Кайăк тусĕ :: 21. Вăрманти каç
Пурте Элемов енне çаврăнчĕç. Унăн ахаль те пысăк куçĕ вут çутинче тата ытларах пысăкланнăн курăнчĕ.
— Мĕнле халап вăл? Каласа кăтарт-ха пире! — терĕ учительница.
— Ĕлĕк-авал пĕр сĕм вăрманти ялта Йăсманти ятлă çын пурăннă тет. Унăн урхамах пек лаша пулнă тет. Çав лашана ытла та шухă пулнăран ытти лашасемпе пĕрле касăва яма хушман пирки Йăсманти пĕччен вĕренлесе усранă тет. Пĕрре, каçа хирĕç, вăл урхамахне утланса вăрман хĕрне пынă та çерем лаптăкне кăкарса хăварнă тет. Этем лаша çине утланса пынине ватă йывăç тăрринче ларнă арçури курнă тет. Вара унăн та лаша çине утланса курас килнĕ-мĕн. Вăл юман çинчен аннă та Йăсманти лашине вĕрентен вĕçертсе утланса ларнă. Сехĕрленнĕ урхамах хирелле тапса сикнĕ тет.
Ут утланса çӳресси арçури кăмăлне кайнăран вăл тул çутăличченех çулсăр-мĕнсĕр ăна сиккипе чуптарнă тет. Ирпе лашине шăварма пырсан Йăсманти ăна аран-аран палласа илнĕ пулать; вăл лачкам шыв пулнă-мĕн, унăн пĕççисем тăрăх шурă кăпăк юхса тăнă тата выçса хăрăннă пирки чарисем путсах кĕнĕ. Урхамах хуçи шалтах аптраса ӳкнĕ. «Кам мурĕ ман лашана çĕрĕпех ĕрĕхтерсе çӳренĕ-ши? Пĕр-пĕр шаймăк ача мăшкăлламасть-ши?» — тесе шухăшланă тет вăл.
Лашине кам асаплантарнине пĕлес тесе каç кӳлĕм ăна малтанхи çерем лаптăкĕ çинех вĕренленĕ хыççăн вăл киле кайнă пек тунă тет те хăй вăрмана пытанса тăнă тет.
— Хуçи киле кайрĕ, халĕ лаша пăхма манăн черет çитрĕ, — тесе каларĕ тет арçури юман тăрринчен çĕре анса.
Унтан урхамаха тытса утланнă та татах çĕрĕпех ĕрĕхтерсе çӳренĕ тет. Йăсманти яла таврăнса ватă çынсене мĕн курнине каласа панă тет.
— Арçурийĕ мĕнлерех? — тесе ыйтнă тет ват çынсем.
— Хăй вăл çичĕ çулхи ача пысăкăш, пуçĕнчен пуçласа ура лаппине çитичченех ӳчĕ кăвак çăмпа витĕннĕ, пичĕ çап-çара тата хыçĕнче вăрăм хӳри пăяв пек явкаланса тăрать, — тенĕ тет Йăсманти.
Ватă çынсем арçурие лаша утланса çӳреме пăрахтарас тесе Йăсмантие урхамах çурăмне ирĕлтернĕ сухăр сĕрме хушнă тет. Лаша хуçи çаплах тунă. Каç пулсан вăл ăна татах малтанхи вырăна пырса вĕренленĕ. Арçури начарланса кайнă ута виççĕмĕш хут утланса уй тăрăх вĕçтерсе çӳренĕ. Анчах ирхине çĕре анайман, мĕншĕн тесен унăн çăмĕ лаша çурăмĕ çумне сухăрпа çыпçăнса ларнă тет. Тул çутăлсан вăл лашипех яла пырса кĕнĕ.
— Йăсманти пичче, тархасшăн, мана анма пулăшха, — йăлăнма тытăннă тет вăл. — Аллăмпа тытап, ал çыпăçать, паттипе пусап, патти çыпăçать.
— Утланма ăс çитертĕн пулсан çĕре анма та пĕлес пулать! — сиввĕн каланă тет лаша хуçи. Унтан сарайĕнчен чĕн пушă илсе килнĕ тет.
Çак вăхăтра лаша çурăмĕ çумне çыпăçса ларнă арçурие курма пĕтĕм ял халăхĕ ватти-вĕттипех пухăннă тет. Намăс курнă арçури чунтан хурланса макăра пуçланă тет. «Яла кĕрсен ял кулли, уя тухсан уй кулли!» — тесе ĕсĕкленĕ тет хăй.
Вара Йăсманти тапратрĕ тет ăна чĕн пушăпа çунтарма. Кашни çапмассерен хăй: «Çуран çӳре! Лаша çине нихçан ан утлан!» — тесе каланă тет.
Вăй пĕтиччен хĕнесен Йасманти арçурие çӳçĕнчен сĕтĕрсе çĕре антарнă тет.
— Эпĕ хам ĕçе турăм, халĕ сана вăрмана çитиччен манăн тăватă ураллă тарçă ăсатса ярĕ, — тенĕ тет лаша хуçи сăнчăрти йыттине вĕçертсе. — Парпус, ĕс! Тула ăна, Парпус, ĕс!
Хаяр йытă арçурие уй урлă каçичченех туласа пынă тет.
Çавăн хыççăн арçури çынсене курайми пулнă тет...
Куçĕсене чарса пăрахнă ачасем пĕр сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕç çак халапа. Йăкăнат шăплансан та нумайччен сăмах хушмарĕç вĕсем.
— Çав кирлĕ ăна, йĕксĕке! — çиллессĕн каларĕ кăштахран имшеркке Иван.
— Ман шутпа, Йăсманти ытлашши иртĕннĕ. Арçурие чĕн пушăпа çунтарма та, йытăпа тулаттарма та кирлĕ пулман. Лаша çине утланма юраманнине ăна сăмахпа каласа та ăнлантарма пулнă. Вăл пур, тӳрех хĕнеме тытăннă, — хăйĕн яланхи çемçе сассипе хĕрхенчĕклĕн хаш! хуйхăрса ячĕ Ира.
— Сан шутупа, арçури мĕн вăл? — ыйтрĕ Кроликов.
— Упăте пулĕ, — кăштах иккĕленсе хуравларĕ хĕр ача.
Çакна илтсен пĕрисем кулса ячĕç, теприсем хĕрлĕ çӳçлĕ хĕр ача çине, ăна пĕрремĕш хут курнă пек, тĕлĕнсе пăхрĕç.
— Эпĕ Ира шухăшĕпе килĕшетĕп, — терĕ Гена. — Ман шутпа та, авалхи чăвашсем упăтене арçури тенĕ пулмалла.
— Мĕншĕн ун пек шутлатăн? Чăваш çĕршывĕнче упăте таврашĕ нихçан та пулман-çке, — терĕ Таня.
— Кам пĕлет, тен, ĕлĕк-авал чăвашсем нихçан хĕл ларман ăшă çĕршывра пурăннă пулĕ. Унта упăтесемпе тĕл пулма пултарнă ĕнтĕ вĕсем. Эпĕ те арçури çинчен пĕр юмах илтнĕ. Унта та арçурие упăте майлă сăнласа панă. Вăл вăрăм хӳреллĕ, пичĕ унăн çыннăнни пекех çара, сăмси çукпа пĕрех, тутисенчен çӳлерех курăнакан икĕ хура шăтăк çеç вăл пурри çинчен калать, çăмĕ çемçе, хăмăр, аллисем вăрăм, куçĕ хĕсĕк те пиçĕк, шăлĕсем шултра та сайра. Пĕр сăмахпа каласан, каснă-лартнă пирĕн Иван Кроликов пек.
— Манăн хӳре çук! — кăшкăрса ячĕ имшер ача.
— Суятăн пулĕ, пар-ха, хыпаласа пăхам! — аллине тăсса каларĕ Йăкăнат.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Чарăнăр! — хăтăрса илчĕ учительница. — Сирĕн яланах алхасас шухăш. Гена, юмахна малалла кала!
— Эпĕ илтнĕ юмахри арçури те вăрманта пурăнать. Пуринчен ытла вăл сĕм вăрманта каçа юлнă çынсене çĕтерсе яма юратать. Кам та пулин юлташне чĕнсе а-у! тесе кăшкăрнине илтсенех вăл ăна сасă парать те вăрман ăшне шалтан шала илсе каять. Çын ывăнса çитсен вăл ун умне тухса тăрать те: «Катти пар!>> — тесе ыйтать. Катти тесе арçури сахăра калать тет. Çыннăн кĕсйинче сахăр пулсан вăл ăна илет те аташса кайнă этеме киле каймалли çул ăçтине кăтартать. Сахăр памасан вара, ăна çавăнтах кăтăкласа вĕлерсе, шăлĕсене кăларса илет те сахăр вырăнне шатăр-шатăр шатăртаттарса çиет тет.
— Юмахçăсем туртса кăларнă ĕнтĕ çак халапсене. Арçури, шыври, хĕртсурт, вутăш, киремет таврашсене халĕ тĕшмĕшлĕ çынсем çеç ĕненеççĕ. Тĕнчере унашкал усал-тĕсел çук, — татăклă каларĕ Лена.
Ачасем ним те чĕнмерĕç. Вĕсем çăтăртатса çунакан хăрăк туратсенчен хăйпăннă ылтăн хĕлхемсем йывăçсенчен çӳлерех вĕçсе хăпарса сӳннине куç сиктермесĕр сăнаса лараççĕ. Кăвайт çунса пĕте пуçланипе пур енчен те сĕм тĕттĕм хĕссе килет. Анчах çав самантрах тахăшĕ вутта тепĕр çĕклем çапă пырса пăрахать. Вара çулăм чĕлхисем вăрăмланаççĕ, хĕрлĕ хĕлхемсем тата çӳлерех çĕкленеççĕ те, хура тĕттĕм каялла чакать.
— Тĕшмĕш... Упăте... — мăкăртатрĕ хыçаларах аçам пĕркенсе выртнă Уçтим мучи кĕтмен çĕртен тăрса ларса. — Тĕнчере мĕнпурĕ те вун-вун икĕ çул кăна пурăннă, çапах пурне те пĕлетпĕр тесе шутлаççĕ. Ваттисенчен ыйтса пăхасчĕ. Кăвакарнă пуç ытларах пĕлекенччĕ, вăл мĕн калĕ.
— Мучи, эпир сана çывăрать пулĕ тесе чăрмантарас мар терĕмĕр. Каçарсамччĕ пире, — сăпайлăн каларĕ Йăкăнат. — Арçури çинчен ху мĕн пĕлнине пире каласа памăн-ши?
— Çак вăрманта икĕ арçури пурăнать, — пуçларĕ старик шăлсăр çăварĕпе темскер чăмланă пек кавлекелесе. — Пĕрне хам курнă, теприн çинчен çынсем каланине илтнĕ. Упăте вăл — выльăх, тискер кайăк, арçури — кĕлтумасăр вилнĕ çын чунĕнчен пулнă ырă.Тĕнчере ама арçури те, аçа арçури те пур, Кунти вăрманта пурăнаканĕсем иккĕшĕ те аçа арçурисем.
— Вĕсем мĕнле çын чунĕнчен пулнă-ши! Эсĕ пире вĕсемпе хăçан тĕл пулнине каласа пар-ха! — кăшт кăна палăрмалла тăрăхланă пек каларĕ Тараев.
— Усрав шывĕпе Ăтăр çырми хушшинче кашласа ларакан сĕм вăрмана авалранпа Арçури вăрманĕ тенĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Арçурисем пурăннăран ĕнтĕ. Эпĕ яш ача чухне кунта аттепе пĕрле курăс хутма килнĕччĕ. Атте çыран хĕрне çĕр пӳрт тунăччĕ. Малтанхи каç эпĕ çĕрĕпех куç хупаймарăм. Тĕттĕм пулсанах арçурисем çухăра пуçларĕç те тул çутăлсан тин шăпланчĕç. Тепĕр кунне апат хыççăн атте канма выртрĕ, мана Арçури вăрманĕ ăшне кайса çăка касма хушрĕ. Хальхи çамрăксем мĕнле çăка хуппинчен лайăх курăс тухассине пĕлмеççĕ ĕнтĕ, эпир ăна ача чухнех чухланă. Туратсăр яштака çăка хуппинчен хутса тунă курăс хаклăрах: унтан чăпта çапма та, ашăк çыхма та, вĕрен явма та ансат. Çавăн йышши яка çăка шыраса эпĕ вăрман ăшне шалтан шала кĕрсе пытăм. Унталла пăхатăп, кунталла пăхап — ниçта пĕр хӳхĕм çăка курăнмасть. Ак тамаша, ăçта хăямата кайса кĕнĕ вĕсем? Çăкалăхра çăка çук! Хутран-ситрен çеç тахçан ватăлса хăрса пĕтнĕ турат-тĕретлĕ хăвăл çăкасем курăнкалаççĕ. Мăшкăл мар-и ку? Тарăхнипе тата шаларах кĕретĕп. Пĕр çăка та çук. Юман, чăрăш, вĕрене, хурама пур, çăка таврашĕ ниçта та курăнмасть. Аптăранипе каялла Ăтăр çырми хĕрне тухас пулĕ терĕм. Вăрман ăшне кĕнĕ чух пĕрмаях çырма патĕнчен тăвалла утса хăпарнине астуса халĕ анаталла утма шухăшларăм. Шухăшласса шухăшларăм та — кĕçех куçа-пуçа чарсах пăрахрăм: манăн урасем анаталла мар, тăвалла утаççĕ. Тарăхса варт! Çарăнтăм та татах анаталла утрăм. Çĕр утăм та каяймарăм пулĕ, пăхатăп — хам татах тăвалла тапаçланса хăпаратăп-мĕн. Чун шиклене пуçларĕ, çамкана сив тар тапса тухрĕ. Сехĕрленсе тавралла пăхса çаврăнатăп та тепĕр хут анаталла кайма тытăнатăп, анчах нумай вăхăт иртмерĕ, хам тăвалла хăпарнине туйса илетеп. Вара тăваттăмĕш, вуннăмĕш, çирĕммĕш, аллăмĕш хут та аялалла утса анма тытăнтăм пулĕ. Çук, ним те тухмарĕ. Манăн ывăнса çитнĕ урасем çӳлелле кăна кармакланаççĕ. Мĕн тăвас? Çитменнине, каç пулса килчĕ. Астăватăп, тӳпере кĕçĕрхи пекех çăлтăрсем мăчлататчĕç, çаврака уйăх çинче вупăр карчăкран тарса кайнă тăлăх хĕр картлă кĕвентепе икĕ витре çĕклесе пыни те аванах палăратчĕ.
Ĕнтĕ хам çĕтсе кайнине тавçăрса илтĕм. Паллах, çав вăхăтра манăн турра асăнса сăхсăхмалла çеç пулнă. Анчах шуйттан та ăна аван пĕлнĕ. Çавăнпа вăл мана турă çинчен пачах мантарнă. Вара çӳлти турăран пулă шу ыйтас вырăнне, эпĕ: «Атте! Атте!» — тесе кăшкăрма тытăнтăм.
— Уçтим, мĕн эсĕ, суккăр мар пулĕ-çке? Ма мана курмастăн? Эпĕ сан умăнтах тăратăп вĕт! — илтĕнчĕ атте сасси.
Чунтан хавасланса сасă енне каятăп. Утатăп-утатăп, утатăп-утатăп — ниепле те атте патне çитейместĕп.
— Атте-е-е! Эсĕ ăçта? — макăра-макăра чĕнетĕп ăна.
— Кунтах-ха, кунтах! Акă куратăн-и, йывăç турачĕсене силлетĕп! — тет атте сасси.
Пăхатăп та савăнса ӳкетĕп: тӳлеккĕн ларакан йывăçсенчен пĕри силленни уйăх çутипе чиперех курăнать. Эпĕ ун патне васкатăп. Чупатăп-чупатăп, чупатăп-чупатăп — ниçта та чупса çитейместĕп. Хам умра такам хăрăк туратсене шатăртаттарса хуçать, тип çулçăсене чăштăртаттарать, анчах ун патне çаплах çитейместĕп. Ним тума пĕлменскер татах чарăнса тăратăп.
— Атте, эсĕ манран таратăн пулĕ, сан патна пыраймастăп. Ху кил-ха кунта! — макăратăп эпĕ.
— Юрĕ-çке, — илтĕнет атте сасси темшĕн çӳлтен, пĕлĕтсем патĕнчен. — Акă кур, эпĕ сан умăнта тăратăп! Эпĕ пуçа çĕклерĕм те хытсах кайрăм...
— Уçтим мучи, вара унта мĕн куртăн? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Кроликов.
— Эй, пӳлĕхçĕ! — мăкăртатрĕ старик. — Эпĕ ун чух мĕн курнине урăх никам та ан куртăрччĕ. Манран вунă утăмра ватă йывăçран та çӳллĕрех çын тăра парать. Хăй хуп-хура, çӳçке пуçлă, шăлĕсем икĕ кашта çине ларса тухнă шурă чăхсем пек курăнаççĕ. Анчах ку мĕн! Куçĕсем вара, куçĕсем! Хĕп-хĕрлĕ, кăвар пек çунаççĕ.
— Ха-ха-ха! — çĕр чĕтретсе ахăлтатса ячĕ вăл. — Ух-ху-хи-их!
Тинех пĕлтĕм хама кам вăрман тăрăх аташтарса çӳренине. Атте сасси пулман иккен эпĕ илтнĕ сасă. Вăл арçури çăварĕнчен тухнă. Шиклĕ çыннăн ури çăмăл теççĕ. Вилес пек харанипе эпĕ арçурирен тарма пикентĕм. Таçтан тупăнчĕ вăй, лашаран та хăвăртрах чупатăп. Анчах арçури те юлмасть: пĕрре сылтăм енне тухса кăшкăрать, тепре сулахайра ихĕрет, хыçа юлса чĕчĕ ачи пек макăрать, йытă пек те вĕрет, кашкăрла ӳлет, вăкăрла мĕкĕрет. Тепĕр чух хăлхана çурас пек шари! çухăрать. Мана чупма чарас тесех пулĕ, вăл уйăхпа çăлтăрсене сӳнтерчĕ, вăрман çийĕпе тимĕр витнĕ çурт тăрринче чупакан çын пек кĕмсĕртеттерсе пырать. Вăл-ку юрĕччĕ, тапратрĕ ман çине сурчăкне сирпĕтме. Лачкам шыв пултăм. Çапах малалла ыткăнма чарăнмастăп. Çамрăк пулнă çав, ăс çитереймен. Усалран ăçтан тарса хăтăлăн? Арçури те мана хуса çитрĕ-çитрех. Эпĕ темле ватă йывăçпа танлашнă кăначчĕ, вăл ун çине кăваккăн-симĕссĕн çунакан сурчăкне сурчĕ. Çĕр çулхи юман çурта пек хыпса тухрĕ. Урăх ним те кураймарăм эпĕ. Арçурин тукмак пек чышки ман пуçран тӳнклет-терсенех тăн пĕлми пулса çĕре тачлатнă.
Тепĕр кунне курăс хутма пухăннă халăх пĕтĕм вăрманĕпе мана шыранă. Кăнтăрла иртсен тин тупнă вĕсем. Эпĕ Ăтăр çырминчен вунă çухрăмра тĕтĕм йăсăрлантарса ларакан хуçăк юман патĕнче выртнă-мĕн. Икĕ эрне иртсен тин тăн пĕлекен пулнă. Вăт мĕн туса хучĕ арçури.
Старик шăпланчĕ. Малтан ачасем, унтан Нина Ивановна та Тараев çине ыйтуллăн пăхрĕç. Лешĕ пăшалне тасатса пĕтерсе икĕ патронпа авăрларĕ. Каçхи сасăсем малтанхинчен те хытăрах илтĕнеççĕ. Çывăхра у-а! у-а! тени янăраса кайсан пурте шартах сикрĕç.
— Уçтим мучи, эсĕ çак вăрманта тата тепĕр арçури пур тенĕччĕ. Ун çинчен мĕн илтнĕ? — ыйтрĕ сунарçă.
Старик пăшаллă çын хăйне ĕненменнине сисет, анчах ăна хирĕçлемест. Кукăр чăпăклă чĕлĕмне тултарса чĕртсе ярать те малалла калать.
— Эпĕ курни ватă арçури пулнă. Тепри — çамрăкки. Вĕсем акă мĕнрен пулса кайнă. Авал Ăтăр çырми хĕрринче, кунтан кăшт тăварах, Виçпӳрт ятлă ял ларнă теççĕ. Унта Микихвер ятлă ăста тимĕрçĕ пурăннă пулать. Пĕрре унăн арăмĕ кĕпе çунă чух вакка шуса кайнă та пăрлă шыва путса вилнĕ. Хуйхă çапса хуçнă тимĕрçĕ ик-виçĕ çул тăлăха юлнă ывăлĕпе иккĕш çеç пурăннă. Виççĕмĕш çулне, пĕччен пурнăç йăлăхтарса çитерсен, тепре авланнă. Çĕнĕ мăшăрне вăл Пасарлă ялтан тупса килнĕ. Ку çилхăван пулнă-мĕн. Вăл пырса кĕрсенех Микихверĕн те, унăн çичĕ çулхи ывăлĕн те канăç пĕтнĕ. Çав аскăна юрас тесе упăшки кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, ял-йышпа ятлаçса-вăрçса пĕтнĕ. Пĕррехинче Микихвер матки чирленĕ пек пулнă та упăшкине хăвăртрах упа вачĕ тупса пама хушнă. Тин çеç вĕлернĕ упа вачĕ çеç сыватма пултарнă имĕш ăна. Ун чухне çывăхри упаçăсем мар, пăчăр тытакан сунарçăсем те пулман. Мĕн тăвас? Микихверĕн, ĕмĕрне çерçи те вĕлерсе курманскерĕн, упа тытма ирĕксĕрех хăйĕн каймалла пулнă. Вара сăнă тунă та хайхи — тухса кайнă вăрмана.
Паллах, упа тытасси çава туптасси мар. Микихвер яла урăх таврăнман. Тепĕр эрнерен ашшĕне шырама амаçури ывăлне янă. Çичĕ çулхи ача та вăрмантан каялла таврăнман. Тимĕрçĕ упа айне пулса, ачи шăнса вилнĕ. Вĕсен виллисене никам та çĕр айне чавса хуман, тата пуп таврашĕ те кĕлтуса пытарман. Çав камалсăр вилнĕ çынсенчен пулса кайнă кунти арçурисем. Унтанпа çĕр çул та ытла иртнĕ пулĕ, çапах вĕсем кашни каçах вăрман тăрăх ихĕрсе çӳреççĕ.
«Мучи йăнăшнă. Çăка шыраса çӳренĕ вăхăтра вăл темле пысăк тирĕк евĕрлĕ лупашкана пырса кĕнĕ те унтан тухаймасăр асапланнă. Ашшĕне чĕнме пуçласан, çын сассинчен хăраса темле тискер кайăк тарма пуçланă, вăл ун хыççăн чупнă. Кайран аслатиллĕ çумăр тухнă пулмалла. Çиçĕм çиçсе вăл пырса тăнă юмана аçа çапнă. Ун пуçне хуçăлса аннă турат пырса çапăннă та, вăл тăн пĕлми пулса çĕре ӳкнĕ. Нимле арçури те мар, тĕшмĕше ĕненни хăратнă ăна», — шухăшларĕ Лена. Вăл çав шухăша пурне те каласа парасшăнччĕ, сасартăк çывăхрах: «И-ук! и-ук! и-ук!» — тени тискеррĕн янăраса кайрĕ.
— Уу-ху-ху-хи-и-их! — каçхи шăплăха çурса ячĕ тепĕр сасă çырма леш енчен.
Ачасем, пуçран такам çапасса кĕтнĕ пек, пĕшкĕнсе ларчĕç, çамрăк учительница та хитре куçĕсене чарсах пăрахрĕ.
— Пуçланать, — мăкăртатрĕ Уçтим мучи. Унтан вăл ик-виçĕ хут хĕрес хывса илчĕ.
— Хук! Хук! Хук! — кĕскен пулин те чуна шиклентерсе çухăрчĕ хулăн сасă. — Ха-ха-хах! Ух-ух-ууху! — ахăлтатрĕ сылтăм енче.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...