Таната :: Çĕрлехи хăнасем
Вĕсем çĕрлехи ял хушшипе анаççĕ. Тавралăх паçăрах тарăн ыйха путнă ĕнтĕ. Çаралнă йăмрасем каç шăплăхне итленĕ пек тӳлеккĕн тĕлĕрсе лараççĕ. Лутра пӳртсем тата ытларах çĕр çумнелле пĕшкĕннĕ, каç тĕттĕмĕпе те çĕтĕк-çатăк тĕтре таткисемпе витĕннĕ. Çут тĕнчере тинĕс тĕпĕнчи хăйăр пĕрчи пек çеç туйăнакан пĕчĕкçĕ чăваш ялĕ ыранхи аслă ĕçсем валли вăй пухать.
Григорьев ватă тимĕрçĕ хыççăн аран-аран ĕлкĕрсе пырать. Çулне пĕлет пулсан та вăл тумхахсем çине пыра-пыра кĕрет, лакăмсене йăнк та янк каять.
Старик лăпкă маррине унăн уттинченех сисет Григорьев, Ультӳç инкен йăмрисем айĕнче вĕсем чарăнса тăчĕç.
«Мĕн те пулин çине пырса кĕретĕп пулĕ тенеччĕ те, чиперех çитрĕмĕр иккен», — терĕ Григорьев çурма шăппăн.
Тимĕрçĕ чĕнмерĕ.
Вĕсем вĕрлĕк хапхаран картишне кĕчĕç. Тимĕрçĕ пурăнакан пӳрт аслă картишĕн шалти кĕтессинче ларать. Тепĕр кĕтесре, чăнкă çыран хĕрринче, тимĕрçĕ лаççи палăрать. Ăна Авăстей мучи хупран тунă. (Кăнтăрла ку тавраран Григорьев темиçе хут та иртсе кайнă). Аялта, çырмара, шыв шăнкăртатни илтĕнет.
Ял хĕрри, йăмрасен айĕ, — улах вырăн тупнă старик!
Чылайччен шăкăртаттарса тăрса Кушил-Авăстей çенĕк алăкне уçрĕ, пӳрте пĕшкĕнсе кĕрсе хăйă çутса ячĕ. Кăмакине каçалапа çеç хутса кăларнă пулас та, питсене лĕпех ăшă çапрĕ.
Те сĕтелне тĕпеле лартнипе, пӳрт ăш-чикки Григорьева ытла та ирĕк пек туйăнчĕ. Кутникĕ те çап-çарах, стена çумĕнче çеç пĕр тумтир лăстăкĕ çакăнса тăрать. Кил хуçи çаплах тулта выртса тăрать-мĕн-ха.
Тимĕрçĕ çунакан хăййине кăмака кĕтессинче ларакан хăй чиккине хĕстересшĕнччĕ, сасартăк тайăлса кайрĕ. Григорьев çине вăл темле алчăраса пăхса илчĕ те яшт тӳрленсе тăчĕ, хыттăн ахлатса ярса пуçне аллисемпе çавăрса тытрĕ. Вара малти сак çине ларма-ларма хăтланчĕ те кĕлеткине хутлатмасăрах урайне кĕрст персе анчĕ.
Хăйă сӳнсе ларчĕ.
Тĕттĕмре хăйă шыраса тупса çутиччен пайтах вăхăт иртрĕ. Григорьев старик ӳкнĕ çĕрелле пырса пăхрĕ те хăраса каялла чакрĕ. Тимĕрçĕ тăрса кутник çине кайса тĕршĕнме ĕлкĕрнĕ-мĕн. Сылтăм пит çăмартине унне кăмрăк çыпăçса ларнă, пичĕпе вал çунакан хăйа çине ӳкнĕ пулас. Вăйлă аллисене старик çĕрелле лашт уснă. Шурса кайнă пичĕпе çамки çине шултра тар персе тухнă. Ывăннă куçĕпе çутталла пăхса Авăстей-Кушил тӳрленсе ларчĕ те питне кĕпи çанни вĕçĕпе шăлса илчĕ.
«Алăка уç-ха, салтак, — терĕ вăл тытăнчăклăн. —Ан хăра эсĕ, иртет ĕнтĕ...»
«Юрать, мучи».
Григорьев пӳрт алăкне чари уçса пăрахрĕ. Çавăн пеккине мĕн те пулин кĕтнĕччĕ пулсан та вăл аптра юлчĕ. Тимĕрçĕ мĕн ĕçлесе пурăннине Григорьев аван пĕлет, çавăнпа çынсене чĕнме те хăрать.
Пӳрте сивĕ сывлăш палкаса кĕчĕ, хăйă çутине енчен енне тайăлтарчĕ. Тулта çил тапраннă, кассăн-кассăн йăмра тăррисем кашласа илеççĕ. Пӳртре чĕрĕ хăйă çатăртатса çунни те ватă тимĕрçĕ тăвăррăн сывлани илтĕнет.
Ватă салтак тимĕрçĕ çине шеллесе пăхать. Мĕнле çирĕп пек туйăнатчĕ старик, акă вал та хавшаса ӳкрĕ. Çук, никамăн та ĕмĕре иккĕ килмест пуль çав.
Тимĕрçĕ сывлама чарăнса итлесе тăчĕ те тăрса алăкне хупса лартрĕ.
«Кăçал эп ăна пур пĕрех çапса пăрахатăп, — терĕ вăл лăпкăн, хуллен. — Е юлашки куçне хĕртнĕ тимĕрпе чиксе шăтаратăп...»
«Кама?» — ыйтрĕ Григорьев тимĕрçĕ аташма пуçламарĕ-ши тесе.
«Ара, кама пултăр, çав хăрах куçлă шуйттана, — тесе Кушил-Авăстей тĕпеле кайса шыв ĕçсе килчĕ. — Эпир унпа иксĕмĕр пурăнма пултараймастпăр çут тĕнчере. Е вăл, е эпĕ пĕтмелле — иккĕрен пĕри».
«Тăхта-ха, мучи, эсĕ ытлашши калаçатăн вĕт».
«Мĕнле ытлашши пултăр! — тесе старик Григорьев умне пырса тăчĕ. — Ăнлан эсĕ. Кунĕн-çĕрĕн канăç памасть — сăнать, йĕрлесе çӳрет. Вăл карта шатăкĕсенчен пăхса тăнине çурăмпа сисе пуçларăм ĕнтĕ. Ĕçленĕ çĕртех ал-ура çыхланма тытăнать, — пăхма та кирлĕ мар: ăçтан та пулин çав эсрелĕ хăрах куçне пăшатан пек теллесе тăрать. Çук, вĕлермелле вăл шуйттана!»
«Эсĕ, мĕн, ухмаха ертĕн-и? Кама вĕлересшĕн эс? Мĕн тума? Явап тытаканни кам пулĕ? Тĕнчере пĕр-пĕччен-и-мĕн эс? Ну-кă, лăплан!»
Старик стена çумне таянчĕ те Григорьев çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Салтак кун пек тарăхнине перремĕш хут курать вăл.
«Пурăнса ывăнтăн-и-мĕн? — Григорьев сассинче каллех хута кĕни сисĕнет. — Кам сан тинкӳне кăларчĕ, каласа пар-ха йĕркеллĕ?»
«Хăв пĕлместĕн пуль».
«Ăçтан пĕлсе пĕтерĕн сирĕнне».
«Кам пултăр? Шахрун...» — терĕ Кушил хуллен.
«Тупнă калаçмалли... Тулать ун шалçи, ан васка. Ăнлан эсĕ: ӳпрене кӳсекпе çапмаççĕ, ăна пӳрне те çителĕклĕ».
Кушил йăл кулса ячĕ. Вара яшт сиксе тăчĕ те урай варринчи каска пукана аяккалла илсе лартрĕ, тĕпелте кусар тупса урай хăмине уçрĕ.
«Хăйă пар-ха, Ваçли».
Григорьев хăй чиккине старик патне илсе пычĕ. Ак мĕн тума пуçтарать иккен Кушил тимĕр-тăмăр! Урай хăми çумĕнчех тĕп сакайĕнче вăрăм авăрлă сăнăсем, хăртсем, айпăлтасем, пуртăсем купаланса выртаççĕ.
«Куртăн-и? — терĕ старик хăй хыçĕнче тăракан салтака тулли кăмăлпа. — Пур ĕçĕн пуçламăшĕ — пуртă. Сăнăпа тăшмана çĕнĕпĕр, хăртпа касса хăртăпăр...»
«Пултаратăн, тăванăм. Чăн-чăн ăстаçă эс».
Григорьев пăхса тăранаймасть, шутлама хăтланать те арпашăнса каять — нумай хатĕрлесе тултарнă тимĕрçĕ! Савăннă салтак сасартăк старикĕн манăçа юлнă ятне аса илчĕ.
«Итле-ха, Авăстей, нивушлĕ пĕр-пĕччен çавăн чул ĕçлеме пулать? Ылтăн этем иккен эсĕ».
Тимĕрçĕ чĕнмерĕ, çунса пĕтнĕ хăйă вырăнне çĕннине чĕртрĕ те аллисене салтак çинелле тăсрĕ. Алли те Кушилен тимĕр пекех çирĕп-мĕн.
«Çаксем сывă пулсан татах ĕçлĕпĕр-ха».
Тимĕрçĕ тĕп сакай алăкне хупрĕ, пуканне ун çине лартрĕ. Вĕсем чĕлĕм чĕртрĕç.
«Кашкăртан та хаяр тетне? — терĕ Григорьев аса илсе. — Çук, виçă кашкăр тутă йытăсенчен вăйлăрах пулас».
«Çапла, — терĕ Авăстай-Кушил — Помощникчĕ пире... Ăçтан тупас? Акă Мултиерпе Якур — пыраççĕ пек. Хăюллă та, ăслă та, анчах тĕрексĕртерех вĕсем. Кунта хăюллă çеç пулни сахал çав, тĕнче тăрăх çӳресе курмалла, сăмаха тытма пĕлмелле, нумай хуйхă-суйхă тӳсмалле. Тата çемьеллĕ те вĕсем. Хăвах пĕлетĕн, кунта пуçа та çухатма пулатъ».
«Пĕлетĕп. Анчах начар шыратăн пулас эс — çынсем пур... Шанчăклисемех нумай».
«Тĕрĕссипе калас тăк, тупрăм эп. Кăмăла кайрĕ вăл манне, урăххине шырама кирдĕ те мар...»
«Ухтиван мар-и? Çул çинче илтнĕччĕ эп ун пирки», — тавçăрса илчĕ Григорьев.
«Шăпах çавă».
«Мĕншĕн ăсатрăн тата ăна?»
«Пытермаллаччĕ çав, аташтармаллаччĕ йытăсене. Пуçне çиетчĕç вĕт ачанне. Пĕр çĕре ăсатрăм, — пултăр-ха çынсем хушшинче, вăй пухтăр, шухăшлама вĕрентĕр. Халĕ вăл пурин çине те ыткăнать-ха, анчах пĕччен мĕн тăвайăн-ха? Эсĕ ху та пĕлетĕн куна...»
«Пĕлмесĕр, çырхарса килет ĕнтĕ. Илтнĕ пуль эсĕ Çĕрпӳ уесĕнче пуртă та сенĕк тытаççĕ тенине?»
«Тăхта-ха», —Авăстей кăшт итлесе пăхрĕ те хăвăрт ура çине сиксе тăчĕ. Качăк туртса Григорьева хăй хыççăн пыма сĕнчĕ. Вĕсем картишне тухрĕç. Старик тимĕрçĕ лаççин алăкне хуллен такăрттатарчĕ, ывăç тупанĕпе ăна икĕ хут шаккарĕ. Алăк шăкăлт уçăлчĕ.
Григорьев тимĕрçĕ лаççине кĕрсе тĕттĕме хăнăхса çитиччен çӳллĕ çынсене асăрхарĕ, урайĕнче такам йывăррăн сывланине илтрĕ.
Кушил вучаха вĕрсе тивĕртрĕ те, çывăракансем çавăнтах вучах умне тăрса ларчĕç.
Шупка çутă виçĕ çыннăн пит-куçне çутатрĕ. Çӳллĕ çыннăн пичĕ — вăрăм та хытанка, куçĕсем пĕчĕк, хура. Иккĕмĕшĕ — çамрăк ача çеç-ха, питне вĕтĕ çăм туха пуçланă. Виççĕмĕшĕ, ватти, суккăр. Пурте çĕтĕк-çурăк.
Ыйткалакансем-и? Темле.
«Ну, калаçăр, тăвансем. Акă вăл сирĕн умра Гвигорьев», — кăтартрĕ Кушил салтан çине.
«Крикурух? — иккеленерех ыйтрĕ суккăрри, вара ыттисем те тӳрех тем ĕненми пуочĕç, — Ну-ка, пĕшкĕн-ха, — сукăрри сллисене малалла тăсса ун питне, уссине, шинелне хыпашласа пăхрĕ. —Çĕлĕкӳ ăçта сан? — ыйтрĕ вăл шанмасла — Çĕлĕк пулмалла-çке...»
«Пур çĕлĕк, пур, пӳртре юлчĕ, юрать ĕнтĕ... — пӳлчĕ ăна Кушил. — Мана та ĕненместĕн-и?»
«Куçĕсем мĕн тĕслĕ ун?» — ыйтрĕ суккăри ачаран.
Ача Григорьева куçран пăхрĕ, именчĕклĕн каларĕ:
«Çавă...»
«Çавă эппин, — терĕ те суккăр кăшт шухăшласа тăрсан малалла каларĕ. — Ну, итле эппин, акă мĕн калама хушрĕç пире. Эпир Çĕрпӳ уесĕнчен. Халăх пур çĕрте те çĕкленме пуçларĕ. Хăш-пĕр ялсенче мукаçей тыррине валеçрĕç ĕнтĕ. Перлехи çĕре - долой, кантуртисене — долой. Пурте пĕр пулса патшаран ирĕк грамоти ыйтмалла. Пур ун пекки. Памасан — пĕр начальнике те хăвармастпăр. Çитет, тӳсрĕмĕр...» — Ун сассинче хаяр курайманлăх илтĕнчĕ, суккăр куçĕсем сиввĕн, нимĕн сиккеленмесĕр тăчĕç.
«Пурин те харăс тухса çирĕп тăмалла, — терĕ çӳлли. — Эпир çăкăн çинчен уессем тăрăх пĕлтерсе çӳреме тухрăмăр».
«Çапăçма мĕнпе çапăçăпăр-ха?»
«Унта пăшал пур», — терĕ ача мăнаçлăн.
...Тимĕрç лаççинче вучах вăрахчен ялкашрĕ. Кушил мучи кĕçĕр те ĕçлерĕ пулмалла. Çывăрмасть старик.
Ирпе Григорьевпа Кушил тимĕçĕ лаççинчен тухрĕç; çанталăк шăнтса лартнă. Урăм-сурăм çил йывăçсене авать, туратсем хушшинче шăхăрать, йĕп пек чикекен вĕтĕ юр пĕрчисемпе питрен çапать.
«Хыпарçăсене çĕр выртма кунта хăварма хăрушă, — терĕ Григорьев кăшт кайсан. — Килсе хупласан — Пĕтрĕмĕр».
Кушил урăххи çинчен шухăшласа пычĕ.
«Ухтивана ăçта ăсатрăм тетĕн çак эсĕ?»
«Ухтивана? Ăçта курнă эп ăна?»
«Мĕнле курман? Паçăр «Ухтиван та Ухтиван» темерен-и эс?»
«Терĕм те, анчах эп ăна курман. Илтессе — нумай илтнĕ ун çинчен».
«Ăçта-ши вăл халь?» — ыйтрĕ старик тилмĕрнĕн.
«Ăçтан пĕлес-ха ман?»
«Ăçта кайса кĕчĕ-ши каллех? Эп ăна сан пата Урпаша янăччĕ Хвантей шăллăм патĕнче çĕр каçмаллаччĕ вăл...»
Унтан вăл картиш тăрăх шăппăн утса çаврăнчĕ, хӳме урлă вăрттăн пăхрĕ. Вăл пăшăрхана пуçларĕ:
«Вăт япала, — терĕ вăл тем ăнланман пек. — Шахрун курăнмасть! Нивушлĕ çывăрса кайрĕ йытă пуçĕ. Çывăрма та пултарать — пĕр эрне ытла çĕрĕ-çĕрĕпе шăршласа çӳрерĕ. Тăхта-ха, — вăл çамкине аллипе çатлаттарчĕ, çĕлĕкне пусарах лартрĕ. — Ĕнер те çукчĕ мар-и вăл? Виçĕм кун?!»
Кушил ытларах та ытларах çуна пуçларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...