Таркăн :: Çĕрлехи çул
Ивука çурçĕр иртсен вăратрĕç. Кил хуçи карчăкки ăна пĕр çĕклем кив-кирĕк тум-тир пăрахса пачĕ те тĕпелелле кайса хăйă вĕрсе çутрĕ. Ивук ыйхă килнипе тарăхса ăна хăтăрса илесшĕнччĕ, чӳречесем еннелле пăхрĕ те шăпах пулчĕ: карнă-мĕн вĕсене. Вăл мăшăлтата-мăшăлтата хăй умĕнчи купаран темиçе саплăклă йывăр пир йĕм шыраса тупрĕ, хулăм пир кĕпе илчĕ. Ытти япаласем кивĕ сăхманпа ура тăлисем пулчĕç. Çăвăнма тăрсан Ивук хăй çине темиçе пăт çакса янă пекех йывăр туйрĕ. Пасар тум-тиррине тăхăнма пуçлани те ик-виçĕ çул çех те, лайăххине çын час хăнăхать-çке. Çăпата сырнă урасем кăна çăмăл та тăпăл-тăпăл иккен.
Ивук питне васкамасăр шăлчĕ, вăрăм сак çинчи вырăнне юсанçи пулчĕ, алăк патĕнче çакăнса тăракан пиншакне тытса пăхрĕ. Вара хăй юри вăхăт ирттерсе сĕртĕнсе çӳренине туйса сăхманне уртса ячĕ те cĕтел патне пукан çине пырса ларчĕ.
— Апат хатĕрлесе парас-и? — тесе ыйтре тĕпелте кăкăр умĕнчи ал лаппи çине чавсаланса питне тытса тăракан карчăк.
— Мĕн пур вара унта сирĕн? — терĕ Ивук.
— Ара, паллă ĕнтĕ... Уйран, турăх... Каçхине çинĕ яшкана та ăшăтса пама пулать. — Шăрттанне çул çине валли хатĕрлесе хутăм.
— Сĕт çук-и?
— Сĕтне йӳçĕтме лартрăм-çке.
— Эппин, шăрттанне касса пар. Выçсан çул çннче çийĕп. Ыттине кăларса хур, йăтса çӳреместĕп эп ăна. Хулара хула апачĕ те пулĕ-ха.
— Сире валли пулмасăр, ара. Тен, тинкĕле юрса парам?
— Миçе каланă сана эп вăл апата çиместĕп тесе...
Ивук картишне тухрĕ. Уçă сывлăш унăн ыйхине уçса ячĕ, тарăхни иртсе кайрĕ. Тарăхăвĕнче ыйхă çеç те пулман-мĕн: пуринчен ытла ăна инçе çул хăратса тăнă.
Пахчара çерçи тăмани вăрăммăн ӳхлетсе кăшкăрчĕ те, Ивук чĕри кăртах сикрĕ. Унтан картара сурăх ӳсĕрсе илчĕ. Таçта тĕттĕм тӳпере кайăк хурсем пĕр-пĕринпе калаçнă пек какăлтатаççĕ — ăшă енчен килĕсене таврăнаççĕ ĕнтĕ. Çуркунне шăрши ытарма çук ырă, ĕç çук пулсан пĕр-пĕр карта хыçĕнче çех лармалла та çав. Çывăрма та аван. Çенĕке е аслăк çине тухса вырăн сар та тӳпере çăлтăрсем вăйă вылянине кăна пăхса вырт. Каçĕ сивĕрех те ĕнтĕ... мĕн те пулин витĕнме юрать.
Кирлĕ мар шухăшсене сирсе ярса Ивук пуçне сурăх пек лăстăр силлерĕ те пӳрт çумне тăратса хунă чĕрĕ туйине аллине тытрĕ. Кунпа туяланса кайма та селĕм, вăл-ку тĕл пулсан çурăм тăрăх туртма та юрать. Аякранах! курăнса хăратса тăтăр тесе Ивук унăн хуппине те каçах шуратса хучĕ.
Вăл каллех хăй шикленсерех тăнине сисрĕ. Чĕлхе çинче! пĕрре те, чĕре варринче çав тĕп шухăшах иккен. Çук, капла ӳрĕк-сӳрĕкленсе тăнипе ĕç тухмĕ, кайма пулнăскерĕн каясах пулать. Эппин, мĕн пур унта — çул турри-и, ырăсем-и, — пурте пулăшчăр ăна. Чипер çитсе чипер таврăнмалла пултăр.
Вăл кĕсйинчен çăкăр татăкĕ кăларса пахчаналла пăрахрĕ те хуллен хапха патнелле утса кайрĕ, асăрханса алăк сăлăпне çĕклерĕ. Ивук хапха юписем чалăшнине маннă-мĕн, кĕçĕн алăк уçăлса сасартăк юпа çумне кайса çапăнчĕ. Ивук шартах сикрĕ те ăна вăр-вар хупса лартрĕ. Автан çунатне çапса авăтса ячĕ, йытăсем вăранчĕç.
Ивук çамкине шăлса илчĕ. Асту, тухса кайрĕ вăл никама систермесĕр. Тепĕр тесен çынсене систермесĕр ялтан пур пĕрех тухса каяймастчĕ вăл. Ик-виçĕ уйăх ĕнтĕ ăçта та пулин кайма тытăнсан е аслисем килсен тепĕр чухне урамра никам çук пек туйăнать, анчах асăрхарах пăх-ха эсĕ — миçе хаяр куç сăнать сана алăк шăтăкĕсенчен, лупас айĕсенчен. Халĕ лăпкăн тухса кайнă пулсан никам курмастчĕ-и? Курмаççĕ, кĕтсех тăр. Этем мар, урампа кантур шăшийĕ чупса иртсен ăна та çĕр те пĕр куç асăрхать.
Ивук васкамасăр кăна ял хапхи еннелле утрĕ. Шурă туйине хул пуççийĕ çине хунă. Ку вăл Ивук мар, Ивук пурăнакан кил хуçи тесе шухăшлаччăр тесе вăл юриех ватă çынла утма тăрăшать. Урисем çăмăл ачалла чупса каясшăн, Ивук хăйне чарса пырса майĕпен те çĕре сăтăрса иле-иле пусать. Хăранипе çӳç тымарĕсем йăшăлтатаççĕ, çан-çурăмне йĕп чикнĕ пек темскер йĕплет. Юрать, ял хĕррирех те, часах униче те курăнчĕ. Унтан пушă хир пуçланса каять...
Ивук алăкне уçмарĕ, вĕрлĕк хушшипе çеç хĕсĕнкелесе тухрĕ. Вара кунта та тӳрех тăвалла, хăй каяс çĕрелле мар, малтан анаталла, Хуракасси еннелле утрĕ. Ял тĕттĕмре курăнми пулсан çех вăл сылтăмалла пăрăнчĕ те лупашка тăрăх Шупашкар çулĕ çине тухрĕ. Çăпатисем пичĕ таранах пылчăкпа вараланчĕç. Хăй те чăм шыва ӳкрĕ.
Пĕр сехет маларах уя тухса ларнă хура мĕлке те ун хыççăн хула çулĕ еннелле пăрăнчĕ.
Ытти каçсенчи пекех, Хуракасси енчи тӳпере хирте кĕçĕр те вут çунать. Шуркасси ялĕн ку пуçĕнче те çап-çутах. Атапай енчи тĕмери кăвайт çул хĕрринерех куçса килнĕ пулас, çутăра çын мĕкĕлтетнĕ пек туйăнать. Е тинкерсе пăхнипе куçа çапла курăнать-ши вăл? Кĕçĕр тата тепĕр вут куçĕ хутшăннă-мĕн: Муркаш çырми леш енче тĕмере, ялтан кăшт анатарах, кĕрлеттерсех вут çунать.
Анăраса ӳкес пекех хăранă Ивук сых ятне çӳлти турра, кепене, ырăсене, пихампара, пӳлĕхçе, хăрпана асăнать, вĕçĕмсĕрех сăхха персе пырать, çул çине çăкăр тĕпретсе тăкать. Эх, пĕрре пырса пăхасчĕ çав кăвайтсем патне, кам çунтарать-ши вĕсене? Кăнтăр çутипе унта нимĕн йĕрĕ те çук. Ивуксем икĕ хут та çитсе çаврăннă, анчах тĕттĕм пулать кăна — вут ялкăшма тытăнать. Юр кайса пĕтес чух пĕр çĕрте çунатчĕ, унтан иккĕмĕш кăвайт хыпса илчĕ. Халь акă тăватта çитнĕ. Вут çутинче çын мĕлкисем те — нимĕн те курăнмасть ĕнтĕ, çапах — çунаççĕ! Пĕр те пĕр шухăшласан ăна çынсем мар, тĕттĕм каçĕ хăй йăмăх хĕрлĕ вут куçĕсемпе кантур çине пăхса тăрать тейĕн çав. Ытти çынсем мĕнле-тĕр те, Ивук хăйне сунарçăсем хупăрласа илнĕ кашкăр пек туя пуçларĕ. Пур енче те хăрушлăх, сăнаса пăхакан хаяр куçсем, çĕкленĕ ал туйи.
Кĕç-вĕçех такам тĕттĕмрен ĕнсерен çавăрса тытассăн туйăнать, сехре хăпнипе Ивукăн çӳç-пуçĕ вирелле тăрса каять. Çакăнтан чĕрĕ юлас пулсан пĕтĕм атте пурлăхне шеллемĕттĕм, мĕн хушнă çавна туса парăттăм, никама кӳрентермĕттĕм тесе шухăшласа утать Ивук. («Çакăнтан чĕрĕ юлас пулсассăн» тесе вăл кĕçĕрхи çĕр пирки çех мар, пĕтĕм юлашки вăхăтра капланса килнĕ хăрушлăх çинчен калать.)
Шурчаран виç çухрăмри Кĕстерек ялĕнчен иртсен тин Ивука чун кĕнĕ пек пулчĕ. Вут куçĕсем хыçала тăрса юлчĕç. Халь ĕнтĕ таврара тĕксĕм хура каç та çурхи çил кăна. Тата Ивук. Вăл çĕрлехи çутçанталак витер вăрă пек йăпшăнса утса пырать. Тӳпене çумăр пĕлĕчĕсем хупăрласа илнĕ пулас, çăлтăрсем таçта пĕр хĕрринче кăна хăюсăррăн мĕлтлетеççĕ. Сывлăш чĕрĕ, çăра, алăпа тытсан алла лекессĕн туйăнать. Ура айĕнчи тăпра кунта, тĕме çинче, тăм пекех пирчесе ларнă-мĕн. Çул хыттине Ивук тикĕссинчен кăна сисет. Кăшт айккине пăрăнсанах урине тăпра муклашкисемпе хыт хура тĕмĕсем перĕнеççĕ.
Çапла çав, çул инçе Ивукăн. Инçе те хăрушă. Шупашкарĕ нимех те марччĕ-ха вăл, унта Ивук темиçе те пулса курнă. Пурăнса та пăхнă. Чипер чухне унта пĕр кун кайса çав кунах киле таврăнма пулать. Шупашкарта ашшĕ пĕлĕшĕсем те, хăйĕн юлташĕ те пур. Ивука шĕкĕр Шупашкар мар, пĕлмен Хусан хăратса тăрать. Таçтарах ларать ĕнтĕ вăл. Тата çыннисем те темлерех-çке унта. Ют хулара чĕлхи те темле çаврăнкалĕ ĕнтĕ. Шупашкарта перкелешме хăнăхнăччĕ-ха вăл. Çитменнине, кайма та Хусанне шывпа кăна каймалла пулать теççĕ. Çил тапрансан кимми-и унта, мĕн-и — çав ларса каймаллийĕ — шăтсан— пĕтрĕ пуç вара. Ну, ун вырăнне, инçе çĕр-шывран чĕрĕ пуççăнах таврăнсан, Ивук кулаваран та, унăн сивĕ сăнлă хитре арăмĕнчен те хăрасах тăмĕ. Тен, пурăна киле вăл хăй те... аслине тухĕ, ăçтан пĕлес ăна? Эрех ĕçмест вăл, тăрăшма пултарать. Чĕлхи те туратлă чĕлхех мар, çынна юрама та пĕлет. Ашшĕ ячĕ те усал ятах мар тес пулать. Мĕн кирлĕ пуçлăхсене юрас тесен? Нихçан та хирĕç ан кала, вĕсенчен ăслă пулма ан тăрăш. Çапсан тав ту, вăрçсан пуçна чиксе итлесе тăр. Çавă кăна. Ивук хырăмпа шусах тиеке çитрĕ-çке, мĕншĕн вăл малалла та ан ӳстĕр? Çав вут куçĕсене çех часрах сӳнтерсе пĕтересчĕ, вара пурте йĕркене кĕрĕччĕ, хăй вырăнне ларĕччĕ.
Вут çутисем хăрушă.
Ăна çакăнта кам та пулин килсе тытас пулсан Ивук, паллах, ухмаха перет. Чăваш ачи, кӳршĕ яла ĕçпе васкать, апла та капла... Пуринчен ытла паллаттарма юрамасть. Хĕнес килсен пĕрре-иккĕ çапкаласа илме те пултарĕç, хăямат çине, уншăн çынна нимех те пулмасть. Ивукăн хăйĕн те алли çӳлте.
Хутне те укçине çех туртса ан илччĕр.
Ивук пĕшкĕнсе ура тăлине тытса пăхать.
— Ку хута эсĕ май килсен çар кĕпĕрнаттăрĕ аллинех тыттар, — терĕ ăна ĕнер кулава хăй патĕнче чей ĕçсе ларнă чухне, — Часрах салтаксем яччăр. Округран нимĕнле хыпар-хăнар та çук. Тен, вĕсем пирĕн хута та илмен пуль, чикмерисем? Тен, ăна тиекрен кăларнă Антун Акрамов ялсем тăрăх вуласа çӳрет? Салтаксем хальтерех килмесен пурсăмăр та пĕтетпĕр. Ăнлантар эс вĕсене каласа...
Çул анаталла кая пуçларĕ. Сылтăм енче пысăк хура мĕлке — çил арманĕ тăрса юлчĕ. Ивук çĕр çумне пĕшкĕнсе пăхрĕ, итлекелесе тăчĕ, анчах нимĕн те курмарĕ те, илтмерĕ те. Тата темиçе утăм çеç тунăччĕ, ăна сасартăк хыçалтан çавăрса тытрĕç. Ивук унăн ытамĕнчех варт пĕтĕрĕнсе çаврăнче те лăшт кайрĕ. Куна вăл хăй те кĕтмĕнччĕ.
— Палларăн-им? — терĕ Шахрун шăппăн.
Ивук айккинелле пăрăнса вăрттăн сурса пăрахрĕ, тутине сăхман çаннипе шăлчĕ.
— Ара, палламасăр. Эсĕ пĕрре чăмăртанипе çынна вĕлерме пултаратăн.
— Утса кил, кил санпа юнашар. Илтместĕн те илтместĕн.
— Асту, юнашарах утрăн пуль?
— Чăнах, ара. Пĕр анапӳ пек килтĕм пулĕ. Эсĕ пĕшкĕнсен эпĕ те пĕшкĕнсе ларатăп.
— Эпĕ курмарăм-çке сана? — текелесе юри вăхăт ирттерсе тăчĕ Ивук. Шахрун куçа курăнмасăр утса çӳреме пултарнине вăл тахçанах пĕлет.
— Ун вырăнне эпĕ лайăх куртăм, — терĕ Шахрун. — Пӳлĕннĕ пек, эсĕ темле йывăррăн сывласа килеттĕнччĕ. Мĕнле, хăрамарăн-и?
— Çакăнпа та хăрасан, — тесе шурă туйине çĕклесе кăтартрĕ Ивук. Халь ĕнтĕ вăл йăлтах лăпланса çитрĕ. — Эсĕ нумай кĕтрĕн-и мана?
— Тĕттĕм пулнăранпах çак таврашра çаврăнкаласа çӳрерĕм. Хырăм та выçрĕ. Пур-и санăн çимелли?
— Лашасем ăçта?
— Арманта. Хуçине арман йĕки ваннă тесе калама хушрăм. Халĕ вăл ӳсĕр выртать. Арăмĕ ĕнертенпех ялта тет.
— Мĕнле эс пит нумай калаçакан пулнă? — терĕ Ивук вĕчĕрхенсе.
Шахрун шăп пулчĕ. Вĕсем тĕттĕмре пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Шахрун çаврăнчĕ те арман патнелле утса кайрĕ. Кăшт итлекелесе тăрсан Ивук та унталлах танккарĕ.
Арман пӳртне кĕрсе хăйă çутрĕç. Пĕчĕк пӳртĕн пĕртен-пĕр чӳречи уялла тухать-мĕн, ăна та пулин кивĕ кĕрĕкпе хупласа хунă. Ивук хăйĕн ăшĕнче Шахруна мухтаса илчĕ те ун çине тепре сăнаса пахрĕ.
Шахрун тутине кулнă пек туса сарса ячĕ.
— Эсĕ мĕн елпĕрсе тăратăн? — тесе сасартăк тилĕрсе кайрĕ Ивук.— Çын кунта çĕрĕ-çĕрĕпех çывăрмасть, çуран утса çӳрет, вилес пек ывăннă... Вăл пур...
— Эпĕ хамăр ялсене куртăм, — терĕ Шахрун çаплах кулнă пек епресе.
Те хăйă тĕтĕмĕ кĕнипе Ивук куçне мăч-мăч-мăч хупса илчĕ, каялла çаврăнса пăхмасăрах вăрăм сак çине ларчĕ.
— Хăвăр ялсене? Вара мĕскер?
— Лашапа таçтан таврăнатчĕ. Паллаштартăм та — тарма шутларĕ... Хама хĕнекеннисенчен пĕриех пулнă-мĕн.
Ивук çăм шлепкине сак çине пăрахрĕ.
— Каласа пĕтер часрах, ан тăс!
— Эп пĕтертĕм, — терĕ Шахрун лăпкăн, ытарлăн. Вăл пĕртен-пĕр куçне ялкăштарса Ивук сăмси умнех кĕтеслĕ-кĕтеслĕ кистен илсе пычĕ, пĕр кĕтессине хытса ларнă хура çӳç пайăркине кăтартрĕ. Ивук сасартăк ăш хăпарнине туйрĕ. Шахрун пичĕ урлах ярт уççăн пушă йĕрĕ хĕп-хĕрлĕ палăрса тăрать. Кистен аврине хытă чăмăртаса тытнипе унăн алли шурса кайнă.
Чĕтреве ернĕ Ивук пăвăнса ларнă пек пулчĕ.
— Эп сана пĕрре-пĕрре... çывăрнă чух пуртăпа касатăп, — терĕ вăл, çак хушăра вилсе чĕрĕлнĕскер, хăйсен тарçи çине сехĕрленсе те кураймасăр пăхса, — е тыттарса яратăп.
— Тахçанах пĕлетĕп эп сан кăмăлна, — çăмăллăнах килĕшрĕ унпа Шахрун. — Анчах касма пултараймастăн эсĕ, мĕншĕн тесен хăравçă. Сутма, вăрттăн тыттарса яма — каллех хăрушă...
— Санран, шуйттан кĕвентинчен, вăрă-хурахран, хăраса тăрăп-и? Тепĕр куçна чиксе шăтарсан эсĕ хăвах шурлăха кĕрсе ӳксе вилетĕн. Йытă та çимест сан пек ирсĕре, кĕлмĕçе...
— Хăратăн тыттарса яма, — хăйĕннех печĕ Шахрун. — Мĕншĕн тесен пире виçсĕмĕре те пĕр кантрапа çыхнă. Пĕрне çаксан, сухан мăйи пек, виçсĕмĕр те пăр каштаран çакăнатпăр.
— Мана санпа юнашар çакаççĕ-и? Мĕншĕн вара вăл?
— Аçу мĕнле пуйнине пĕлетĕн-и?
— Сутă тунипе, ара...
— Эс ăна ытти çынсене суй, Ивук. Эпир унпа иксĕмĕр Чикмере пĕр пуян майрана пусрăмăр. Укçи йăлтах аçунта, эпĕ çур пусне те илмерĕм.
Ивук таппа çакланнă йĕке хӳре пек ăшаланма тытăнчĕ. Вăл пĕрре шурса-кăвакарса, тепре хĕрелсе кайрĕ, макăрма хăтланнă пек тутине пăрчĕ, кĕпе çухине пушатрĕ...
— Вăл енне кайсан мана атте те кирлĕ мар...
— Эсĕ ăçуна кирлĕ-çке. Тата эсĕ ху та Яриле старике тирпейлеме пулăшрăн. Ухтиванне те айăпсăрах мăшкăл кăтартрăн... Тепĕр тесен аçу укçисĕр сана тиеке мар, сысна кĕтӳçне те илместчĕç.
Пĕр хушă пĕчĕк пӳртре Ивук тăвăррăн сывлани те Шахрун хăй чикки патĕнче мăшăлтатни çех илтĕнсе тăчĕ. Унтан çĕнĕ хăйă çатăртатса хыпса илчĕ.
— Мĕншĕн çыхлантăм эпĕ санпа, — терĕ Ивук ĕшеннĕ сасăпа хуллен. — Пĕтĕм ĕçе пăсрăн вĕт ĕнтĕ. Кĕçех ак йĕрлеме тухĕç. Ун пеккине пĕччен чухне тума çукчĕ-и сан?
— Ним те пăсăлмасть, — çĕрелле пăхса мăкăртатрĕ Шахрун. Вăл тăмасăрах кистенне сăхманĕн сулахай кĕсйине чикрĕ те çаккине пилĕк хушшине хĕстерчĕ. — Çул вăрăм, çĕрле, таçта вĕлернĕ-ха ăна вăррисем.
— Вăррисем?
— Ара, укçа çаратма вĕлернĕ вĕт ăна.
— Ăнланатăп, нумайччĕ-и укçи?
— Икĕ тенкĕ. — Шахрун пӳрнисем çине лач сурчĕ те питĕнчи хĕрлĕ йĕре сĕрчĕ. — Кĕсйисене эпĕ йăлтах тавăрса тухрăм, хăрамалли çук.
— Эсĕ ман сăмаха ăнланмастăн, — терĕ Ивук ни тарăхнă, ни ӳпкелешнĕ сасăпа. Куçĕсем çеç унăн çуйханнă кăмăлне палăртса ним çинче чарăнса тăма пĕлмерĕç. Юлашкинчен вăл Шахрунăн усăнчăк хулĕ чĕтренине асăрхарĕ. — Тăхта-ха, мĕн пулчĕ сана?
— Кивĕ сурана хускатрăм пулмалла.
— Эсĕ ман сăмаха ăнланмастăн. Кантурти служба маншăн сан ĕçӳнтен паха. Мĕн те пулин тумалла пулсан эс ăна ху тĕллĕн ту, пире ан хутăштар, ан пĕлтер. Эсĕ ху тĕллĕн, эпĕр — хамăр...
— Аха, ăнланатăп, — терĕ те Шахрун, хĕртнĕ пăшатанпа тĕлленĕ пек, пĕртен-пĕр куçне Ивук çине тĕллерĕ. — Хăвăра кирлĕ чухне — тархасшăнччĕ, халĕ — куçăм ан куртăр-и? Çук, пулмасть ун пек. Пĕр ĕç пире пĕр çĕре çыхнă — пĕрлех пурăнар. Санăн — кантурта çырасси, манăн — хамăн ĕç. Эс мана хӳтĕлен, эп — сана.
— Ну, çитет палкаса ларма. Кĕçех тул çутăлать ĕнтĕ. Тытса тух лашасене.
— Тум-тирне улăштарса тăхăнмастăн-и?
— Пырĕ хулана çитиччен. Пур пĕрех лӳчĕркенет.
Шахрун сак çинчи хăйă купине кăмака хушăкне илсе хучĕ, çунаканнине пӳрнипе пусса сӳнтерчĕ. Вĕсем шăппăн картишне тухрĕç. Шахрун Ивука лаши çине утланма пулăшрĕ те хăй малтан юрттарчĕ. Ивук куншăн çилленмелле-ши, çилленмелле мар-ши текелесе пынă хушăра вĕсем ял тĕлне çитрĕç. Шахрун яла кĕмерĕ, анкартисем хыçĕпе кайрĕ.
«Карса хунă тилхепе çине пырса кĕресрен хăрать», — тесе шухăшларĕ Ивук. Вăл хăй айĕнче хырăмне панк персе тултарнă лаша ăшшине туйса Шахрунтан мĕнле хăтăлмалли çинчен пайтахчен тарăхса шухăшласа пычĕ. Анчах нимĕнле май та шыраса тупаймарĕ. Вара Ивук хăй паçăр пĕччен утса килнине, хăранисене, Шахрун каласа панине аса илчĕ те хăйне хăй шеллерĕ. Ĕнерхи Ивукпа паянхи Ивук ăна пачах уйрăм çынсем пек курăнчĕç. Çапла, пĕр каç хушшинчех вăл ватăлчĕ те, вилсе те пăхрĕ. Халĕ ак каллех чĕрĕ те сывă, кăвак уй варрипе Шахрун хыççăн юрттарса-уттарса пынă май ыранхи çинчен ĕмĕтленет. Мĕнлерех пулĕ-ши вăл — ыранхи кун? Çакна çех лайăх пĕлет Ивук: ашшĕ укçине вăл ниçта та салатмасть. Салатма мар, ытларах та ытларах тума тăрăшĕ. Вут çутисене те пысăк пушара куçиччен сӳнтермелле.
Ашшĕ çинчен киле таврăнсан шухăшлама пулать.
Хулана вĕсем кăнтăрла умĕн çитсе кĕчĕç. Çул çинче нимĕнле чăрмав та пулмарĕ.
Вĕсем хыççăн утакан çын Шупашкара пĕр сехет пек кая юлса çитрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...