Кайăк тусĕ :: 23. Вăрманти калаçу
Пĕр ирхине Аслă Улкаш ялĕнче йăва çавăрнă хура чĕкеçсем пăтăрмах кăларчĕç. Вĕсем татти-сыпписĕр чĕриклетсе урам вĕçĕнчи виçĕ кил тĕлĕнче çавра çил пек çаврăнаççĕ. Çĕр хута вăрманта çӳренĕ хыççăн киле таврăнакан Тараев çавна асăрхасан хăвăртрах утрĕ. Чĕкеçсем пĕрре кил картишне чăмаççĕ, тепре çĕмрен йĕпписем пек çӳлелле çиçсе хăпараççĕ. Кил хапхи патĕнче кĕтӳ хăваласа таврăнакан ача-пăча тата хĕрарăмсем кĕпĕрленсе тăраççĕ. Виктор та унта пычĕ. Ку Баранов килĕ пулчĕ. Уçнă хапхаран вăрăм шăчă тытнă кил хуçи курăнчĕ. Вăл сарай кашти çумне тăм шăлса çавăрнă чĕкеç йăвисене ишсе антарать-мĕн. Çĕрте пилĕк йăва выртать. Унтах çара чĕпсем çăварĕсене сасăсăр уçса-хупса йăшăлтатаççĕ. Тараев чăтса тăраймарĕ, хапхаран кĕчĕ те тӳрех шалчине улттăмĕш йăви патне тĕлленĕ Шатра Михалана аллинчен ярса тытрĕ.
— Сар сăмсаллă кайăк чĕпписене çĕнтерекен паттăра салам! — чунтан тарăхнине пытарса тăмасăр каларĕ вăл. — Мĕнпе юраймарĕç «эреветлĕ, теветлĕ» кайăк-сем хăйсене йăва çавăрма чарман кил хуçине?
Баранов куçне вăкăрла хаяррăн çавăркаласа Тараев çине пăхрĕ.
— Саламми салам та-ха, эсĕ кунта мĕн çăмăлпа килсе кĕнине ăнланмастăп. Е сунар хуçалăхĕ пире хамăр сарайсенче те хуçа пулма чарасшăн-и?
— Çырлахтăр Турă! Çын сарайĕпе пирĕн ĕç çук: мĕн тăвас килнĕ çавна туччăр. Кăмăла каять пулсан кутăн тăма та пултаратăн. Анчах кала-ха, мĕншĕн чĕкеç чĕпписене пĕр хĕрхенмесĕр пĕтеретĕн? Мĕн туса айăпа кĕчĕç вĕсем?
— Чĕпписем мар, чĕкеçĕсем хăйсем. Йăва çавăрса тултарчĕç те тапратрĕç сăтăр тума. Нимпе тӳсме çук, мăшкăлласа пĕтерчĕç.
— Кирлĕ мара ан калаç! Пĕчĕк кайăксем этемрен мĕнле мăшкăллама пултарччăр?
— Мăшкăллаççĕ. Ĕнер çав юплĕ хӳресенчен пĕри ĕне хырăмĕ айĕнчен вĕçсе тухрĕ. Ăна курсанах инкек пуласса сисрĕм. Чăнах та, арăм ĕне сума ларчĕ те витрене шурă сĕт вырăнне хĕрлĕ сĕт пĕрхĕнме пуçларĕ. Çурри сĕт, çурри чĕрĕ юн. Акă мĕн туса хучĕ «эреветлĕ, теветлĕ», — Виктора витлесе каларĕ Шатра Михала.
— Ан тĕлĕнтер! Уншăн чĕкеç айăплă-и?
— Ват çынсенчен ыйтса пăх, вĕсем ĕне сĕчĕ мĕншĕн юнлă тухнине ăнлантарса парĕç. Манăн санпа пакăлтатса тăма ерçӳ çук, ан чăрмантар.
— Тăхта, Михал Трофимч, ан васка. Чĕкеçсене кураймастăн пулсан, вĕсем сиенлĕ кайăксем тесе шутлатăн пулсан, мĕншĕн хĕрне çав кайăк ятне патăн?
— Хĕре арăм çапла ят хунă, эпĕ мар. Хĕрарăм, паллах, ăссăр ĕç тума çеç пултарать.
Виктор кăшт шухăшласа тăчĕ.
— Ĕнӳ ăçта?
— Картара тăрать. Кĕтĕве яман паян. Ĕненместĕн пулсан ху суса пăх.
— Ну, Баранов, чĕкеç айăплă маррине кăтартсан мана мĕн паратăн?
— Кăтартса пăх, ун чух курăнĕ.
— Айта ĕнӳ патне!
Тараев мĕн тунине курас тесе урамра кĕпĕрленсе тăнă çынсем те картишне кĕчĕç. Тараевпа Баранов ĕне карти патнелле утрĕç. Йытă пӳрчĕ патĕнчен иртнĕ чух Виктор вăл пушанса юлнине, унта сăнчăрпа мăйкăч выртнине асăрхарĕ. «Ăçта кайса кĕнĕ унăн лайки? Хаяр йытта кăнтăрла вĕçертсе яракан марччĕ-çке», — шухăшларĕ вăл.
— Акă манăн ĕне, — мухтанмасăр чăтса тăраймарĕ Шатра Михала. — Ăратлă выльăх, таса юнлă симменталька.
Виктор хĕрлĕ ĕнене çурăмĕнчен шăлкаларĕ, ăмăрĕнчен лăпкарĕ те, пĕшкĕнсе пысăк çиллине пур енчен те хыпаласа пăхрĕ. Хыçалти чĕччисенчен пĕр шит çӳлерех чăх çăмарти пысăкăш мăкăль пур. Ана алпа сĕртĕнсенех, ĕне хӳрипе çапкалама, тапма пуçларĕ. Çак мăкăле Тараев кăна мар, Шатра Михапа хăй те курчĕ.
— Кала-ха, тархасшăн, пĕчĕк кайăк мĕнпе çапса сиктерсе кăларнă-ши çак мăкăле? — мăшкăлласа ыйтрĕ Виктор. — Ман шутпа, ăна чĕкеç мар, сĕкĕшме юратакан ĕне мăйраки тунă пек туйăнать. Эсĕ мĕнле шутлатăн?
— Шуйттан пĕлет вĕсене. Ĕне те сĕкме пултарнă, — килĕшнĕ пек пулчĕ Баранов. — Пĕлместĕн-и, ĕнене сыватас тесен мĕн тумаллине?
— Ик-виçĕ кун килтех тытса усра. Чĕкеç йăвисене чĕппи-мĕнĕпе тепĕр хут малтанхи вырăна вырнаçтарса ларт. Эпĕ вара тавлашура çиеле тухнăшăн эрех вырăнне пĕр курка шыв ĕçем. Юрать-и?
— Юрамасăр, ĕç. Витри те, курки те çенĕкре. Тараев тараватлă хуçана тав турĕ те çенĕке кĕчĕ. Унăн пурне те сăнама юратакан куçĕсем стена çумне çапнă пăтаран икĕ кĕпçеллĕ пăшал çакăнса тăнине кур-чĕç. Унпа юнашар çапнă пăта пушă. «Тепĕр пăшалĕ çук, — шухăшларĕ вăл. — Ку Ижевскра тунă çĕнĕ пăшалĕ Барановăн хăйĕн ĕнтĕ. Чĕкеç хĕлле кашкăр тытнă çĕре, Дамаск хурçинчен тунă тĕрĕллĕ кĕпçеллĕ пăшал çакса пынăччĕ. Йытти те, пăшалĕ те çук. Чĕкеçĕ хăй те курăнмасть. Сунара кайман-ши вăл?»
Çак шухăш Тараева шыв ĕçес килнине те мантарчĕ. Вăл урама тухса сунар станцийĕ еннелле чупнă пекех хăвăрт утса кайрĕ.
— Юлташсем, — терĕ вăл хăйне кĕтсе тăнă егерьсене курсан, — паян пирĕн ку таранччен нимпе те алла çакланман браконьера тытмалла. Эсир хатĕр-и?
— Чĕкеç сунара тухнă-им? — тĕлĕнчĕ Максим Максимч. — Çуллахи сунара пĕр уйăх маларах пуçлас терĕ-ши вăл?
— Браконьер срокне-мĕнне пăхмасть, пăшал тытать те кĕрслеттерет. Пирĕн вăл ăçта пăшал пенине çеç пĕлме тăрăшмалла. Вăл сунара тухни-тухманни пирки иккĕленессĕм çук, килĕнче йытти те, пăшалĕ те çук. Мĕнле шутлатăр, хăш вăрманта шырамалла ăна?
— Иртнĕ эрнере Тайлăк катара виçĕ хутчен кĕтмел çырли татса çӳренине курнăччĕ. Хăйпе пĕрле йыттине илсе тухнăран эпĕ ăна кайăк чĕпписем вĕçекен пуличчен вăрмана йытăпа тухма юрамасть терĕм. «Хураçка — ăслă йытă, тăрна чĕпписене тытмасть, ан хăра!» — тесе мăшкăлларĕ, — хăйĕн яланхи йăлипе сăмах вĕçĕсене çăтса каларĕ Тăрна Иванĕ. Егерьсем кулса ячĕç.
— Вăл унта, çырла татнă пек туса, ăсансем пурриçуккине тĕрĕслесе çӳренĕ ĕнтĕ. Таксаци тунă чух катара миçе пуслăх тупнăччĕ-ха? — ыйтрĕ Виктор.
— Ăсан пуслăхĕ улттă, пăчăрпа шурă хир чăххи пуслăхĕсем — виçшер, — хуравларĕ Капитонов.
— Айтăр эппин, унта кайса пăхар. Чĕкеç вăрттăн сунара тухнă пулсан, ăна е çул çинче хирĕç пулăпăр, е пăшал пенĕ çĕртех çитсе тытăпăр, — терĕ Виктор.
Егерьсем уя тухнă çĕре хĕвел чылаях çӳле хăпарчĕ. Улăхра сывлăм шывĕ типнĕпе пĕрех, тумламĕсем курăнмаççĕ, ура пуçне çеç йĕпеткелет. Ĕçчен пыл хурчĕсем чечек çийĕн нăрлатса вĕçсе çӳреççĕ. Курăк ăшĕнче шăрчăк чăрлатать. Пур енчен те путенесем авăтни илтĕнет. Пуç тăрринчех тăри янравлă юррине шăрантарать. Уяр та шăрăх кун пуласси паллах. Пăчăланса çитиччен катана пырса кĕрес тесе егерьсем васкаса утаççĕ. Лапсăркка йывăç айĕнче тӳсме çук шăрăх чух та сулхăн-çке.
Тайлăк ката патне çитесси пĕр çухрăма яхăн юлсан инçетрен икĕ хут пăшал пени илтĕнчĕ. Ку егерьсене пушăпа çаптарнă пекех хăваларĕ. Вунă минут та иртмерĕ пулĕ, вĕсем колхоз уйне шĕвĕр савăл пек çурса кĕрекен ката кĕтесси патне çитрĕç. Шăпах çак вăхăтра çывăхри йывăçсем хушшипе пăшал çакнă Чĕкеç утса пыни курăнчĕ. Пĕрне-пĕри курсан егерьсем те, хĕр те тăпах чарăнса тăчĕç. Чĕкеç вăрăм курăк ăшне темскер вăркăнтарчĕ те йыттине аллипе ял еннелле кăтартрĕ.
— Хураçка, киле вĕçтер!
Лайка тепре каласса кĕтмерĕ, хăлхисене лăпчăтрĕ те катапа Аслă Улкаш хушшинче выртакан сĕлĕ пуссине чăмрĕ. Унтан Чĕкеç каялла çаврăнчĕ, пăшалне алла илчĕ те йывăç тĕммисем хушшипе вĕлтлетме тытăнчĕ.
— Куçран ан çухатăр! — кăшкăрчĕ Тараев. — Хăвăртрах хăвалăр. Тытсан мана чĕнĕр. Унччен эпĕ вăл курăк ăшне ывăтнă япалана шыраса пăхам. Ку сунар трофейĕ пулма кирлĕ.
Егерьсем хĕр хыççăн чупрĕç. Капитонов сылтăм енче, Тевенешев — сулахайра, Журавлев — тӳрех хĕр хыççăн. Кĕçех вĕсем пурте вăрман ăшне кĕрсе куçран çухалчĕç.
«Эх, Чĕкеç, хĕр те ăна! — шухăшра та пулин мухтамасăр чăтаймарĕ Тараев. — Епле лайăх итлеме вĕрентнĕ вăл йыттине. Хураçки тарса хăтăлĕ ĕнтĕ, хăй лекетех. Виçĕ арçын пĕр хĕре хуса çитмеллех».
Тайлăк ката çӳлтен пăхсан тан ураллă виçкĕтеслĕх пек курăнмалла. Унăн ик ури — колхоз уйĕсем, аялти енĕ — патшалăх вăрманĕ çумĕпе выртакан шурлăх. Ката хуçи — Улкаш колхозĕ. Ытти колхоз вăрманĕсем пекех вăл самаях çаралса юлнă. Вырăнăн-вырăнăн кăна çамрăк ăвăслăхсемпе шĕшкĕ чăтлăхĕсем курăн-калаççĕ. Çавăнпа унта шанчăклă пытанмалли вырăн тем чул шырасан та тупăнас çук. Ăна Чĕкеç те аван пĕлмелле. Апла пулсан, вăл егерьсене улталаса каялла çаврăнмалла та уй урлă киле тармалла. Çавăнпа Тараев ăна малтан курнă вырăнтах кĕтсе тăма шӳхăшларĕ. Чĕкеç персе хăварнă япалана шыраса тупасси йывăрах пулмарĕ. Ку — мăйĕсене пĕрле туртса çыхнă икĕ ăсан чăххипе пĕр ăсан автанĕ пулчĕ.
«Пурнăç питĕ кăткăс япала, — ĕçсĕр тăнă чух шухăшла пуçларĕ Виктор. — Çак Чĕкеçех илер. Ним каламалли те çук, пĕвĕ-сийĕнчен пăхсан чип-чипер хĕрех. Анчах ăшĕнче ун чĕр шуйттан ларать. Мĕн чул сăтăр тăвать вăл чĕр чун тĕнчине! Унăн пултарулăхне тĕрĕс çулпа янă пулсан вăл питĕ усăллă, питĕ кирлĕ çын пулмаллаччĕ. Халĕ унран мĕнле хăтăлмаллине пĕлмесĕр асапланатпăр. Кам айăплă-ха вăл пăсăк çын пулса тăнăшăн? Халăх мар ĕнтĕ, ашшĕпе амăшĕ çеç айăплă. Хура чăхăн чĕппи те хура пулать теççĕ».
Пĕр сехетрен кая мар кĕтсе тăчĕ Виктор. Анчах Чĕкеç килни те курăнмарĕ, егерьсем чĕнни те илтĕнмерĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Тайлăк ката витĕр чупса мар, утса пырсан та çур сехетре тухмалла. Пурте нумайлăха çухални ырра маррине сиссе вăл хăй вĕсене шырама шухăшларĕ. Вара Чĕкеç трофейне çĕклерĕ те вăрманалла утрĕ.
Вунă минут та иртмерĕ пулĕ, Тараев малта çынсем харкашнине илтрĕ. «Егерьсем пулас. Такама вăрçаççĕ, — ăнкартрĕ вăл. — Хытă тарăхнипе браконьера хĕнемесен юрĕччĕ».
Çак шухăшпа вăл хăвăртрах утрĕ. Ятлаçакансем чăнахах егерьсем пулчĕç. Вĕсем шурлăх патне анакан тайлăкри гектара яхăн вырăн йышăнакан шĕшкĕлĕх патне чарăннă та аллисемпе сулкаласа, хĕрсе тавлашаççĕ.
— Эп калатăп çак чăтлăха чупса кĕчĕ тесе, — кăшкăрать Тăрна Иванĕ. — Манран утмăл-çитмĕл утăм маларах çеçчĕ, питĕ лайăх куртăм.
— Тĕлĕкре-и? Тĕлĕкре мулкач та тилĕ тытса курать тет, — витлесе каларĕ Тевенешев. — Ăна пытанмалăх кунта вырăн та çук. Эпир кашни шĕшкĕ тĕммине тенĕ пек виçшер хут хыпашласа тухрăмăр. Вăл йĕп мар-çке, ăçта кайса кĕчĕ пулĕ тетĕн?
— Чăнах ĕнтĕ, Чĕкеç йĕп те мар, куç пăвма та пĕлес çук. Çапах эпир ăна куçран çухатрăмăр. Хамăрах айăплă. Виççĕн пĕр хĕре хуса çитеймерĕмĕр, мĕшĕлтисем. Эх, хулăпа çаптаракан çук пире, — хушса хучĕ Капитонов.
— Алла лекмерĕ. Тытнă пулсан тӳрех çивĕчĕсене касса татнă пулăттăм. Тахçанах хампа пĕрле хачă чиксе çӳретĕп. Акă вăл! — Тевенешев сумкинчен сурăх çăмĕ касмалли хачă кăларса кăтартрĕ. — Хăçан та пулин лекĕ-ха.
Тараев юлташĕсене ăшă сăмахпа йăпатасшăнччĕ, тăрук пĕр тайăлса ӳснĕ лапсăркка вĕренен аялти турачĕсем силленнине курса унта тинкерме пуçланипе калас сăмахсене манчĕ. Çил те çук, ытти йывăç тăррисем те хускалмаççĕ. Кам силлет вĕрене турачĕсене?
Сăнаса пăхсан Виктор унта Чĕкеç пытанса ларнине курчĕ. Егерьсем хĕр енне çурăмпа çаврăнса тăнă пирки ăна курман. Чĕкеç хăй те тепĕр еннелле пăхса ларать. Апла пулсан, вăл Тараев хăйне тупнине пĕлеймерĕ ĕнтĕ. Виктор малтанах юлташĕсене браконьер ăçта пытанса ларнине кăтартма шухăшланăччĕ, анчах ăна пĕр сăлтав чарчĕ: Чĕкеç, пытанма васканипе пулас, хыçалти кĕпе арки туратран çакланса уçăлса тăнине сисмен. Ку ĕнтĕ уншăн пысăк инкек. Виктор сехметлĕ хĕре арçынсене кăтартса намăслантарма пултараймарĕ.
— Кайăк алла кĕмерĕ-и? — кулса ыйтрĕ вăл юлташĕсенчен. — Мĕн тăвас тетĕр?
— Чĕкеç вăл пысăк кайăк мар, анчах вĕçме ăста. Тарса хăтăлчĕ. Мăшкăл мар-и, кашнинчех çапла тăвать. Эсĕ унăн трофейне тупрăн-и? — ыйтрĕ аслă егерь.
— Тупрăм. Виçĕ кайăк тытнă: икĕ ăсан чăххипе пĕр ăсан автанĕ. Кашни кайăкшăн çĕр тенкĕ штрафласан шăпах егерьсен çур уйăх шалăвĕ чухлĕ тӳлемелле пулать ĕнтĕ. Эпĕ протокол çырма хатĕрленнĕччĕ, хĕр арçынсенчен йăрăрах пулни хупларĕ.
— Виктор Николаевич, ăна кайăк тытнăшăн халĕ штрафлама юрамасть-и? Эпир ăна сунарта пулнине лайăх куртăмăр-çке, сунар инспекцийĕнче пире ĕненме кирлĕ, — терĕ Журавлев.
— Тытман вăрă вăрă мар тенине илтмен-им? Браконьера та тытмасăр айăплама юрамасть.
— Халĕ мĕн тăвас? Тепре ухтарса тухас мар-и çак шĕшкĕлĕхе? — çӳлтен пăхнипе ал лаппи çинчи пек курăнакан шĕшкĕ кати çине кăтартса ыйтрĕ Тевенешев.
— Вăхăта сая яни çеç пулĕ. Ĕç нумай, вăхăт сахал. Эсир сунар станцине таврăнăр, ман Паланов патне каймалла. Каçчен сывă пулăр!
Егерьсем вăрман хĕрнелле утрĕç. Вĕсем халĕ те лăпланаймарĕç пулмалла, хытă калаçаççĕ, Чĕкеç тарса хăтăлнишĕн кама айăпламаллине пĕлмесĕр хĕрсе тавлашаççĕ. Çапах та хăйсем инçете кайса пынă май вĕсен сассисем илтĕнми пулса пычĕç.
Юлташĕсене ăсатсанах Тараев браконьера пытарса тăракан тайлăк вĕрене çумне пырса тайăнчĕ. «Эпĕ хăйне курнине пĕлмест ĕнтĕ вăл, — шухăшларĕ Вик-тор. — Апла эпĕ кунтан каясса кĕтсе ларĕ ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ кĕтме пултарĕ-ши? Сăнаса пăхас...»
Чĕкеç ăшĕнче мĕн пулса иртнине пĕлес тесен пирĕн кăшт каялла таврăнмалла.
Çуркуннеренпе питĕ салху çӳрекен пулчĕ вăл. Кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр иртсе пычĕ. Чĕкеç тунсăхлани çеç иртмерĕ. Пĕтĕм тĕнчере пĕр-пĕччен тăрса юлнă пек туйăнакан пулчĕ ăна. Хăш чух ун чунĕ çынсем патне туртăнать, тепĕр чухне пуринчен те тарса пытанма тăрăшать. Мĕншĕн çапла ăшаланса çӳренине малтанах хăй те пĕлместчĕ. Каярахпа тавçăрса илчĕ. Чун канăçлăхне Тараевшăн çухатнă-çке вăл. Çавăншăн асапланать. Лешĕ вара ун çине çаврăнса та пăхмасть. «Уншăн пулсан эпĕ пурри-çукки пурпĕрех. Мана вăл ним вырăнне те хумасть. Анчах эпĕ çак пурнăçа урăх тӳсме пултараймастăп. Хам ăшри сисĕмсене пĕлтермелле ăна. Мана юратма пултарсан юраттăр, юратмасть пулсан шанчăк та ан патăр. Хăй патне каяс та тӳрех калас».
Çак шухăшпа пырса кĕнĕччĕ вăл çурхи каç Тараев патне. Ун чух каччă хăйне юратманнине аванах сисрĕ. Чунĕ тăвăнса çитнипе вăл ăна тем тĕрлĕ киревсĕр сăмахсем каласа хăртнăччĕ. Тараев вара Чĕкеçе пӳлĕмрен те хуса ямарĕ, усал сăмах каласа та кӳрентермерĕ. Çавăнпа ун ăшĕнчи вут сӳнес вырăнне тата вăйлăрах хыпса тухрĕ.
Кашкăр çурисем тытни çинчен кĕрсе пĕлтерни вут çине çу сапнă пекех пулчĕ. Çавăн хыççăн Чĕкеç пĕтĕм чунĕпе Виктор патне туртăна пуçларĕ. «Маншăн тĕнчере урăх каччă пулман та, пулас та çук, — тесе шутларĕ вăл. — Викторшăн çеç тапать ман чĕре. Чи çутă ĕмĕт — унпа пĕрле пурăнасси».
Тепĕр кунне вăл хăйĕн чи лайăх тумтирне тăхăнчĕ те сунар станцийĕ умĕнчен утса иртрĕ. Телее, Виктор ун чух чӳречерен урамалла пăхса тăратчĕ. Анчах вăл Чĕкеçе чĕнсе илме мар, пуç тайса та саламламарĕ. Чунĕ кӳтсе килнипе хĕр килне таврăнчĕ те кунĕпех вĕри куççулĕпе минтер питне ислетрĕ.
Тараев хăй çине çаврăнса та пăхманни ытла та кăмăла хуçрĕ. «Кушак шăшипе вылянă пек вылять вăл манпа, — шухăшларĕ Чĕкеç хурланса. — Анчах эпĕ шăши мар, ман кăкăрта этем чĕри тапать. Хам ытти çынсенчен мĕнпе те пулин катăккине те сисменччĕ ку таранччен. Мĕнле те пулин ăна хам çине пăхтарасах пулать. Йăваш пулнине курмасть пулсан тарăхтарса пăхас. Тен, ун чух çут тĕнчере Чĕкеç пуррине курĕ. Сиввĕн те пулин пăхтăрччĕ. Вĕчĕрхенсе пăхни те пачах пăхманнинчен аванрах».
Тараев чунне ыраттарас тесен мĕн тумаллине лайăх пĕлет Чĕкеç. «Тĕнчере вăл нимрен ытла сунар кайăкĕсене юратать. Сунар чарнă вăхăтра вĕсене тытнине пĕлсен вăл урсах каймалла. Асан тытма каяс. Егерьсенчен тарса хăтăласси ним те мар, Викторне хăйне тĕл пулсан юриех вăрманта хам мĕн туса çӳренине кăтартатăп. Ун чух тин вăл мана кушак тытнă шăши вырăнне хуми пулĕ».
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...