Хура çăкăр :: X. Янташ
— Тухтар тете!..
— Чăн калатăп. Çурт туса пĕтерсе, шăвăçпа виттернĕ. Халĕ шалтан та ĕçе кĕртсе çитерет пуль.
— Эппин, пĕрчĕ тырă та юлман иккен килте...
— Асту, апла ан пултăр! Аппапа Селиме аслăлатнă йетемĕре халь сирĕн сакăр капан кăшăллать, вĕсенчен пĕр кĕлтине çапнă пулин! Эх, Тимрук, йысна халь йысна та мар çав ĕнтĕ, ялта ятлă хуçа пулса тăчĕ. Унăн Ярслав варĕнчи кирпĕч савăтĕнче кăна вунсакăр çын ĕçленĕ, халь пĕлместĕп, ытларах та пуль.
Ярслав варĕнче. Кирпĕч савăчĕ. Вунсакăр çын ĕçленĕ. Пăваран килнĕ çынсемччĕ унта. Ку хыпар тĕресе килет. Йĕтеме сакăр капан кăшăллать. Ку хыпар та тĕрĕс. Пĕр кĕлте çапман, тет. Чул çурт туса лартнă, тет. Çурчĕ икĕ хутлă имĕш. Ку самах чăн пулма пултараймасть.
— Апла мар пуль, Тухтар тете, — шанмасăр сăмах хушрĕ Тимрук.
— Килне таврăнсан, хăвах курăн ак.
— Эс ăçтан илтрĕн?
— Хир куçлă, вăрман хăлхаллă, тăванăм. Пĕлмен пулсан калас пурччĕ-и сана?
Тимрук вăхăтлăха шухăша кайса тăчĕ. Пӳртре вăл енчен енне пăхкаларĕ, анчах нимĕн япалана та тĕсесе пăхмарĕ. Тухтар сăмахĕ ăна калама çук тĕлĕнтерсе ячĕ. Те савăнмаллаччĕ ĕнтĕ унăн çакăн пек хыпаршăн, те пăшăрханмаллаччĕ, çавна вăл хăй те тĕплĕн пĕлеймерĕ.
— Каятăп, ыранах каятăп — хăй тĕллĕн шăппăн çеç пăшăлтатрĕ.
Тухтар илтсе те мар, Тимрук шухăшне тĕрĕс тавçăрчĕ:
— Ăçта? — тесе ыйтрĕ.
— Киле каятăп! — таçтан вăй кĕрсе çитрĕ тейĕн Тимрука.
— Мĕншĕн килне? Ĕçлемеллипе килтĕм темерĕн-и вара эсĕ?
— Çук, çук. Çакăн хыççăн...
— Эс кунта иккĕленсе ан тăр, Тимрук, сана эп ыранах пĕр-пĕр ĕç тупса пама пулăшăп. Юлташсем ман кунта — туллиех. Пĕрле ĕçлĕпĕр. Пурăнмашкăн иксĕмĕре çак хваттер çитет. Ак кунта сан валли кравать лартăпăр.
— Каятăп, Тухтар тете, ыранах киле каятăп. Тархасшăн мана ӳкĕте кĕртесшĕн ан пул.
— Хăвăн ирĕкӳ эппин, Тимрук. Эпĕ хĕрхеннипе кăна сан хутна кĕресшĕнччĕ. Ĕмĕту çук пулсан, калатăп-çке, хăвăн ирĕкӳ. Ыран ирпе хамах ăсатса ярăп.
Тимрук пăртак шухăша кайса тăчĕ, Тухтара куçран пăхрĕ, тăван пек çывăх курать ăна. Хăçан та пулин вăл ăна кунта хисеп кăтартнине тавăрса çитерĕ-ши, пулмĕ-ши ун пек вăхăт, вăл хăй те çавна халь тӳррĕн калаймасть.
— Тухтар тете, тунсăхларăн пуль тăван яла курас килнипе?
— Ирĕн те, каçăн та,
— Атя эппин киле эс те.
— Çук, Тимрук, аса илнĕ чух ака кӳлме юрамасть ман.
— Хăçан таврăнатăн?
— Килес çул, çĕршыв типнĕ вăхăтра.
— Ирхине мана ăсатмашкăн вăхăт çитмĕ-çке санăн?
— Çула май пулать мана.
Марье килсе кĕчĕ. Малти пӳлĕмре салтăнма ĕлкĕреймесĕрех, Тухтарсен пӳлĕмне иртрĕ. Пичĕ-куçĕ унăн пăшăрханса ӳкнĕн курăнать.
— Илтрĕр-и? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Мĕн тата?
— Вăрçă хускалнă. Яппунсем пире тапăннă.
— Ан калаç!
— Пĕтĕм хула шавлать. Салтаксем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çӳреççĕ, патшалăхăн мухтав юррине юрлаççĕ.
— Пăтрашу тинех пуçланать иккен.
— Эс пĕлетни, мĕн теççĕ çынсем? Яппунсене ним мар аркатса тăкатпăр теççĕ.
— Мухтанмасăр юрамасть пуль ун пек чух. Чим-ха, Марье, Василий Петрович патне кайса килĕпĕр. Мĕн калĕ вăл пире.
— Пĕрлех кайăпăр.
Тухтар хăпăл-хапăл тумланчĕ. Унтан Тимрук енне çаврăнчĕ.
— Эс, Тимрук, паян ытла ывăнса çитнĕ, — терĕ вăл ăна, — выртса çывăр çакăнта. Эпĕ çурçĕр тĕлнелле çеç таврăнатăп.
— Ыран вара?
— Каясшăнах пулсан, ирхине ăсатăп. Ан пăшăрхан...
— Тавтапуç, Тухтар тете...
Çак самантра инçе те мар чан сасси янăраса кайрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, юнашарти чиркӳ чанĕн сасси те малтанхипе тава кĕнĕн илтĕнчĕ. Кăштах тăрсан — тĕнче урăхла май çаврăнчĕ тейĕн — хулари пур чиркӳсене те чун кĕрсе çитрĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр кĕрленĕ сасă татти-сыпписĕр янăрама тытăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...