Кайăк тусĕ :: 22. Чĕнмен хăна
Çак сăмахсене вуласа тухсан Тараев епле урса кайни каламасăрах паллă.
— Сысна! — сасăпах кăшкăрса ячĕ вăл. — Хăйĕн костюмне шеллет, эпĕ çур çул ырми-канми ĕçлесе сивĕ чух шăнса-кӳтсе, шăрăх чух вăрăм тунасене хам юна сăхтарса, ирне-каçне пăхмасăр тискер кайăксене ӳкересшĕн çунса çӳренине ним вырăнне те хумасть. Çав кирлĕ-ха мана, тăманана! Малашне ăслăрах та асăрханарах туслашмалла çынсемпе.
Шăпах тепĕр эрнерен сунар станцине Мускавра тухакан «Сунар» ятлă журналăн çĕнĕ номерĕ çитрĕ. Ана пăхса ларнă чух Виктор «Ула кураксене хӳтĕлемелле» ятлă пысăк статья хыçне «Я.С. Тертицкий» тесе алă пуснине курчĕ те кăсăклансах вула пуçларĕ. Автор «сунар хуçалăхĕсенче ула кураксене сăтăр тăвакан чĕр чунсем шутне кĕртсе пĕр шеллемесĕр пĕтерме тытăннăшăн» сунарçăсемпе егерьсене айăплать, тăн çитереймеççĕ тесе питлет. Автор шучĕпе, тыр-пула пĕтерсе пурăнакан хурт-кăпшанкăсене çиекен кайăксем хушшинче ула курак малти ретре тăрать. Сунарçăсем çав усăллă кайăка ытти ырă кайăк йăвинчи çăмартасемпе вĕçме пултарайман чĕпсене çинипе пысăк сăтăр тăвать тесе шутлаççĕ, анчах ку, Тертицкий шучĕпе, пĕртте тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен вăл хăй Улкашри сунар хуçалăхне командировкăна кайсан юри тытнă ула курак ăшĕнчен тухнă çĕрсе кайма ĕлкĕреймен апат-çимĕçе микроскоппа пăхса сăнанă хыççăн вĕсем хурт-кăпшанкăпа çеç тăранса пурăннине лайăх пĕлнĕ пулать. «Кайăк кăвакалĕсемпе ытти сунар кайăкĕсене хăш-пĕр чух ула курак, чăнах та, сăтăр тума пултарать, анчах уншăн кăвакалсем хăйсем айăплă: вĕсем йăвисене ăста пытарма пĕлмеççĕ. Апла пулсан, ула курак пурăнма пĕлмен сунар кайăкĕсене йăх ĕрчетме чăрмантарни сунар кайăкĕсен несĕлне усă парать çеç, мĕншĕн тесен нурăнма юрăхсăр кайăксене тытса пурнăçа юрăхлисен йышне тасатать. Çавăнпа ула кураксене пĕтерес текен айван çынсене халех тăна кĕртмелле», — тенĕ Тертицкий статйи вĕçĕнче.
Çакна вуласан Тараев хĕрхӳн кулмасăр чăтаймарĕ. «Ĕмĕрте пĕр ула курак хырăмĕнче мĕн пуррине курнă та мĕнле вывод туса хунă пулас ученăй, — шухăшларĕ вăл. — Июль уйăхĕнче ула курак хырăмне кайăк кăвакалĕпе ăсан çăмартисем кĕреймеççĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çав уйăхра сунар кайăкĕсен çăмартинчен тухнă чĕпсем сывлăшра вĕçсе çӳреççĕ». Малтан ун çинчен редакцие çырас тенĕччĕ, кайран Тертицкийпе тĕл пулсан хăйне ăнлантарма çеç шутларĕ Тараев.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...