Хура çăкăр :: VI. Кантюк кĕреки
Урнашка Шерккее мекеçленсе çĕклерĕ, картиш тăрăх сыхланса çеç утрĕ.
Картишĕнче кашкăрсем пек пысăк йытăсем сиксе вĕрме тытăнчĕç. Тарçăсем, иккĕн ик енчен, йытăсене хăратса, пĕр пĕчĕк витене хупрĕç. Кантюксен картишĕ аслă: пысăк пӳрт хыçĕнче пĕчĕкрех кивĕ пӳрт, пĕртен-пĕр чӳречине урлă тимĕр янă; унтан — икĕ хутлă, тăват алăклă кĕлет, ун хыçĕнче путекпе пăру хупмалли пӳрт-и, вите-и, унтан платник хатĕресем тытмалли уйрăм, хыçаларах лаша витисем, вутă купаланă аслăк, пĕр кĕтесре мунча та пур. Картишне урай хăмипе витсе тухнă. Хыçалти пысăк хапхаран тухсан, Шерккейпе пыракансем тепĕр картишне кĕчĕç, кунта сурăхсемпе ĕнесем хупаççĕ пулмалла: темиçе вите. Виççĕмĕш картишĕ малтанхисенчен пĕчĕкрех — чăх-кăвакал картишĕ. Акă вĕсем тинех пахчана тухрĕç. Пахчари парка хăмла шăчă тăрăх явкаланса хăпарать. Хăмла хыçĕнче вĕлле тункатисем; çавăнтан иртсе пынă чух пĕр хурчĕ Шерккее ĕнсинчен çăтăр сăхса илчĕ. Шерккей тинех куçне чарса пăрахрĕ, хăрах аллине вĕçертсе, вĕлле хуртне лапчăтса вĕлерчĕ, вара Урнашка мăйĕнчен малтанхинчен те тĕреклĕрех ытакланчĕ. Çапла Тухтар патне çитиччен Шерккей Урнашкапа пычĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...