Хура çăкăр :: XVI. Пĕртăвансем
Шерккей ахаль чухне кун сиктермесĕр тенĕ пек шăллĕ патне кнлкелесе каяканччĕ, халь акă виçĕ кун та иртрĕ пулас, çаплах килмерĕ. Элентей инкĕшĕпе калаçнă хыççăн хăй сăмах хускатса калаçма шутламарĕ: ĕçе, мĕн тесен те, палăртмасăртарах тумалла, ку вăл Селимерен те, Тухтартан та тухнă пек ан пултăр. Селимепе Тухтар пĕрле пулас тени хăйне калама çук килĕшрĕ. Тухтар ĕçлеме юратаканскер, вăйпитти те чипер, ун пек çынна ялта хисеплемесен юрамасть, тетĕшĕн те хирĕçсе тăма сăлтав çук. Пурлăх-и? Пурлăх вăл сывлăх мар, телейĕсем пулсан, пурнăç майлашăнарах тăрсан, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăна та пуçтарма пулать. Енчен вĕсем мăшăрлансан, Элентей хăй те вĕсене пĕр тиха ӳстерсе панă пулĕччĕ.
Шерккей хăй шăллĕне курманни тăватă кун иртрĕ; пиллĕкмĕш кунхине Элентей патне пычĕ. Тем ытла пĕтсе кайнă вăл, шурăхнă, Элентей çавна пиччĕшĕ пӳрте кĕрсенех асăрхарĕ. Шерккей хăйĕн шăллĕ умĕнче: «Çывăрайми пултăм, ыйхăм вĕçет, ăшăм вăркать», — тесе тӳрре тухрĕ: Çапла ĕнтĕ вăл, çыннăн вăхăчĕпе ĕçлемелле, вăхăчĕпе канмалла, унсăрăн епле упрăн сывлăхна?
Шерккей пысăк ĕç хускатасшăн иккен. Çулĕ йывăртарах килсен те, урăхран кивĕ пӳртпе пурăнма юрамасть, çĕннине лартма шухăш тытать. Вăрман пирки Усалукпа калаçса пăхнă иккен-ха, касса кăларсан йӳнĕрех ӳкет. Кивĕ пӳртпе пурăнма çук ĕнтĕ, вăл çаплах, вăрманне кăларма, ют çын мар, Элентей хăй те пулăшнă пулĕччĕ.
Элентейĕн мăшăрĕ Несихва сĕтел çине сăра ăсса лартрĕ, ачисем — Хампикпе Чĕкеçĕ — тĕпелте, çын пур чухне вĕсем курăнсах каймаççĕ.
— Пулăшмасăр, — терĕ Элентей, Шерккейпе калаçса ларна май, — шăллăна шанмасан, епле вăл. Çичĕ юта кайса пуççапмастăн. Вăрманне хăçан кăларас тетĕн?
— Хура кĕрпе касса хатĕрлĕпĕр, — хăпартланчĕ Шерккей, — çуна çулĕ ӳксен, турттарса кăларма майлă пулать.
— Эсĕ, тете, хура кĕркунне çитичченех ан кĕт. Вырса-çапса пĕтернĕ. Пуçăннă ĕçе вăраха ямалла мар... Çитес кунсенчех пĕрле кайăпăр. Илтетне?.. Вăрману ăçта пулать?
— Тĕкĕ хыçĕнче туянтăм ĕнте, укçине те парса хутăм, пĕр тилянккă туяйтăм та, йывăççи икĕ пураран та иртет, теççĕ. Хам кайса пăхмарăм та-ха.
— Укçа çук теттĕнччĕ мар-и? Епле апла?
— Йӳнеçтеркелерĕм-ха майĕпен, майĕпен...
— Тилянккипе вăрман туянмалăхах йӳнеçтерме çăмăл мар-ха вăл. Çынна куçăнтан пăхтармастăн пулсан, юрать, — питех шанмасăр пăхкаласа илчĕ Элентей, чăмпах тултарнă сăра куркине тетĕшне сĕнсе. — Тем япала сутмарăн пуль?
— Сутма тетĕн! Лашама сутмăп ĕнтĕ, мĕн сутмалли пур манăн?
— Вăл çапла, тете. Майне килтертĕн пулсан — маттур. Ĕçсе пар.
Несихва пĕр чĕнмесĕр итлет вĕсен сăмахне. Вăл питех хутшăнса каймасть калаçăва. Сĕтел çине тăваралă çу лартрĕ, халĕ çеç татса килнĕ хăярпа ешĕл сухан хучĕ, çăкăр касрĕ, тăвар лартрĕ.
— Пурнăçу каять, тете. Ачусем пысăкланчĕç. Тимруку хăвна пулăшать. Селиме. Итле, мĕн калам эп Селиме пирки...
Шерккей ĕçсе яман куркине сĕтел çине лартрĕ, хăй шаларах сикрĕ, шăллĕне тинкерсе пăхрĕ.
— Мĕн каласшăн эс Селиме пирки? — ыйтрĕ вăл, тĕлĕннĕ пек пулса.
— Тете, шан эс мана, ун малашнехи шăпине...
— Тем, ăнланаймастăп-ха сана, шăллăм, шăллăм...
— Ăнланма кирлĕ те мар. Селимене текех пĕчĕк хĕрача темĕпĕр, хăй пирки хăй шухăшлама пĕлекен çын. Пĕлессĕнех килсен, эпĕ унăн евчи пулнă пулăттăм.
— Ак тамаша! — Шерккей, сĕтел хушшинчен тухса, таса урай тăрăх уткаласа çӳреме тытăнчĕ. Элентей чĕлĕм чĕртсе ячĕ, ӳсĕркелесе илчĕ, калас сăмахне çийĕнчех калаймасăр, аллисемпе сулкаларĕ.
— Эс лар, лар сĕтел хушшине. Чăн калатăп сана. Евчи хам пулатăп.
— Селиме çамрăк-ха, халех ун çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Эс пĕркун та мана тем асăнтартăн.
— Асăнтарса мар, тете, тĕрĕсне каларăм, — сăмахĕ çине тăчĕ Элентей.
Шерккей каллех сĕтел хушшине пырса ларчĕ.
— Хамăр та çамрăк пулнă. Несихвапа иксĕмĕр савса мăшăрланнă. Селимене те çавăн пек пурăнма сунатăп.
Шерккей енчен енне пăхкаларĕ: пӳртре ытлашши çын çук. Сĕтел çине чавсаланса, вăл Элентей патнерех ӳпĕнчĕ те, сăмахĕсене шăл витĕр сăрхăнтарнă пек, шăппăн кăна ыйтрĕ:
— Эсĕ вара, евчĕ пулса, кам ячĕпе ырă сунасшăн-ха?
— Каччи пит чипер. Шăпах хамăр пекки. Пурлăхĕ çуккишĕн ан тарăх. Пĕрне-пĕри юратса хисеплени кирлĕ.
— Çук-ха Селимен ун пекки, — аллине сулчĕ Шерккей.
— Çук-ха тетĕн? Пур.
— Кам вăл?
— Тухтар.
Шерккей хăйне вĕри шывпа сапнă пек сиксе тăчĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Эс, эс, шăллăм... мĕн-и, мĕн-и, йĕркене пĕлсех калаçатна? Е шӳт тумалла кăна-и? — хĕремесленчĕ вăл.
— Эс лар-ха, лар. Итле ман сăмаха...
Анчах Шерккей ларма шутламарĕ те. Мăшкăлланă пек кăна мар, хăртнă пек туйăнчĕ ăна. «Тухтар, кĕтӳ ачи, ун патĕнче ĕçлесе пурăнакан тарçă! Вăл Селимене куçран пăхма хăймалла мар. Ăçтан вăл Шерккей кĕрӳшĕ пулма пултарать? Çакăн пеккине илтсен, ял халăхĕ мĕн калĕ? Шăллĕ ырă сунса калатăп тет, ыранах вăрман кăларма пулăшма пыратăп тет, питех кирлĕ пуль эппин сан пулăшни, çавăн пек мăшкăллатăн пулсан. Тупата, çын мар, выльăх та йĕрсе ярас пур», — шухăшларĕ вăл,
— Тарçă вăл манăн, илтетне эс? Илтетне эс? — тарăхса кайрĕ Шерккей.
Вăл темшĕн сĕтел патне пычĕ, Элентее сиввĕн пăхрĕ, Несихвана пăхса илчĕ. Унтан, хывнă шлепкине сак çине хăварсах, шăллĕ патĕнчен алăка шалтлаттарса, тухса кайрĕ. Элентей ăна тем каласшăн пулса чĕнчĕ. Шерккей яхăнне те ямарĕ. Килнелле утнă чух çул хыттипех иртрĕ-ши, хăй çавна та астăваймарĕ. Таврăнсан, пӳртне çиллессĕн кĕчĕ. Куçĕ урмăшнă пек унталла-кунталла пăхать, питçăмартине пăт-пăт хĕрлĕ пăнчă çапнă, сăмса çунатти канăçсăр чĕтренкелет,
Сайте хăйĕн упăшки темĕне пула çилленнине çийĕнчех тĕшмĕртсе илчĕ, унпа вăл нимĕн те калаçмарĕ.
— Пĕтрĕмĕр, карчăк, — тăвăлса çитнĕ сывлăшне йывăррăн çавăрчĕ Шерккей, — тинех ял кулли пулса тăтăмăр иккен...
— Акă тата, — хутне кĕрес пек каласа хучĕ Сайте; пăшăрханнă май, типшĕм аллисене пĕр-пĕринпе чăмăртаса шăлкалам пек турĕ, упăшки умне пырса тăчĕ. — Каллех мĕнле те пулин инкек ӳкмерĕ пуль-çке?
— Инкекрен те хушă!.. Шăллăм чухлĕ шăллăм пире епле мăшкăллать, мăшкăллать...
— Çиллентермерĕн пуль ăна мĕнпе те пулин?
— Кам? Эпĕ-и?.. Чĕрне хури чухлĕ хаяр сунтăм пулин! — Шерккей хăй мĕншĕн çилленнĕ сăлтавне çаплах тӳррĕн пĕлтермерĕ. «Селиме ăçта, чĕнсе кĕртес ăна!» — тесе кăшкăрса пăрахсан çеç, Сайте унăн тарăхне тӳррĕн тавçăрса илчĕ. «Ав мĕншĕн çĕткеленет иккен. Апла пулсан, пахчара кантăр татакан Селимене чĕнсе кĕртиччен чĕнменни лайăх», — тесе шутларĕ вăл.
— Ывăлсем тем каласах хăртмарĕ пуль те-ха, — шăпăр тытса, урайне шăла пуçларĕ Сайте.
— Эс пĕлместĕн, эс, амăш пулсан та, ним чухлĕ те пĕлместен. Эх! Элентей, ав, евче керĕшет, хĕрне Тухтара парасшăн!
Сайте васкавлăн урай шăлса пĕтерчĕ. Шерккей ĕнтĕ Селиме пирки амăшĕ хăй пекех çилленсе кайĕ тесе шутланăччĕ, анчах Сайте пăшăрханни ним чухлĕ те курăнмарĕ.
— Селиме çамрăк-çке-ха, вăхăчĕ çитсен шухăшлама ĕлкерĕпĕр-и? Куç хывакан çынна çилленер мар ĕнтĕ, уншăн çилленмеççĕ, ӳлĕмрен хамăрах курăпăр...
— Вăхăчĕпе мар унта сăмахĕ, — терĕ Шерккей, — шăтăклă шăрçана çĕрте вырттармĕç-ха. Эп çакна каласшăн: Тухтар епле хăйса илешнĕ, акă мана мĕн тĕлĕнтерет.
— Мĕн вара? — ун патнелле çывхарчĕ Сайте. — Селиме хăй те çавна савать пулсан, шухăшлама та пулать пуль пĕрех хутран?
— Çав кĕтӳçе-и?.. Эс те вĕсен майлă-и?.. — текех хăйне чарса тăрайман Шерккей, Сайтене çапма тесех, аллине сулса ячĕ. Арăмĕ сак çинелле пĕшкĕнчĕ. Шăпах çав самантра пӳрте Элентей килсе кĕчĕ.
— Аллу ирĕкре-им? Çапма пĕлместĕн, тете! — кăшкăрса ячĕ вăл кĕрсенех. — Пуçран çапмаççĕ ăна. Элле вĕрентем-и? Аллăм ахаль те кĕçĕтсе тăрать!
Шерккей тенкел çине халсăррăн кайса ларчĕ.
— Инкене пӳрнӳпе ан тĕк. Хăвна ăса кĕртсе хăварăп. Илтрĕне? Пĕлнĕ пул çавна. — Элентей тетĕшĕ патне пырса ларчĕ. — Ме шлепкӳне, ман патăмра манса хăварнă. Шлепкине манакан пуçне те манма пултарать. Урăх ан хирĕç. Усси çук.
Сайте çĕкленчĕ, куçне шăлчĕ, туснă явлăкне тӳрлеткелерĕ, тĕпелелле иртрĕ. Хăй ырă та, хаяр та чĕнмерĕ.
— Пурсăр та пĕр майлă иккен, — халь-халь йĕрсе ярас пек хурланса каласа хучĕ Шерккей, — пурсăр та мана тĕп тăвасшăн эсĕр. Хăвастунсем! Кама инкек сунатăр?
— Ху валли ху тупатăн...
Пӳрте Тухтар килсе кĕчĕ. Ăна-кăна нимĕн те пĕлменскер, вăл сăмахне лăпкăнах пуçларĕ.
— Вăрăмккана вăрмана кайма хутлас пуль? Ыран хăш вăхăтра тухса каятпăр? — ыйтрĕ вăл пуçне сĕнксе ларакан кил хуçинчен.
Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ. Тухтара чи малтанхи хут курнă пек уринчен пуçласа пуç тӳпине çити пăхрĕ, унтан икĕ чăмăрне çӳлелле çĕклерĕ те:
— Тух-хса-тухса кай ман çуртăмран, кĕлĕмçĕ, хăртăк, саплăк!.. — сурчăкне сирпĕтсе кăшкăрашрĕ вăл. — Селимене куç хывма-и? Халех тухса кай!.. Урăх ман çурта нихăçан та килсе ан кĕр, куçăма ан курăн, ан курăн!..
Элентей ларнă çĕртен çĕкленчĕ.
— Эс, тете, майĕпентерех, — Тухтарпа унăн хушшине кĕрсе тăчĕ вăл. — Тухтар, ырă чухне эс кунтан пăрăн-ха... Ытла паттăрланнă-çке паян тете? Курманччĕ. — Унтан Шерккей еннеллĕ çаврăнчĕ. — Вăйна ниçта чикейместнем?
Тухтар хăвăрт тухса кайрĕ.
— Кур-ха эс, — сăмахне малалла тăсрĕ Элентей. — Лайăхпа калаçса пăхасшăн та санпа — турту кĕске. Кала, мĕншĕн Тухтара çиллентĕн?
Вĕсем пĕр-пĕрне куçа-куçăн пăхса тăчĕç, унтан Элентей ăна хулĕнчеи тытрĕ, вара иккĕшĕ те урлă сак çине пырса ларчĕç.
— Ах! — терĕ Шерккей чăтса тăрайман енне.
— Хирĕçмĕпĕр! — шăппăн каласа хучĕ шăллĕ. — Санпа эпĕр пĕртăвансем. Кирлĕ чухне пĕрне-пĕри калама çук кирлĕ пулатпăр. Хирĕçсен те — пĕр юн, пĕр атте-аннерен. Ыттисем ырă сунасса ан кĕт, тете. Мана итле. Каланăшăн йывăра илмелле мар. Хавăншăн ăнлан. Канашăм тĕрĕс, халиччен эс çавна тавçăрма кирлĕ. Тухтар терĕм. Тухтар маттур. Ун çуклăхĕшĕн иксĕмĕр айăплă. Эсĕ манран айăплăрах. Сассăмăра çĕклетмĕпĕр. Телейлĕ пулаççĕ вĕсем, тете. Илтетне?
— Мĕн сăмах вакламалли пур! — тарăхсах каларĕ Шерккей. — Селимен ашшĕ-амăш çук-и? Эпĕр йĕркерен тухнă çынсем-и? Селимен, пĕлессӳ килсен, хăйĕн шăпи пысăка ĕмĕтлентерет.
— Сăмаху ăçталла туртăннине пĕлместĕп тетне? Тухăçран тухать хĕвел. Эс Селиме шучĕпе пуйма хĕрĕнетĕн. Çуралман такан какайне çиесшĕн. Пĕртен-пĕр хĕрне Нямаçа качча парасшăн. Пуçна пулать! Илтетне?
Тăр уяр кун аçа çапнă пек илтĕнчĕ Элентей сăмахĕ. Сайте тĕпелтен васкавлан тухрĕ, сăнĕ-пичĕ сасартăк шурса кайрĕ унăн.
Вăл Элентей умне пырса тăчĕ.
— Нямаçа?.. Ывăлсем, эс Нямаçа терĕн пулас?.. Кантюк папай Нямаçне асилмерĕн пуль те?
— Ха! Ялта урăх Нямаç та пур-и?
— Тупата, пӳлĕх кăна ан илттĕр сан сăмахна...
— Тетене кĕреке курки сар мăйăхĕшĕн суйлаттараççĕ тетне?
— Пĕтрĕмĕр пуç! — аллисене шарт çапрĕ Сайте, — ывăлсем, эс йĕркеллĕ калаç-ха... — Сайте пĕрре Элентее, тепре Шерккее пăшăрханса пăхкаларĕ, тинех ĕнтĕ сăмахĕсем те чипер çыхăнмарĕç. — Ай тупата! Ай тупата! Тем курса тăрас пур иртен кунра. Нямаç...
Шерккей чăтса лараймарĕ.
— Сирĕн пĕрин те ĕçĕр çук унта! — кăшкăрса пăрахрĕ вăл, — эпĕ хам хĕре хам хуçа, кĕлĕмçĕсене кĕрӳ тума кĕтсе те тăмăп-ха... Тете тетĕн, тете тетĕн, тухса кай кунтан эсĕ те...
— Ха! Хăвала та пуçларăн иккен мана? Ха-ха-ха-ха!
Элентей те кулас килсех кулать, те ыттисене те култарас тет. Кулнă чух вăл хăй умĕнчи çынна куçран тӳрех пăхать.
— Юрĕ. Эпĕ, тете, тухса кай темесен те каятăп. Анчах çакна пĕлнĕ пул: Селиме ятне ярсан, хăвна йывăр пулать. Тупа тăватăп! Урăхла пулмасть.
Шерккей, асли пулсан та, шăллĕ умĕнче хăйне темле çыхăннă пек тытрĕ. Мĕншĕн-ха унăн шăллĕ сăмахĕсене итлемелле, мĕншĕн ун ăна пăхăнса тăнă пек туймалла? Çитет! Вăл хăй пуçсăр-шухăшсăр çын мар. Çилленнĕ вăхăтра вăл та тапса тимĕр татма хатĕр. Куçĕнче юн каплантарса пăхрĕ вăл Элентее.
— Э-э, тете тетĕн-ха, нимĕнле шăллăм та çук манăн паянтан вара! Ман пата урăх ура ярса ан пус, йăлăнассăм та çук. Ăшçунтармăшсем эсир пурсăр та... Хам çуртра та эпĕ хам хуçа мар-им? Тухса кай кунтан! Халех!..
— Юрĕ, ан ман эппин каланă сăмахсене. — Элентей ларнă çĕртен вăшт сиксе тăчĕ, алăк патнелле мăнаçлăн утрĕ. Унтан каялла çаврăнчĕ те Сайтене пăхрĕ. — Инке, — терĕ вăл, — тете харкашма тытăнсан, чуптар ман пата Ильясна. Илтрĕне?
Вăл алăка тачă хупмасăрах тухса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...