Таната :: Килте
Кĕтмен çĕртен ывăлĕ таврăнни Яриле старике çĕнĕ вăй пачĕ темелле, вăл тепĕр кун ирхине ирех, çын пичĕ палăрма пуçличченех, вырăн çинчен сиксе тăчĕ. Питне çума хăтланчĕ — пичĕ ыратса кайрĕ. Яриле кулса çеç илчĕ: нимех те мар, алă сĕртĕннипе ыратать пулсан кĕпе аркипе йĕпетсе шăлма пулать. Пуçне пĕр çĕртен ыраттарни те пысăк инкекех мар. Тепĕр тесен çын ӳт-тирĕ йыттăнни пекех хăвăрт тӳрленет.
Урамра кĕтӳç пушши шартлатать. Ярилен ĕнине кĕтĕве хăвалас хуйхи çук — çук вĕсен ĕне. Сурăх та çук.
«Пĕрех хут, пусса пăрахмаллаччĕ-мĕн ик сурăхне те, ывăл валли какай пулатчĕ», — текелесе Яриле пушă карта еннелле пăхса илчĕ те лашине анкарти хыçне кайса вĕренлерĕ.
Халь ĕнте ирхи апат пĕçермелле. Яриле савăнсах пахчаналла уксахларĕ. (Ĕнер ăна чĕркуççи калеккинчен те лекнĕ-мĕн.) Лупас хыçĕнчех — хĕрлĕ кăшман йăранĕ. Сухан. Вĕсемпе юнашар пĕр йăрана çурмаран туса çарăкпа кишĕр лартнă. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш йăрансем — йӳç кăшман. Йӳç кăшманпа Яриле пуринчен ытла хĕллесенче пилĕк ыратнинчен сипленет.
Çарăкпа кишĕр йăранĕ пуçĕнче, утма çул тепĕр енче — «хăмла карти» — кивелсе кайнă виçĕ шучă. Тахçан хăмлапа аппаланнă вăхăтра Ярилен çур пахчине яхăнах хăмла пулнă. Халĕ юлашки темиçе тĕп те йыт пырши пек кăна; шучă тăрăх икĕ чавса çӳллĕш хăпарнă та малалла ӳсме хевте çитереймесĕр пуçĕсене çĕрелле уснă. Пахчан анат вĕçне купăста лартнă. Йăрансемпе купăста хушшинчн ластăкра — урпа «ани». Ăнса пулнă çулсенче Яриле унтан виçĕ чашăк урпа çапса илет.
Пĕтĕм пахчи — икĕ йĕтем пысăкăш. Йăранĕсем — кĕреçе аври тăршшĕ. Çимĕçĕсем те — çулне кура: типсе пĕркеленсе ларнă. Вĕсене пахчан икĕ енне лартса тухнă çĕмĕртсем те хӳтĕлеймеççĕ пулас. Лупас хыçĕнчи вĕлтĕренпе хĕрен çеç сип-симĕс ашкăрса ӳсеççĕ.
Пахча варринче тăракан Яриле старик халĕ пĕртте кайăксене хăратма туса лартнă мĕлке пек мар. Кури-курми куçне аяккалла тинкернĕ. Пичĕ çинче — телейлĕ кулă. Кĕлетки-çурăмĕ тӳп-тӳрĕ пек, сăнĕ пĕр вунă çул çамрăкланнă тейĕн. Ывăлĕ таврăннă-çке!
Тул çутăлса килнине кура Яриле старик шартах çикет те каялла çавранса картишнелле чупать. Тен, вăл кунта тăнă хушăра Ухтиван вăраннă пуль?
Çенĕкре шăпах иккен-ха. Йывăç путмар ларакан кĕтесрен çывăракан çын ыйхă тĕлĕшле ассăн сывласа илни, унтан тепĕр еннелле çаврăнса выртни илтĕнет.
Яриле чĕрне вĕççĕн пахчаналла утать, черкуççисем-мĕнсем ыратнине — хăямат çине. Унăн часрах яшка пĕçермелле.
Вĕлтрен çулçине вăл чи симессисене, сарăлса çитейменнисене суйласа татать. Аркă çине кĕçех хĕрлĕ кăшманпа пиçен çулçи, хурхух, сулхăн вырăнта пахча хĕрринче ӳснĕ серте хутшăнать. Серти ĕнтĕ самаях ватă. Нумай вĕретмесĕр те пиçес çук. Çапах Яриле ăна тă пер йккеленмесĕре татать; им-çам яшкинче серте те пулмалла.
Купăста патĕнче старик ним тума пĕлмесĕр тăрать. Çулçине татас тес — татмалăх çук: путек хăлхинчен те пĕчеккĕ. Кăштах çитĕннĕ пулсанах аялти çулçисене касма пулатчĕ ĕнтĕ. Анчах купăстасăр та юрамасть, ку кирек камшăн та паллă. Яриле тытать те пĕр тунине тымарĕ-мĕнĕпех пăтăрт туртса кăларать.
Ĕнтĕ çитет. (Хăвăл суханне Яриле яланах яшка пиçсе ансан тураса ярать, çавăнпа ăна халь татма та васкамасть-ха.)
Çенĕке чĕрне вĕççĕн кĕрсе вăл таçтан кăсăя пĕççи пек шăрттан, нӳхрепрен симĕсленсе кайнă чĕреспе сив çу илсе тухать. Çăвĕ те, шăрттанĕ те Ярилен арăмĕ чухнехиех.
Хуран ăшĕ, тĕпĕнчен пĕр ал лаппи çӳллĕшĕнчен, шыв лĕккипе кăшăл пек пулса ларнă. Çӳлелли — шурă, яшка вĕрекен çĕрти — хуп-хура. Ку вăл Яриле старикĕн кулленхи апат виçи. Хальхинче Яриле хурана шыв пĕр ал лаппи çӳллĕш кăшăлтан ирттерсе тултарать. Унтан шухăшласа пăхать те тата пăртак хушать. Çамрăк та вăйлă çыннăн апат та ытларах анма кирлĕ.
Яшкине Яриле çуллахи вучаха — пахча леш вĕçĕнчи çыран хĕррине — кайса çакать. Тăварне те хĕрхенсе тăмасть. Ытти чухне вăл яланах çурма тăварсăр çиекенччĕ, халĕ лайăх каламалăхах ярать. (Тăвар — чи хаклă япаласенчен пĕри, пĕр курка тăваршăн усламçăсем пĕр пăт тырă ыйтаççĕ.)
Тăпра айне чавса хунă ĕнерхи вут пуççи сӳнмен. Тепĕр самантранах таса тӳпенелле шурă тĕтĕм çĕлĕкĕ палкаса çĕкленет.
Тул çутăлнă. Яра кунах тӳсме çук шăрăх çанталăк пуласса систерсе кӳршĕ лупасĕн айккипе хĕртнĕ хĕвелĕн пĕр хĕрри курăнать.
Çумăр нумайранпа çуманни те, ĕнерхи инкек те — нимĕн те хăратмасть халь Яриле старике. Хуран айĕнче вутă тӳлеккĕн шăтăртатса çунать, таçта тӳпере, хуран тĕлĕнчех, тăрисем юрлаççĕ.
Лайăх.
Ырă.
Сивĕ тăнă хыççăн çанталăк ăшăтнă пекех, хуйхă-суйхăсем хыççăн та çыншăн савăнăç пулма кирлĕ.
Ухтиван ĕне кĕтĕвĕ уялла иртсе кайнă чухне вăранать. Урамра ĕне чĕрнисем шăкăрт-шакăрт туни, кĕтӳçе йăлашăн пушшине шартлаттарни илтĕнет. Шăтăк-çурăксенчен ӳкекен çутă пайăркисем сасартăк тусанпа тĕксĕмленме тытăнаççĕ.
Ухтиван чыхăнса илет те тăрса ашшĕ вырăнĕ патне картишне тухса пăхать. Старик çук. Эппин, вăл яшка пĕçерме кайнă мар-и-ха, мĕншĕн тесен хăйне ир енне самайтарах туйма пуçланăччĕ.
Ашшĕ, чăн та, пахчара вут патĕнче ларать иккен.
Ухтиван çенĕке кĕрсе улăм тӳшек çине чăштăрт тăсăлса выртать те куçне хупать. Паян вăл, пĕчĕк ача пек, кунĕпех кахала персе, ачашланса выртма та пултарать, вăл — килте. Ниçта та васкамалла мар. Кăшкăракан-ятлаçакан та çук. Каннă çанçурăма перĕнсе тăракан улăм пĕрчисем ыррăн-ыррăн туйăнаççĕ, çĕр урайĕнчен сулхăн çапать.
...Вăл куçне уçать те тĕлĕнсе, кулкаласа вырăн çнне тăрса ларать. Пĕр самант каялла çеç çенĕк пуш-пушăччĕ, ак халĕ урай варринче сĕтел, çĕрте — вĕри яшка хуранĕ, сĕтел çинче — йывăç тирĕкпе кашăксем. Ашшĕ яшка антарса тăрать.
«Эп çывăрманччĕ пек-çке, атте?.. Мĕнле туйман вара эс кĕнине?»
«Харлаттарсах çывăраттăнччĕ... Ара, çамрăк ăйхă вĕт. Çывăрмасăр тăта».
Яриле старик вăрăм шур пир кĕпепе, çӳçне шывпа йĕпетсе туранă. Пилĕкĕнче килт çиппинчен (кунчак вĕçĕнчен) явса тунă çинçе пиçиххи.
Сĕтел тавра вăл виçĕ вырăн хатĕрленĕ: иккешĕ — ывăлĕпе хăйне валли, тепри — виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ арăмĕн вырăнĕ. Чăвашсен çак авалхи йăлине Ухтиван та пĕлет, çавăнпа вăл амăшĕн каска пуканне хирĕç сĕтел çине ашшĕ кашăк хурса панине курсан нимĕн те шарламасть.
Пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр çиеççĕ. Тирĕке чикмессерен кашăк çумне симес çулçасем çыпăçса тухаççĕ. Яшка çинчи çамах та, шăрттан татăкесем те сип-симĕс.
Çăкăр çук.
Стена çумĕнчи йăрхахран Ухтиван кутамккине илет те сĕтел çине çăкăр сăмсипе типĕтнĕ пулă кăларса хурать.
«Çисе пăх, атте, кучченеç. Виçĕм кунах илнĕччĕ те, çăкăрĕ те пулă пекех хытса кайнă пулмалла».
Савăннипе Яриле хĕрелсе каять, анчах илмест.
«Мĕн эс, ачам... Ху çи. Эпĕ ватă çын, хăнăхнă. Мĕн мар... Пуллине, ытах, çынсем килсен касса хурăпăр».
Тунсăх апата, им-çам яшкине, Ухтиван çăкăрсăрах çав тери юратса çиет. Ашшĕ çинĕ-çимен чĕпĕлтетсе ларнипех ирттерсе ярать, ахлаткаласа пуçне тытать, ывăлĕ çине пăхать. Вăл темскер ыйтасшăн пулас та, кăшт шикленерех тăни чарать-ха.
«Сана пулăшма тăмаллаччĕ те, атте, паянлăха канас терĕм ĕнтĕ».
«Ара, канмасăр. Яшкана пĕччен те пĕçерме пулать».
«Шăм-шакку ытла йывăр мар-и?»
«Темскер пуçа хĕсет те, иртсе каять пуль-ха. Эсĕ мĕн-и... текех каймастăн-и ĕнтĕ килтен?»
«Çук, каймастăп».
Апат хыççăн Яриле Ухтивана çенĕк маччине çакса хунă пĕр çанă мăйăра шучăпа татса антарса парать.
«Кăна аннӳ килнĕ çулах татнăччĕ... Ман шăл витмест».
Çирĕм çул каялла татнă мăйăр! Кашнинех амăшĕ тыта-тыта пăхнă, курланкинчен тасатнă, пĕрер пĕрчĕн суйланă...
Ухтиван кĕпе çаннине салтса пăхать те пĕр мăйăрне те катмасăр тепĕр хут тĕвĕлесе çыхать.
«Камсем килмелле вара пирĕн пата, атте? Хурăнташсем-и?»
«Атте», «ывăлăм», «ачам» сăмахсене вĕсем паян иккĕшĕ те уйрăмах юратса калаççĕ.
«Пирĕн хурăнташĕ те çавнашкал, ачам... Паçăр Мултиер килес пек асăнчĕ. Санпа мĕн тет... калаçса пăхасчĕ тет».
«Манăн унччен шыва кайса кĕрес пулĕ. Тусанланса пĕтрĕм питĕ».
Яриле, чăх пек, çӳпçери кив кирĕксем хушшинче чакаланать. Пĕр кĕпи юрами пулса ларнă, теприсем — çĕтĕк-çатăк.
«Хам кĕпене хывса парам-и? Мана, ват çынна, пырать».
«Мĕн тума? Эпĕ шыв хĕрринче пăрса тăхăнатăп. Халĕ часах типет. Сан кĕпӳ мана тăвăр мар-и».
Яриле вăтанкаласа та савăнса ывăлĕ çине пăхать. Мĕнле ӳссе кайнă вăл! Сарлака хул-çурăм, çӳллĕ кĕлетке. Кĕреш юман!
«Юрамасть те пулĕ çав. Ӳлĕмрен çĕлетĕпĕр эппин».
Ухтиван пахчана тухса вĕлтĕрен пурçăнне пуçтарса кĕрет. Унпа сăтăрса çăвăнсан кирек мĕнле ӳт те тасалать, çан-çурăм лайăх канать.
Шыва кĕме Ивукпа стараста ачи Павăл та пыраççĕ. Ивук хĕрлĕ пусма кĕпепе, атăпа, çара пуçăн. Павăл çара уран, пир кĕпе-йĕмпе. Çӳçĕ курак йăви пек тăрмаланса тăрать. Вăл «тĕп чăваш»: хуп-хура çӳçлĕ, анчах çутă мар, темле тĕксĕм, кутамас.
Павăл Ухтиван çине çав тери пысăк япала çине пăхнă пек кăшт çăварне карса та алчăраса кайса пăхса тăнă хушăра Ивук çенĕке кĕрсе тухрĕ, пахчана кайса темиçе тĕп сухан çăлса килчĕ.
«Атьăр часрах шыва кĕме. Эпĕ пăчăхса вилетĕп».
Хĕвел чăн та çӳле хăпарнă ĕнтĕ, тусанлă сывлăш витĕр пĕçертмеллипех пĕçертет. Виçĕ тантăш йăмраллă урама тухса хушлăхалла пăрăнаççĕ.
Сухан чăмласа пыракан Ивук куçне шăлкалать.
«Ну-и сухан та эй. Ват пек йӳçĕ. Çиместĕн-и, Павăл?»
«Пар».
Павăл икĕ тĕп сухана пĕр сăмахсăрах çисе ярать.
«Тек çук-и?»
«Кăмăла кайрĕ-и-мĕн?»
«Пырать. Парсан татах çиме пултаратăп».
Ухтиванпа Ивук йăл кулса илеççĕ. Вĕсене курмалăх Павăл та кулса ярать.
«Мана ним те мар. Чăнах. Те эпĕ тути-масине пĕлместĕп... Пĕлтĕр, йăнăшпа, типĕтме хунă кикен тымарне пĕр ывăç çисе янă. Ним те пулмарĕ. Анне хăраса ӳкнĕ, атте кускалать. Хăйма çитереççĕ мана, хăстарма хăтланаççĕ. Чипер апат хыççăн манăн хăсас та килмест. Икĕ кун пăлахая персе выртрăм та, çавăнпа çырлахрĕ вара».
Ухтиванпа Павăла Ивук пĕрер ывăç мăйăр парать.
«Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвалама хушнă. Ĕçлĕ пулăр».
«Маншăн мăйăр та, юман йĕкелĕ те — пĕр пулă пуçĕ», — тесе Павăл мăйăр шаклаттарса катма тытăнать.
Ивук кĕсйинчен типĕтнĕ пулă туртса кăларать.
«Пулă тенĕрен, вăл та акă кунтах. Анчах халех памастăп-ха эп ăна сире. Шыва кĕрсе тухсан çиятпăр».
«Ăçтан илтĕн эсĕ ку пулла?» — тесе Ухтиван тап чарăнса тăрать.
Маларах иртсе кайнă Павăлпа Ивук та чарăнаççĕ.
«Сирĕн патра...» — тет кăшт шикленсе ӳкнĕ Ивук.
«Мăйăрне те пирĕн патра-и?»
«Ăна та сирĕн çенĕкрен илтĕм. Сĕтел çинче выртатчĕ те... Ара кирлĕ пулсан пирĕнне те ил. Кĕлет маччинче пĕр хутаç çакăнса тăрать. Виçĕм çул Паçа татнăччĕ. Пулă та пур...»
«Кăна ман анне татнă. Пĕлетĕн-и эс çавна?»
«Ара, кам та пулин татмаллах ĕнтĕ. Сирĕнне аннӳ татнă, пирĕнне...»
Ухтиван хăй патнелле ярса пуснине курсан Ивук хăраса каялла чакма тытăнать. Анчах Ухтиван çапмасть, ывçи çинчи мăйăра Ивук шăлаварĕн кĕсйине çеç пырса ярать.
«Халех кай та ăçтан илтĕн çавăнта хур. Юрать-и? Пуллине аттене пар. Часрах çӳрекеле эсĕ, эпир кĕтсе тăратпăр».
Аптраса ӳкнĕ Ивук сасартăк ни çилленме, ни тарăхма пĕлмест. Вăл хĕрелсе каять, пĕрре Павăлăн алчăранă куçĕнчен, тепре Ухтиванăн çара урисем çине пăхса илет те ирĕксĕрех ялалла çаврăнса утать.
Хăйне часрах кайса килме каланă пулин те Ивук васкамасть, васкамасăр утма хăюлăх çитерет, çапах — итлет. Шыва кĕме те анать вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...