнă вĕрентекенне куçран пăхма вăтанчĕ. Хăйнă пулсан, вăл ăна тем пек тав тунă пулĕччĕ, хăяймарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...