Хура çăкăр :: II. Кĕтмен парне
Тăлăх Тухтар ял çумĕнчи сăрт çамкинче, «Ăçтиçук» текен хăрах енлĕ урамра, мунчаран хăртакласа лартнă пĕчĕк пӳртре пурăнать.
Пӳртне ăна пĕр пилĕк çул ĕлĕкрех, Тухтар кĕтӳре çӳренĕ вăхăтра, Шерккей çĕнетсе панăччĕ.
Пахчари мунчана пӳрт вырăнне куçарса, мăкласа купаласси темĕнех тăман пуль Шерккейшĕн, анчах вăл çавăн пирки пĕрмаях Тухтара асăнтарма юратать: «Кур-ха, Тухтар. Сан валли эп пĕр кун хушшинче çакăн пек чипер йăва çавăрса патăм!» — тесе мухтанкалать.
Тухтар мĕн калатăр ăна? Вăл: «Тавтапуç, Шерккей йысна. çакăншăн сана эп нихçан та манас çук», — тет те шăпланать. Чăнласах та Тухтар манмасть Шерккее. Вĕсем çичĕ хурăнтан кăна хурăнташлă пулсан та, вăл Шерккей патĕнче сухине сухалать, вуттине турттарать, çаранне çулать, лашине пăхать — тем те ĕçлет, тав сăмахĕ илтессе кĕтмест, тӳлессе асăнтармасть, чĕнмест, ӳпкелешмест. Ĕçе юратакан Тухтарăн йăли çавăн пек. Тухтара ашшĕ-амăшĕ пăхса ӳстермен, пехилсĕр шăпапа иртнĕ унăн ача чухнехи кунĕсем. Ашшĕ выçлăх çулхине çĕре кĕнĕ. Пиллĕкре юлнă Тухтар ашшĕне епле пытарнине халь те кăшт астăвать. «Ывăлăм, чунăм, аçусăр юлтăн-çке тĕнчере, мĕн курассу пулĕ-ши тата...» — тесе куççуль тăкатчĕ ун чух амăшĕ. Тухтар йĕмерĕ, вăл, пĕчĕкскер, ашшĕ вилнĕ тенине ăнланман. Тепĕр çулхине амăшĕ те халер чирĕпе вилчĕ. Тухтар астăваймасть вара амăшне мĕнле пытарнине, вăл хăй те чирлĕ выртнă пулнă. Нуша курма пӳрнĕ хăр-тăлăх-турата вилĕм витеймен курăнать. Сывалам пекки тусанах, ăна ватă Тимма хăйпе пĕрле кĕтӳ кĕтме ертсе çӳреме тытăннă. Çавăнтан вара вĕсем, Тиммапа иккĕшĕ, çуллахи кун çутине ял тулашĕнче ирттернĕ. Тимма ăна çĕр çинче тӳрĕ пурăнма вĕрентнĕ. темиçе çул хушшинче тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă, ăс панă, Тухтар тĕлне вăл аслă тăван вырăнне пулчĕ.
Пурăна киле Тимма та вилсе кайрĕ. Кĕтӳ кĕтме керĕшес тесе, ял çыннинчен нумайăш тава кĕнĕ, ятлаçнă; Тухтарăн тавлашса тăма хăвачĕ çитмен, унăн хутне кĕрекенни ялта сахал пулнă, — пурăннă çапла вăл мĕскĕнле, тăлăх шăпине тӳссе. Шăпах çавăн пек чухне Шерккей ăна хăйсем патне илештернĕ. Самрăк Тухтарăн пĕр ят çĕрне вăл сурмалла акнă, çурмалла тесе вырнă, çурмалла тесех çапнă, сăвăрса тасатнă, авăртнă, çăнăхне те Шерккей хăй кĕлетĕнче тытнă. Шерккей ăна çавăн чух хăй патне пурăнмаллипех куçма хистенĕ. Анчах Тухтар, ашшĕ-амăшне асăнса, тăван вучахне сӳнтерме килĕшмен. Ĕçлессе Шерккей ĕçне тунă вăл, çăкăр-тăвар техĕмне те ун патĕнчех пĕлсе ситнĕ. Кайран, хăçан та пулин инкекрен çăлăнма май пулмĕ-ши тесе, Шерккей патне пурăнмаллипе куçма та шут тытнă, — ун чух вара Шерккей килĕшмен: Тухтарăн пахчи пур, унта çĕрулми лартма пулать, тырă аксан та юрать. Икĕ пахча тупăшĕ Шерккейĕн пӳлмине шăтарман. Тухтарăн та хуçалăх ячĕ юлнă. Йăтăнса аннă пӳрт вырăнне йыснăшĕ Тухтара пĕчĕк пӳрт туса лартма пулăшнă. Тухтар çавăнтан вара, чăн та, тăван ашшĕ çурчĕн тĕтĕмне сӳнтермен.
Унтанпа чылай çулсем иртрĕç ĕнтĕ, ĕлĕкхи ĕмĕр хыççăн çĕнĕ ĕмĕр пуçланчĕ. Тухтар та çирĕме пусрĕ. Анчах ун кунçулĕнче пысăк улшăну пулмарĕ-ха. Тимма тахçан каласа хăварнă телейлĕ çамрăк ĕмĕре те вăл хăй шутланă пек тупаймарĕ, канăçа пĕлмен алă вăйĕ те ĕмĕтленнĕ хисепе кӳреймерĕ. Хăй çаплах йыснаш çуртĕнчен тухаймасть. Хушăран тата Элентей патĕнче ĕçлесси пулкалать, — Элентей те, тепĕр тесен, Çамакка несĕлĕ-çке. Тухтар Элентее хисеплет, çынни вăл, чăн та, кăрарах, ялта ăна хăшĕ-пĕри усал та тет. Элентей тӳрре юратать, ултава-мĕне чăтаймасть. Йăваш теме çук ăна. Шерккее, ав, ял халăхĕ çывăхрах курать. Çынпа калаçма юратать вăл, пурнăçĕ пуян мар та, анчах ăна чухăн теме çук, çапла вĕçрен вĕçе çитерсе, хăй тĕллĕнех пурăнкалать. Тухтара вăл халиччен кӳрентермен, йывăр сăмах каламан. Тухтар ун патне кирек хăçан та ĕçе пыма пултарать, пымасан та ăна Шерккей ятламасть. «Паян мĕн турăн-ха», — тесе кăна ыйтать.
Паян Тухтар хăй килĕнчехчĕ-ха. Яланхи пекех, ыйхинчен ир вăранчĕ, çĕрулми пĕçерсе çирĕ, çĕнĕ кĕслине хĕлĕх кармалли пăркăчсем лартса тухрĕ. Етиккан вăйçă ăна: «Хĕлĕх тупса парăп», — тесе шантарнăччĕ. Етиккан çак кунсенче ун патне килсе кураймарĕ, Тухтар хăй ăста вăйçă патне кайма хăймарĕ. Çапла кĕслине хĕлĕх карасси çеç юлни çинчен шухăшласа, Тухтар ир-кӳлĕм пӳрт умне те тухса ларчĕ. Кĕтӳ хăвалас терчĕ çук унăн, хире каймалла пулсан, ăна Тимрук е Ильяс килсе чĕнет. Чĕнмен чух çапла пӳрт умĕнче ларса кăштах йăпанать те каялла кĕрет: кунтăк авать, Шерккей е Элентей валли витре-чĕрес тĕплет; хуçалăхри пур ĕçе те вĕренсе çитнĕ вăл, ун ĕçе тиркесси те, ĕçрен пăрăнасси те çук.
Тумĕ Тухтарăн çĕнĕ мар. Çийĕнче Сайте çĕлесе панă улача кĕпепе кăвак йĕм. Тикĕт пек хура кăтра çӳçне Тухтар мунчаран мунчана кăна уçать, йĕпетмесĕр ăна тура та витмест — ытла çăра. Куçĕ унăн хурлăхан пек хура, пысăк, куç шăрçи палăрмасть.
Утламăш Тухтара ал лаппи çинчи пек курăнать. Ялĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те икçĕр киле яхăн кăна. Вăл, Сăрă вăрманĕнчен кăнтăралларах, хир енĕ пуçланакан Хырла лапĕнче вырнаçнă.
Тахçан авал Утламăш тĕлĕнче хура вăрман кашланă теççĕ. Халĕ кунта хир: ял вĕçĕнче çеç, хĕвелтухăçнелле, Юман кӳлли хĕрринчи сăртра, çĕрĕшнĕ тункатасем палăраççĕ тата Çĕнĕ Ыр тăрăх, ял халăхĕ çулсерен чӳк тăвакан вырăнта, халь те кăкланса пĕтмен вĕтĕ хăвалăхпа нухăт кати кĕçеленсе выртать. Тухтар ача чухне çуллахи шăрăх кунсенче ял кĕтĕвне çакăнта тапăра антаратчĕ. Çерем пуснă кĕтессенче ял ачисем тĕкĕлтура пылĕ шыратчĕç, куççуль пек таса пыла савăнса ĕметчĕç, парка курăк сулхăнĕнче кӳпчесе пиçнĕ пĕрлĕхенпе çĕр çырли тататчĕç. Çĕртме вăхăтĕнчи уяр та ăшă кунсенче çамрăксемпе ваттисем кунта выртма тухатчĕç; вут кутĕнче асамлă юмах-халап çаптарса, кĕске çĕре куç хупмасăр ирттеретчĕç.
Ытармалла мар çав вăхăтри каçсене. Ял яш-кĕрĕмĕ вĕсене нимĕнпе те улăштарас çук. Йăлтăркка шăрçа сапнă пек сывлăмлă курăк çине çамрăксем ушкăн-ушкăнăн пуçтарăнаççĕ те, вут хурса, пĕр-пĕр хуйхă-суйхăран писнĕ халапçă тавра кĕпĕрленсе лараççĕ. Утламăшра çавăн пек халапçăсем — Этюн пичче ĕнтĕ е çамрăк йĕкĕт Михаля Куракĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ халап та юмах яраççĕ; сăмахĕсене вара ăçтан çитереççĕ-ши, никам та пĕлмест. Тĕттĕм пĕлĕтелле пин-пин хĕлхем çĕкленсе шăранать, вут çутине пула, тӳпери çăлтăрсем те шупкалнă пек мăчлатаççĕ. Çывăхрах утсем тулхăраççĕ. Енчен пĕр ханттарĕ, выртма йĕркине пĕлейменскер, вăхăт çитиччен тĕлĕрме тытăнсан, ăна темле те тăрăхлаççĕ: таçтан мур илесшĕнчен пĕр-пĕр калта е тыркас тытса килеççĕ те çывăраканăн кĕсйине чиксе çĕлесе хураççĕ; апла тумасан, тепĕр май тăрăхлама ăс çитереççĕ. «Кашан килет кашлатса, Кашан туртать вашлатса...» — тесе, такмак каласа, ăна ял хĕрринчи васана çити туртса каяççĕ. Ан тив, çывăртăрах вăл унта канса, лаши пурпĕрех ушкăнра сыхланать...
Хĕвеланăçпе кăнтăр енче тĕрлĕ тĕслĕ хир сарăлса выртать. Тухтар пӳрчĕ тĕлĕнчен пăхсан, çав сарă, хăмăр, шурă, ешĕл, хура анасем пĕр вĕçрен тĕлли-паллисĕр тĕртсе тунă акăш-макăш пысăк сурпан пек курăнаççĕ. Катара чăваш ялĕсем — Куршанкă, Шăхаль — Хырла шывĕ хĕррине хĕсĕннĕ, вĕсене хирĕç сăртра мишер ялĕ пур, вăл тĕтреленсе тăракан кăвак инçете кĕрсе куçран çухалать.
Çак таврара Утламăш хăйне уйрăм утрав пек вырнаçнă. Ял хĕрринчи юнашар йĕкĕр кӳлĕ — Юман кӳллипе Карас кӳлли — ешĕл питлĕ çĕрĕн çут тĕнче çине пăхмалли икĕ кăвак куçĕ пек. Кӳлĕ тавра кăшăлланса шăтнă чакан хăмăш — куç хăрпахĕ темелле. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, çав кӳлĕсен шывĕ имлĕ имĕш, хĕвелпе пĕрле тăрса çавăнта пит çусан, куçа сиплĕ пулать, теççĕ, анчах, çакна пăхмасăрах, Утламăш ялĕ ĕмĕр-ĕмĕр куç чирĕнчен тасалаймасть.
Утламăшра тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ. Хăйсен авалхи йăли-халанине хатарлăн пăхăнса: «Эпир чиркĕве сутăнман чăн чăвашсем»,— теççĕ вĕсем. Çийĕ-тумĕпе те, сăнĕ-пичĕпе те вĕсем ытти чăвашсенчен уйрăлмаççĕ, çапах та хăйсем тĕне кĕменнипе халь те мухтанаççĕ. Ятсене те авалхи чăвашла хураççĕ, таврари ял çыннисене тӳртĕнрех пăхаççĕ. Хĕр качча памалла-и, ывăл авлантармалла-и — вĕсем хăйсен йышши тымарсене шыраççĕ: аякри Чăвашкас Улхашĕпе те Вăрман Шăхалĕпе хурăнташланаççĕ. Утламăшсем тĕне кĕменни, ваттисем асăнтарнă тăрăх, акă мĕнле пулнă иккен. Авал, майра патша пурăннă ĕмĕрте, Утламăш ялне уçакан Мĕтрик папай хăйĕнчен ĕрчекен турата тĕнпе-хĕнпе çыхăнтарасшăн пулман пулать. Вăл тĕне кĕртсе çӳрекен эрхерей таврашне ик-виç çулта пĕр сурăх кĕтĕвĕ ĕрчетсе пама килĕшнĕ. Çавна пула эрхерей Утламăш ялне тĕне кĕртмесĕр хăварнă имĕш. Тепрехинче, Мĕтрик папай несĕлĕ ĕрчесе çитсен, Утламăш халăхне тĕне кĕртме тата та килсе пăхнă, тет анчах ял халахĕ — выльăхĕ-чĕрлĕхĕпе, ачи-пăчи-мĕнĕпе — вăрмана тарса пытаннă. Çапла вара Утламăш халăхĕ тĕне кĕмесĕрех тăрса юлнă.
Тĕне кĕмесĕр пурăнма утламăшсене çамăл пулман. Вĕсем Петĕр патша ĕмĕрĕнче лашмана та ыттисенчен ытларах çӳренĕ, хырçă-куланая икшер хут тӳленĕ тата тем-тем асапне те нумай чăтса ирттернĕ...
Тухтарăн çурчĕ Ăçтиçук урамĕн вĕçĕнче уйрăм вырăнта ларать. Ăна хирĕç ялти çĕрме пуян Кантюкăн улма пахчи тухать. Ильяс пынă чух Тухтар, яланхи пекех, пĕччен те салху ларатчĕ. Ильяса вăл умне çитсе тăрсан çеç асăрхарĕ.
— Тухтар тете, сана атте чĕнет, — пĕлтерчĕ Ильяс.
— Аçу чĕнет тетне? Халех-и?
— Халех.
Тухтар ларнă çĕртен тăчĕ те, пӳртне питĕрмесĕр-тумасăрах, ача хыççăн утрĕ. Шерккей патне çитсен, йĕкĕт, ăна сывлăх сунса, алă пачĕ.
— Эсĕ, Тухтар шăллăм, мĕн-и, ĕнер килтех пултăн пуль, килтех пултăн пуль?
— Килтех-çке...
— Мĕн ĕçлерĕн?
— Вак-тĕвекпе аппалантăм. Пахчана хыçал енчен тытса пĕтертĕм.
— Пахчана тытмаллаччĕ çав, тытмаллаччĕ. Пĕркун эп унта качакасем куртăм та хăваласа кăлартăм, улмана ашма пултараççĕ. Тытни аван-ха вăл, пит аван. йывăç та лартасшăнччĕ пулас?
— Ултă шăтăк чаврăм-ха. Пушă чух тем тумаллиех çук та...
— Юрĕ... Ĕнер, ĕнер эс пирĕн пата килеймерĕн пуль?
— Ĕç пурччĕ-им?
— Ĕçĕ-мĕнĕ... — тытăнарах каларĕ Шерккей, — эс килсе каймарăн-и тетĕп-çке... Тĕпсакайне манăнне тем чавнă та, сана унта мĕн те пулин кирлĕ пулман-ши терĕм.
— Мĕнле тĕпсакайне? — ăнланаймасăр ыйтрĕ Тухтар.
Шерккей хăй шухăшне йĕркеллĕрех каласа пачĕ.
— Çук, Шерккей йысна. Сирĕн пата эп хăвăр чĕнмесĕр нихçан та килмен.
— Калаçмаллиех çук-ха унта, Тимрук чавса пĕтернĕ пулинех. Çавă пуль. Эп сана уншăн чĕнтермен-ха... Вырсарникун Пăвана каяс тетĕп те, ут валли çулса килеймĕне?
— Çулса килес ара. Хăш хиртен? — ыйтрĕ Тухтар.
— Кирек ăçтан та юрать: Çĕнĕ Ырра кайăн-и, Кăршана-и, ăçта курăк пур, çавăнтан çулса килĕн. Çулса кил эппин...
Хĕвел хĕрте пуçларĕ. Çывăхри лап тăрăх сывлăм сирĕлет. Пахчаран вĕçсе тухнă икĕ сарă лĕпĕш, пĕрне-пĕри тытмалла вылянă пек, хурама тăрринелле улăхрĕ.
— Лашана ахаль хăвалас мар, Тухтар. Малтан çуранах, çуранах кайса çулмалла пулĕ, каçкӳлĕм тиесе килĕпĕр, — тере Шерккей.
— Паян çимен пуль-ха эс? — ыйтрĕ Сайте Тухтартан, пуçĕнчи хĕрлĕ явлăкне тӳрлеткелесе.
Тухтар ăна тавăрса калама ĕлкĕриччен, Сайте каялла кĕрсе кайрĕ те тутăрпа чĕркенĕ çăкăр-тăвар илсе тухрĕ.
— Ме, çимесĕр ан çӳре, — терĕ Сайте кăмăллă сасăпа.
— Çимесĕр çӳрекен марччĕ-ха вăл, — сăмах хушрĕ Шерккей те.
Тухтар картишне кĕрсе çава илчĕ, хире тухса кайрĕ.
Ирхи сывлăш кăкăра уçăлтарать, утнăçемĕн ярăнса утас килет унăн.
Сăртри ик арман патĕнчен иртсен, çăва хĕррипе хурăнлă çул тăсăлать. Улатăр çулĕ тет ăна халăх. Çулăн ик енĕпе пуç кăларса тикĕсленнĕ ыраш пусси сарăлса выртать. Калча кăçалхи пек ăнса хăпарни сайра килет: иркӳлĕм хускалнă хумсем ун çийĕн умлăн-хыçлăн вайкăнса шăваççĕ, инçете-инçете çитсе, куçран çухалаççĕ. Хире пăхсан, куç хĕпĕртет. Сĕлĕ йăранĕ палăрми сăрăннă, шупкарах пăри кĕпçене кайма ĕлкĕрнĕ, каярах акнă пăрçапа ясмăк та улт-çичĕ çулçă сарнă, тепрер çумăр пулсанах калакланма тытăнать. Таçта çӳлте, куç вăйĕ çитми инçетре, тăри юрлать, акă унăн сасси çĕрелле çывхарать, çулпа иртсе пыран çынна курсан, кĕске çунатне вĕлтĕртеттерсе, çаплах юрлама чарăнмасăр, çӳлте, хальхинче куç курас çĕртех, пĕр вырăнта тытăнса вĕçет, сывлăшра хăй тĕллĕн çакăнса тăракан кĕмĕл шăнкăрав янăранă пек вара çав юрăçă-тăри, юррине çеç ăнкарса илме çук: те савăнать вăл, çак аслă уй-хире курса, те каçăхса кайса кулать, те ӳпкелешет, те мĕскĕн хресченĕн асапне-тесепне курса, хурланса макăрать...
Мал енче аслă çулпа пĕр çуран çын пыни курăнса кайрĕ. Çынни тĕреклĕ те патвар, утнă май шултăран яра-яра пусать; выртма карттуспа хăй, шурă кĕпи çаннине чавса таран тавăрнă, пуртенккине чĕркуççине çити чĕркенĕ. «Пĕр-пĕр ирçе çынни пулинех, çавсем урине пуртенкке чĕркеççĕ», — шухăшласа илчĕ Тухтар.
Палламан çын çывхарнăçемĕн уççăнрах курăна пуçларĕ. Пиншакне хăрах аллинчен уртса янă, хăй тăрăхларах пит-куçлă, анлă çамкаллă, хура мăйăхне хальтерех кăна ӳстерме тытăннă пек, çинçетсе хырнă, сухалсăр. Тухтар патне çитеспе хăех сăмах хускатрĕ:
— Ырă çын ĕçе пикенет, — терĕ вăл чăвашлах. Сасси хулăнтарах, шалтан илтĕннĕ пек янăрать.
Тухтар ăна хирĕç темĕн каласшăнччĕ — чĕлхи çыхăнчĕ.
— Çавапа тухма иртерех мар-и-ха? — ыйтрĕ лешĕ, Тухтар каласса кĕтмесĕрех.
— Ут валли курăк çулса килес тесеттĕм... — тинех чĕлхе кăларчĕ Тухтар.
— Çуртра вăл та кирлĕ, — утнă çĕртен чарăнса тăчĕ палламан çын.
Тухтар малалла иртсе каясшăнччĕ, анчах, леш чарăннине пула, васкамарĕ.
— Итле-ха, йĕкĕт, — терĕ палламан çын, Тухтар аллинчи çыхха курса. — Мĕн те пулин çырткаламалли пулмасть-ши санăн?
— Çырткаламалли... çăкăр пур акă манăн, — çава аврине хулĕпе хĕстерсе тытрĕ Тухтар.
— Канар-ха пăртак. Лар юнашар, ытла васкамастăн пулсан, — терĕ палламан çын, ясмăк ани хĕррине ал вĕççĕн тĕренсе ларнă май.
Тухтар çавине çул хĕрринчи лутра курăк çинелле хучĕ. Çава выртнă тĕлте пĕчĕк шăрчăксем аяккинелле сике-сике ӳкрĕç. Йĕкĕт, чĕркуçленсе, çыххине салтрĕ те хăйпе юнашар ларакан çынна çăкăрпа чăкăт пачĕ.
— Тавтапуç, ырă çыннăм... Пĕтĕмпе кирлĕ мар мана. Ху валли хăвар. Ак çак пĕчĕкрех чĕллӳне илем те... — сĕннĕ çăкăртан пĕр чĕлĕ илчĕ патвар çын.
— Эс чăкăтне те тыт, шăлçемми вăл.
— Ăна та катса илме пулать. Килти апата пит тунсăхласа çитрĕм, тăванăм, айăп ан ту ĕнтĕ мана, — васкамасăр çиме тытăнчĕ лешĕ.
— Ăçта кайма тухсаттăн, ыйтса пĕлме юрать пулсан?
— Чаткассем эп. Килелле таптаратăп. Палюк теççĕ мана. Сантăр Палюкĕ. Утламăшсем, манман пулсан, мана паллама кирлĕ.
Тухтар ларнă çĕрте кăртах сиксе илчĕ, патвар çынна куçран витерсе пăхрĕ.
— Ха-ха-ха!.. — вĕттĕн тĕпрентерсе кулса ячĕ Палюк. — Мĕн эс, Сантăр Палюкĕ тесенех, хăраса ӳкрĕн? Ристан пек-им эп?
— Апла мар та... — тӳррĕн калаймасăр тăчĕ Тухтар.
— Ан хăра, тăванăм, Палюк пеккисем — саншăн çывăх юлташсем-ха вĕсем. Çын вĕлермеççĕ ун пеккисем, сан йышшисен хутне кĕреççĕ. Раççейĕн тусанлă вăрăм çулĕсене сăнчăрлă урапа шăлса тасатаççĕ. Çапла çав... Виçĕмçул мана иккĕмĕш хут тĕрмене хупрĕç. Халь киле таврăнатăп акă... Тавтапуç çăкăршăн. Талăк хушши çăвара чĕптĕм хыпманччĕ, — çинĕ май васкавлăн каларĕ Палюк. Хăй çавăнтах шăлаварĕ кĕсйинчен вак кĕмĕл кăларчĕ.
— Ме сана çăкăршăн. Тавтапуç, — тепĕр хут тав туса, укçине Тухтар еннелле тăсрĕ.
Тухтар тĕлĕнсе ăна пăхрĕ.
— Кирлĕ мар мана, Палюк тете, пĕр пус та кирлĕ мар... Эс çакна та çи, — юлашки чĕллине те сĕнчĕ Тухтар. — Манăн çиес килмест-ха. Час киле те таврăнатăп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...