Хура çăкăр :: IV. «Харам пыр»
Пӳрт куçарса пĕтернĕ хыççăн тепĕр кунхине Тимрука ашшĕ, лаша кӳлтерсе, кӳршĕ ялсене çитсе килме ăсатрĕ. Васкама хушмарĕ. Виçĕ кун иртĕ-и, кирлех пулсан, эрне те ирттĕр, терĕ, пăртак та пулин пĕрчĕ пуçтарăнни хуçалăх тытнă çĕрте пулăшу пулĕ, терĕ.
Тыррине вырса пĕтерчĕç. Шерккейĕн ялти анисене çамрăксем кĕрĕшсе вырчĕç. Эппелюкăн йышлă килйышĕ хăйсен пурлă-çуклă анине шакла хăварнă хыççăн пиллĕкĕн тан Шерккейĕн Ишлĕ патĕнчи анине вырса килчĕç. Кĕлтисене кӳртерсе капан лартрĕç. Шерккей йĕтемĕ хĕрринче халь мăн хырăмлă ултă капан шăтса тухрĕ. Ытти хирсенчи ырашне ăна мишерсем вырса пачĕç. Шерккей хăй пĕлĕшĕсем патĕнче клатсем тутарчĕ, килĕнче шанчăклă кĕлет лартиччен аякри ялсенчи тыррине çапса аппаланасшăн пулмарĕ.
Тухтар пӳртне куçарса лартнăран ял халăхĕ Шерккейрен пĕр тĕлĕнчĕ те пĕр аптрарĕ. «Лаша Шерккейĕ ăсран тайăлман пуль-çке, хуçи килте çуккине пĕле тăркачă çаплах иртĕхсе хăтланни ыр кăмăлтан тăвас тенĕ ĕç мар ĕнтĕ», — терĕç çынсем. Пыра-киле тарăха та пуçларĕç: «Чăн та, Шерккей пахчинче туллиех çапман капан ларать, таçта мишерсем патĕнче те тырри пайтах иккен, ун пирки Шерккей кăна мар, Эппелюк та каланă пулать вара, çавăн пек пĕчĕкçĕ пӳрт хăй ячĕпе лартайман пулĕччĕ-и?» — текенсем те нумай пулчĕç. «Ĕнтĕ хамăнне хам кăна пĕлетĕп», — тесе тӳрре тухрĕ Шерккей.
Пикмăрса хирĕçлĕмĕ ĕнер урампа иртсе пыратчĕ. Шерккее вăл карта умĕнче тăнине курчĕ, çапах та яланхи пек сывлăх сунмарĕ, кил хушшинелле вăрттăн пăрăнчĕ. Пикмăрса нихçан чĕнмесĕр иртекен марччĕ. Хальхинче пĕр сăмах чĕнмерĕ çав. Куçран та пулин пăхса иртинччĕ, иçмасса, çук, пăхмарĕ. Мĕн ĕçĕ пур-ши, тепĕр тесен, çавăн пекех вĕчĕхсе тăма? Кĕтӳç Тухтар çурчĕшĕнех çапла тӳртен пăхмаллаччĕ-ши? Элюкка старостах, ав, Шерккей хутне кĕрсе, пит чипер сăмахларĕ. Тухтар вăл те таврăнать-ха, те таврăнмасть терĕ, ху валли çапла тăвăлкка йăва çавăрма ăс çитертĕн пулсан, çавă аван та, терĕ.
Элентей вара урса каясса çити ятлаçрĕ, каламан сăмахне хăвармарĕ пуль. Инкене вĕлертĕн, тет. Селимене вĕлертĕн. тет. Утас çулна шăмă сарса тухрăн та халь Тухтар куççулĕпе çăвăнатăн, тет, кĕççе пит эс, ĕçлĕхрен тухрăн, намăсна йăлт çухатрăн иккен, тет. Малашне вăл Шерккее чи хаяр тăшман вырăнне хурать-мĕн. Шерккей ун умĕнче çав пӳрте эп хам турăм теме пăхрĕ. Ара, ĕнтĕ Элентей ăна-кăна пĕлмен çын мар-çке, унпа мĕн çавăн майлă сăмахламалли пултăр. «Хăçан та пулин шалчу тулĕ-ха санăн», — тесе ылхансах тухса кайрĕ вăл Шерккей патĕнчен. «Эх, тупата, çакăн пек чухне Алапа Велюшне унпа калаçтарса пăхасчĕ», — тесе пахсăнчĕ Шерккей. Тепĕр тесен, паян кун иртнипех ыранхи те иртмест-ха, ун пек май та килме пултарĕ.
Шерккей шăллĕ сăмахне те чăтса ирттерчĕ. Тĕнчере пĕрне вĕлерсе те тепĕрне чĕртсе пурăнмасан, пурнăç майне кӳме çук-çке, шăллăм, тесен. Элентей ăна: «Урăхран эпĕ сан шăллу мар!» — тесе хучĕ. Мĕн тăвăн çав, çилленет те пуль, куç умĕнчех ăна ылханса хаяр сунать. Тăван кăна мар, ыттисем те кĕвĕçеççĕ. Ӳсĕмпе тӳсĕм яланах йĕкĕреш, пĕри пур çĕрте теприн пулмасан юрамасть. Шерккей çак сăмахпа çеç хăйне пусарчĕ.
Каç енне сулăннă хĕвел питех хĕртми пулчĕ. Çурт мĕлкисем вăрăмланчĕç, сăмсана салма яшки шăрши çапать. Пӳрте Ильяс килсе кĕчĕ, ашшĕне пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата тыттарчĕ.
— Сырса пăх-ха, атте.
Çăпати пит чипер, ăна сарăхтарса пиçĕхнĕ пушăтран тунă, кантрине хивререх явнă та, вăл та аптрамаллах мар.
— Кампа турăн?
Пысăкланнă пек курăнчĕ Ильяс. Ашшĕ умĕнче вăл ура çинчех тăрать.
— Хам турăм. Капкайсем патĕнче. Халь ĕнтĕ Мишша тете кăтартса тăмасан та пултаратăп.
— Вăл аван-ха, ачам, ху тĕллĕн ĕç патне вĕренни пит аван.
Шерккее çапах та çав Капкайсене асăнни тем килĕшсех каймарĕ. Ăçтан явăçнă-ха ун ачи çав тимĕрçĕ çемйипе? Шерккей хăйĕн кĕçĕн ывăлне хăш чух каçхи вăхăтра та курмасть, шет, вăл унтах каç выртать пуль? Çуртран писни пĕчĕкскере иртĕхтерме пултарать. Шерккей тенкел вырăнне хунă пукан çине пырса ларчĕ, шухăша кайрĕ. Сăнĕ-пичĕ унăн пăшăрханнăн курăнчĕ. Сарлака аллисене чĕркуççи çине хучĕ, Ильясĕ еннелле çаврăнса тăчĕ.
— Ачам, эс вĕсем патне çӳреме пăрах-ха, — терĕ майĕпен çеç.
Сăмах мĕн пирки пынине Ильяс тавçăраймарĕ.
— Камсем патне?
— Капкайсем патне тетĕп, ара.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн... — ниçтан тавăрса калаймасăр аптраса тăчĕ ашшĕ. — Пирĕн йышши çынсем мар-çке вĕсем. Ав Мĕтрикпе выля, вăл хамăр касăрах, хамăр касăрах, илтрĕне?
— Вылямастăп унпа эпĕ, — татса каларĕ Ильяс. — Ĕнер вăл мана: «Сан аçупа Тимрук тетӳ Тухтар тете пӳртне вăрласа килнĕ», — терĕ...
— Ай, шельмă çури, çав пĕчĕкскер çапла калаçать-и?.. Ну, пурпĕрех. Капкайсем патне урăх ан çӳре тенĕ сана.
Ильяс çаплах тавçăраймасть ашшĕ сăмахне: мĕншĕн унта çӳреме юрамасть? Мĕншĕн Капкай килйышĕ «хамăр йышши çынсем мар»?
— Атте, вĕсем мана вырăсла калаçма вĕрентеççĕ, кĕнекесем кăтартаççĕ. Эх, вĕсем патĕнче эп илемлĕ ӳкерчĕксем куртăм, ху та çавсене курсан тĕлĕнсе кайнă пулăттăн. Эпир вĕсен Володипе пĕрле вĕренме каятпăр...
— Ак сана!.. Çакăнтая хăраса тăраттăм та эпĕ. Ăçта? Ăçта терĕн çак? — ларнă çĕртен сиксе тăчĕ ашшĕ. Ывăлне вăл куçран витерсе пăхрĕ.
— Вĕренме каятпăр. Аякка, — нимĕн те пулас çук пек каласа хучĕ Ильяс.
— Ха-ха-ха!.. Тиек пуласшăн иккен? Пирĕн Ильяс пĕчĕк тиек-и? Ха-ха-ха!.. — куççулĕ тухиччен ахăлтатса кулчĕ ашшĕ. Унтан шăртланнă сухалне шăлкалам пек турĕ, ăшне ик аллипе ярса тытрĕ, кулма аран чарăнчĕ, ывăлĕ патне çывхарса тăчĕ те сиввен пăхрĕ.
— Кăвапăнтан çӳлерех ӳсрĕм тетĕн пуль? — тесе хучĕ вăл шăл витĕр; сăмахĕсем хăйĕн тăкăскăн сăрхăнчĕç. — Юрамасть ун пек, юрамасть. Учильник ачи вăл ытла çăмăла вĕренет, юлхава тухать, килти ĕçе юратми пулатăн. Пысăклансан, тăван çуртна манса каятăн. Ав, Чаткассем Палюк ристанах тухса кайнă, тĕрмере пурăнать те таркăнра çӳрет. Эс те çавăн пек пуласшăн-им, ачам? Мĕн вĕреннипе çитет сана: пуквă çумне пуквă хушатăн, мумĕр паллатăп тетĕн, епле те пулин Пăвана-мĕне кайсан, хваттерĕнтен халь те аташса каяс çук, çав уссу пур — çитет пирĕн çынна, тата мĕн кирлĕ? Маншăн тесен, килте ĕçлекен çын пултăр. Аçӳ-аннӳ таптанă çĕре чунтан юратса, çавăн çинче чакаланма пĕлни мĕне тăрать? Çук, Ильяс, ырантан вара эп сана çуртăмран ниçта кăлармастăп, кăлармастăп тетĕп.
— Эп пурпĕрех каятăп, — хăй сăмахĕ çинех тăчĕ Ильяс.
— Аçу ӳкĕтне кĕместĕн пулать апла?
Ильяс пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ.
— Ниçта та каймастăн, — терĕ ашшĕ сăмахне тăсса, — килте халь ĕç пуçланать кăна-ха, ниçта та ямастăп.
— Эпĕ хам каятăп.
— Кай, çӳрех çăпатăна çĕтсе.
— Ман вĕренес килет.
— Сан халь, ачам, килти ĕçе вĕренмелли те пит нумай, пит нумай.
— Киле таврăнсан, килти ĕçе тăвăп.
— Чим-ха, ăçта каясшăн вара эс?
— Хурăнвар шкулне. Володьăпа иксĕмĕр каятпăр. Часах каймалла та пулать ĕнтĕ.
— Çук, çук, ачам, каларăм сана, ниçта та ямастăп.
— Пурпĕрех каятăп, — татса каларĕ Ильяс.
— Пăх-ха эс ăна, иртĕхсе кайнă-çке, халех епле калаçать! Хулă чухне авмасан, патак чухне авас çук сана, ачам, ӳлĕмрен пуç çинех хăпарса ларăн. Çав шухăшпах пурăнас тесен. çӳрех сĕтĕрĕнсе, кирек те çичçĕр минне анса кай, килтен сана çакăр тепренчĕкĕ кăтартмăп, — терĕ ашшĕ.
— Çăкăр валли ман хамăн пур! — кĕтмен çĕртен персе ячĕ Ильяс.
Ашшĕ куçне хĕскелесе илчĕ, кулам пек турĕ.
— Ай, чăркăшса каласатăн, çăкăр валли пур тетĕн. Кала, мĕн пур санăн? Çĕр те касса паман-ха сан ятпа, аслаçу ячĕпе пурăнатăн, сăмах тĕлне килнĕ чух йывăр тăпри çăмăл пултăрах...
— Укçа пур ман! — хĕремесленсе кайрĕ Ильяс та. Халиччен вăл ашшĕпе куçа-куçăн тăрса пĕрре те хирĕçсе курманччĕ-ха. Шкула каяс пирки йĕркеллех калаçса татăлăп тесе шухăшлатчĕ. Анчах ĕмĕтĕнчи сăмахне çакăн пек хускатмалла пулчĕ пулсан, вăл айăплă-им вара? Пĕчĕк ача мар вăл халь, ашшĕ умĕнче те хăйне ытла мĕскĕн пек кăтартасшăн пулмарĕ.
Ильяс укçа пур тенинчен ашшĕ татах кулкаларĕ. Укçа мĕн тĕслине пĕлместĕн-ха эс терĕ ăна. Ывăлĕ вара çавăнтах таçта тулалла чупса тухрĕ, унтан часах таврăнчĕ, чăпар ланчашка вĕçĕпе темиçе хут чĕркесе хутланă çыхăмне салтса, аллинче мĕнпур пеккине ашшĕне кăтартрĕ.
— Мĕн вăл сан?
— Укçа.
— Чăн укçах-и? — шанмасăр ыйтрĕ ашшĕ. — Кăтарт-ха, кăтарт-ха, чăнах, чăн укçах-и?
— Илсен памастăн эс, — хăюсăр каласа хучĕ Ильяс хăйĕн иккĕленчĕклĕ сăмахне.
— Ак ĕнтĕ! Хăçантанпа эс тăван аçăна шанми пултăн? Пĕр пусу та кирлĕ мар мана...
Ильяс хăй сăмахĕнчен хăй вăтанчĕ, çыхăмне ашшĕне тыттарчĕ. Амăрткайăклă вак кĕмĕлпе пăхăр укçасем ашшĕ аллинче йăлтăртатрĕç. Вăл вĕсене суйла-суйла тухнă пек пĕрерĕн те икшерĕн хуша-хуша шутласа пăхкалама тытăнчĕ.
— Чăн укçасемех-çке, — тĕлĕнчĕ вăл, — мĕн чухлĕ кунта?
— Виç тенкĕ те хĕрĕх икĕ пус.
Ывăлне шанмасăр ашшĕ хăй тĕплĕнрех шутлама тытăнчĕ. Шутласа пĕтерчĕ те ывăлне куçран чăрр пăхрĕ.
— Тĕрĕс, тĕрĕс калатăн, виç тенкĕ те хĕрĕх икĕ пус... — терĕ вăл майĕпен çеç. — Эс ăçтан тупрăн çакăн чухлĕ укçа? Çав Капкайсемпе ермĕшсе кайса, аллăна ют кĕсъене чикмерĕне?
— Вăрланă укçа тетне? — шартах сикрĕ Ильяс.
— Ăçтан пултăр вара сан çакăн чухлĕ укçа?
— Çурри Володьăн унта, çурри хамăн.
— Пурпĕрех, ара, ăçтан тупăнтăр çакăн чухлĕ укçа? Укçа-çке ку?
— Çăпата тăва-тăва сутрăмăр Володьăпа иксĕмĕр, пушăт касса сутрăмăр. Хирте, ана пуçĕсенче, курăк çăла-çăла сутрăмăр. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çапла пустаркаларăмăр.
— Ай, шăпăрлаисем, ай, шăпăрлансем, пушăтне те хăвăрах касрăра?
— Хамăр пулмасăр! Ак пуç пӳрнене çĕçĕпе йăлт каскаласа пĕтертĕм, — ланчашкапа çыхнă пӳрнипе кăтартрĕ Ильяс.
— Пулать вăл, ун пекки те пулать... Пушăтне сутмалла марччĕ. ачам, хамăра та çăпата тумашкăн кирлĕ... Шкулне вара сана эп пурпĕрех ямастăп, килте выльăх пăхсан та, уссу мĕне тăрать. Малашне, ачам, килтех ĕç пит нумăй пулать. Килтех ĕçлĕн-ха...
— Атте, — терĕ Ильяс. — Атте-çке эсĕ манăн. Итлесе пăх-ха мана. Килте Тимрук тете юлать, мĕн тумаллине пĕччен те ĕлкĕрет вăл. Тархасшăн, мана вĕренме яр. Çитĕ вăхăт — сана эп ӳлĕмрен тата ытларах пулăшма пултарăп, яр халь мана шкула, — йăлăнса ыйтрĕ Ильяс хăй ашшĕнчен.
— Тимрук... Тимрук вăл хăй вырăнĕнче. Унăн хăйĕн ĕçĕ нумай. Эс каясшăн ак, вăл та каясшăн пулĕ. Мĕн тăвас вара манăн кунта пĕр-пĕччен? Иксĕр те килте, пĕрне те ямастăп хамран ниçта та, ниçта та. Укçана та памастăп, килти кирлĕ-кирлĕ мара усса кайтăр, — Ильяс укçине вăл пĕтĕмпех кĕсйине чиксе хучĕ. Ывăлĕ кĕтменччĕ кун пек пулса тăрасса. Вăл сехĕрленсе ӳкрĕ:
— Атте!..
— Ан чĕн, ан йăлăн, пурпĕр памастăп.
— Атте...
— Çук, çук, ыльăм, малтанах пĕлнĕ пул, çакăнтан пĕр пусне те памастăп, ан тархасла, ан йăлăн. Сирĕн пек шĕшлĕсене халех укçа тыттарас пулсан, тем курса тарасси пулĕ. Халех усала вĕренетĕр. Калатăп-çке...
— Атте, унта ман укçа кăна мар, çурри Володьăн тетĕп-çке,
— Пулин ара?.. Тепĕр тесен, укçан куçĕ çук, хуçи çук, кам ăна хăй аллинче тытать — çав хуçа пулать.
Ача йĕрессе çитрĕ.
— Пар мана Володя пайне те пулин.
— Памастăп, памастăп тетĕп! — татсах каларĕ ашшĕ.
Ильясăн чĕри хурланса çитрĕ. Володьăпа вĕсем кĕркунне пĕрле шкула кайăпăр тесе сăмах татса хунăччĕ. Аттесем хут-кăранташ илсе парасса кĕтсе тăмăпăр, мĕн кирлине туянмалăх хамăр укçа тăвăпăр тенĕччĕ. Çу вăхăтĕнче кун сиктермесĕр тенĕ пек, канăçне-мĕнне пĕлмесĕр, Володьăпа иккĕшĕ ĕçлерĕç: вăрмана çӳрерĕç, пушăт касрĕç, витри-витрипе çырла пуçтарса, хăйсем çимесĕр курка вĕççĕн сутса, пус çумне пус хушăнтарчĕç, çăпата тăва-тăва сутрĕç, черченке чĕркуççийĕсене кантрапа çыха-çыха юн кăлариччен шăйăрттарса пĕтерчĕç, хирте, ана пуçĕсенче, курăк çăла-çăла кĕлтелерĕç, кĕлтисене Упи пасарне çӳрекенсемпе çул майăн илсе кайса икшер те виçшер пуса сутрĕç. Çав инçе çула вĕсем çуран кăна утса та миçе хутламарĕç-ши? Çапла йывăрпа тертленсе пухнă укçана Ильяс патĕнче тытатчĕç. Халь çав укçана пĕр пус хăварми Ильясăн ашшĕ туртса илчĕ. Володя пайне пама та килĕшмерĕ. Мĕншĕн кăтартрĕ-ши Ильяс çав укçана хăй ашшĕне? Ашшĕ кăмăлне пĕлсех тăнă чухне мĕн мухтанмалли пурччĕ-ши? Ӳлĕмрен хăй ашшĕсĕрех пурăнма пултарăп тенĕ пек пулса тухмасть-и вара?
Уншăн та, куншăн та мар-ха. Ильяс хăйĕн ашшĕ пирки вăл кун пек сăхă тесе шутламанччĕ. Ачи çаплах ĕçлеме пултарать иккен тесе хĕпĕртессе кĕтнĕччĕ. Анчах вăл акă мĕнле пулса тăчĕ иккен. Хăйĕн çывăх юлташĕ умĕнче сăмах вĕçне тăрайманшăн хурланчĕ. Йĕрес мар-йĕрес мар тенĕ çĕртен унăн пырне темĕн сăрхăна пуçларĕ, темĕн капланса килчĕ-килчĕ те ниепле иртсе каяймасăр тăкăлса тăчĕ, çăтса çăтайми пулчĕ. Ильясăн хыткан питçăмарти тăрăх вĕри куççуль тумламăн-тумламăн шăпăртатса чĕрçи çинелле анчĕ.
— Эс, эс хăвна куççульпе хĕрхентересшĕн иккен? Куççульпе-и? — çийĕнчи саппунне салтса илчĕ ашшĕ. — Апла хĕрхентересшĕн иккен-ха хăвна?.. Пархатарсăр ача! Харам пыр!.. Пĕр алă майне килнĕ чух асăнтарам-ха сана пĕрех хут... — Вăл çавăнтах Ильяса хăй патне туртса илчĕ, çӳçпуçĕнчен лăскама тытăнчĕ.
— Хĕне! — тарăхса кăшкăрчĕ Ильяс. — Хĕне, атте, аллу кантăр! Пурпĕрех эп анне вилнĕренпе килте пĕр çутă кун курман...
Шерккей сасартăк турткалашма чарăнчĕ. Унтан саппунне урайне çĕклесе печĕ те ывăлне ăçтан килчĕ унтан çапкалама тытăнчĕ. Ильяс тӳсеймесĕр шари кăшкăрса ячĕ. Те сăмсинчен, те çăварĕнчен юн юхса анчĕ. Ашшĕ çаплах хĕнеме чарăнмарĕ. Каярахпа ăна алăк патнелле тĕксе сирпĕнтерчĕ. Ильяс алăк янахне пырса çапăнчĕ, урайне персе ӳкрĕ.
— Тухса кай çуртăмран! Урăх сана куçăм ан курнă пултăр, илтетне? Çурт çынни пулмасть санран ӳссе çитĕнсен те. Çĕр тĕпне чикеленсе кай! Вил! Пĕт, тăнăçсăр харам пыр!..
— Каятăп... Урăх килсе кĕместĕп! — терĕ те Ильяс, ашшĕ еннелле юн витĕр пăхса, алăкран вирхĕнсе тухрĕ.
Вăл улма йăранĕ тăрăх чупрĕ, ашшĕ хыçалтан хăваласа çитес пек каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕ.
Юн карса илнĕччĕ унăн питне-куçне. Чупнă маях вăл ăна çаннипе шăлкаларĕ, хăй пĕтĕмпе вараланса пĕтрĕ, çапах та мĕн вĕрлĕк патне çитсе урлă каçичченех чупма чарăнмарĕ, тăкăрлăка тухсан çеç сывлăшне кăшт çавăрчĕ, çырма еннелле васкарĕ. Хăй татах та каялла çаврăнса пăхрĕ. Хыçалтан никам та хăваламасть.
Чим-ха, мĕншĕн чупать вăл, ăçта чупать, камран тарать? Ăна хыçалтан хăвалакан çук-çке? Кам умĕнче те пулин айăпа кĕчĕ-им вăл? Кĕнĕ пулсан та, айăпран çапла хăтăлма пулать-и?
Çакăн çинчен аса илсен, Ильяс тикĕсрех сывла пуçларĕ. Вăл тарăн çырма тĕпнелле анчĕ. Сулхăн. Тĕксĕм. Шăнкăртатса юхса выртан шыв хĕррине çитсен, юнпа вараланса пĕтнĕ питне-куçне çуса тасатрĕ, юнланнă кĕпи çаннине çурĕ, çерем хĕррине пырса ларчĕ. Çанçурăмĕ хăйĕн сăрăлтатса ыратать. Тутинчен тинех юн кайма чарăнчĕ, — те йăнăшпа çыртса татрĕ вăл ăна, те мĕнпе те пулин шăйăрттарса ячĕ, — астăваймасть. Ильяс тутине чĕлхипе çулакаласа илчĕ, суранĕ сахалтарах ыратнă пек туйăнчĕ. Çамки çине тем пысăкăш мăкăль тухнă иккен, ку ĕнтĕ алăк аяккинчен çапăннипе пулас. Ильяс çамкине хыпаласа пăхрĕ. Ыратасса ыратать те, юн пурри палăрмасть.
Ял варрине кĕрекен кĕпер патĕнчен кĕтӳ анать. Ырса çитнĕ кĕтӳçи, пуçне сĕнксе, хыçалтан утать. Таçта çав кĕтӳре Ильяссен те ĕни пулмалла. Иртнĕ каçсенче вăл ĕнине хăех хаваласа кĕртетчĕ, халь ашшĕн хăваласа кĕртмĕлле. Кĕртĕ-ши е ывăлĕ таврăнасса кĕтĕ-ши...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...