Таната :: Мултиер
Мултиер тĕлĕнсе тăрса ларать.
«Тăват-пилĕк хут! Кашнинчех аш-какай, сĕт-çу, кулачă-и?»
«Кашнинчех çапла».
«Хăйсем те ĕнтĕ капан пекех пулса кайнăччĕ пуль? Ун чул апат çисе те мĕн тумасан...»
«Хуçа майри чăн та пăхма харушăччĕ ĕнтĕ, тулса çитнĕ çăпан пекех курăнатчĕ. Тепĕр çул вилчĕ вара. Ăшне çу тулса ларнипе сывлайми пулнă тетчĕç».
Мултиер куçне-пуçне чарса пăрахнă та юмах итленĕ пек итлесе ларать.
«Ай турух та çав, — тет вăл пуçне сулкаласа. — Ак ăçта кайса пырать иккен пирĕн ĕç».
«Эс ăна халь тин пĕлетни вара?»
«Халь тин мар-ха та... Эп аплах мар пуль тенĕ. Патшана каласа парасчĕ ун çинчен».
«Ĕçĕ унсăр та нумай пуль патшин, Мултиер пичче...»
Сăмах чĕнмесĕр лараççĕ. Мултиер çĕре тăсăлса выртать, месерле çаврăнать те каллех яшт! тăрса ларать.
«Итле-ха, Ухтиван. Мĕн тăвас манăн? Çĕрĕ-çерĕпе çывăраймастăп... Иртнĕ каç та чăлăм куç хупман. Пуç — кунтă пек...»
«Мĕн пулчĕ вара?»
«Ара, ачасем выçă-çке ĕнтĕ».
«Ху — тутă пуль?»
«Эсĕ ан тăрăхла-ха, Ухтиван. Мăп çын апла та, капла та тӳсет, вăл хăнахна. Кусем — чĕлхесĕр янавар пек. Пĕрре ирхине яшка çисе тултараççе те — каçчен. Çăкăр та, юр-вар та çук. Хырăмĕсем яланах выçă. Ыйтми те пулчĕç, пĕлеççĕ — çук. Пĕр-пĕр кĕтесе кĕрсе лăраççĕ те макăраççĕ. Куçĕсенчен пăхма хăракан пултăм ĕнтĕ, хама хам тем туса хурăттăм. Ман ачасем-и вĕсем? Манăн. Эпĕ ӳстермелле-и вĕсене? Эпĕ ӳстермелле. Манăн ав — яп-яка, нимĕн те çук... Тьфу та çав, тепĕр тесен».
«Эс айăплă мар-çке кунта, Мултиер пичче».
«Манăн айăплине тупса курасчĕ, Ухтиван, çавăркаласа пăхасчĕ ăна. Кам вăл, çав тĕпсĕр карланкă? Ăçти çĕр-шывра пытанса пурăнать вăл?»
Ухтиван та тăсăлса выртать.
«Вăл-и? Çав тăранми карланкă-и? Курма пĕлместĕн эсĕ, Мултиер пичче».
«Кăтартса пар-ха эппин ăна».
«Эсĕ ир пуçласа каçченех ĕçлетĕн пуль?»
«Чипер чухне ĕçлемесĕр тăта. Халь ав канса выртатăп».
«Хырăмна тăрантаятни?»
«Ăна ху пĕлен ĕнтĕ!»
«Яка Илле нумай ĕçлет-и? Чăлах Эрнюк?»
«Ма ĕçлеччĕр вĕсем? Вĕсемшĕн тарçăсем ĕçлеççĕ».
«Хырăмĕсем тутă-и вĕсен? Тен, вĕсем те выçă лараççĕ пуль? Мĕнле шутлатăн, Мултиер пичче?»
«Яка Иллепе Эрнюк выçах лармаççĕ вĕсем. Кантуртисем те выçă мар, ăна та пĕлетпер».
«Курма пуçларăн-и ĕнтĕ айаплисене, Мултиер пичче?»
Мултиер кĕпи арки вĕçĕпе куçне шăлать те Ухтиван çине савăнса пăхать.
«Ăçта вĕреннĕ эсĕ? Кам вĕрентнĕ сана капла?»
«Пурнăç хăех лайăх вĕрентет, курма та ăнланма çех пĕл. Пуринчен ытла вырăссем хушшинче пурăнни куçа уçрĕ манне. Мĕнле хăюллă вĕсем, Мултиер пичче!»
«Темĕн... Кантур таврашĕнчи вырăссене куркалап та эпĕ... Тепĕр чухне çапах чун сӳлетет. Ытла «хăюллă» вĕсем! Кай... Пуçа касса кайĕç».
«Ивашкă мучирен те хăраттăнччĕ-и эс?»
«Каларĕ! Вал хамăр çынччĕ-çке».
«Хамăр çынсем вырăссем хушшинче — уйри тырă пек. Тӳре-шарасем вара — çум курăкĕсем. Кашни çын Ивашкă мучи пек хăюллă пулсан вĕсене тахçанах çумласа пăрахмалла».
«Çитĕ-ши вăл вăхат, Ухтиван?»
«Çитет, каларĕ тесе калăн! Хăçан та пулин эпир те çын шутне керетпĕр».
«Тем пекехчĕ те вĕт».
Мултиер, пĕчĕк ача пек, типĕ курăк çине тӳнет те шухăша каять. Унăн пĕр кĕтӳ ача. Анчах, хальхи пек, хырăмĕсем панк тулли мар, çĕтĕк те мар, хăмăш пек яштака, питĕ, тутă. Мултиер хăй лупас айĕнче каскалать. Ĕçлеме кантăк та, пуллепе ĕййе те... тем те пур.
«Мĕн тумалла вăл вăхăт часрах çиттĕр тесен?» — ыйтасшăнччĕ Мултиер, чĕлхи темле урăхла çаврăнчĕ:
«Мĕнлерех вĕсем, вырăссем? Пирĕнпе танлаштарсан, эппин... Шалтан. Эсĕ вĕсен ялĕсенче те пулса курнă ĕнтĕ, хăйсемпе пĕрле те ĕçленĕ».
«Мĕнле калас сана... Вĕсем те çав çынсемех ĕнтĕ. Анчах сăнĕсем уçăрах, хăйсем те шултрарах, кĕрĕрех. Вĕсем хăйсемшĕн хăйсем тăма пĕлеççĕ. Пĕрне кӳрентерсен пĕтĕм ял çĕкленет. Эпир питĕ пусăрăнчăк, Мултиер пичче...»
«Э-э, ан кала, Ухтиван. Пирĕн те хăш-пĕрисем пулнă. Атя-ха пĕр япала кăтартам...»
Вĕсем картишне кĕреççĕ. Мултиер хапхаран инçех мар уйрăммăн ларакан кĕлетне уçать. Сăмсана тахçанхи çăнăхпа кушак кайăк шăрши çапать. Пушă пӳлмесем, çăнăх алламалли кункрапа такана, кĕрпе çӳпçи. Пурте пушă. Кирлĕ мар тесе кăвас чĕреспе уйран çӳпçине те кунта тухса лартнă. Маччаран темиçе мăшăр çăпата çакăнса тăрать. Çӳлĕк çинче — хăмла хутаççи, уйран хурси, тем валли типĕтсе хунă курăк çыххисем...
Мултиер урлă каштаран çакса янă темле печĕк япала патне чĕрне вĕççĕн пырса тăрать.
«Курни эс çакна?»
Хытса кăйнă çăкăр сăмси. Ăна чĕн татăкĕпе каштаран çакса янă. Çăкăрĕ çинче пĕр пус укçа.
«Мĕскер ку сирĕн? Йĕрĕх-и?»
«Йĕрĕх — акă кунта», — тесе Мултиер алăк хыçĕнчи пилеш турачĕсен çыххипе йывăçран тунă пуканине кăтартать.
Йĕрĕх кашни килте тенĕ пек пур. Çынна пĕр-пĕр чир-чĕр ерсен е инкек-синкек сиксе тухсан ăна юсманпа е нимĕр юрса нимĕрпе чӳклеççĕ. Ун пек те иртсе каймасан ялти хаяртарах йĕрĕхе кунăçтарма така та пусаççĕ.
Ухтиван аллине çăкăр сăмси патнелле тăссан Мултиер хăраса ӳкет.
«Юрамасть, юрамасть тытма. Ватса пăрахатăн».
«Мĕнле çăкăр сăмси ку?»
«Ăна атте варçа кайнă çул килсе çакнă. Илтни эс ман атте çинчен?»
«Ара, илтмесĕр! Салтака ирĕксĕр тытса пани çинчен пĕтĕм ял калаçатчĕ те... Эсĕ астăваймастăн пуль аçуна?»
«Салтака тухса кайнине кăштах астăватăп... Лар эсĕ ак кунта, пĕрне хĕррине... Эпĕ ун чухне пĕр пиллĕксене те çитнĕ, те çитеймен те. Кунĕпе ĕçкĕ ĕçрĕç. Тухса каяс чухне атте аннен кăкăрне, ури тупанне чуп турĕ. Вара çăкăр сăмси касса илчĕ те çуррине çисе ячĕ, тепĕр çуррине аннене пачĕ. Анне ун кĕсйинчен вăрттăн пĕр пус укçа кăларса илчĕ. Салтак юррипе пĕтĕм халăх макăрать, пăхса тăма та ырă мар... Картишĕнче атте куçне тутăр туртса çыхрĕ те хапхаран ăрама тухрĕ».
«Мĕншĕн апла çыхса тухаççĕ ăна, Мултиер пичче?»
«Ваттисен йăли çапла... Манăн чунăм килтех юлать, пĕр кĕлеткем çех çичĕ юта каять тени пулать-ши вăл — пĕлместĕп... Ăрамра кăнтăрларанпах чипер утсем кĕтсе тăратчĕç, кантуртан килнисем те пурччĕ. «Кил, Сурбанов, лар часрах, каятпăр», — теççĕ. Атте лармарĕ, салтак кутамккине çурăмĕ хыçне çакрĕ те ута пачĕ. «Эпир утпа çӳреме хăнăхман, çуран та çитес çĕре çитетпĕр», — терĕ. Сирĕн тĕлтен иртрĕ, уй хапхине тухрĕ, курăнми пулчĕ, пĕрре те каялла саврăнса пăхмарĕ.
Çынсем саланса пĕтсен анне çăкăр сăмсине чĕн татăкĕпе хĕреслесе çыхрĕ те çакăнта килсе çакрĕ, çиеле пĕр пус укçине хучĕ. Салтака кайнă çын чирлесен çав укçа хуралса каять тет, чирлемесен — çуттипех выртать тет. Вилес-тăвас пулсан — çăкăр сăмсипе укçа сулланма тапратаççĕ тет».
«Мĕнле-ши халь аçу?..»
«Чĕрех пулĕ тетĕп. Унпа пĕрле кайнисем пилĕкĕм çулах таврăнкаланă теççĕ, аттерен нимле хыпар-хăнар та çук. Çапах чĕрĕ пулма кирлĕ: укçи пĕрре те хуралман та, сулланман та. Анне хăй виличчен ăна кашни кунах пăхса тăратчĕ, халĕ — эп тĕрĕслеп».
«Пит хăюллă çын пулнă тет-и вал?»
«Шутсăр хăюллăччĕ тет. Ялти чи юрлă çын пулсан та никама та пăхăнмастчĕ тет. Çавăнпа тытса панă та ăна салтака... Чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртме тытăнсан атте хăй ирĕкепех виçĕ хут тĕне кĕнĕ. Виçĕ хут тĕне кĕрсе виçĕ çĕрте виçшер тенкĕ укçа илнĕ».
«Сирĕн пиччĕре мĕншĕн Çепĕре ăсатрĕç çав, Мултиер пичче?»
«Кам пĕлет ăна... Тытрĕç те кайрĕç. Пирĕнпе нумай калаçса тăмаççĕ вĕт. Çуртне кантур туртса илчĕ».
Чĕкеç арçынсене апăта чĕнет. Лаçри сĕтел тавра çичĕ çын пуçтарăнса ларать. Хăнана чăх тукмакки те пуç параççĕ. Какайĕ, чăн та, хытă иккен, анчах ăна пурте юратса çиеççĕ.
Сĕтел хушшинчен тухас умĕн Ухтиван тата тепĕр япала пĕлет. «Çак качака такине мĕншĕн пусмастăн эс, Мултиер пичче? Е чăнах та тыттармасть-и вăл?» — тенине хирĕç Мултиер тахçанччен нимĕн те шарламасть. Ачисем лаçран тухса кайсан тин вăл арамĕ еннелле кăтартать:
«Ăна çавăн ашшĕсем пехиллесе панă. Пуссан выльăх ĕрчеме пăрахать теççĕ. Тарăхнă вăхăтсенче эп ăна пусма та тăнă та, карчăк чарать».
«Чарса-им ара. Юрамасть теççĕ те...»
«Атя, пурăнтăр ĕнтĕ хăй виличчен. Ачасем те юратаççĕ ăна. Кил хуралçи çапах».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...