Хура çăкăр :: XXXI. Йĕпетнĕ çул
Кантюк, килне çитсе, тăрантас çинчен анма кăна ĕлкĕрчĕ — кил хапхи яриех уçăлчĕ. Ăна хирĕç Нямаç тухрĕ.
— Тинех хатĕрленсе ĕлкĕртĕмĕр. Чĕннĕ çынсем пурте пухăнса çитрĕç. Мерчен кăна килмерĕ. Велюш килĕнче...
— Юрĕ. Алапа пулманни пире меллĕрех те... Ĕçтертĕр-и?
— Халь ĕçеççĕ... Ĕçсем мĕнле?
— Паçăрхинчен те лайăхрах. Имçам хăй хăватне çитерчĕ. Ăнса пыма кирлĕ. Ӳсĕр тейĕпĕр ăна. Çывăрать.
— Эппин иккĕн те калаçмастпăр, — Нямаç лашине килкартишне кĕртсе ячĕ. Кăшт тăрсанах хапха умĕнче татах лаша ури сассисем илтĕнсе кайрĕç.
— Шинкĕл çитрĕ, ав. Лашасене кĕрт-ха... Кала, килне кайма пултаратăн те.
— Вăл пирĕнпе пымасть-им?
— Кирлĕ мар, чĕлхине çыртма пĕлмест. Ара. Хамăрăн тарçă-тĕрçĕсемпе та çывăх çынсемпе кайсан та çитет.
Нямаç пăрăнчĕ. Кĕмĕлпи пӳртрен сăра илсе тухса ашшĕне сĕнчĕ. Унăн та ĕçĕ нумай иккен. Мерченпе пĕрле Турикас укăлчи хапхи патне çăкăрпа тухса тăмалла. Хапхана Кантюк пыриччен уçмалла мар. Хăйсем мĕншĕн унта пынине çынна пĕлтермелле мар.
— Хăвăртрах каймалла-çке пирĕн, хăвăртрах каймалла, — васката пуçларĕ Кантюк, аллине тытнă алтăрĕпех пӳртелле кĕрсе. Пуçтарăннă хăнисене вăл тав турĕ те сăрине кăшт тутанса пăхрĕ, алтăрне мăшăрне тыттарчĕ.
— Эс унта кĕрчеме пичкине тăрантас çине кăларса хур-ха, — хушрĕ вăл Алимене. Унтан хăнисене, таврăнсан ытларах ĕçĕпĕр тесе, ушкăнĕпех картишнелле ертсе тухрĕ. Тухтар çывăракан тăрантаспа юнашар пысăк пичкеллĕ урапа пур. Унтах ĕçме-çимепе тултарнă витресем курăнчĕç.
Часах лавсем кӳлсе пĕтерчĕç, Алиме хапха уçрĕ, тарçă эшкерĕпе тулнă лавсем тăваттăшĕ те пĕрин хыççăн тепри тухса кайрĕç.
Çынсем урамра питех курăнмарĕç. Пĕр çын кăна, ула лашаллăскер, лавĕ çине тулли михĕсем тиенĕ — армантан таврăнатчĕ пулас — çĕр варринче çакăн чухлĕ йышлă халăх ăçталла çаплах васкаса кайнине чухлас пек, чарăнса тăчĕ, çынсене алчăраса пăхкаларĕ, çапах нимĕн те тавçăрса илеймерĕ пулмалла, шакла пуçне енчен енне сулкаларĕ те, тилхепине хăй майăн туртса, лашине анаталла уттарчĕ. Кантюксем хытă вĕçтерчĕç, çăра тусан кăна урамра час лăплана пĕлмесĕр тусса юлчĕ. Çил лăм та çук. Укăлча хапхи патне çитсен, каçхи канăçсăр çынсем пĕрин хыççăн тепри чарăнчĕç. Кайри лавсем те маларах иртсе, пуринпе те юнашар çурма кăшăлăн тăрса тухрĕç. Лавсем çинчен аннă халăх Кантюк тавра пуçтарăнчĕ. Пуса каччăсем вырăнне килнĕ Нямаçăн çывăх юлташĕсем — Усалукăн виçĕ ывалĕ — пурте хĕрĕнкĕ, тĕрлĕ тĕслĕ кĕписем çийĕн вĕсем сарлака хĕрлĕ пиçиххи çыхнă, аллисенче чĕн саламатсем. Кантюк хăй парта пусма кĕпепе, тикĕт сĕрнĕ сăран атти тусанпа вараланнă, пилĕкне вăрăм шурă пиçиххи çыхнă, кăтра сухалне икĕ еннелле тураса тирпейлĕн якатнă, çĕнĕ шлепкепе.
Тухтара Кантюк хушнипе вăратмарĕç. Каччăсем ăна вилĕ тухнă путек тирĕнчен çĕлетнĕ хура кăтра çĕлĕк тăхăнтартрĕç. Çелĕкĕ айĕнчен каччăн шултра çӳç пайăркисем явăнса тăраççĕ, унăн сулахай хулпуççинчен пилекне йăлмакласа кĕрен çӳçеллĕ сенкер сатин саркăмĕ антарчĕç. Каччăсем ăна чăлт-шура çӳхе перчетке тăхăнтартасшăн пулса пайтах тăрмашрĕç, анчах сылтăм аллине кăна тăхăнтартрĕç, тепĕр перчеткине Гухтар хĕвне чикрĕç. Сылтăм алли сыппинчен пăхăр тыткăчăллă йăлтăр-ялтар хура чĕн саламат çакса ячĕç.
Кантюк аллипе сулсан, укăлча хапхи тайăлчĕ. Мерченпе Кĕмĕлпи, йĕтĕн çиппинчен тĕртсе тунă сĕлкĕ çине пуçламан çăкăр хурса, Кантюк умне пырса тăчĕç, тайма пуçăм парса, вĕсем çакăрне сĕлки мĕнĕпех туй хуçине тыттарчĕç.
— Пехил сире, хĕрĕмсем, ӳлĕм хăвăра чыслă ама пулма пӳртĕрех, — аллинчи çăкăрĕпе пуçне тайрĕ Кантюк та, çавăнтах иккĕшне пĕрер кĕмĕл тыттарчĕ. — Укçа пек пуян пулăр, çăкăр пек тутă пулăр. Ырă шыв туйĕ туса таврăнма пире пурсăмăра та телей сунса, ăнас çулăмăра çут кĕмĕлĕрпе мар, ыр кăмăлăрпа уçсамăр...
Хĕрсем иккĕш икĕ еннелле пăрăнса тăчĕç. Иккĕшĕ те шап-шурă тумланнă, çуллахи кăвак каç тĕттĕменче юмахри ырă пирĕштисем пек курăнаççĕ.
Тăрантас çине чи мăлтан Кантюк хăпарса ларчĕ. Лаша тытса пыма майлăрах пултăр тесе, вăл Тухтарăн урине кăштах куçарса вырнаçтарчĕ. Кантюк хыççăн ыттисем те хăйсен лавĕсем çине хăпарса ларчĕç те, унтан пурте укăлча хапхинчен тăрна карти пек вĕçе-вĕçĕн тухса кайрĕç. Лашисем халь-халь ĕрĕхсе каяс пек тапса сикрĕç.
Çулĕ тикес те яка — сăрчĕ сăрт мар, лупашки лупашка мар, хысалтан çеç пăчă шăршăллă тусан тĕнче палăрми карăнса сарăлать. Мĕн вăхăтраччĕ-ши пучаха ларса тикесленнĕ çуртри пуссинчен иртрĕç, çĕртме урлă каçрĕç; хĕреслĕ çула тухнă чух пĕр тулли лав иртсе пыратчĕ, Кантюк ăна çул таттарасшăн пулмарĕ, хăй лашине туртрĕ те çав лавран, аскăн çил пек ĕрĕхтерсе иртсе, лешин çулне пӳлсе татрĕ, — лав хуçи чарăнса кăн-кан пăхса юлчĕ, Кантюк хыççăн ыттисем те вирхĕнтерсе иртсе кайрĕç.
Кӳршĕ ялсенче çутăсем курăнсах каймаççĕ. Акă Мишер ялĕ. Лăпланнă урама Кантюк ертсе пыракан лавсем ним мар тăкăртаттарса кĕреççĕ. Ыйхисене вăхăтсăр татнă йытăсем хаяррăн уласа вĕрсе яраççĕ те, мĕн пуласса-иртессе чухлаймасăр, хăйсен хӳтлĕхĕсене тара-тара кĕрсе пытанаççĕ. Каллех ял тулашĕ.
Сăрт та айлăм. Каллех хирсем. Айлăм та сăрт, Çĕрлехи тĕттĕм инçет тĕлли-паллисĕр çăралать.
Сиктĕрмеллĕ тăрантас çинче выртса пыракан Тухтар пĕр ястарккă йăшăлтатса илчĕ. Кантюк ăна хулпуççинчен сĕртĕнсе лăпкарĕ те: «Çывăр, Тухтар, канса çывăр-ха, часах çитес çĕре çитетпĕр», — тесе лăплантарчĕ. Каччă — те хăй ятне илтнипе, те нимĕн тавçăрайман пирки — каллех çывăрса кайрĕ.
Утсем чăм-шыва ӳкрĕç. Çĕпрелĕнчен тухсан, Чăвашкас енне хула çулĕ выртать. Пасаралла каякан лавсем ун тăрăх васкамасăр иртеççĕ. Туй халăхĕ Улхаш хирне тухрĕ. Ялтан çурçĕр еннелле пăрăннă чух Кантюк хăй аллинчи тилхепине туртарах тытрĕ, лашисем канса утма тытăнчĕç. Малта çатма пек такăр сукмак тăсăлать.
Ял хыçĕнчи лаштра йамра хушшине хесĕннĕ çамрăк уйăх мĕлки вашмăк çырмари шывра вăхăт-вăхăт йăлкăшса вылять те каллех пытанать. Кантюк лашисене чарчĕ. Ун патне ывăлĕ васкаса пычĕ.
— Пит те сыхланмалла пулать, Нямаç, — терĕ Кантюк, шăппăнрах мăкăртатма тытăнса. — Çак çыран хĕррипе тăвалла хăпарсан, сылтăм еннелле пĕр канав тухма кирлĕ. Унта, хам астăвасса, тапса тăран çăл пурччĕ. Ара. Хупа пĕрле кама та пулин ертсе кайса пăх-ха. Асту, çӳле хуралçă тăратса хăварма ан ман, — хушрĕ вăл ăна.
Нямаç сăмахласа тăмарĕ. Иккĕн-виççĕн вĕсем çыран хĕррипе иртсе кайрĕç те тĕттĕм çĕрте часах курăнми пулчĕç.
Тем сарлакăш ама курăк çыран хĕррине лаппипе сырса илнĕ. Çын пынипе сехĕрленнĕ шапасем ярса пусмассерен аяккалла сике-сике ӳкеççĕ. Нямаçсем маларах иртрĕç. Çырма леш енче армак-чармак тарасаллă пусă пур. Пусă аяккипе валак анать. Шывĕ валакран кункăрана канăçлăн шăнкăртатса юхать. Мăкланнă кункăра, уйăх çути тĕлне пулсан, шупка симĕсĕн курăнать. Нямаçа ашшĕ сылтăм енчен иртмелле терĕ-ха, сылтăм енче канав тавраш палăрмарĕ, эппин тата çӳлерех хăпармалла.
Хăях пуснă çавра кӳлĕрен тăп-тăрă шыв йăлтăртатса выртать. Нямаç кӳлĕ умне ӳпĕнсе выртрĕ, кăштах шывне ĕçсе пăхма шутларĕ. Шывĕ сивĕ, пĕр аяккинче вĕресе тăнă пек çаврăнать. Акă ăçта хăйсем çĕр варринче шыракан çăл! Пурин те çакăнта килмелле. Çыранĕ кăшт чăнкăрах та, унта çити лавсемпе кĕме пулĕ-ши? Вĕсĕм виççĕшĕ те çӳлелле улăхрĕç.
— Эс çакăнта юл. Сыхла, чăвашкассем курăнмалла ан пултăр, — хушса хăварчĕ вăл хăйĕнчен çӳллĕрех çынна.
Лавсем инçе марччĕ. Иртес çул питех тикĕс пулмасан та, кĕперсĕр-мĕнсĕрех каçса килме пулать. Нямаç çакăн çинчен ашшĕне каласа пĕлтерчĕ.
— Ара. Çавă аван та, — терĕ Кантюк. — Унта çăл пуррине тахçанах пĕлеттĕм-ха.
Нямаç малта çул уçса пырать, лавсем ун хыççăн хускалчĕç. Пучах сăхнă сĕлĕпе пăри ани кустăрма айне пулса таптанать. Лашасем, пуçĕсене пĕксе, пĕрер çăвар та пулин çыртасшăн, вĕсене, тилхепесенчен кара туртса, васкарах малалла утма хистеççĕ. Лавсем майĕпе иртеççĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатса çеç калаçаççĕ. Кантюк ял еннелле пăха-пăха илет. Шăпах-ха, нимĕн те илтĕнмест, чăвашкассем канса çывăраççĕ. Кантюка çавă лăплантарать те. Кĕрсе тухас тесен, унта унăн хурăнташĕсем те нумай, хунчăкăшĕсем те унтах пурăнаççĕ.
Часах Нямаç хăварнă хурал патне çитрĕç.
— Нямаç, эсĕ кунта, çӳлте, юл, — хушрĕ Кантюк. — Тухтара вăхăтсăр ан вăрат, хăçан вăратмаллине хам калăп. Ара.
Туй пуçĕ çыран тăрăх йывăррăн катмакланса аялалла анчĕ. Ыттисем те, ун йĕрĕпе анса, кӳлĕ тавра тăрса тухрĕç.
— Витре илсе антăмăр-и çак? — ыйтрĕ Кантюк енчен енне пăхкаласа.
Анчах витрине никам та илсе анман иккен.
— Илсе килĕр хăвăртрах, — хушрĕ вара туй пуçĕ хăйпе юнашар тăраканнисенчен пĕрне.
Каччăсенчен пĕри сăрталла çăмăллăн хăпарса кайрĕ. Кантюк çав хушăра кĕсйинчен пĕр нухрат кăларчĕ те: «Шыв, эпĕр сан патна чухăнпа килмен», — тесе мăкăртатрĕ. Унтан, куçне мăч-мăч хупкаласа, пурин енне те пăхкаласа илчĕ.
_ — Пухăнас тенисем пухăнса çитрĕмĕр-и-ха, шăллăмсем? — ыйтрĕ вăл хăй тавра пуçтарăннă çынсенчен. Лешсем ăна пĕр сăмах та тавăрса каламарĕç. — Юрĕ, ачамсем, юрĕ, — терĕ вара, аллисене кăкăрĕ çинелле тытса. Пĕчĕк кӳлĕ йăлкăшса курăнать. — Пуçлăпăр. Ара. Пуçланă ĕçĕн пуçĕ кутăнла пултăр, тертлĕ çулăмăр хамăрпа пĕрле пултăр, çакăн пек урăх чăрманмалла килсе ан тухтăр... — Кантюк сассине çĕклетнĕçемĕн çĕклетсе пычĕ. — Ырă пикемĕр, таса çăл шывĕ, — терĕ вара кăштах пешкĕнсе, — килтĕмĕр эпĕр сан патна сумлă ятпа та чап кăтартас кăмăлпа. Хамăрпа пĕрле илемлĕ те чипер каччă лартса килтĕмĕр. Йăлăнса каланă сăмахăмăра, тархасшăн, ан пӳлсем, лапкă хумупа илтсе, шăнкăр чĕлхӳпе тавăрса каласамччĕ пире, хисеплесе килнĕ тарçусене. Вăрăм çулăмăра кĕскетсе, сан патна çитрĕмĕр те халь сана хамăрăн ырă та пуян кин пулма тимлетпĕр. Санăн инçе çулна чĕкеç вĕçсе тухас çук, тупрăна тĕнче виçес çук. Ытампа ыталайми ырлăхна сана çӳлти аслă пӳлĕхĕмĕр панă. Пирĕн сумлă каччă вара Тухтар сана хĕвеллĕ ир асне илет те уйăхлă каç тунсăхлать, чунтан-вартан савса хисеплет вăл сана, пулас ырă кинĕмĕр, шыв-пикеçĕм, кĕрсемччĕ пирĕн ӳкĕте...
Хальччен кун пек ăрăмçа курман-илтмен çамрăксем Кантюкăн асамлă сăмахĕсене ăсран каяс пек тĕмсĕлсе итлеççĕ. Туй пуçĕ çав вăхăтра пĕшкĕнсе аллипе шыв ăсса илет, унпа питне-куçне уçать. Унтан витрепе кăшт ăсса илет те, шывне пăхса, сăмахне малалла калать:
— Эппин эсĕ те, Пике-шыв, савса юратсамччĕ пирĕн качча. Хамăр тархасланине илтсе, тӳрĕ кăмăлупа ӳкĕте кĕр. Пирĕн мăка чĕлхемĕр сан япшар чĕлхӳне çитес çук, йăваш халăмăр сан канăçсăр вăйна парăнтарасшăн хĕрĕнмĕ. Хăвăнпа пĕрле, аслă Пике-шывăмăр, пĕтĕм тупрăна лартса пыр: пуçтар ăна симлĕ улăхăсенчен; суйла илпеклĕ çаранăсенчен, кĕрпеклĕ тăпру та хамăрпа пĕрле ларса пырайтăр...
Кантюк, тата тем-тем асне илесшĕн пулса, пăртак чĕнмесĕр тăчĕ, унтан çамрăксем еннелле çаврăнчĕ те Тухтара хăвăртрах çакăнта çавăтса анма хушса ячĕ. «Ĕçе хăвăртрах кăна явăçăр, йĕркине пĕлсе тăвăр», — тесе асăрхаттарчĕ вăл.
Нямаç тăрантас патĕнчех тăрса шавлăн анаслатчĕ. Каччăсем тăваттăн, ун умне çитсе чарăнчĕç.
— Çывăрать-и?
— Вăраннăччĕ. Тем йынăшса илчĕ те халь каллех тĕлĕрет пулас.
— Нямаç тете, — илтĕнчĕ Усалук шăллĕн сасси. — Эс пăрăн-ха кунтан, лайăхрах пулĕ. Мĕн тумаллине хамăрах пĕлетпĕр.
Нямаç курăнми пулсан, çамрăксем Тухтар патне пычĕç, ăна вăратасшăн мар пулса, сыхланса çеç пĕр харăс çĕклеме тытăнчĕç. Тухтар вăранса кайрĕ.
— Чим... Мĕн! Мĕн!..
— Шăп пул, Тухтар, эс хамăрпа пĕрле... Тăрататпăр сана паçăртанпах, ниçтан тăмастăн...
Каччăсем ăна çулăхми пулчĕç. Тухтар Эппелюка палласа илчĕ: сарлака та вăрăм алăллă сар Эппелюк. Эй, ара... Мĕн кунта? Ăçта вăл?.. Мĕншĕн тăрантас çинче?.. Тухтар пуç çĕклесе тавраналла пăхкаларĕ. Хăй умĕнче тăракан çынсем те кӳлнĕ лавсем. Çырма хĕрринчи хир. Выртмари пек.
— Чимĕр-ха, ăçта эпĕ?
— Шăп пул, илтетне, Тухтар? — каллех Эппелюкăн лăплантаракан сасси. — Шăп пул. Туй курма пĕтĕм ял хăпса килтĕмĕр, сана та илсе каяс терĕмĕр.
— Ăçта? Мĕнле туй?
Тухтар тăрантас çинчен сыхланса анчĕ. Пуçĕ унăн патавкка пек йывăр, çаврăнать. Тăнă вырăнта ӳкес мар тесе, вăл тăрантас çунатĕнчен тытăнасшăн пулчĕ. Çав вăхăтрах ăна:
— Мĕнле туй иккенне кайран пĕлĕн, — тесе, иккĕн икĕ енчен ярса тытрĕç те, вăйпа тенĕ пек, çавăта пуçларĕç.
— Чимĕр-ха! — кăшкăрса ячĕ Тухтар, — калăр-ха мана, ăçта ертсе каясшăн эсĕр?
— Ак ĕнтĕ, туя тетпĕр-çке? Çутă хĕвелшĕн калап...
— Эпĕ хамах утатăп.
— Тархасшăн, шăп пул, Тухтар...
— Мĕншĕн шăп пулмалла?..
Тикĕс мар лупашкасенчен такăна-такăна çамрăксем аялалла аннă чух Тухтара хулĕнчен вĕçертрĕç. Тухтар хăй ăçта иккенне пĕлесшĕн пулнă пек енчен енне пăхкаларĕ. Çырма леш енче ял. Утламăш-и?.. Уйăрса илме çук. Вăл çавăнтах çырма тĕпне пуçтарăннă халăха асăрхарĕ, ыттисемпе пĕрле хăй те çавăнта çитсе чарăнчĕ. Çывăрмасăрах тĕлĕк курассу пулĕ. Сылтăм аллинчен тем çыхланнă пек туйăнчĕ Тухтара, вăл аллине çĕклесе пахрĕ — таçтан темле саламат тупăннă, такамăн шурă перчеткине тăхăнса янă; юрĕ-ха вăл, тепĕр тесен. Ав, пурин те саламатсем пур.
— Мĕн кунта? — тесе ыйтрĕ вăл хăйпе çумăн утаканран, çаплах мĕн иккенне тавçăрса илеймесĕр.
— Туй тăватпăр тетĕп-çке? Курмастнам?.. Эпĕр пуса каччисем...
— Каччăсем-тĕк каччăсем!.. — Тухтар ыйхăллă куçне шăлкаларĕ. Пуçĕ çаплах çаврăнать хăйĕн. Юрать-ха, çав вăхăтра такам ăна сивĕ шыв ăсса пачĕ. Тухтарăн ăшĕ çунатчĕ, сивĕ шыв ĕçсе ăшне кантарчĕ. Шыв ăна калама çук тутлăн туйăнчĕ, анчах пăртакран вăл хăсма тытăнчĕ.
— Çăвăнса уçăл-ха, ачам, çак сиплĕ шывпа, — такам пĕри курка тăсрĕ ун еннелле. Тухтар ним те кирлĕ мар тенĕн, аллине сулкаларĕ, хăй çаплах ӳпĕнсе тăчĕ. Çав хушăра ăна такам мăкăртатса калаçни илтĕнсе кайрĕ:
— Пурччĕ пирĕн Селиме кин... Ырă Пике-шывăмăр, эс ăна хăвăн патна илсе кайрăн... Çилленчĕ пуль вăл ыр кăмăллă çынсене, ылханчĕ пуль, кама та пулин вĕчче хыврĕ пуль... Эс тавăрсамччĕ унăн каçăхми çиллине. Хĕрхенсе мар, чунтан-вартан тархасласа, ĕмĕрĕпе шыранă ĕмĕте тупшăрса, ху патна çакăн пек чысăмăрпа килтĕмĕр те, ан пӳлсемччĕ ĕнтĕ пирĕн сăваплă çулăмăра, ан татсамччĕ пирĕн ятлă сăмахăмăра... Халь эсĕ пирĕн маттур кин пулатăн... Кăтартсамччĕ пире хăвăн чака пĕлмен хăватна, шăрăх кунсенче пире хăвăн имлĕ сулхăннă сунсамччĕ. Тайма пуçăм сана, ырă Пике-шывăмăр...
Тухтар тинех Кантюка палласа илчĕ. Анчах çак вăхăтра ăна Кантюк мĕн хăтланни тĕлĕнтерчĕ, мĕн тăвать вăл, мĕн сӳпĕлтетет, кама асăнать, кĕлтăвать тесе тимсĕлсе пăхрĕ вăл кăвак сухаллă папая. Акă Кантюк кукленчĕ, сăра алтăрĕпе шыв ăсса илчĕ, хăй тавра тăрса тухнă çынсене сав сивĕ шывпа сапса-пĕрĕхсе тухрĕ. Çынсем çӳçенсе чĕтрерĕç. Каччăсем çакăн хыççăн, витресемпе шыв ăса-ăса, çыран тăрринелле улăхрĕç. «Мĕншĕн? Мĕн тăвасçĕ кăсем?» — тесе ниçтан нимĕн тавçăраймасăр тĕлĕнсе тăчĕ Тухтар.
Кантюк юхан çăл шывне çаплах мухтаса тĕрлĕ саламсем пачĕ, çитмен ĕмĕтне çитермешкĕн йăлăнса тилмĕрчĕ, тархасларĕ, кĕлтуса пуççапрĕ. Пике-шывăн савнă мăшăрĕ Тухтар пулать тенине илтсен, çамрăк каччă ярт тӳрĕленсе тăчĕ, ик-виç утăм малалла çывхарчĕ, кунта мĕн пулса иртнине тавçăрасшăн пулса, хăй тĕллĕн темтепĕр ыйтма тытăнчĕ: «Мĕн кунта? Мĕн пырăть кунта?..» Ăçта вĕсем? Кирек ăçта пулсан та, тăван ялĕнче мар, çыннисем кăна утламăшсем. Çыннисем те Кантюк папай таврашĕсем çеç. Тухтарăн кунта ĕçĕ çук... Шыв тултаракан каччăсенчен пĕринчен вăл витре ыйтрĕ, леш ăна витрине тăсрĕ, Кантюк: «Юрамасть!» — тесе чарчĕ. Ыттисене юрани ăна юрамасть-и? Мĕншĕн юрамасть? Вăл сапах та сӳлелле хăпарасшăн пулчĕ, унта хăпарсан вăл çак хăй евĕр мар çынлă ушкăнран аяккинелле пăрăннă пулĕччĕ. Тухтăр вăрăм-вăрăммăн ярса пусса, çыран хĕррипе улăхма кăна тытăннăччĕ — çав самантря ăна ярса та тытрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...