Таркăн :: II
Мĕн тери уйрăм иккен салтакрипе килти пурнăç. Çĕрпе пĕлĕт вĕсем. Салтакра эсĕ пĕтĕмпех çын аллинче. Пĕтĕм пурнăç унта приказпа тытăнса тăрать. Приказпа выртатăн эсĕ, приказпа тăран, приказпа тула тухма каян, приказпа çăвăнан, приказпа çиме ларан, приказпа кĕпĕрленсе сĕтел хушшинчен тухан... Кунĕ-кунĕпе, эрни-эрнипе, уйăх-уйăхĕпе, çулĕ-çулĕпе! çавăн пек. Пилĕк çул... Вунă çул... Çирĕм çул çапла. Шухăшламалла мар санăн, эсĕ — машина пайĕ, машина шухăшламасть; пуçна ватма тапратсан эсĕ мĕн те пулин илтмесĕр юлма пултаран. Вара эс йышран уйрăлан, йĕркене пăсан. Пĕррелĕхе асăрхаттараççĕ çеç-ха сана. Тепре тăнламасан — айăплаççĕ (çынсем каннă вăхăтра пĕр-пĕр таса мар ĕç тутараççĕ). Виççĕмĕш хут та шухăшлама пăрахмасан петрĕн вара эcĕ. Пĕрремĕш хут курнă пек, пурте сан еннелле кĕпĕр! çаврăнса пăхаççĕ. Çак самантран тытăнса хăвăн кăлтăку та, çынсен айăпĕ те йăлтах сан çине тиенме пуçлать. Эсĕ ушкăнри асси кайăк. Пурте сăхаççĕ сана. Эсĕ пĕтнĕ пуç.
Чĕрĕ юлас тесен мĕн те пулин килĕшмесен те, нимĕн те килĕшмесен те, вилес пек ывăнсан та çăварна ан уç çынсенчен ан юл. Çавă çеç çăлма пултаратъ сана.
Салтакра çирĕм пилĕк çул ытла çапла пурăннă Григорьев Васили. Ăçта каймалла — кайнă (утнă, чупнă, ыткăннă — мĕнле хушаççĕ — çапла). Тӳсĕмлисем тӳссе ирттернĕ салтак хĕсметне. Тӳсĕмĕ çуккисем, «нумай пĕлекеннисем» таврăнайман киле. Вĕсене салтак службин урапи таптаса лапчăтнă.
Ялта Салтак Ваçукĕшĕн пĕтĕмпех урăхла пурнăç тапранса кайнă. Тинех çын аллинчен хăтăлтăм тенĕ вăл. Пур енчен те ирĕке тухнă пек туйăннă ăна. Ирхине хăть кăнтăрлаччен çывăр. Каçхине хăть çывăрма та ан вырт. Яла таврăннăранпа ăна пурте хăнана чĕнеççĕ. Тăвансем-хурăнташсем тупăннă вара — çур ял! Ун медалĕ-орденĕсене тĕлĕнсе пăхаççĕ. Вĕсене патша хăй аллипе çакса янă тет иккен. Ку ĕнтĕ ашшĕн юмахĕ, ăна Григорьев хăй те илтнĕ-ха, анчах хирĕçлесе шарламан — атя, йăпанччăр ватăпа вĕтĕ тенĕ-ши? А мĕн, медальне-орденне патша та пама пултарнă: чăваш пуççăн Григорьев Ваçук тĕнче тавра çаврăннă-çке, миçе патшалăха çитсе курнă, Францие парăнтарнă çĕре хутшăннă: вырăсла ăста, французла... Ик сăмах пĕлет. Е пĕр сăмах çеç-ши вăл — «бельами?»
...Ку тĕлте Ваçук вăтанса йĕри-тавра пăхкаласа илет. Çывăхра кам та пулин пулсан «эп халех» тесе карта хыçнелле утать.
Париж хулине Раççей çарĕ парăнтарнă хыççăн пулнă вăл. 1814 çулхи пуш уйăхра (мартра). Хулана штурмланă чух хăюлăх кăтартнă салтаксене пĕррехинче каçалапа пуçтарса темиçе ушкăна пайланă та çăвăнса тасалма хушнă, çĕнĕ кĕпе-йĕм пырса панă.
— Тумланăр! — тесе кăшкăрнă фельдфебель. — Тепĕр пилĕк минутран каймалла.
— Ăçта каятпар?
— Хуллентерех эсĕр. Хăнана пыма каланă.
— Кам, Наполеон-и?
— Çăварна канма пар, Суходолов. Грпгорьевран вĕрен: вăл нимĕн те чĕнмест ав.
— Вăл ытлашши ăслă.
— Эсĕ ухмах, çавăнпа нумай палкатăн. Пилĕкшерĕн — строя! —кăшкăрса янă фельдфебель хăлхана çурса.
Çирĕм çын шăкăр-шакăр майлашăнса тăнă.
— Пире... мар-ха, — тенĕ ватă фельдфебель, — сире, паттăрсене, француз хĕрĕсем хăйсем патне уллаха чĕнеççĕ тет. Вăхăт — пĕр сехет панă. Хăнана кайнă чухне, хăвăрах пĕлетĕр, кучченеçе парне пек япала илме калаççĕ. Мĕн пӳлтăр салтакăн? Вăл хăй — хĕрсемшĕн — парне. Çул çинче магазин тĕл пулать, укçа пуррисем туянĕç мĕн те пулин. Хĕрсене савăнтарма пĕлни лайăх вăл. Укçа халлĕн те пама юрать вĕсене. Тĕпрĕн илсен, сирĕн ĕç — арçын ĕçĕ, — тӳррипех каласа хунă ватă кăркка. — Анчах ытлашши муритлес марччĕ хĕрсене, кунти мадмузельсем1 пирĕн хĕрарăмсем пек мар, ачаш, черчен теççĕ, таçта амантса пĕтерĕр, — хушса хунă фельдфебель. — Урамра курăр-ха эсĕр вĕсене — уйăх çинчи пике тейĕн. Çапах питех хăрама та кирлĕ мар, мĕншĕн тесен эпĕр — çĕнтерӳçĕсем. Сисчĕр çавна. Хамăрăн хурал та пулать пирĕн. Мана картишĕнче тăма хушнă. Кайма вăхăт çитсен — шăхăрăп эпĕ. Пирĕнпе пырас мар тенисем — юлма пултараççĕ.
Тăватă çамрак айккине пăрăнса тăнă. Григорьев та юласшанччĕ — ӳнăн хырăмĕ пăсăлнă: кĕрлет, пакăртатать, çине-çинех «карта хыçне» хăвалать. Пăсăлмасăр тăма та май çук кунта: е кунне пĕрре çитермеççĕ, е апатран татти çук — пĕр делегаци килсе хăна тăвать, тепри йăслать, «саккунлă» апата йыхăраççĕ. Сĕтел хушшинчен тухан та кĕреке хушшине ларан тенĕ майлă. Анчах Григорьев асăрханса çех çикелет. Темле япала-çке вĕсен апачĕ-çимĕçĕ? Французсем шапа çиеççĕ тенине илтнĕ те Ваçук, тен, Раççей салтакĕсем валли те вĕсем шапасем пĕçерсе килеççĕ? Ĕнерхи яшкари какай татăкĕ ăна шăп кăна çав чĕрĕ чун пĕççи евĕрлĕ туйăннăччĕ. Тен, Ваçукăн хырăмĕ те çав «аша» пула пăсăлчĕ?
«Ураса» тытнă кунсенче кам мĕнле пĕлет — çапла тăранать. Укçаллисем урама чупаççĕ, пашалу та пĕремĕк-канхвет чăмласа çӳреççĕ. Кайран хура çăкăр та пырĕччĕ — кĕсйи тĕпе яп-яка.
Укçа пекки Ваçукăн та пур-ха вăл кăштах. Алă пымалла мар çĕре çĕлесе хунă та вăл — çук тесех шутлать. Пур-çук укçана ма усал хырăмшăн сая ярас? Пĕр кун-икĕ кун выçă чăтасси те Ваçук шухăшĕпе йывăр япалах мар. Тепĕр тесен, салтаксем патшалăх аллинче тăраççĕ, вĕсене тăрантарасси пирки, ан тив, хысна пуçне ваттăр.
Çамрăк чăваш хырăма пăхăнас темерĕ. Вăл пăхăнтăр çынна. Шăпа çакăнта çити илсе килчĕ пулсан курманнине курма, илтменнине илтме тăрăш. Ун чух тула тухас шухăш çук çĕртенех вăл, сых ятне, кайса ларкаласа пăхрĕ те шăлаварне хăпартрĕ. Халĕ Ваçук ытти салтаксемпе пĕрле хăюллăн урамалла утрĕ. Анчах пĕр квартал та кайманччĕ, унăн хырăмĕ шăтăр касса карĕ. Вăт çакăнтаччĕ паçăрхи нушник. «Çăмăл ĕçпе» усă курмаллисем, чĕç тумаллисем кунта урамрах, пырса тăр та чуптар çеç. Вар пăсăлсан валли таçта-çке вĕсен?
Григорьев хытарчĕ хăйне, чăтса ирттерĕп терĕ. Урăх япала çинчен шухăшланă пек турĕ.
Француз хĕрĕсем хăнана чĕнеççĕ тесенех, çамрăк салтаксем пĕр-пĕрин çине пăхса куç хĕсичченех ăнланнăччĕ Григорьев: вĕсене сутăнчăк хĕрсем патне илсе каяççĕ. Ун пек хĕрарăмсене хуласенче куркаланă Ваçук. Каçалапа е çĕрле тухаççĕ вĕсем урама. Чылай чухне ӳсĕр вĕсем, тирпейсĕр тумланнă. Чалăш та чĕлĕш пускалаççĕ. Мĕн парне памалли пур вăл кĕрхи шăнасене, темиçе пус тыттар та — ĕçĕ те пĕтнĕ. Çавăнпа кăштах укçа пур çинчех нимĕн те туянмарĕ Григорьев. Тĕлĕнчĕ кăна магазинта. Самăр ял çыннисене кăтартасчĕ ку пуянлăха тесе шухăшларĕ. Раççей çарĕ Парижа (çав вăхăтрах пĕтĕм Францие) парăнтарнăранпа вунă кун та иртмен-ха, магазин хуçисем çӳлĕксем çине пусма-тавар кăларса купаланă. Суйла кама мĕн кирлĕ — çавна.
Парижăн чул сарнă урамĕпе утнă май чăваш салтакĕ хăй ăçта çитсе тухнинчен халланса-тĕлĕнсе пычĕ. Каласа та ĕненмĕ мăнтарăн ял халăхĕ!
...Улах пӳртĕн пĕчĕк пӳлĕмĕнче чăваш çамрăкĕн сехри хăпса тухрĕ. Ăçта тĕксе кӳртрĕç ăна? Мĕнле хуçа килĕ-çурчĕ ку? Тен, юри, мăшкăл кăтартма (е тĕрĕслесе пăхма-и?) илсе килчĕç вĕсене кунта? Путех улпут хĕрĕн пӳлĕмĕ ку. Ахаль çыннăн кун пек тĕкĕрсем, кавирсем, шурă чӳрече карри, таса вырăн пулас çук. Тата хĕрĕ мĕнлерех, турăçăм-пӳлĕхçĕм. Картинка çинчи пек. Те канма выртнă çĕртен тăрса ларнă ĕнтĕ, пĕр хут пусма кĕпепе çеç, ярханах, тур каçартăр та, кĕпи витĕр пĕтĕм кĕлетки палăрса тăрать. Куçĕпе такама çисе ярĕ вăл. Çамрăклăхĕпе такама çавăрĕ. Урамри сутăнчăк хĕрарăмсем ку пикен чĕрни хури тĕшне тăмаççĕ.
Çакăнта Григорьев хăй еннелле çур утăм кăна тутăр е унсăрах, хĕр кăшкăрса ярать те ак, тарçисем чупса кĕрсе салтака ярса тытса каяççĕ. Пĕтрĕ вара Ваçукăн хăçан та пулин киле таврăнасси. Çавăнпа кунтан часрах тухса тармалла.
Пĕр самантра çаксене курса, çапла шухăшласа илме ĕлкĕрчĕ Григорьев. Çурăмĕнчен тĕксе кӳртнĕ чухнехи сулăмпа пӳлĕм варрине кĕрсе тăнăскер, хуллен алăк патнелле чакма тытăнчĕ. Ăна уçас тесе аллине хыçалалла тăснăччĕ, хĕр ун урлах алăка шал енчен шăкăлт çаклатса лартрĕ. Салтак пуçĕ тĕлĕнчен шурă пĕлĕт иртсе кайрĕ тейĕн. Хĕртен çамрăклăхпа духи шăрши çапса юлчĕ. Фельдфебель каланă пек, черчен мар-мĕн вăл, самаях кĕрнеклĕ кĕлеткеллĕ. Шăп кăна вăйлă йĕкĕт валли çитĕннĕ.
Григорьев темĕн ăнлана пуçларĕ, анчах хăрама та, тĕлĕнме те чарăнаймарĕ-ха. Ма хĕр пӳлĕмрен кăларасшăн мар ăна? Тарçисем килессе кĕтет-и? Е...
Ун еннелле пăхрĕ те салтак — ăшшăн кулса ларать мар-и хĕр?! Григорьева хăй çывăхне пыма чĕнет мар-и? Пĕтрĕ пуçах капла. Мĕн тума?
Чăваш ăнланмишех печĕ. Алăк патĕнчен вырăнтан та хускалмарĕ вăл.
Вара хĕр хăй алăк патне васкамасăр утса пычĕ. Çемçе пичĕпе, кушак пек, Григорьев питне сĕртĕнчĕ. Кулкаласа ун тӳмисене вĕçертме хăтланчĕ.
Григорьев хĕрĕн аллисене тупса чăмăртарĕ. Чарчĕ вăл хăйне хывăнтарма. Анчах хытă мар, хуллен кăна, юрамасть пуль тенĕ пек çеç систерчĕ. Кăпăк пек çемçе-мĕн хĕр алли. Вĕсем ăнланчĕç пĕрне-пĕри. Григорьев ăшĕнче ар-çын туйăмĕ вăранчĕ. Хĕрĕ паçăрах çавна кĕтет ав. Хăрани çеç хуплать Ваçука. Такам сыхласа тăрать пек ăна коридорта.
Хĕр тата ытларах астарма шутларĕ пулас арçынна, ун куçĕ умĕнчех пĕр хулне кăларчĕ кĕпи ăшĕнчен, унтан теприне кăларчĕ те, кĕпи, ункă евĕр, урайне шуса анче. Çара пакка хĕр Ваçук çумне пырса тĕршĕнчĕ.
Ун пек чухне шухăшласа тăма вăхăт çук. Салтак пикене ыталаса илчĕ те, вĕсем, — пĕри çаппа-çарамас, тепри урамри тумпа, — вырăн çине йăванчĕç. Ку вăл ытла та «хамăрла» пулчĕ çав. Аллине пĕр саманта çеç вĕçертнĕччĕ чăваш, француз хĕрĕ салтака тĕксе ячĕ те ура çине сиксе тăчĕ. Мĕн юрамарĕ ăна? Хывăнма хушать иккен вăл. Капла ырă мар тет.
Ĕç-пуç вăл еннех кайрĕ пулсан мĕн пулать те мĕн килет эппин. Алăка çаклатнă, чӳречене карнă. Раççей салтакне мăшкăллаттарма çапла хăтланать тесен хĕрĕ хăй те шăр-çарамас. Хăйне те кĕççе пит тейĕç. Сăнĕ-пуçĕ, кĕлетки-çурăмĕ чăнах та пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла ĕнтĕ, ун пек пӳ-сипе такам умне те тухма пулĕ. Çавăнпа вăл, курса киленĕр, пăхса ăмсанăр тенĕ майлă, кĕпине вăр-вар çех хывса печĕ.
Ваçук татсах калаймасть те, тен, ун (Ваçукăн) кĕлетки те ытлашши пăсăк мар?
Çав хушăра хĕр урине явса тăрса салтак тӳмисемпе муталанчĕ-муталанчĕ те хăйне пулăшасса кĕтсе йĕкĕт çине пăхрĕ. Лешĕ пĕрремĕш хут йăл-л кулнине курса вырăнĕ çине кайса выртрĕ, аллипе хупланчĕ. Сутăнчăк хĕр иккен вăл. Проститутка. Пуртараххи. Урамра çӳрекеннисем — çука юлнисем пуль.
Халь ĕнтĕ тухса каясах тесен никам та чаракан çукче Григорьева. Ун пирки шухăшланă май Ваçук пĕри ялти пек вутă çурнине — ахăртнех, пӳлĕм чӳречи картишне тухать-тĕр, — коридорта хĕрсем пăшăлтатса калаçнине, такам «Ваçуксен» алăкне пырса карт туртнине итлесе тăчĕ. Тӳррипе каласан, салтака килнĕренпе чăваш çамрăкĕ темиçе хут та хĕрарăмсăр аптраса çӳренĕ. Халĕ ав виç утăмра çарамас хĕр кĕтет ăна. Ваçук салтăнчĕ те аялти кĕпи-йĕмĕпе ун çумне кĕрсе выртрĕ. Ыталарĕ чипере, чуптурĕ ăна. Анчах нимĕнле хĕрӳлĕх е тĕмсĕлӳ пуррине те туймарĕ хăй ăшĕнче. Вăл музейри сивĕ чул кĕлетке çумĕнче выртать тейĕн. Паçăр хĕре хăй тытнă вăхăтра пулсан-и? Хальччен хăйĕн кăмăлне те пусарнă, пикене те савăнтарса хăварнă. Арăмĕпе те çапла Ваçук — пуçаруçи кирек хăçан та арçын пулнă вĕсен. Апла, тен, хĕр хăйне ытла уççăн сĕнни хăратрĕ ăна? Е вăл мĕн ĕçпе тăранса пурăннине пĕлни сивĕтрĕ-ши ун кăмăлне?
...Вара тин вăл хăйне хăй улталама хăтланса выртнине ăнланса илчĕ. Çак самантрах (ним тăхтаса тăмасăр!) унăн тула тухма каймалла. Атту — тӳрлетме май çук япала пулса иртет. (Йĕм тĕпне т...т...) Е вăл унитаз çине сиксе ӳксе ларма ĕлкĕрет, е пĕтĕм тĕнче умĕнче намăс куратъ. Кравать çумĕнчех Ваçук чаршавпа хупланă алăка асăрхарĕ. Ăçта каять пуль вăл алăк? Хăтъ те Наполеон пӳлĕмне илсе кайтăр! Григорьев яшт сиксе тăчĕ те чаршавне те сирчĕ, те татса илчĕ (ăна хăй астумасть), алăкне уçрĕ, курми пулнă куçĕпех лутра унитаз çине пырса кĕчĕ, ларма тăчĕ ун çине... Васкарĕ Ваçук... Пăсăлнă варĕ те урăх чăтма пултараймарĕ. Ваçук хăлхине хупласа виç çухрăма илтĕнмелле сасă кĕрлесе кайрĕ — пысăк бомба шартлатса çурăлчĕ тейĕн.
Хăраса ӳкнĕ, вăтанса çĕр тĕпне анса кайнă салтак шыв шыраса пĕр çĕре пусрĕ, пĕр крана пăрчĕ — çук шыв... те темскере туртсан, те тĕксен пулчĕ вăл (Ваçук темĕн те туса пăхрĕ), урайĕнчи унитазран сасартăк шыв персе тухрĕ. Эх, сирпĕтет, эх сирпĕтет çӳлелле, Ваçукăн пĕтĕм питне-куçне хупларĕ, кĕпине лачкам шыв турĕ, урайне йĕпетрĕ. Григорьев чылай кайран çеç пĕлчĕ: вăл шывпа хĕрарăмсем çăвăнаççĕ-мĕн.
Кĕпи-йĕмне çукаласа пăрчĕ те салтак тăхăнса хĕр патне тухрĕ. Ун еннелле пĕрре пăхмасăр васкаса тумланма тытăнчĕ...
— Адью, бель ами2! — тесе ăсатрĕ Ваçука хĕр хăйсемле. Унтанпа вăтăр çула яхăн иртрĕ ĕнтĕ, Григорьев хăлхинчен çаплах çав сăмахсем кая пĕлмеççĕ. Вĕсенчен пĕрне çех, ами тенине, ăнланать Ваçук. Çав самантра хăй тивĕçлĕ а...и пулайманшăн ӳкĕнет.
— Ма пит час сиксе тухрăн? — тĕлĕнчĕ ватă фельдфебель.
— Тистиплинă, — терĕ чăваш йĕкĕчĕ ним калама аптраса.
— Ку ĕçре кăштах тăхтама та юратчĕ-ха. Кун пек çĕре эпĕр час-часах çӳрейместпĕр. Куратăн ав — ыттисем никам та тухман.
Ăна курать-ха салтак. Çамрăка урăххи канăç памасть: «Çакăнта француз хĕрĕ тухса кăшкăрашма тытăнсан — пуçа ăçта чикес?» —шухăшлать вăл.
— Кĕрсе тух тепре, — сĕнет ăна фельдфебель.
— Çук, çук, çитет, — хăраса ӳкет Ваçук. — Ыттисем валли юлтăр.
— Вăл япала такама та çитет, такамран та юлать, ан хăра, — тет ватă салтак.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...