Хура çăкăр :: I. Текерлĕк канăçне çухатнă
Пикмăрсасен тайлăк пӳрчĕ Шерккее çав Велюш пек курăнчĕ. Шерккей çилпе типшĕрсе хăпаланнă тутине ейсе кăмăллăн лĕкĕртетрĕ: «Ха! Çапах пурăнасшăн-çке Пикмăрса хирĕçлĕм? Этем чунĕ темерĕн, тапаçланать хăйне кура. Виçĕмкун вĕсем патне пĕр чара пăтă пĕçерсе пынăччĕ-ха. Вăл паян та пулăшма пыма пулчĕ. Кирлĕ пулсан пырăп терĕ. Килтĕр, килтĕр... Чим-ха. Шерккей халлĕхе çав Пикмăрсанни пек пĕчĕк пӳрт кăна хăпартса лартĕ. Кайри кĕтесре. Пикмăрсанăнни пеккине çав. Анчах чалăш та тайлăк пӳрт мар, çĕннине. Çĕннине! Çавăн пек пĕчĕккине...»
Шерккей сасартăк темĕн асне илчĕ. Куçĕ йăлкăшса çуталчĕ. Çак кунсенчех лартма пулать-çке çавăн пек пĕчĕк пӳрт? Ытла çĕннинех пулмасан та, аптрамалла мар, куçарса лартасси çеç. Ялйыш хирĕç пулĕ-и? Çуннă çынна хирĕç тăрĕç-и? Хирĕç тăракансем тупăнĕç-ха вĕсем. Пăрчăкан çăмарта тунă чух ула куракăн кучĕ ыратать тесе ахальтен каламаççĕ пуль-ха. Хирĕçчĕрех. Шерккей ураланнине хапсăнакан çурăлса тухиччен тарăхтăр. Пĕр-пĕр каçхине вăл пурпĕрех, хăй асăннă çурта пăсса, Тимрукпа иккĕшĕ кăрманпа ик-виçĕ хут хутлĕç те — ĕçĕ те пĕтет. Купаласа лартасси темĕн мар. Тимрукпа иккĕшĕ-и? Çав ĕçре ăна, калăпăр, çав Алапа Велюшех пулăшма пултарĕ.
Тутине хĕссе çыртрĕ Шерккей. Мĕн тумаллине вăл хăй пĕлет. Хăй кăна.
Тимрук таврăнчĕ.
— Тимрук, мĕн эс, пуш алăпах, пуш алăпах таврăнатнам?
— Мĕн тăвас тен, кĕтесле памастăп тет Нямаç тете...
— Хă! Памастăп тет-им?.. Ах, Нямаç, Нямаç!.. Çуннă çын шанчăкран тухать пулать эппин? Мĕскĕн Нямаç... — чăмăрĕ сарăмсăр чăмăртанчĕ Шерккейĕн.
— Хăй вăл Тьуппи патне кайма васкатчĕ, — хушса хучĕ Тимрук.
— Нямаç-и? Тьуппи патне-и? М-мĕн тата?
— Пĕлместĕп.
— Каласаччĕ мана Алапа Велюшĕ, унта вĕсем картла выляма пуçтарăнаççĕ имĕш. Пулаççĕ-çке тĕнчере çынсем. Аслă урам тăрăх йытă хăваласа çӳресси кăна юлнă иккен иртĕхнĕ çынсен. Çĕр çинче пурăннăшăн намăс. Чăвашсем те ĕнтĕ вĕсене çавăн пек кун ирттерме тытăннă хыççăн. Ăсу кайтăра...
Шерккей çавăнтах йĕм çăрхине касса тунă кĕсйинчен çич-сакăр хут хутлатнă укçа туртса кăларчĕ. Тимрука тăсрĕ.
— Ме, ме, кайса ил эппин, хăвăртрах. Çит те кала Нямаçа, атте кĕлмĕç мар те. Ун пек çынна урăх пуççапса та йăлăнса çӳремĕпĕр, ыльăм. Лаша кӳлсе кай. Ещĕк пăта вырăнне пилĕк ещĕк тиесе кил. Çĕкленерех çӳре, каçăрт пуçна, паянтан урăх пуç усса ан çӳре. Паллама вĕрентĕпĕр-ха пирĕннисене. Аллăнти укçу çитмесен-и? Тата пур, пур. Пĕтĕм лавккине пури-мĕнĕпе турттарса килĕпĕр. Пĕтĕнĕпе! Хе-хе-хе.... — кулкалам пек турĕ Шерккей. — Асту, лавккине вăл ытла васкасах ан хуптăр-ха. Пăртак тăрсан, хам унта çитсе кĕрĕп, çитсе кĕрĕп. Илтетне?
Тимрук паян хăй ашшĕне хăй палламасть тейĕн çав. Вăл тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Ашшĕ хăй те каçăрăларах тăрать. Пилĕкне йӳле янă пулсан та, сарлака кăкăрĕ малалла талпăннă, темĕн шухăша кайса, çӳлти тутине çырткалам пек тăвать. Çук, Тимрук хăй ашшĕне паянхи пек урăхларах сăнарлăн курăннине асăрхаманччĕ-ха. Ырра килтĕрехчĕ çак кăмăл...
Этхем ывăлĕ Искентер, лутрарах кăна тĕреклĕ çын, юман юпи тиенĕ тулли лавпа хурама патне çитсе, çарха лашине чарчĕ.
— Ăçта пушатмалла, Шерккей тете? — аякранах кăшкăрса ыйтрĕ вăл.
— Çавăнтах, çавăнтах пушатăпăр, Искентер.
Шерккей ун патнелле васкарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...