Таркăн :: Янтул кам вăл?
Каланă пекех, лаша çавăтни Янтула хăй патне илсе кĕчĕ. Вăл кун вĕсем мунча хутнă пулнă-мĕн те, Янтул та паттăрланса мунчана кайса ăшăнас терĕ. Унчченех аптранăскерĕн, унăн чăнах та ни çапăнасси, ни çăвăнасси пулмарĕ. Кил хуçи ăна милĕкпе кăшт-кашт сăтăркаласа шыва кӳртрĕ çеç. Кĕпи-йĕмне те улăштараймарĕ Янтул-Ильмук. Лаши валли илнĕ сĕлĕ те, хунькассинче кучченеç вырăнне пултăр тенĕ шăрттанпа пуçламан çăкăр та — йăлтах лаша çумне кайнă ун.
Мăкăль тухса ларнă, шăйрăлса пĕтнĕ тĕлсенчен çӳçне асăрханса касса пĕр старик Янтул пуçне темĕн сĕрсе çыхрĕ. Вара пуп тарçине улт кĕтеслĕ пӳртĕн малти пӳлĕмĕнчи йывăç кравать çине выртма хушрĕç. Кайри пӳлĕмĕнче çынсем хуллен калаçаççĕ, алăк уçса хупни илтĕнет. Унтан хăшĕ те пулин чĕрне вĕççĕн утса кĕрсе пĕр-пĕр япала илсе тухать. Янтул еннелле вĕсем кашнинчех хăраса çеç пăхкалаççĕ. Вĕсем патне хут пĕлекен çын хăнана кĕнĕ-çке-ха. Тен, тиекех вăл. Е тата аслăрах тӳре.
— Апат çиме тухаймăн-ши эс? Тен, çимеллине кунта илсе килес? Перн апачĕ те çавнашкал та-ха...
— Çок, çияс килмеç-ха, тавтапуç. Шыв пăсмаçчĕ.
— Уйрана тиркемĕн-ши эс?
— Кирек мĕн пултăр, ăша кантартăр çеç.
Ĕçет те вăл стена еннелле çаврăнса выртать. Ăна уйран çине те темĕн ярса пачĕç иккен, мĕнле ӳсен-тăран пулчĕ-ши ку тесе аса илме хăтланса выртнă çĕртех Янтул çывăрнă кайнă. Малалли тепĕр виçĕ куна вăл çурма тĕлĕкри — çурма чăн пурнăçри пек ирттерчĕ. Тахăш вăхăтра ăна сĕт е ăшăтнă шӳрпе пырса ĕçтерсе тухаççĕ. Ял çыннисен калаçăвĕсене те ыйхă витĕр çеç илтнĕ пек Янтул. Е унчченхине астăвать-ши вăл? Тата ун патне кĕре-кĕре çамкине тытса пăхакан чĕмсĕр старик кам пулчĕ-ши?
Пĕр каçхине Янтул ыйхă тĕлĕшпе кăшкăрса пĕтĕм урама ура çине тăратрĕ пулмалла. Тĕлĕк курнă вăл ун чухне. Такам ун сулахай урине хĕстерсе лартнă пек алăк хушшине. Хĕстерет те хĕстерет пек курăнман усал. Йĕри-тавра халăх пуçтарăнса тăнă-мĕн. Анчах никам та пулăшмасть ăна, пурте курмăш пулса аяккалла тинкернĕ. Ури тӳсме çук ыратма тытăннипе Янтул урмăш сасăпа çухăрса ярать те, çынсем тинех уй еннелле кĕпĕр! çаврăнаççĕ. Пăхать таркăн — пĕрин те куçĕсем çук иккен. Пачах куçсăр вĕсем.
Хăраса вăраннă Янтул пĕр ăстрăм ахлатса урине сăтăрса выртать. Вăхăт-вăхăт ун сулахай урине, хальхи пек, шăнăр туртса лартать. Ури хырăмĕ вара тимĕр пек хытать. Пĕр минутран-иккĕрен иртсе каять вăл, анчах ыратса çӳреме ик-виçĕ кунсăр та чарăнмасть-ха.
Мăнтарăн пурнăçĕ те çав, ăна мĕн чухлĕ майлаштарса яма тăрăшан, вăл çавăн чул ӳпне-питне кайса пырать, сулăнкă çине сулăнкă тупăнать. Мĕнпе тӳлесе татĕ вăл пупа харсăр ула утшăн? Хăш вулăс тӳре-шарисем утланса кайнине ыйтса пĕлĕ-ха Янтул. Вара Салакайăка вĕсем çине вĕслетсе яма пулать тейĕпĕр. Анчах сăмахĕ пур пĕр таркăна тивет-çке. Ут сан аллунтан çухалнă, эс айăплă, явапне1 те санăн тытмалла тейĕç. Хам пулсан та çапла калăттăм.
Çак пăтăрмаха хутшăнмасăр тăрса юлма пултарнă-и Янтул? Паллах ара. Кантур йĕкехӳрисемпе хирĕçмелле марччĕ кăна ун.
Çаплаччĕ те вĕт, Янтул ун пек çын мар-çке.
Мĕнле этем-ха эппин вăл?
Янтул шухăша каять. Вăл тӳре аллине çакланнă пек.
— Пуп патĕнче кам пуçне чиксе ларать? Эсĕ-и вăл е эсĕ мар-и? —тĕпчет пек унран тӳре.
— Эпĕ, — тет Янтул илтĕни-илтĕнми. — Унсăр май килмест унта. Ман мăшăр пур, ачасем пĕчĕккĕ. Пуппа хирĕç калаçсан пире çав кунах ĕçрен кăларса яраççĕ.
— Сăлтавсем шыраса ан тăр эс. Ун пек кирек мĕнле усал ĕçе те тӳрре кăларма пулать. Пуп çăкрине эс Михапарсем выçă ларнăран йăтан вĕсем патне. Пасарти вăрă та укçа çукран касать çын кĕсйине. Эсĕ фактне çирĕплет: пуп тарçи-и эс?
— Ну? Эпĕ.
— Хирĕçместĕн хуçупа?
— Юрамасть хирĕçме. Урăх çĕрте пулас пулсан эп ăна...
— Эс каллех айккинелле пăрăнан. Çавна çеç кала: курайман хуçупа эс килĕштерсе пурăнма тăрăшан?
— Çапла, уссăр хирĕçес марччĕ тетĕп.
— Эппин, эсĕ ун пек те пулма пултаран?
Янтул чĕнмест.
— Паян кантуртисемпе çапăçрăн эс?
— Чун чăтмарĕ, — тет Янтул. — Текех вăрçмăп никампа та.
— Пĕр вулăсри тиек помощникне кам вĕлерчĕ?
Янтул кăна та чĕнмесĕр ирттерсе ярасшăнччĕ, тӳре питĕнчен пăхрĕ те, лешĕ ним каламасăрах пĕлнине асăрхарĕ.
— Эпĕ.
— Халĕ Ильмук ячĕпе тарса çӳрекен — кам?
— Эпĕ, — терĕ Янтул.
— Ачисене пăрахса хăварса урăх хĕрарăмпа çыхланса кайни, хăйĕн ачисене халь аса та илменни, тен, эсĕ мар, пĕр-пер урăх çын?
— Вăл усал та, вăл кĕççе пит те эпĕ.
— ?
— Эпĕ! Эпĕ! Эпĕ! — кăшкăрать çĕр варринче Янтул.
— Чăн-чăн Янтулĕ хăшĕ? Çынна вĕлерекенни-и, сăмах чĕнмесĕр лараканни-и? Е ултавçă-и? Тен, тарçă пулма çурални?
Янтул ним калама та пĕлмест. Шухăшламалла ун малтан. Вара тин мĕн те пулин тавăрса калама пултарĕ.
...Хăйне вăл нумай чухне çынсенчен лайăхрах пуль теме хăнăхнă. Вăрттăн каласан яланах тенĕ пек çапла шутланă вăл. Мĕн енчен лайăх-ши Янтул? Ăс-пуç тĕлĕшĕнчен тейĕпĕр ак. Ытлашши пулмасан та хăйне пурăнмалăх ăс-хакăлĕ пурах ун. Анчах камăн, хăйне тайăн, ăсĕ çук пуль? Тата — кунĕ вăл. Ăшĕнче Янтул хăйне кунĕ çын тет. Сăн-сăпатран, пӳ-сирен те аптрасах каймасть вăл. Лутри лутра ĕнтĕ, мăтăк, мĕн тăвас-ха ăна, тур паманнине туртса илме çук-çке. Вăл енчен Янтул хăй çынсенчен катăккине туять, хурланать уншăн. Ун вырăнне вăй-халĕпе такамран та ирттерет вăл.
Çапла каланине хирĕç пĕр карчăк пĕлтĕр Янтула виç сăмахпа татнăччĕ: «Упа вăйлă та — сăнчăрта» тенĕччĕ. Ку ĕнтĕ вăл шăпах Янтул пирки пулать. Пурнăç тăршшĕпех çын аллинче вăл. Касмăкра.
Тата: хăйне тӳрĕ çын пуль тет вăл. Тӳрĕ çын тӳрере (кантурта ĕçлекен), турă — тӳпере тенĕ пулсан та Янтул тӳрене лараймарĕ, ытла çӳлте пулнипе турă асăрхаймарĕ пулас ăна. Ун тĕлĕшĕпе ваттисен сăмахĕ урăхла илтĕнчĕ: тӳр пилĕксем тӳрере пулчĕç.
Мĕн хыççăн е мĕн умĕн Янтул-Ильмук хăйне çынсенчен лайăх пуль теме пăхнă? Пĕр енчен — хăйне йăпатас тесе. Тепĕр енчен — хăйне ыттисемпе танлаштарнипе. Урамра пĕр-пĕр айвана тĕл пулнă та вăл хăй ун пек марришĕн савăнса иртсе кайнă. Ĕçкĕ-çикĕре арăмне хĕнекене курнă та хăй Енчĕпекпе шăкăл-шăкăл пурăннине астуса чунĕнче хĕпĕртенĕ.
Анчах «чăн-чăн» Янтул та хăй çинчен мантарман. Çынсем ӳсĕр этем арăмне кӳпкенине курса шăл йĕрсе тăнипе тарăхнă Янтул çав самантрах ӳсĕре чарма пикеннĕ. Вара хăех патак çинĕ. Çапăçакан упăшкипе арăмĕ, вĕсен тусĕсем пĕрлешсе эс мĕн пирĕн çума çыпăçан тесе Янтулах хытă ĕнселесе янă.
Тăваттăмĕш кунне вăл хăйне çăмăллăн туйнипе тумланса картишне тухса çаврăнчĕ. Тулта шăнтнă-мĕн, ура айĕнче çĕр кăчăртатать. Хуралтăсем самаях тирпейлĕ ку кил хуçисен. Картара ĕне чунĕ пур, тăват-пилĕк сурăх курăнать, чăххисем тĕкĕлтетсе çӳреççĕ. Кантуртисем пăрахса хăварнă тур лаша лупас айĕнче утă камăртаттарса тăрать. Малтанхи хуçисемпе килĕштерсех çитереймен пулас вăл, унчченхи йăлапа Янтул еннелле те шăмарса пăхса илчĕ. Янтул курмăшах пулчĕ ăна, кĕсйинчен çăкăр хытти кăларса лаша сăмси патнелле тăсрĕ, çурăмĕнчен лăп-лăп çупăрларĕ. Тирне чĕтреткелерĕ пулсан та текех çилленмерĕ лаша, тутлăн шăршласа ывăç тупанĕ çинчи çăкăра тутипе асăрханса хыпса çисе ячĕ.
Ватах мар пулас-ха вăл, пĕр çиччĕ-саккăрсенчен те иртеймен-и тен. Йывăр ĕçпе те пăха пĕлменнипе çеç чӳхсе çитнĕ пуль, апăрша; сӳсмен тивнĕ йĕрсем те палăраççĕ ав.
Янтул калаçнинчен:
— Киль хузьи ашшĕ-мĕн вăл ман пусьри суранзене темь сĕрзе çыхнă чĕмзĕр вадă. Чĕлгезĕр-хăлгазăр янавар вăл. Старикь ун пекь иккенне вăл мĕнле пăхнинченех курма пулнă да, валдан азăргаман эпь ăна. Пирĕн тĕлĕшрень хиртекле курать пулмалла вăл çут тĕнчене. Урăхла кусьпа курза урăхла ăнланать пулас пире де, таврари хăйĕн вырăнне де. Кузьĕ ăслă ун, анчах пирĕнле мар ăслă. Инзетьри планета çинчен килнĕ чĕрчун евĕрь, ют куçпа пăхать вăл пирĕн çине. Апла пулзан да хăй яланах пулăшма тăрăшать çынзене...
— Тен, санран çеç ютшăннă старикь?
— Çук, манран çеç мар, ывăлĕпе-кинĕпе те, вĕзен ачиземпе де сяпла вăл. Шухăшĕпе аякра. Вăт пĕрре ун тенчи-не кĕрсе курасчĕ, э, мĕнле-ши унта?
— Тен, эппин, ватăлса çитнĕ те вăл, леш тĕнчере мĕн пулассине курма хатĕрленет? Шухăшĕпе çавăнта вăл?
— Пĕлместĕп, шăллăм. Тĕлĕндĕм эпь унран. Тада кăштах хăрарăм да. Магăл çаврăнса пăгать те вăл, чун сӳлетсе илет.
Янтул ура çине тăнине часах пĕтĕм ял пĕлнĕ иккен, пӳрте халăх пуçтарăнма тытăнчĕ. Çăпати тĕпне шакмак2 çыпăçтарнă пĕр çын килсе кĕрсе кăмака сакки çине тĕршĕнчĕ. Тепри вăтанса шăпăр шăтăкне хĕсĕнчĕ. Алăк патне хутланса ларчĕç. Кăмака çине улахрĕç. Шӳт тунă пек-мĕн пек калаçкаласа сентре çине хăпарса выртаканни таранчченех тупăнчĕ. Каçсерен юмах-халап çаптарма пуçтарăнакан кӳршĕ-аршă çыннисенчен пĕри пулчĕ пуль, ахăртнех.
Урайĕнче тăраканнисене ирĕксĕрех малтан мала куçма е унччентерех килнисене тĕпелелле тĕкме тиврĕ. Кил хуçисен кайри пӳртне халăх тулса ларчĕ. Тăвăррăн сывланисем, Янтул еннелле пăхса е пăхмасăрах «аван-и?», «лайăх çӳретпĕр-и!» тенисем илтĕнкелеççĕ. Такам чĕлĕм чĕртес тесе çулу çапма хăтланнăччĕ, чарчĕç ăна. Услĕкпе чыхăннине çул парса пăлтăра тухма хушрĕç. Кайран кĕрĕн терĕç.
Сĕтел çывăхĕнче ларакан Янтул пӳртри çынсем çине пăхать те хăраса каять. Мĕн чул çын килнĕ ăна пула! Пурте темĕн кĕтеççĕ ĕнтĕ унран. Мĕн туса пулăшĕ вĕсене таркăн? Вăл хăй те, вĕсен хушшинче пулмаллискер, ăнсăртран çеç (тен, йăнăшпа?) пахча мĕлки евĕр, мала тухса ларнă та пĕтĕм халăха хăйне куçран пăхтарать.
Кам кăна çук кунта! Тарăхни, выçăхнă сăнли, хаярри, чейи, юмахри паттăр пек, хăюллăн та лăпкăн калаçаканни. Çапах та ытларахăшĕ хăмшăлса çитнĕ, сăнран кайнă. Ăçтан тупăн вĕсемпе пуринпе пĕр чĕлхе?
— Сирĕн темле сăмах пур пулас, хура халăх, çапла-и?
— Тĕрĕс каларăн, пирĕн санпа сӳтсе явмалли пур, — терĕ малти старик тӳлеккĕн. — Пулăш эс пире...
— Тăхтăр-ха, ватăсем, тантăшăмсем. Калаçу пуçланиччен... сиртен ман каçару ăйтас килет; ăйтма тивĕçлĕ те. Çирĕн умăрта эпĕ мăн кăмăллă пулнăран мар çĕлĕкпе тухса тăтăм. Пуçри сурансене пула вăл. Хитре мар пулчĕ, каçарăр.
Килен-каян пуçлăхсем хăйсемпе кăшкăрашса та юнаса çеç калаçнине хăнăхнă халăх малтанах шалт аптраса ӳкнĕччĕ. Унтан савăнса кулса ячĕ. Çынсем кĕç-вĕç тепĕр еннелле çаврăнса ӳкме те хатĕрччĕ пуль, ытлашши пуçтарăннă халăха вăхăтра килĕсене саланма сĕнчĕç. Ку кăшт каярахпа пулчĕ-ха. Халĕ пӳрт ăш-чикки шавласа, кĕрлесе кайрĕ.
— Пĕлетпĕр эс мĕншĕн çĕлĕкпе ларнине!
— Кантуртисене хăйсене те аван лекрĕ!
— Каçаратпăр сана, эс хамăр çын!
— Хамăр çын эс! Сехре хăпартмăшсем мар! Лешсем çаратса пĕтерчĕç пире.
— Чимĕр-ха, хура халăх, — пӳлчĕ шавлакансене лăпкă старик. — Кашни çын хăйĕн ĕçĕшĕн мĕн те пулин илесшĕн. Ку хисеплĕ этемĕн те кил-йыш пур-тăр. Хăй те сывлăшпа çеç пурăнмасть пуль. Ĕç тутарсан пирĕн те ăна тав тума тивĕ.
Шăпланса ларнă халăх хушшинчен сасартăк çилĕллĕ сасă илтĕнсе карĕ.
— Çынни çăвар уçма ĕлкĕрмен, эс ăна тӳлессисем çинчен тапратрăн. Тӳле вăю çитсен! Манăн нимĕн те çук.
— Манăн та çук.
— Малтан ĕçне тутăр-ха çынни! Кайран тулесси пирки калаçăпăр.
— Çынни вăл ахаль те ниçта каймастъ. Укçасăр та çырса пама пултарĕ.
— Амма каймасть? — ăнланмарĕ старик.
— Эс унне питне-куçне кур-ха! — кăшкăрчĕ хыçалти сасă. — Ун пек сăн-сăпатпа арăма çеç мар, кантурти ханттарсене хăратма пулать.
Халăх кулса ячĕ. Янтул питне тытса пăхрĕ. Унтан кăмака кĕтессинчи чӳлмекрен куркапа шыв ăсса илчĕ те шыв çине тинкерсе пăхрĕ. Пичĕ ун темиçе çĕртен шăйрăлса пĕтнĕ-мĕн, куç айĕсем кăн-кăвак, çӳлти тути чалăшнă.
Янтул халăх умне таврăнчĕ.
— Ырă сăмахăршăн тавтапуç, — ватă еннелле пуçне тайрĕ вăл. —Тӳре-шара мана тăтăшах çапла хитрелетсе ярать те, карчăк хăнăхнă ĕнтĕ, — хăрамасть. Сире пулăшма пултарайăп-и, пултараймăп-и — пĕлместĕп-ха. Эсĕр темле ĕç хушăр-çке? Халлĕхе кунта эпĕр кил хуçисене кансĕрлеместпĕр-ши? Чăрмантармастпăр-и вĕсене? Капла вĕсем пӳртне кĕреймĕç.
— Эпĕ пӳртрех! — тĕпел кукринчен пуçне кăларчĕ кил хуçи арăмĕ.
Малти пӳрт алăкне шалтан уçма тăчĕç те уçаймарĕç.
— Эпĕ те пӳртре! — илтĕнчĕ алăк хушшинчен кил хуçин çинçе сасси.
Çынсем кулса ячĕç.
— Алăк хушшине хĕсĕннипе çыннăн сасси те çинçелсс кайнă, —терĕ пĕри.
— Тен, калаçма картишне тухăпăр? — сĕнсе пăхрĕ Янтул. — Тулта халь сивех мар пек туйăнчĕ. Пӳртре урайне эптерлесе пĕтерĕпĕр тетĕп-çке.
— Аюк, тухмастпăр, кунтах лайăх, — илтĕнчĕ кăмака çинчен.
— Ман вырăн та аптрамасть, — терĕç сентре çинчен.
— Юрĕ, сире çывăрма чăрмантармăпăр эпĕр, — тесе старик алăк еннелле çаврăнчĕ. Çапса хĕснĕ пек курăнакан халăх кĕпĕр! сирĕлсе алăк патне çул турĕ. Старикпе Янтул картишне тухрĕç. Нумай та иртмерĕ вăхат, пӳртри халăх вĕсен тавра пуçтарăнса шăпланса тăчĕ.
— Эсĕр мана мĕнле ĕç хушасшăн? — виççемĕш хут ыйтрĕ Янтул.
— Вырăсла пĕлетни эс? — терĕç темиçен пĕр харăс. Паллах, калаçса татăлнă вĕсем.
— Пĕлетĕп, — терĕ Янтул.
— Вулама-çырма та ăста?
— Ăсти-мĕнĕ, чухлаканччĕ. Юлашки вăхăтра алла хут-кăранташ тытман та тытасса, пур пĕр манса пĕтмен пуль теп.
«Кăна эп ма каларăм-ши?» — ӳкĕнсе илчĕ Янтул хăй ăшĕнче.
— Пире шăп кăна сан пек çын кирлĕ, — хĕпĕртерĕ старик. — Йăлăхиччен пурăн эс пирĕн ялта. Çав хушăра çыру ĕçне ту. Яланлăха юлсан та чару çук.
— Кĕске вăхăта тесен, мĕнле те, яланлăха юлма май килмĕ çав, — терĕ Янтул. — Эп хуçа панче ĕçлеп. Мăшăр та пур ман. Халĕ пĕр çăмăлпа çула тухрăм. Пĕр çынна шыраса тупма хушрĕç.
«Ухмахăм, мелке пуç, хамран юлмасть иккен. Ма каларăм эп çын панче ĕçленисем, мăшăрăм пуррисем-мĕнсем çинчен? Тьфу та çав», —ятларĕ Янтул хăйне.
— Хуçа панче эс мĕн ĕçлесе пурнан? — ыйтрĕ пилĕк кун каялла çул çинче кантуртисене хăратнипе мухтанакан йĕкĕт.
— Мĕн хушаççĕ — çавна, — терĕ Янтул ăшĕнче шăртланма тытăнса.
— Эс мĕн, тарçă-и вара?
— Тарçă-и, утарçă-и, сан ĕç çок унта. Ваттисенчен иртсе палкани килĕшмест çамрăка. Пĕр йышши калаçу та мана йăлăхтарса çитерчĕ. Ют çынна курнă-курман тĕпчеме тытăнаççĕ: ăçта çуралнă? Хăçан çуралнă? Тен, сана эп мĕншĕн çурални те кирлĕ?
Йĕкĕт вăтанса çынсем хыçне кайса пытанчĕ.
— Юрать, — ватăсемпе килĕшрĕ Янтул. — Вăй çитнĕ таран пулăшăп.
— Эпĕр те ырă ĕçшĕн тав тума тăрăшăпăр.
Ăна пĕр салтак çыруне саспа вулаттарчĕç. Лӳчĕркенсе пĕтнĕ çырава Янтул чăвашла каласа пачĕ. Салтак ашшĕ чеен пăхкаласа тусĕсене куç хĕснинченех ăнланчĕ таркăн: çырăва вĕсем темиçе çынна та вулаттарнă-мĕн хальччен.
— Çыр! — терĕç Янтула.
Ирхине ăна ĕнерхи тĕреклĕ старик патне чĕнсе кайрĕç. Аллине шĕвĕртнĕ хур тĕкĕ тыттарчĕç, — ун чухне хур тĕкĕпе çырнă-ха, — сăрланă сĕтел çине шурă хут листисем кăларса хучĕç. Кусемшĕн эпĕ пĕр кĕрĕклĕх сурăх тирĕ патăм пĕлтерчĕ хуçа.
«Суян пуль. Ăна эп укçасăрах тем чул тупма пултарап. Унпа эс халăхран пайта курасшăн мар-и-ха», — темшĕн старике юратмасăр шухăшларĕ таркăн.
Ял çыннисем паян вуннăн-вуниккĕн çеç пуçтарăннă-мĕн. Ытларахăшĕ вĕсенчен тарăхнисем пуль ĕнтĕ, ахăртнех. Пуртараххисем, хăйсен пурнăçне сыпăнтарса пыраканнисем шăв-шава питех хутшăнасшăн мар. Янтул выртса тăракан кил хуçи те пур кунта. Леш чĕлхесĕр-хăлхасăр янавар мар, унăн ывăлĕ, Янтула хăйсем патне чĕнсе кӳртнĕ этем. Чылайăшĕ халь Янтул çине хăйсен ялĕсем çине пăхнă пек пăхаççĕ. Унпа ним вăтанмасăр калаçаççĕ. Тӳре-шарасем ăна та тытса хĕнеççĕ пулсан, эппин, вăл пирĕн пек çынах, мĕн чĕтресе тăмалли пур ун умĕнче теççĕ пулас.
Янтул сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, хур тĕкне илчĕ.
— Чиновниксем калашле, ну-с, мĕн ăйтса çырăпăр-ха? Хутне ăçта яма палăртас?
Çынсем шăпланчĕç те пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхкаларĕç. Тахăшĕн çав самантра лашине апат пама вăхăт çитнĕ-мĕн, вăл тухса шурĕ (çураки çывхарать-çке, лашасăр унта пĕр утăм тума çук), тепри чĕлĕм туртса кĕме пулчĕ.
Шăплăх нумая тăсăлнине кура пӳрте юлнисенчен пĕри, лутра та типшĕм этем, хускалса илчĕ. Хăй хăюлăхĕнчен хăй хăраса хĕрелсе карĕ вăл, чĕркуççийĕ çинчи пĕркеленчĕк алли чĕтрерĕ ун.
— Те юратчĕ?.. Ача ман... ывăл ĕнтĕ... мĕнте... хĕсметре. Салтакра, эппин. Ăна пĕлетĕр-ха эсĕр. Хут яма пулмĕ-ши ун патне? Амăшĕ çĕре кĕчĕ-çке, кил-йыша тăлăха хăварчĕ.
Çурт хуçи, тĕреклĕ старик, ура çине сиксе тăнăччĕ, хăй пуçлăхсем умĕнче маррине астуса каялла ларчĕ.
— Кунта халь уйрăм çын хуйхи-суйхи пирки мар, халăх терчĕ-асапĕ çинчен поплемелле, çав ăйтăва сӳтсе явмалла. Тĕрĕс калатăп-и эп, ял-йыш?
— Тĕрĕс. Ыттине карян, — сас пачĕ тăват-пилĕк çын. Тĕпсакай алăкĕ çинче мĕскĕннĕн пăхса ларакан тилшĕм этеме шеллерĕ Янтул.
— Ачу патне хут çырăпăр, пыр эс каçалапа ман пата, — терĕ вăл ăна. — Эп хваттерте ăçта пурăннине пĕлетĕн.
Савăннипе те кулчĕ этем, те макăрчĕ — питне пĕркелентерчĕ.
— Пĕлеп-ха. Пырасса пырăп та, ачам, ĕçшĕн тӳлемелĕх йӳнеçеймерĕм-çке эп?
— Темех мар, ырă çыннăм, пуйсан тӳлĕн. Эп хам та сан хăрахху. — Янтул çурт хуçи еннелле çаврăнчĕ. — Мĕн çырмалла-ха ман?
— Куланай чакарма ăйтса пăхасчĕ, — терĕ лешĕ. Ăшĕнче хăй çапла шухăшларĕ: ку тиек пире ытла хаклах лармасть пуль-ха, аван терĕ. — Тӳлевсем нăмайланса карĕç. Ĕçлесе укçа тупмасан мĕнпе татмалла вĕсене? Юрать, пирĕн çитĕннĕ ывăл пур, çавă пулăшкалать.
— Ял-ял тăрăхĕнче чакарнă теççĕ куланайсене.
— Чакарнипе çеç сахал! Пăрахăçламалла çынсене çаратас йăлана!
— Çур ял ытла выçă ларать, ăмма мукаçей кĕлетĕнчи тырра халăха валеçсе парас мар? Вăл пирĕн тырă-çке? Ăна пиртен пуçтарнă!
— Итле-ха, ырă çыннăм. Эс пирĕнле калаçатăн, ăнланмалла ман сăмаха. Эпĕ аллă виççĕре пырап ĕнтĕ, çак çула çитсе пĕрре тăраниччен çисе курман. Тĕрĕс-и вăл, çакăн пек йĕрке?
Пĕрне-пĕри пӳлсе ӳпкелешме, вулăсри пуçлăхсене питлеме, ятлама, юнама тытăнчĕç çынсем.
— Чи çамçа анасене тата-тата илеççĕ, эсреметсем. Эпĕрех ăна сухаласа пар, тырă ак, çăмла ăна, çитĕнсен пуçтарса кĕрт. Амма вăл, çав тĕпсĕр карланкă, пирĕнпе юнашар тăрса ĕçлемест?
— Кашнин хăйĕн шăпи-çке: эпĕр — ĕçлесе параканнисем, вĕсем — çияканнисем!
— Пăкачав килинччĕ тепре...
— Çĕрулми мыскарине илĕр тăта. Лайăх япалана кам ирĕксĕрлесе сĕнни пур?
— Ма, Салакайăк хăй ирĕкĕпех çитĕнтерет-çке ăна?
— Акас текенсем çĕрулмине ыттисем те аккалаççĕ-ха. Пусмăрласа сĕнес мар пулсан ăна эп хам та лартса пăхмалла. Анчах, хальхи пек, шăннă улмине мар.
— Çĕрулмине тарçисемпе сыснисене çитерет тет пуп.
— Çупа çĕрулми çеç мар, çĕрĕк çăпата та тутлă тет.
— Тăхта-ха, эс ăмма çырмастăн? — сĕтел çинче ĕçсĕр выртакан Янтул алли çине сиввĕн тинкерчĕ çурт хуçи.
— Валтан эп ăнланса илесшĕн-ха, — терĕ таркăн аллине пытарса.— Карян хваттерте çырса килеп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...