Таркăн :: V
Тепĕр эрнерен колоннăна салатма тытăнчĕç. Аллă çын, ватă салтаксем, Смоленск халăхне пулăшма-и, темĕнле объектсене хураллама-и, унта уйрăлса кайрĕç. Вĕсем хула коменданчĕн аллинче пулаççĕ терĕç. Тепĕр çирĕм çын çул çинчен каялла Дорогобуж хулине çаврăнса утрĕç. Вăл шута Долгов салтака та кӳртнĕччĕ-мĕн те, эпĕ чăвашсене вырăсла вĕрентетĕп, вĕсем мана лайăх ăнланаççĕ тесе хăйне колоннăрах хăварма ыйтрĕ. Ыйтрĕ çеç те мар-ха, тархасларĕ, макăрас пек сасăпа калаçрĕ. («Манăн мĕнле те пулин сăлтав тупса кунта юлмалла марччĕ, эпĕ часрах çапăçакан çарсем патне çитсе ӳкесшĕн» терĕ вăл кайран Григорьева, тав турĕ ăна.) Халĕ, командирсем умĕнче Долгов сăмахне Ваçук та çирĕплетрĕ, вăл пире çар ĕçне те, вырăсла калаçма та вĕрентет терĕ. Хăварчĕç вара салтака пысăк йышрах. Ун вырăнне пĕр йĕкĕт, çамрăк салтак, савăнсах Дорогобужа юлма килĕшрĕ. Нумаях мар пулсан та эпĕ кăштах кил еннелле таврăнатăп терĕ вăл.
...Шурă Русь çĕрĕнче пасарлă та чиркӳллĕ ялсене местечко теççĕ-мĕн. («Место» — «вырăн» сăмахран ĕнтĕ вăл. Анчах çĕр-шывне мĕншĕн Шурă Русь теççĕ — ăнланмарĕ Григорьев. Çыннисем те ăна ытти çĕрти евĕрлех пек туйăнчĕç. Шап-шурă çӳçлине пĕр çынна та курмарĕ вăл.) Пĕр пысăк местечкăра салтаксен колоннине пĕтĕмпех салатса ячĕç. Çавăн пек приказ килнĕ терĕç. Кам ăçта каясшăн, кам ăçта юласшăн иккенне никамран та ыйтса тăмарĕç, юлнă пек салтаксене темиçе ушкăна уйăрчĕç те — эсĕр çавăнта, кусем унта, юлашкисем çак хулана каятăр, аслисем сирĕн çавă, çавă, çавă пулать терĕç кăна. Григорьев вăтăр çынлă ушкăнпа чăвашсенчен пĕр-пĕччен темĕнле Буево салине лекрĕ. Ытти чăваш çамрăкĕсене çармăссемпе пĕрле Быхов хулине ăсатрĕç. Хăйсене список тума кантура чĕнтернипе Григорьев пĕчĕк Долгов хăш эртеле кĕнине те вĕсене ăçтă ăсатнине те курса юлаймарĕ. Хытă ӳкĕнчĕ вăл уншăн. Ĕмĕрлĕхех çухатрăм пуль терĕ ăна. Анчах курчĕ вăл вырăс тусне тепре...
Унччен хĕл каçмаллаччĕ-ха салтаксен. Йывăр тапхăра пурăнса ирттермеллеччĕ вĕсен. Пурнăç йĕрки те, ăна пула шухăш йĕрĕсем те улшăнмаллаччĕ вăл хушăра. Çавсем хыççăн «çĕнелнĕ» Григорьев 1812 çулхи Ваçука тĕл пулас пулсан, тен, сасартăках палласа та илеймĕччĕ? Долгов сăнарĕ ун чухне, тăватă уйăх иртсен, ун асĕнче тахçанхи тĕлĕк пек кăна тăрса юлĕччĕ.
Ыран тухса каймалла иккен кунтан. Ĕненес те килмест çав куна салтаксем ырă-сывă кĕтсе илнине. Ăçталла каятпăр-ши эпĕр? Тепĕр тесен кирек ăçта пултăр, хăтъ çăва патне, ку фельдфебеле çĕç куçăм ан куртăр. Мĕнле чупкалаççĕ ав пурте. Кунтан куçмаллине Ваçук çынсем савăннинчен сисрĕ. «Хăçан каятпăр, Ваня?» — «Ыран ирхине, Вася! Хатĕрлен, тăванăм!» — «Эс ăçтан пĕлтĕн?» — «Пур пĕлекенсем. Мана шанчăклă çын каласа пачĕ». — «Тавтапуç, Ваня».
Пурах пуль çав пĕлĕт çинче çынсен хутне кĕрекенни. Тинех асăрханă вăл кунта салтаксем мĕнле асапланнине. Турран килесшĕ фельдфебель вĕсене кулленех шăн çĕр алттарать, утса мар, чупса кăна çӳреме хушать, уйри çуна çулĕсене тасаттарать, пасар халăхне кăтартма салтаксене пĕр-перинпе чышкăпа çапăçтаратчĕ. Анчах чăннипе çапăçмалла. Сăмсасене çапса ватса, пит-куçсене кăвакартсă. Юри-мари хăтланакансене фельдфебель чиркӳ айĕнчи путвала хупса лартатчĕ. Тата салтакла утма вĕрентетĕп тесе мĕнле тертлентеретчĕ, турăçăм! Хăвăр çие хĕç-пăшалпа хĕллехи тум-тир виç-тăватă пăт таранччен йăтса эсир пĕр-ик сехет хушши улăпла утăмсемпе утса курнă-и? Çав çăкпах тарăн юр тăрăх, çăмăллăн, вăшт-вăшт тутарса утса çӳренĕ-и ик-виç сехет? Çӳресе пăхăр-ха, вара мĕн калăр. Чĕлхĕр çаврăнайĕ-и мĕн те пулин калама. Темиçе салтак, пирĕн патран тарса çапăçакан çар пайĕсене хутшăнасшăн пулна-мĕн те, вĕсене юланутпа хăваласа çитсе каялла тавăрчĕç, сивĕ путвала хупса виçĕ кун хăр выçă усрарĕç. Пĕр «дезертирĕ» мăшкăла тӳсеймесĕр çакăнса вилнĕччĕ, тепри чирлесе лазарета лекрĕ.
Ун пек хаяр хăтланса фельдфебель пĕр харăс икĕ мулкач тытать тетчĕç: хăйне тăрăшса ĕçленĕ пек кăтартать иккен тата салтаксем пĕрре те пулин тăраниччен çисе курасчĕ тесе хăйсене часрах çапăçу хирне ăсатма ыйтатчĕç. Ку фельдфебеле те вĕсем куçăм ан куртăрччĕ тенĕ. Лешĕ мухтаннă кăна: «Ман салтаксем пурте çапăçăва талпăнаççĕ, эпĕ патриотсем вĕрентсе хатĕрлетĕп», — тенĕ аслисене.
Пире илсен, ытти салтаксене, пĕрмаях выçă эпĕр. Е çил-тăмана пула апат кӳрсе килмен тетчĕç, çул çинче ăна таркăн французсем туртса илнĕ пулатчĕ. Апат турттаракансем ăна сутса ĕçни те сахал мар иккен. Вăл ултавран пирĕн фельдфебель тенĕскер те айккинче юлмастчĕ пулмалла, алли пӳрнисенче ылтăн çĕрĕсем йăлтăртататчĕç.
Эпĕр хырăм выççи пирки калаçнине илтсенех аçа çапасшĕ фельдфебель пире хирĕç пырне хыртарса кăшкăрма пикенетчĕ: «Камсем эсĕр сире умра юличчен çитерме? Çапăçури салтаксем-и? Тылри йĕке хӳресем эсĕр! Харам пырсем!» — Тăшман çарĕсем пиртен пĕр виç-тăватă кун утмалăхчĕ — çĕр çирĕм-çĕр вăтăр çухрăм.
Вăрçа йăлăхтармăш фельдфебель пирĕнпе пĕрле пырас пулсан ăна пĕрремĕш çапăçурах хамăр салтаксенчен хăшĕ те пулин тирпейлесе хуратчĕ-ха.
Çав кунах каç пуласпа Григорьева килтен çыру пырса пачĕç. Кама вулаттарас-ши тесе çӳрерĕ-çӳрерĕ Ваçук, — никама пама та хăрарĕ. Хут пĕлекенни те таврари çĕр çынтан пĕрре-иккĕ çеç. Вĕсем те темле çынсем-çке. Тен, çырăвĕнче вăрттăн япаласем пур? Ют çынна пĕлтерме юраманнисем? Хамранах кулĕç кайран.
Ваçук хуралçăран местечкăри пуп патне çыру вулаттарма яма ыйтрĕ. Кайма чармарĕç ăна. Халĕ утатъ вăл урам варрипе çыруне чĕри çумне хĕстерсе. Килте инçетри ывăлĕ валли çыртарнă çырăва амăшĕ хурланса тытса пăхнах ĕнтĕ. Халĕ çав çыру, амăш чĕрин ăшшине илсе килнĕ пек, ывăлĕн аллине килсе кĕчĕ.
Вуламасăр та ăнланма пулать иккен салтак амăшĕн тунсăхне, пăшăрханăвне.
Ял тесен ял мар ку местечко тени, хула тесен хула мар. Ял пулма пысăкрах вăл. Чăваш ялĕсемпе танлаштарсан — пушшех мăнă: пин кил ытла теççĕ унта. Хуларан пĕчĕккĕ вăл. Урамĕсем çеç сапаланчăк, вăрăм. Пĕр урамĕн тăршшĕ вара ик-виç çухрăм та пулать пуль. Утрĕ, утрĕ Григорьев. Салтаксем местечкăн пĕр пуçĕнче, пуп çурчĕ унăн тепĕр вĕçĕнче. Халăх пахчасенче чакаланать. Лашасем сайра çеç курăнкалаççĕ, вĕсем те пулин вăрçă инваличĕсем: е уксах, е пăсăк çурăмла. Арçынсем те сахал кунта, ĕçме-çиме те хĕсĕк.
Те кĕрсен лайăх, те кĕмесен лайăх тесе Ваçук пуп пӳрчĕн пăлтăр алăкне хуллен шăкăртаттарса пăхрĕ.
— Кĕрĕр! — терĕ те ăна хыçалти хĕрарăм мала иртсе пăлтăр алăкне уçрĕ. Вĕсем пӳрте кĕчĕç.
— Сире кам кирлĕччĕ? — ыйтрĕ хăйĕн куçне питех шанманнипе çын патне çывăха пырса тинкерсе пăхма хăнăхнă çамрăк хĕрарăм — местечкăри пуп майри. Курнă ăна Ваçук пасарта.
— Манăн çыру вулаттармаллаччĕ, — терĕ чăваш йĕкĕчĕ.
— Мĕн çырăвĕ?
— Килтен килчĕ. Вулама пĕлекĕн çук.
— Эс мĕнле халăх çынни? Тутар-и? Е мĕн-и?.. Мĕнлеччĕ-ха тепĕр халăх ячĕ?
— Çармăç-и? Эпĕ чăваш.
— Мăкшă ятлă çынсем те пурччĕ мар-и таçта?
— Пирĕн ушкăнра та пур икĕ мăкшă, — çывăхри майра куçĕнчен кăшт айккинелле пăрăнчĕ Ваçук. — Вырăссем пекех вĕсем.
Чӳречине уçса хунă пулсан та пăчă-мĕн пӳртре. Майра калаçнине итлеме чăрмантарса сăмсана апат-çимĕç шăрши перет. Ирхине кăна çăкăр пĕçерсе кăларнă пулас та, тĕпелти сак çинче пит шăллипе витсе хунă çаврака çăкăрсем палăраççĕ. Вăл çитменччĕ, шалти пӳрт алăкĕнче çич-сакăр çулхи кӳпшек ача курăнчĕ. Палламан çын еннелле пăхса вăл темĕн чăмласа тăрать. Тутлă япала çиет ĕнтĕ, сĕтеклĕн машăлтатса кавлени илтĕнет. Выçă куçпа ăна тинкерсе сăнас мар тесе, çав вăхăтрах матăшкăна (пуп майрине) тăнланă пек кăтартса (çыруне Ваçук тепĕр çынна та вулаттарĕ-ха), хĕрарăмăн кĕске янахĕ мĕнле вылянине асăрхать Григорьев. Тути те хитре-мĕн майран.
— Эсĕр ăçта пурăнатăр? Çĕпĕрте-и? — ыйтать вăл.
— Кам? Пирĕн кил-йыш-и? — тет Ваçук.
— Мар, пĕтĕм халăх. Чăвашсем.
— Хусан кĕпĕрнинче.
— Тутарсем те çавăнтанччĕ пулас.
— Эпĕр уйрăм халăх.
— Нумаййăн-и чăвашсем тĕнчере?
— Тĕнчере-и? Нумаййăн. Темиçе пин! — Унран пысăк цифра пĕлмен Ваçука пин çын çав тери нумай пек туйăнать.
— Çыруне... чăвашла çырнă-ши? Апла ăна вулама та пĕлмĕпĕр?
— Тен, хупăлчине уçса пăхар? — сĕнчĕ Ваçук.
— Конвертне-и? Çыруне эс Федот аттене вулаттарасшăн-и? Вăл ывăнса таврăнчĕ те канма выртнăччĕ. Халĕ çывăраймасăр пахчана тухса ларчĕ-ха.
— Мана пур пĕрех, кирек кам вуласа патăр.
— Ăçта-ха, эппин? — Пуп майри конвертне çурса хут листине куçĕ патне илсе пычĕ. — Вырăсла çырнă. Эсĕ Васили ятлă-и?
— Васили ятлă.
— Аçу Григорий?
— Çапла, Григорий, — савăнчĕ Ваçук.
— Хушаматна çырман темшĕн.
— Çук пирĕн хушамат. Ниçта тухса çӳременнипе нумайăшин çук. Ун вырăнне пирĕн атте ячĕ çӳрет.
— Сан ывăлу Васильев Иван пулать икиен.
— Эс ăна та вуласа пĕлтĕн-и? Аслашшĕне хисеплесе Григорьев Иван тесе те çырăнма пултарать вăл.
— Тăхта-ха, ма эпĕр ура çинче тăратпăр? — Пуп майри Ваçука алăк патне хыçлă пукан шутарса лартса пачĕ. — Пурте сана салам яраççĕ тенĕ. Пуринне те ячĕсене çырнă. Аçупа аннӳ унта. Хĕветĕр шăллупа кинӳ. Кусем паллă-ха. Праски тени кам?
Ваçук вăтанса пуçне чикрĕ.
— Ман карчăк вăл.
— Сана пăхса çитĕнтерни-и?
— Ман арăм, эппин.
— Ма — карчăк? Питĕ ватă-им вăл?
— Шӳтлесе эп ăна. Вăтăрта çеç вăл.
— Çамрăк хĕрарăма карчăк тесе кӳрентериччен луччă мухта эс ăна. Пепкеçĕм тетĕн-и унта, хĕрĕм, пикемçĕм тетĕн-и, — кирек мĕн каласан та ытлашши пулмĕ.
— Мухтама темле чĕлхе çаврăнмасть пек.
— Çапла-çке эсĕр, арçынсем, пăрмаях ытлашши мухтасран хăратăр.
— Мĕн çырнăччĕ унта ман... ман мăшăр пирки? Ятне асăннă терĕн.
— Сана арăму патне ăс вĕрентсе çыру çыртарма хушать аçу. Ывăлу пĕрмаях сана асăнать тет. Хут вĕренесшĕн тет вăл. Вара атте патне хамах çырусем çырăп тесе калать тет.
Пуп майри ачи еннелле çаврăнса, — тулăх ача ун ывăлĕ пулас, —те тем кăтартрĕ, те хушрĕ темĕн, анчах лешĕ лӳ те тумарĕ. Халĕ вăл салтака хирĕç кăмака çумне пырса тăнă та çӳхӳ таткине чăмланă май куçне илмесĕр ют çын çине пăхса тăрать.
— Ăслă ача вăл ман, Иван, — мухтанчĕ Ваçук тӳсеймесĕр. — Чĕрĕ ача. Кун каçа таçта çитме ĕлкĕрет... Çыру пĕтрĕ пуль вуласа?
— Пĕтрĕ. Тен, сана çыру çырса яма пулăшмалла?
— Çук, тавтапуç. Ыран ирех эпĕр кунтан тухса каятпăр. Адрес улшăнать пирĕн. Вăрçă çывăхнелле кӳçараççĕ пулмалла пире.
— Ну, эппин, вăхăт çитсен киле ыра-сывă таврăнмалла пултăр.
— Тавах сана. Сывă пул, — куштарканă аллине матăшкă еннелле тăсрĕ Ваçук салтак.
— Телейлĕ çул! — терĕ те пуп майри вăрт çаврăнса шалти пӳрте кĕрех кайрĕ. Тен, курмарĕ вăл Ваçукăн тăснă аллине? Ахăртнех, курман вăл. Паллах, курман.
Тепĕр майлă каласан, курнă пулсан та, мĕнех вара уншăн? Григорьев арçын, пуп майри хĕрарăм. Хĕрарăма каçарма та юрать. Çитменнине вĕреннĕ çын вăл. Юрать-ха палламан çынна пӳртне кĕме чармарĕç. Çыруне вуласа пачĕç. Вăйсăртарах куçлă хĕрарăма уншăн та тем пекех тав.
Паллах, çавăн чухлĕ апат çинче пуп майри выçă салтака çитерсе яма та пултаратчĕ-ха, пĕр çынна сăйланипех чухăна юлмĕччĕ ун çемйи. Ваçук пур пĕрех çиме лармастчĕ. Ют çĕртен мар, хăнаран та вăл килне çурма выçă таврăнатчĕ.
Ыран çул çинче çиме çăкăр сĕннĕ пулсан ăна, тен, илетчĕ те пуль чăваш. Çук, сĕнмерĕç. Мĕн тăвас тен эс, тутă çынпа выçă çын юлташ мар тенĕ. Ун вырăнне пуп ачи вара чăн-чăн сыпăксăр кĕпçе ĕнтĕ. Малашне те кун пекех апат ансан ӳссен вăл ашшĕн пĕтĕм пурлăхне ĕссе-çисе ярĕ.
Хăйĕн арăмĕ пирки çамрăк майра хута кĕрсе калаçнине Григорьев кайран темиçе хут та ӳкĕнсе аса илнĕ. Тĕрĕс каларĕ вырăс хĕрарăмĕ тенĕ. Мăшăрне Ваçук чăнах та хисеплеме пĕлмен. Шеллемен вăл ăна. Пĕлмен шеллеме. Мĕн валли кирлĕ пулнă ăна арăм? Хуçалăхра ĕçлеме. Каçсерен арçын кăмăлне пусарма. Кил-çурт астуса тăма. Ача пулсан — ача пăхма...
Чи кăткăс ĕç чăвашсен хĕрарăм çинче тытăнса тăнă. Упăшкасăр юлать те хĕрарăм, пĕчченех ачисене пăхса çитĕнтерет. Арăмсăр юлнă арçыннăн часах килĕ юхăнать.
Чунĕсене уçса калаçнă-и вĕсем, Ваçукпа ун арăмĕ, пĕр-пĕринпе? Темĕн, тен, калаçнă та пуль, астумасть арçын.
Çитес çĕре Григорьевсен ушкăнĕ виççĕмĕш кунне çитрĕ. Хускалма вĕсем çеç хускалман иккен. Лере вĕсем тата темиçе ушкăнпа пĕрлешрĕç. Çĕрле те пырса хутшăнчĕç салтаксем, тепĕр кун та. Унтан утлă çар пайĕ тĕпĕртеттерсе иртсе кайрĕ. Сисĕнет: пысăк ĕçе хатĕрленет халăх.
Вара, утсан-утсан, пĕр эрнерен урăхла чĕлхепе калаçакансен çĕр-шывне çитсе кĕчĕç салтаксем. Хамăр патшалăх чикки урлă каçнă чух чылайăшĕ пусăрăнса каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕç. Тен, эпĕ таван çĕре юлашки хут куратăп терĕç пулмалла вĕсем.
Темиçе кун ĕнтĕ çĕрлесенче çеç утаççĕ салтаксем. Кăнтăрла шăрăхĕ те шăрăх, çын куçне те ытла тăрăнатăн. Темĕн манса хăварнă та халĕ çавна кайса илме васканă пек, çаплах хĕвеланăçнелле талпăнаççĕ çарсем. Кантăрла пĕр-пĕр вăрман хĕрринче е хула пеккинче канса выртаççĕ. Кунта ялĕсем те хула евĕрлĕ. Апат çул çинче çимелĕх те илме пулать те, йăтмалли котелокри пăтăсăр пуçне те ытлашшипех çар çыннин. Юлашкинчен ик кунлăха канма чарчĕç салтаксене. Алăри çар хатĕрĕсене тасатса çу сĕрсе хума хушрĕç. Хĕç-пăшал сирĕн юлташăр, сирĕн хӳтлĕхĕр терĕç. Тригорьев пăшалĕн пайĕсене сӳтсе тăрăшсах тасатрĕ те кашни пайне каялла хăй вырăнне вырнаçтарчĕ. Тĕрĕсех çав ĕнтĕ — салтакăн чи тыткаламалли «ĕç» хатĕрĕ пăшалпа штык.
Эпĕр тăшман çарĕнчен инçе те мар ĕнтĕ — пĕрре пикенсе утмалăх кăна пирĕн хушшăмăр. Вунă-вунпилĕк çухрăм. Пĕр-пĕрин сывлăшне те туятпăр темелле. Пĕр эрне каялла çеç вĕсем çак вырăнта тăнă пулнă, халĕ эпĕр чарăнтăмăр кунта. Тĕллев паллă пирĕн (ăна тăшман та пĕлме кирлĕ): пире хур кăтартнă çичĕ юта малалла та хăваласа пырса хăйне пăхăнтарнă патшалăхсенчен хӳтерсе кăларасси, Францие хăйне пуçĕпех парăнтарасси. Эпер тăшманран вăйлăрах халь! Пур енчен те: хĕç-пăшал шучĕпе те, тĕрĕслĕх пирĕн енче пулнипе те. Пирĕн такам умĕнче те пит шурă халь, тăшман ют çĕрсене таптаса питне кĕççе çĕлерĕ.
Командирсем çапла калаççĕ. Эпĕр те çапла шутлатпăр. Тăшман усал. Российăнне мĕн чухлĕ пурлăх çаратса кайнă вăл, мĕн чул çын пĕтернĕ.
Каçалапа салтаксем хушшине хыпар сарăлчĕ: ыран çуллахи «ĕçсем» (походсем) пуçланаççĕ иккен. Çавăнпа паян пĕр сехет маларах çывăрма выртма ирĕк панă. Эппин, ыран çапăçăва кĕретпĕр?
Тем каламалла кун пирки. Те тинех «ирĕк пурнăçа» кĕтсе илтĕмĕр темелле. Те курмаллине, чăн вăрçа, ыран курассишĕн ачалла савăнмалла. Е хурланмалла-ши? Вăл куна эпĕр çичĕ уйăх ытла кĕтрĕмĕр-çке. Хăшне суйласа илĕ-ши судпа айăпласа вилмелле тунă çын: ак паян илсе кайса çакса (е персе) вĕлереççĕ, паян мар тăк, ыран вĕлереççех ĕнтĕ тесе виç-тăватă çул хушши кĕтсе пурăнма-и е айăпланă кунах вилме-и? Кашниех вилмест вăрçăра, анчах кашниех чĕрĕ те юлмасть унта. Камăн мĕнле телей ĕнтĕ.
Салтаксем шăкăр-шакăр çех хывăнса выртрĕç çывăрма. Пĕр сехет, икĕ сехет иртрĕ пуль, йăшăлтатнинченех, пăшăлтатса калаçнинченех курăнать, сисĕнет: никам та ыйхă шутлă мар казармăра. Дневальнăй ăçта та пулин пăрăнсанах ик-виçĕ çамрăк паттăрланса хыттăн калаçма, шӳт тума тытăнаççĕ. Алăк патĕнчи вырăс ачи, пирĕн мыскараçă, сиксе тăрса шăпăр аврипе хăлаçланма пикенет: асри тăшмана чиксе пăрахнă пекки тăвать: унтан хăех тăшман салтакĕ пулса урайне персе анать, каçăхса кайса лăпланса выртать...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...