Кайăк тусĕ :: 25. Сунарти мыскара
Сунарçă вырăнтан хускалманнине сисрĕ пулас, йытă пĕр-ик минут хытса тăнă хыççăн каялла çаврăнчĕ те малтан хуллен утса, каярахпа сиккипе чупса сунарçă патне пырса тăчĕ.
Çын пек калаçма пĕлнĕ пулсан вăл: «Ма пымарăн? Эпĕ кайăк тупрăм! Айта, ут ман хыççăн!» — тенĕ пулĕччĕ. Йытă хăйне чĕннине Тараев ун куçĕсенче хут çине çырни пекех вуларĕ.
Этем шухăшлани тĕрĕс пулчĕ. Джим малтанхи пекех ăна хăй хыççăн илсе кайрĕ те «стойка» тунă вырăна пырса тăчĕ. Виктор: «Малалла!» — тенĕ хыççăн йытă вăрăм курăк ăшĕнчен ăсан пуслăхне хăваласа кăларчĕ. Пăшал кĕрслетрĕ. Çĕре умлăн-хыçлăн икĕ ăсан ӳкрĕ...
Халĕ ĕнтĕ Джим «анонспа» ĕçлеме пĕлни пирки те иккĕленесси пĕтрĕ. Тĕлĕнмелле чаплă йытă. Ăна туянас тесен чăн-чăн сунарçă ним те шеллесе тăрас çук.
Сунар станцине Тараев кăнтăрла тĕлĕнче таврăнчĕ. Улюн инке Сэржпа Мими сунартан таврăннă хыççăн канма выртни çинчен пĕлтермен пулсан Виктор тӳрех пуçлăх ывăлĕпе йытă пирки калаçса пăхасшăнччĕ. Çынна савăнăçлă хыпар пĕлтересси кирек камшăн та илĕртӳллĕ-çке.
Кĕçех пӳрте тулли хутаç çĕкленĕ Капитонов пырса кĕчĕ.
— Ку тата мĕн? — ыйтрĕ Виктор.
— Пушă гильзăсем. Тепре авăрлама юрăхлисене ик çĕр çирĕм штук пуçтарса килтĕм. Çĕр гильза шывра юлчĕ. Кӳлĕ тĕпне миçе гильза путнине пĕлеймерĕм, — хуравларĕ аслă егерь.
— Ăçта тупрăн вĕсене? — ăнланаймарĕ Тараев.
— Сэржпа Мими пытанса ларнă ӳплесенче. Виçĕ сехет хушши пăшалĕсене татти-сыпписĕр кĕрĕслеттерчĕç.
— Ан калаç! Апла пулсан, вĕсем кӳлĕре пĕр кăвакал та хăвармарĕç пулĕ? Миçе кайăк тытрĕç?
— Кайăк кăвакалĕсем пурте тĕрĕс-тĕкелех ишсе çӳреççĕ, сунарçăсем пушă алăпах таврăнчĕç. Сунара кая юлса тухнă пирки нарттин кăвакалĕсемпе шăркалчăсем пирĕн хăнасем ӳплене пырса ларичченех хăмăшлăха пытанса пĕтнĕ, чăмкăç кăвакалсем, хăвах пĕлетĕн,çыран хĕррине çывхармаççĕ. Çавăнпа Сэржпа Мими хăйсем патĕнчен виç çĕр-тăват çĕр утăмра ишекен кайăксене çеç персе ларчĕç.
— Кунтан миçе сехетре илсе тухрăн вĕсене?
— Çичĕ сехетре тин. Унччен нимпе те вырăн çинчен тăрасшăн пулмарĕç. Кайран ĕç ăнманнишĕн тарăхнипе кăштах çапăçса каймарĕç. Мана та самаях лекрĕ Романовскирен.
Сэржпа Мими тăрлавлă сунарçăсем пулас çуккине Виктор унчченех сиснĕччĕ, анчах вĕсем çав териех айван пулни халĕ тин уçăмлăн палăрчĕ. «Акă мĕнле çынсемпе тĕл пулма тӳр килчĕ иккен, — шухăшларĕ вăл. — Ĕçсĕр аптранипе хăйсем те ыррине курмаççĕ, çынсене те чăрмав туса çӳреççĕ. Сунара мар, пĕр-пĕр стройкăна хăйăр çăрма ямалла ун йышши çынсене».
Кăнтăрла иртсен икĕ сехетре пирĕн кайăкçăсем çывăрса тăчĕç. Иккĕшĕн те куçĕсем хĕрелсе кайнă, пичĕсем лӳчĕркеннĕ хут пек курăнаççĕ.
— Джим мĕнле ĕçлет? — ыйтрĕ Романовский анасланă май тути-çăварне чалăштаркапаса.
— Ун пек чипер ĕçлекен пойнтера эпĕ пĕрремĕш хут куртăм. Йытă мар, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт, — хуравларĕ Тараев.
— Турра шĕкĕр! Ирхине хытă тарăхтарнăран тем тума та хатĕрччĕ. Вăл ĕçе пĕлмест тенĕ пулсан ăна пĕр сăмахсăрах персе вĕлернĕ пулăттăм. Тавтапуç сана Джима çăлнăшăн!
— Ара, мĕн калаçатăр эсир? Тăватă ураллă тусне вĕлерме нимле сунарçăн та алă çĕкленес çук. Сунар йытти вăл тăванпа пĕрех. Пирĕн савăнăçа та, хуйха-суйха та унпа пĕрле тӳсме лекет.
— Э-э! Илтнĕ. Пушă сăмахсем! Этем — тĕнче патши. Вăл мĕн тăвас килет — çавна тăвать. Юрăхсăр йытта усрама эпĕ нимĕр чун мар. Маншăн пулсан, чĕр чун хамшăн тăрăшать — апат çитĕр, тăрăшма пĕлмест — вăтăр грамм хура тăхлан!
Тараев çак мĕн пĕчĕкрен иртĕхсе пурăнма хăнăхнă çынна чĕр чунсене юратма кирли çинчен каласа тăмарĕ. «Сăмахласа çăвар тутине пĕтерни кăна», — шухăшларĕ вăл.
— Джим чăнахах хисепе тивĕçлĕ йытă. Сутмастăн-и? Уншăн пĕр сăмахсăрах виçĕ пин тӳлеме пултаратăп.
— Йытта сутмастăп, ытлашши укçа пур пулсан çакна туянăр. Çур хакпах паратăп, — терĕ Сэрж хĕр çине кăтартса.
Мими çиллессĕн мăртлатса каччине çупкă пачĕ.
— Сутма эпĕ санăн арăму мар-ха. Сан сăмахусене ĕмĕрне те манмăп. Путсĕр! Путсĕр! Путсĕр!..
— Сире эпĕ хăнана чĕнетĕп. Пĕр-пĕрне алă парăр та апата ларăпăр. Сĕтел çинче çăрттан студенĕ, кайăк кăвакал шӳрпи тата ăшаланă ăсан ашĕ. Чăн-чăн сунарçă çимĕçĕ. Килĕшетĕр-и?
— Хаваслансах килĕшетĕп. Апат умĕн эсĕ мĕн ĕçетĕн? — ал тупанĕсене хире-хирĕç сăтăрса каларĕ Сэрж.
— Хулара пурăннă чух пĕр стакан «Нарзан» ĕçкеленĕччĕ, халĕ ăш хыпнă чух çăл шывĕ ĕçетĕп.
— Эпĕ шыв çинчен мар... Мĕнле эрех ĕçетĕр тесшĕнччĕ...
«Эрех кашни çынпах ларса ĕçмеççĕ», — пĕлтересшĕнччĕ Виктор. Анчах унăн ют çынна кӳрентерес килмерĕ.
— Сунара тухас умĕн ĕçме сĕнместĕп, — терĕ вăл сасăпа. — Алă та чĕтре пуçлать, куç та витĕрех курмасть.
— Чăнах-и?.. Акă мĕншĕн ирхине эпир пĕр кăвакал та тытаймарăмăр иккен! Апла пулсан ĕçки-çикине каçа хăварăпăр.
— Манăн халĕ ĕçес килет! — тăсса каларĕ Мими.
— Сире Улюн инке пĕр курка ăшă сĕт илсе килсе пама пултарать. Калас-и? — кăшт кăна палăрмалла йĕкĕлтесе ыйтрĕ Тараев.
— Ха-ха-ха! — ахăлтатса ячĕ Романовский. — Коньяк вырăнне — .ăшă сĕт... Питĕ лайăх каланă, блокнот çинех çырса хурас...
Апат хыççăн сунарçăсене аслă егерь Малти вăрмана ăсан тытма илсе кайрĕ, Тараев каçченех спиннингпа пулă тытрĕ. Хĕвел çĕр çумне çывхарсан самаях ĕшенсе çитнĕ Виктор крыльца умне пырса ларчĕ. Çак вăхăтра вăрман енчен Капитонов пĕр-пĕччен утса килни курăнчĕ.
265
— Каçхи сунар пирки мĕн каларĕç пирĕн хăнасем? — ыйтрĕ аслă егерь сунар станцийĕ патне çитсен.
— Ун çинчен эпĕ санран ыйтасшăнччĕ.
— Е эсĕ вĕсемпе калаçмарăн-и?
— Вăрмантан таврăнман çынсемпе ăçтан курса калаçăн?
— Ан тĕлĕнтер! Вĕсем тахçанах кунта çитме кирлĕ.
— Эсир ăçта уйрăлтăр?
— Çунăк хурăн патĕнче. Хăвах пĕлетĕн, унтан пĕртен пĕр çулпа утса яла çитме хĕрĕх минутран ытла кирлĕ мар. Эпир виçĕ сехет каярах уйрăлнăччĕ. Аçта хăямата кайса кĕнĕ-ши кусем? — шалт тĕлĕнчĕ Максим Максимович.
Тараевăн чĕри инкек-синкек пуласса туйса йывăррăн пусăрăнса ыратрĕ.
— Йĕркипе каласа пар-ха, вăрманта мĕн пулса иртрĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Мĕн каламалли пур, нимех те пулмарĕ... Çамрăк сунарçăсем яланах васкаççĕ. Сэржпа Мими те ăсан вĕçсе тухсанах пăшала тĕллесе пеме кирлине манса пычĕç. Паллах, ун пек хăтланнин мĕнпур усси те шăв-шав кăларни кăна. Вĕсем вуншар хут персе пĕр кайăк тытаймарĕç. Вара ăнман сунарçăсене кăшт та пулин хаваслантарас тесе эпĕ пулăшас терĕм. «Ăсансем сиртен хăраса аяккалла вĕçсе каяççĕ, — тетĕп. — Сылтăм енне тухса персе пăхам мар-ши? Тен, çапла тунă хыççăн вĕсем сирĕн енне çаврăнса вĕçекен пулĕç». Сэрж килĕшрĕ. Шăпах çак вăхăтра Джим «стойка» турĕ. Кĕçех сывлăша ăсан пуслăхĕ çĕкленчĕ. Эпир виçсĕмĕр те харăсах персе ятăмăр та, çĕре ăсан тачлатса ӳкрĕ. «Хурине эпĕ персе антартăм!» — чунтан савăнса кăшкăрчĕ Сэрж. «Пăчăр-пăчăррине — эпĕ!» — терĕ Мими. Ĕç ăнма пуçланипехавасланса эпир тата тăватшар хут кĕрслеттертĕмĕр. Мĕнпурĕ ултă ăсан тытсан пирĕн сунарçăсем малтан мала каякан йытăран юлма пуçларĕç. «Эпĕ ывăнса çитрĕм», — терĕ Мими. «Манăн хамăн та урасем ыратаççĕ. Паянлăха çитĕ. Ыран татах кунта килĕпĕр. Анчах, старик, чур! Эпир ăсан мĕнле тытни çинчен пĕр сăмах та ан шарла. Халĕ пире çул çине илсе тух та ху вăрманах юл. Яла пĕрле утса пырсан çынсем тем шутлама та пултарĕç. Анлантăн-и?» — терĕ Романовский. Вара вĕсене çунăк хурăн патне илсе пырса ăçталла каймаллине тĕплĕн каласа кăтартрăм. Вĕсем çерем çине ларса юлчĕç, хам Паланов патне кайрăм, — каласа пачĕ Капитонов.
— Э-эх, Максим Максимович! Яла пырса кĕриччен куçран вĕçертмелле марччĕ вĕсене. Пĕлетĕн ĕнтĕ, хула çыннисем. Вырăссем калашле, виçĕ хыр хушшинче çĕтсе кайма пултараççĕ. Тем курса ларăпăр.
— Кам пĕлет, тен, вĕсем тĕттĕм пуличчен çут тĕнче илемĕпе йăпанса ларас терĕç пулĕ, — пăшăрхана пуçланă Тараева лăплантарма пăхрĕ аслă егерь.
— Ан калаç кирлĕ мара! Çыннисем тĕнче илемне кураканнисем мар. Çитменнине, каçчен вăрмантан тухаймасан вĕсем вăрăм тунасемсĕр пуçне урăх ним те кураймĕç. Тĕттĕмччен кĕтсе пăхар та шырама каяр...
Чăн та, Тараев шухăшланă пекех пулса тухрĕ. Тӳпере çăлтăрсем çутăлсан та сунарçăсем тупăнмарĕç. Ирĕксĕрех вĕсене шырама каймалла пулчĕ. Егерьсем Малти вăрманта çĕрĕпех хунар çутса, кăшкăрашса, пăшал персе çӳрерĕç, анчах Романовскипе унăн савнине ниçта та тупаймарĕç.
Ирхи апат çинĕ хыççăн Тараев егерьсене кăна мар, ялти комсомолецсене те вăрмана кайма чĕнчĕ. Çирĕм çын каçченех вăрмана ухтарса çӳрерĕç. Çук, усси пулмарĕ. Ял Совет председателĕ хушнипе вăрмана виçĕ ялтан ик çĕр çын тухрĕ. Хытă кăшкăрашнипе сасси çĕтнĕ çынсем тепĕр кунне те сунарçăсене тупаймасăрах киле таврăнчĕç.
Икĕ талăк хушши куç хупмасăр, ларса канмасăр утса çӳренĕ Тараев шалтах аптăраса ӳкрĕ. «Хăлхасăр марçке вĕсем, куçĕсем те чиперех кураççĕ. Мĕншĕн хунар çутисене те курмаççĕ, пăшал пенине те илтмеççĕ? Тискер кайăк туртса çурас çук, тĕпсĕр ханкăра та анса кайман ĕнтĕ. Паллах, ăçта та пулин çĕтсе çӳреççĕ. Мĕнле тупас вĕсене? Районти милици пайне пĕлтерес мар-ши?»
Çапла шухăшласа пынă чух Виктор уй урлă темле ула йытă чупса пынине асăрхарĕ. «Джим мар-ши ку? — çиçсе иртрĕ пуçра. — Çук, урăх йытă пулĕ. Лешĕ уксахламастчĕ, тата хуçисене те вăрмана пăрахса хăварас çук».
Çывхарса çитсен Виктор ăна палласа илчĕ. Джимах пулчĕ иккен уксахлакан йытă. Унăн чари путса кĕнĕ, çăмĕ çумне ана пыйтисемпе чикенексем çыпăçса тулнă, çамки çинче кӳпсе-шӳсе кайнă сăвăссем шăрçаланса тăраççĕ, усăнчăк хăлхи вĕçĕнчен юн тумлать. Сунар станцийĕ патне чупса çитсен вăл Тараев çине сисĕнмеллех сехĕрленсе пăхрĕ.
— Джим! Аçтан килсе тухрăн эсĕ? Сана кам çав териех асаплантарнă? Кил кунта, кил, ан хăра! — йăваш сасăпа каларĕ Виктор.
Йытă хуллен нăйкăшса илчĕ те чупса пырса пуçне çын чĕрçийĕ çине хучĕ. Тараев ăна çурăмĕнчен ачашларĕ, тирĕ çине тăрăннă сăвăссене çатăртаттарса кăларчĕ, çăмне тураса тасатрĕ, унтан пӳрте илсе кĕрсе чашăк тулли сĕт лартса пачĕ.
Джим тупăннине пĕлсен егерьсем кухньăна чупса пычĕç.
— Лайăх йытă хуçине пăрахса каякан марччĕ. Мĕне пĕлтерет-ха вăл кунта пĕччен таврăнни? — тĕлĕнчĕ Капитонов.
— Тăр ухмахсемпе çӳрени йăлăхтарса çитерчĕ пулĕ ăна, — кула-кула каларĕ Тевенешев.
— Кам пĕлет. Тен, вăл вĕсене пулăшас шутпа кунта чупса килнĕ пулĕ. Пурнăçра тем те пулать. Аппендицит, çĕлен сăхни тата ытти çавăн йышши инкек Сэржпа Мимие ураран ӳкерме пултарнă. Йытă пире вĕсем патне чĕнес темерĕ-ши? — хăй мĕн каланине хăй ĕненмесĕр мăкăртатрĕ Виктор.
Капитоновпа Тевенешев кулса ячĕç.
— Фантази ку, Виктор Николаевич, — терĕ аслă егерь. — Чĕр чунсем шухăшлама пултараймаççĕ. Хырăмĕ выçнипе çеç чупса килнĕ ĕнтĕ вăл кунта.
— Апла пулма та пултарать, — килĕшрĕ Тараев. — Анчах çисе тăраннă хыççăн тепĕр хут хуçи патне таврăнас темĕ-ши вăл? Вара ун хыççăн кайма пулĕччĕ.
— Питех кирлĕ ăна вăрмантан тухма пĕлмен хуçа. Эпĕ хам ун вырăнĕнче пулсан тахçанах пăрахса тармалла çав анра-сухрасене. Миçе çынна ĕçлеме чăрмантарчĕç, мурсем! — тарăхса та пăлханса каларĕ Кирилл Кириллович.
Ана хирĕç никам та хуравламарĕ. Пурте пушаннă чашăка çуласа типĕтекен йытă çине пăхса тăчĕç. Джим апат çинĕ хыççăн тенкел çинче ларакан Тараев ури патне пырса выртрĕ. Хытă ывăннипе пулас, унăн куçĕсем хупăнчĕç.
— Акă епле шырать вăл хуçине! — кулса ячĕ Максим Максимович.
Ыттисем те кулмасăр чăтаймарĕç. Çынсем ахăлтатнине илтсен йытă пуçне çĕклесе Виктора куçран пăхрĕ.
— Сэрж ăçта? — ыйтрĕ Виктор хуçисене ятпа асăнсан вĕсене мĕн те пулин кайса пама хушнине йытă чухлĕ-и тесе. Джим халь Романовский ятне илтсенех ура çине сиксе тăчĕ. Тараев сĕтел çинче выртакан кашăка ярса тытрĕ те йытта хыптарчĕ.
— Сэржа кайса пар! — терĕ вăл.
Çын хушнине тума юратакан йытă тепре каласса кĕтмерĕ, малти урисемпе тĕксе кухня алăкне уçрĕ те тула чупса тухрĕ. Тĕлĕнсе кайнă егерьсем ун хыççăн кĕпĕрленсе утрĕç. Йытă каялла çаврăнса пăхрĕ те тӳрех кӳлĕ хĕррипе авăнса выртакан çул тăрăх чупрĕ.
— Ăçта каять вăл? — кăшкăрса ячĕ Капитонов. — Сэржпа Мими Малти вăрманта çӳреме кирлĕ, Джим вара уялла чупать.
— Хыçалкас катине каяс темест-ши ку? — терĕ Тевенешев.
— Ан лĕпĕртет. Малти вăрмантан Хыçалкас катине пырса кĕрес тесен уй урлă каçмалла. Уя тухнă çын яла кĕмесĕр ăçтан иртсе кайтăр! Джим пиртен мăшкăллас терĕ пулĕ.
— Кам пĕлет вĕсене, тен, çав катаран тухаймасăр асапланаççĕ пулĕ. Кайса пăхар йытă хыççăн.
— Ан тĕлĕнтер! Кати ал лаппи пысăкăш çеç, урлăшĕтăршшĕ те пĕр çухрăм çук. Унта суккăр çын та çĕтсе каяймĕ, — нимпе те килĕшесшĕн пулмарĕ Капитонов.
— Джим мĕнле йытă иккенне аван пĕлетĕп. Ăна шанма пулать. Айтăр, кайса пăхар!
Çак сăмахсемпе Виктор йытă хыççăн утрĕ. Ыттисем унран юлмарĕç.
Уй варринче пĕччен утрав пек ларакан ката патне çитсен, шыв ланкашки хĕрринчи пылчăк çинче йытă йĕрри курсан егерьсем вĕсене Джим йĕррипе танлаштарса пăхрĕç. Пĕр урасемех хăварнă-мĕн çавсене.
— Куратăр-и, Джим кунта малтанах пулса курнă. Кирек мĕн калăр, пирĕн сунарçăсем çак катарах çĕтсе çӳреççĕ, — терĕ Тараев.
Йытă çынсем мĕн тунине пĕлес тенĕ пек пĕр тапхăр пăхса тăчĕ те, çултан сылтăмалла пăрăнса çамрăк юманлăх ăшнелле утрĕ. Егерьсен йытă мĕн тума пултарнине пĕлес килчĕ. Çавăнпа Романовские кăшкăрса чĕнес мар терĕç, Джим хыççăн утса пырса тупасшăн пулчĕç.
Кĕçех ăслă чĕр чун çынсене çулман çаранпа ешерсе выртакан ĕшне хĕрне илсе тухрĕ. Çывăхрах этем сасси илтĕннĕрен Тараев йытта мăй çыххинчен тытса чарчĕ.
— Пыратăн-и? — илтĕнчĕ хăрăлтатса каланă арçын сасси.
— Ура шыçăнса пĕтрĕ, пĕр утăм та тăваймастăп. Вăй та пачах юлмарĕ, çиес килет, — нăйкăшрĕ хĕр.
Сасăсем улшăннă пулин те Тараевпа Капитонов лайăхах палларĕç вĕсене. Арçынĕ — Романовский, хĕрĕ — Мими ĕнтĕ.
— Курăк çи! Сан йышши ĕнесем симĕс курăк çисех сĕт те параççĕ, аш та хушаççĕ. Эсĕ пур...
Малалла арçын хут çине çырмалла мар сăмахсемпе вăрçса илчĕ.
— Сэрж, савниçĕм! Мен турăм эпĕ сана? Ма çав териех курайми пултăн мана?
— Камшăн асапланса çӳретĕп çакăнта? Саншăн мар-и? Сунара каяс шухăш санăн пушă пуçăнта çуралмарĕ-и? Пире унта никам та палламасть, пĕр-пĕринпе савăшма никам та чармасть терĕн. — Эпĕ — санăн, эсĕ — манăн. Акă халĕ, чăнах та, пире никам та чăрмантармасть, анчах савăшма мар, выçса вилме. Юлашки хут ыйтатăп: пыратăн-и?
— Вырăнтан та хускалаймастăп.
— Эппин, çакăнтах выртса юл!
— Сэрж, савнă чунăм, тархасшăн, пăрахса ан хăвар!
— Ал вĕççĕн çĕклесе çӳреме эсĕ чĕчĕ ачи мар-çке, тăр та ут ман хыçран.
— Каях эппин. Эпĕ вилсен пур пĕрех сана айăплĕç.
— Кĕтсех тăр! Сан пек намăссăрсем вилсе пĕтни çынсене савăнтарĕ çеç. Ну, эпĕ кайрăм, сывă пул!
Çак сăмахсемпе Сэрж вăрăм курăк ăшĕнчен çĕкленчĕ те ĕшне урлă каçма пуçларĕ. Ăна курсан Джим карт! туртăнса Тараев аллинчен вĕçерĕнчĕ, унтан хӳрине савăнăçлăн пĕлтĕртеттерсе хуçи патне чупса пычĕ.
— А-а! Эсĕ тупăнтăн-и? Татах манран мăшкăллас терĕн пулĕ-ха? Патак çини усса пымарĕ пулсан хура тăхлан тăна кĕртетех ĕнтĕ. Ме, астивсе пăх!
Хуçи хаяррăн калаçнине илтсе йытă аяккалла тарма пуçланăччĕ. Шăпах çак самантра пăшал кĕрслетрĕ. Джим пĕрре çеç мăйклатрĕ. Сехĕрленсе чупса тухнă егерьсем вăл курăк ăшĕнче тапкаланса выртнине кăна курчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...