Кайăк тусĕ :: 6. Хĕр шухăш-туйăмĕ
Хăйсен килĕнче вăрçни-ятлаçни шăкăл-шăкăл калаçса ларнинчен ытларах пулнине Чĕкеç тахçанах сиснĕ, ашшĕпе амăшĕ тӳпелешнине курма та мĕн ачаранпах хăнăхнă. Çапах та вĕсем мĕншĕн çапла харкашса пурăнни çинчен нихçан та шухăшламанччĕ. Юлашки эрнере пĕрремĕш хут çав шухăш пуçа кантра пăри пек шăтарса кĕчĕ те тапратрĕ ыраттарма. «Мĕншĕн?» сăмах чĕлхе вĕçĕнчен кая пĕлмерĕ.
Чăнах та, кил-йышра шăв-шав Чĕкеçсен кăна мар, ялта ытти çынсен те пулкалать ĕнтĕ. Анчах кӳршĕ-аршăсем ятлаçкалаççĕ те темиçе уйăхлăха, тепĕр чух темиçе çуллăха шăпланаççĕ. Чĕкеçсен çеç ун пек мар. Ашшĕ иртен пуçласа каçчен арăслан пек хăрлатса ларать, амăшĕ кунĕ-кунĕпе хура çĕлен пек чашкăрса çӳрет. Çапла пĕр эрне иртет, уйăх иртет, хĕл иртет те çу килет — вĕсем çаплах сехет маятникĕ пек чарăна пĕлмесĕр пĕр-пĕрне киревсĕр сăмахсемпе туптаççĕ. Хăш чух виç-тăватă кун хушши сăмах чĕнмесĕр çӳреççĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине сиввĕн пăхса илеççĕ те тата сăмах чĕнмеççĕ. Юлашкинчен Çинук чăтса тăраймасăр, пĕве татса кайсан шыв шарлама пуçланă пек, тапратать упăшкине киревсĕр сăмахсемпе хăтăрма. Унашкал усал сăмахсем арçын çăварĕнчен тухнине те нихçан та илтмен Чĕкеç. Тепĕр чух Чĕкеçĕн хăйĕн те хутшăнма лекет çав сăмахсемпе хĕрсе перкелешес ĕçе. Ашшĕ вара чăтса тăрать-тăрать те, пĕр-пĕр йывăр япала ярса тытса, ăна арăмĕ тăракан кĕтесе вăркăнтарать. Çинук ун пек чух нихçан та пăрăнмасть, питне çеç чавсипе хӳтĕлеме пăхать, анчах Шатра Михалан пăшал тĕллесе пеме хăнăхнă куçĕ тукмак, кисĕп, тăвар суланчи е урăх сулăмлă япалана та тĕллесе пеме питĕ лайăх пĕлет. Çавăнпа Çинукăн пичĕ-куçĕ яланах кăвакарса-юнăхса ларнă паллăсемпе капăрланнă темелле, çан-çурăмĕнче те кăвакарса çĕрнĕ вырăнсем кĕлмĕç тумтирĕ çинчи саплăксенчен те йышлăрах пулĕ.
Мĕншĕн Чĕкеç ашшĕ-амăшĕ тату пурăнмасть, мĕншĕн пурнăçа телейлĕ тăвакан савăнăç вĕсен килне кĕмесĕр иртсе кайнă?
Çапăçу хыççăн пӳрт пĕр тапхăра шăпланать. Ун пек чух Чĕкеç амăшĕ пуç ыратнине тӳсеймесĕр вырăн çинче ахлатса выртать, ашшĕ читлĕхе хупнă упа пек сехечĕ сехечĕпе кĕтесрен кĕтесе таплаттарса çӳрет. Анчах ку вăрçă чарăннине пĕлтермест, тăшмансем тепĕр тытăçу умĕн канса вăй илни евĕрлĕ çеç пулать. Чăнах та, ик-виçĕ кунтан татах пӳртре усал сăмахсем янăраççĕ, татах калăплă çăпата, вартаса хатĕрленĕ пуртă аври, вут сыппи е тукмак ашшĕ ларнă кĕтесрен амăшĕ тăракан кĕтесе вăркăнать, татах хĕрарăм шари! çухăрни хăлхана çурать...
Чĕкеç ашшĕ ялта пуринпе те хирĕçсе пурăнать, çавăнпа ăна никам та хисеплемест. Кӳршĕсем ăна кураймаççĕ. Тепĕр тесен, унашкал çынна кам хисеплетĕр? Хăй пурнăçĕнче вăл пĕр çынна та ырă туман. Хур тунисене вара шутласа та кăларас çук. Ĕлĕкренпех тĕлĕнмелле шăрчăк çын пулнă Шатра Михала. Ун кил картине ют выльăх ăнсăртран пырса кĕрсен вăл каялла уксахласа е юн юхтарса тухать, анкартине кӳршĕ чăх-чĕпĕ карта урлă вĕçсе каçса кĕрсен вăл пуçĕпех пĕтет. Михалапа Çинука ял çыннисенчен кам та пулин усал сăмах каласан виçĕ кун та иртмест — çав çыннăн сурăхĕ, сысни е ĕни сарăмсăр вилсе выртать. Çавăнпа куç умĕнче вĕсемпе йăпăл-йăпăл калаçакансем те куç хыçĕнче ирсĕр сăмахсемпе çĕртеççĕ, ылханаççĕ.
Чĕкеç ашшĕпе амăшĕ çынсем хăйсене курайманнине пĕлнĕ. Паллах, çын хисепне кĕменни вĕсене савăнтарман ĕнтĕ. Çук, ял-йышпа çапла хирĕçсе пурăнмалла пулни вĕсен кăмăлне пайтах хуçнă. Çапах та кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнас тесе вĕсем нихçан та шухăшламан, «Мана эсĕ хур турăн пулсан эпĕ сана çĕр хут ытларах хур тăвăп», — тенĕ çеç.
Ула йытă палли çурине тивет тенĕ пек, ашшĕ-амăшне курайманни те хĕрне пырса тивнĕ. Ялти ват çынсем кăна мар, хĕрсем те Чĕкеç çине сиввĕн пăхнă. Вăл мĕн пĕчĕкрен ют çынсем хăйне пĕр сăлтавсăр йĕкĕлтенине, айăпсăр айăпланине, усал сăмахсем каласа кӳрентернине тӳсме хăнăхнă. Патак çиесси те уншăн çĕн япала мар ĕнтĕ. Çак пурнăçра Чĕкеç хăçан та пулин телей курнă пулсан, вăл ача чухне ашшĕ лесникре пурăннă вăхăтра пулнă. Ун чух ăна никам та витлесе тарăхтарман, тапман, вĕлтрен тĕми ăшне тытса ывăтман. Ашшĕ яланах вăрман тăрăх е пасарсенче темĕскер сутса çӳренĕ, амăшĕ тул çутăличчен ура çине тăрса тĕттĕм пуличчен килти ĕçсене пуçтарасшăн тĕрмешнĕ. Пĕчĕк Чĕкеç çине никам та çаврăнса пăхман. Вăл яланах пĕччен выляса çӳренĕ. Вăрман кашланипе кăмака мăрйинче çил ӳлени уншăн сăпка юрри пулнă, чĕвĕлтетекен кайăксемпе лесник пӳрчĕ патĕнченех юхса иртекен таса шыври пулăсем ăна йăпатакан юлташсем пек туйăннă. Вăрманта пурте кăмăла кайнă, пурне те вăл юратнă. Ашшĕпе амăшĕ пурăнма яла куçсан Чĕкеçĕн телейĕ пĕтнĕ. Малтанхи кун урама выляма тухсанах ăна кӳршĕ ачисем чĕлхе кăларса витленĕ. Тарăхнипе вăл вĕсене тăпра муклашкипе пенĕ. Пĕр шакла пуçлă ача аллисемпе пуçне тытнă та каçхи тăмана пек ӳлеме тытăннă. Çав самантрах темле хаяр хĕрарăм таçтан сиксе тухса Чĕкеçе йĕтĕн варпуççийĕ тĕслĕ çӳçĕнчен ярса илсе лăска пуçланă, унтан вăрман пек кашласа ларакан вĕлтрен тĕми ăшне тĕксе янă. Çавăн хыççăн ăна хăйпе тантăш ачасем те, аслăраххисем те, çитĕннĕ çынсем те темĕн чухлех тарăхтарнă. Никам та ăна юратман, вăл хăй те никама юратман. Шкула çӳренĕ чух та вăл Кӳлхĕрри Улкаша çитиччен никампа калаçмасăр ытти ачасем хыççăн чылай кая юлса утнă.
Вĕренессе Чĕкеç аван вĕреннĕ. Чăнах та, хут-кĕнекепе вăл ытти ачасенчен ытларах чакаланса ларман, çапах та вĕрентекенсем ăна яланах ырланă. Пиллĕкмĕш класран пуçласа вуннăмĕш класран вĕренсе тухичченех унăн ячĕ хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Пуринчен ытла Чĕкеçе математика кăмăла кайнă. Шкула çӳре пуçласанах вăл математика нихçан та улталаманнине сиснĕ те ăна ытти предметсенчен ытларах юратакан пулнă. «Пĕрре çумне иккĕ хушсан виççĕ пулать» тенĕ задачăна шутланă чухнех ăна арифметика тĕлĕнтернĕ. «Чăнах çапла пулать-çке», — тесе шухăшланă вăл. Çавăн хыççăн малтанах арифметикăна, каярахран алгебрăна, геометрипе тригонометрие — пĕр сăмахпа каласан пĕтĕм математикăна вăл питĕ уçă, кирек хăçан та тĕрĕс хурав паракан наука тесе чунтан юратнă. Тепĕр чух Чĕкеç чи йывăр задачăсене çав тери хăвăрт та çăмăллăн шутласа кăларнине кура математика вĕрентекен Петр Петрович шалтах тĕлĕнетчĕ. Чĕкеç вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл ун ашшĕ патне пырса хĕрне института вĕренме яма ӳкĕтлерĕ. «Ун пек пултаруллă çын нихçан та курман эпĕ. Малалла вĕренсен вăл чаплă ученăй пулма пултарать», — тенĕччĕ учитель. «Мана вĕреннĕ çын мар, кил-çуртра тирпейлĕ ĕçлеме пĕлекен хĕр кирлĕ. Вĕреннĕ çын килте пурăнас темĕ, пĕртен-пĕр ачама хам килĕмрен пистерме эпĕ ухмаха ермен-ха. Вăхăт çитсен ырă çын тупăпăр та киле кĕртĕпĕр. Ун чух Чĕкеç математикăсăрах лайăх пурăнĕ», — хуравланă Шатра Михала. Çапла Чĕкеç хулана каяймарĕ, килтех юлчĕ.
Института кĕме тӳр килменшĕн куляннă-и Чĕкеç? Çук, питех кулянман. Çамрăксемпе вăл савăнса курман. Ялта чух уроксем хыççăн хăй çине яланах сиввĕн пăхакан ачасенчен ашшĕ килне хупăнса пытаннă, хулана кайсан апла пулас çуккине вăл аван пĕлнĕ. 06щежитире чух юратман çынсенчен ниçта та тарса пытанаймăн. Çук. Чĕкеç чунне хулана каясси илĕртмен. Ялта та çӳрес килмен унăн, килте ларасси те кăмăла кайман. Ун чунне мăнаçлăн кашласа ларакан сĕм вăрман çеç туртнă. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне те вăл чунĕ ытла тăвăнса килсен кунĕ-кунĕпе вăрманта çӳренĕ. Пăшăл çакса çӳресси уншăн темрен те паха пулса тăнă. Халĕ ĕнтĕ, шкултан тухсан, ăна тек ним те пăчă пӳртре тытса тăман. Вăл кăвак çутăллах вăрмана кайнă та унтан тĕттĕм пулсан тин таврăннă. Тепĕр чух ик-виçĕ кун сĕм вăрмантан тухмасăр та пурăннă. Çапла вăл вăрмана пĕчĕк чухнехинчен те ытларах юратса пăрахнă. Вăрман та ăна тăван амăшĕнчен ытларах юратнă: хĕр мĕн ыйтнă, çавна панă. Чĕкеç пакша, сăсар, тилĕ, енот, ăсан, карăк, пăчăр, мулкач тата ытти чĕр чунсене ыйтсан, вăрман вĕсене ун аллинчи пăшал чĕми тĕлне кăларса тăратнă. Иккĕшĕ туслă пурăннăран вĕсем нихçан та пĕр-пĕрне улталаман.
Çапла пилĕк çул иртнĕ. Чĕкеç вăрманта кунĕ-кунĕпе çухалса пурăннипе ашшĕ-амăшĕ те, ял-йыш та тахçанах килĕшнĕ. Вăл никама та кирлĕ пулман, ăна та никам кирлĕ пулман. Сĕм вăрмана çеç вăл хăйĕн шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсене каласа панă. Шухăшĕсем унăн тĕлĕнмелле йышлă пулнă, ĕмĕчĕсем те сахал мар. Çирĕм виçĕ çулхи хĕр кайăк тытнипех чунне лăплантарнă тени тĕрĕс пулас çукки паллах. Вăхăт хăйĕнне тăвать-тăватех. Хăш чух ăна инçетре турачĕсене сарса ларакан хăватлă юмансем айĕнчен çамрăк каччă утса тухассăн туйăннă. Çав каччă пĕрре те ялти яш ачасем евĕрлĕ мар, унăн сăнĕ те вĕсеннинчен хитререх, чĕлхи те çыпăçуллăрах. Чĕкеç çине вăл ытти каччăсем пек хитре тетте курнă евĕр мар, пĕтĕмпех урăхла, чунтан савса, ăшшăн, кăмăла уçмалла пăхнă. Пăшаллă хĕр унпа тем чул та калаçнă. Сасăпа мар, шухăшпа. Вăл ăна хăйĕн кичем пурнăçĕ çинчен, килĕнче ашшĕпе-амăшĕ вĕçĕмсĕр çапăçнине курасси тахçанах йăлăхтарса çитерни, хăйне ял-йыш курайманни çинчен каланă, çак илемсĕр пурнăç тыткăнĕнчен хăтарма тилмĕрнĕ...
Юлашки çулсенче пуçран шухăшласа кăларнă каччă кăна мар, ытти çынсем хушшинче пурăнакан чĕрĕ каччăсем те Чĕкеç пурнăçне улăштарма хăтланса пăхнă. Пĕлтĕр те ун патне инçетри ялсенчен виçĕ хутчен евчĕ янăччĕ, каччисем хăйсем те килнĕччĕ. Иккĕшне Чĕкеç хăй тиркерĕ. Ытла та айван, хăюсăр, пурнăç тути-масине астивсе курман çынсем пек туйăнчĕç вĕсем ăна. Виççĕмĕшне, агронома, хĕр чĕри сивлеменччĕ, анчах ăна ашшĕ тиркерĕ. «Ан кулян, хĕрĕм, — тенĕччĕ ашшĕ ун чух, — сан качча кайма вăхăт çитнине пĕлетĕп эпĕ. Юрăхлă çын çеç тупăнтăр — унпа мăшăрланма чармăп. Эпĕ сана мĕнле упăшка кирлине хăвăнтан та аванрах пĕлетĕп. Ун пек çын çук мар, пур, анчах халĕ инçетре-ха. Авланма вăхăт çитсенех персе çитĕ. Кĕтмелли нумай юлмарĕ, тӳс, хĕрĕм!»
Чĕкеç хăй те, юрăхлă çын таçтан инçетрен килессе кĕтекенскер, ашшĕ сăмахĕсене илтсен хытă кăсăкланнăччĕ. Кам-ши ку, тата инçетре мĕн туса пурăнать-ши? Темле аслă шкулта вĕренекен студент мар-ши? Ун патне учитель е инженер пулса килес темест-ши вăл? Ялти хĕрсем Чĕкеç упăшки çав тери ăслă та кĕрнеклĕ çын пулнине курсан мĕн тери кĕвĕçĕччĕç! Каччăсем те: «Чавса çывăх та çыртма çук», — тесе шăлĕсене шатăртаттарĕччĕç. Çав кирлĕ-ха вĕсене! Хăйсемпе юнашар чипер чечек пек хитре хĕр ӳснине асăрхамарĕç...
Иртнĕ эрнере кашкăр тытнă чух сунар хуçалăхĕн çĕнĕ пуçлăхне курсан Чĕкеç чĕри тапă ăшне лекнĕ кайăк пек тĕпĕртетнĕччĕ. Çав çын вăрманта ытла та тĕмсĕлсе çӳренĕ чух ватă юмансем хушшинчен тухнă каччă пек туйăнчĕ ăна. Тараев мар-ши ашшĕ килет тесе шантарнă çын? Çил-тăман тухнине пăхмасăр станцине ахальтен кайман пулĕ Баранов. Çав каç киле таврăнсан ашшĕ Кӳлхĕрри Улкаша сунар хуçалăхĕн çĕнĕ пуçлăхне лартса килтĕм тенĕччĕ. Темиçе хут та вăл ăна ăслă çын тесе ырланăччĕ. Çав килессех кĕтнĕ-тĕр вăл. Кирек мĕнле пулсан та Тараева курсан Чĕкеç пĕлтĕр евчĕ янă агронома качча каймалла пулманшăн савăнчĕ çеç.
Икĕ кашкăр тытнăшăн сунарçăсене патшалăх пин тенкĕ преми тата сунар хуçалăхĕ ик çĕр тенкĕ пачĕ. Кашкăр тирĕсене çĕр çирĕм тенке сутнăччĕ. Чĕкеçпе ашшĕне Тараев тăват çĕр утмăл тенкĕ тыттарчĕ. Чĕкеç утмăл тенкине илесшĕн марччĕ, ашшĕ ятланипе кăна тытрĕ.
— Ют çын куçĕ умне хамăр выçă куçлă çын пек курăнни лайăх мар, атте, — терĕ Чĕкеç Тараев тухса кайсан.
— Ун пирĕнпе мĕн ĕç? Выçă куçлă теес тесен, калатăр. Утмăл тенкĕ çĕрте выртмасть, уншăн теприсем эрне ытларах ĕçлеççĕ.
— Кашкăр амине те ахалех персе вĕлермерĕн. Укçа тата ытларах илеттĕмĕр. Егерьсем те питĕ хытă çилленчĕç, Тараевран та аван мар. Пĕр ялта тенĕ пекех пурăнатпăр-çке.
— Мĕн эсĕ, ухмаха ертĕн-им? Кашкăр ами халĕ пĕтĕ, тата ик-виçĕ уйăхран çăвăрласа парĕ. Йăвине пĕлтĕрхи çĕрех тăвать ĕнтĕ. Иртнĕ çул ултă çăвăр турĕ, кăçал та унтан кая пулас çук. Ăна халĕ тытни виçĕ уйăхран виçĕ пир тенкĕрен кая мар çухатни пулнине чухлаймастăн-им? — хăтăрса илчĕ ашшĕ.
— Алăри çерçи те тӳпере вĕçекен тăрнаран пахарах теççĕ. Кашкăр йăвине егерьсем те тупма пултараççĕ, — терĕ Чĕкеç.
Çак шухăш Баранов пуçне те темиçе хут пырса кĕнĕччĕ. Хĕрĕ те çапла шутланине пĕлсен вăл калама çук тарăхрĕ. Çавăнпа ăна усал сăмахсемпе ятласа тăкрĕ.
— Илеймĕç! — терĕ вăл çиллессĕн. — Аллисем кĕске! Егерьсем кашкăр йăва тунă çĕре çывхарсан кашкăр амине юриех кайса хăрататăп. Çапла тусан вăл çурисене урăх вырăна куçарать. Тупăш ман алла лекмест пулсан никам аллине те ан кĕтĕр. Малашне кашкăр ами çинчен пĕр сăмах та ан асăннă пултăр, илтрĕн-и?
— Илтрĕм...
— Халĕ санăн Сĕреткассине кайса килмелле.
— Мишер патне пулĕ?
— Çавăн патне. Тараевпа Капитонов Вăрăм хăртнă хыçĕнче ĕнер хир сыснисемпе хир качакисем тупнă. Паян Урнашкинпа Капитонов вĕсене тăрантарма çĕр улмипе утă тиесе кайрĕç. Хир сыснисем улма çиме çӳреме тапратсанах пирĕн вĕсене çавăнта пĕр-ик каç сыхласа лармалла. Сысна кĕтĕвне виççĕн пĕр харăс ултă кĕпçерен кĕрслеттерсен виç-тăватă сысна тытма пултаратпăр. Ку сахалтан та çирĕм пăт тутлă аш! Ăна çурăм хыçне хурса тухаяс çук, лаша кирлĕ. Лашине хамăр колхозран илнине пĕлсен сыснасене эпир тытнине чухлама пултараççĕ. Мишер лаша хатĕрлетĕр. Ăнланатăн-и? — ыйтрĕ Шатра Михала.
— Мĕн ăнланмалла марри пур унта. Кĕркунне эпĕ персе вĕлернĕ пăши вăкăрне вăрмантан турттарса тухнă пекех ĕнтĕ...
— Çавăн пекех. Эсĕ хăвăртрах вĕçтер. Çул çине йĕлтĕрпе ан тух. Тараев ăслă, эпир сунара тухма хатĕрленнине сисме пултарать. Çуран кай, алла пĕр-пĕр ăпăр-тапăр чĕркесе тыт, ларма кайнă пек пултăр. Хам эпĕ Ăтăр çырми патне кайса хир сыснисене ăçта тăрантарнине тĕрĕслĕп...
Сĕреткасси Аслă Улкашран ултă çухрăмра. Вырсарни кун унта пасар пуçланать. Пасара каякан çынсем лартса каясса шанса, Чĕкеç юр шăлса кайнă çулпа васкамасăр утрĕ. Ялтан тухсан пĕр çухрăмра çул вăрмана кĕрет. Çавăнта çитиччен Чĕкеç темиçе хут та каялла çаврăнса пăхрĕ. Ăна тарăхтарас тенĕ пекех, хыçалтан пĕр çуна та курăнмарĕ. Вăрмана пырса кĕнĕ чух унăн çурăмĕ лачкам пулчĕ. Тăнлав тăрăх та тар тумламĕсем чупса анаççĕ. Кăшт та пулин канас килчĕ унăн. Вăл уй хĕрринчи ватă чăрăш айне пырса тăчĕ те ял еннелле тепре пăхрĕ. Çак вăхăтра айлăмран лаша пуçĕпе пĕкĕ, унтан тимĕр кăвак лашапа хуплă çуна та курăнчĕç. Çуни çинче иккĕн кăна ларса пыраççĕ. Чĕкеç валли те вырăн тупăнĕ-ха унта. Хĕпĕртенипе хĕр тап-таса такăрланă юр çинче ташласа та пăхрĕ.
Вăрман патне çитесси çĕр метр юлсан тилхепе тытса пыракан çын лашине чуптарма чарчĕ. Чĕкеç ăна палларĕ. Наянов-çке ку! Тепри Тараев пулĕ. Çавă. «Тем пулсан та вĕсен куçне курăнмастăп», — пăшăлтатрĕ хĕр. Вăл чăрăш лăсси хӳттине тăчĕ те Виктора вăрттăн пăхса юлма шухăшларĕ. Çак самантра çуна çинчи çынсем калаçни ăна аванах илтĕнчĕ.
— Тĕрмене мĕншĕн тăваççĕ пулĕ тетĕн? — ыйтрĕ Валентин.
— Преступниксене хупса юсама пулĕ, — илтĕнчĕ Тараев сасси.
— Юсанаççĕ-ши вĕсем?
— Ас-тăн пуррисем, паллах, юсанаççĕ ĕнтĕ, ухмаха тупăк çеç тӳрлетет теççĕ.
— Ман шутпа, тĕрме этеме юсамасть, пăсать çеç. Хамах илер ак. Эпĕ унта кайиччен така пусса та курманччĕ, халĕ, тĕрмере ларса тухнă хыççăн, маншăн пулсан çынна чиксе пăрахасси те ним те мар.
— Тĕрмере ларса курнисем пурте Валентин ятлă мар-çке, унта тепре лекессинчен хăракансем те нумай, — лăпкăн сăмах хушрĕ Виктор.
Наянов çĕре сиксе анчĕ. Тараев малтанхи пекех çуна тĕпĕнче хускалмасăр ларса юлчĕ.
— Эсĕ «Тихий Дон» ятлă кино курнă-и? — чĕн пушшипе чăвăшлаттарса юра кастарнă май ыйтрĕ Валентин.
— Курассине курнă та, — терĕ Тараев, — тĕрмепе çав кино хушшинче мĕнле çыхăну пуррине чухласа илейместĕп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...