Таната :: Яриле мучи
Телейлĕ — шанакан, ăна ăшă çак тĕнчере.
А. С. Грибоедов
Ухтиван ашшĕ Яриле тĕттĕм çанталăка юратнă. Пурнăçра пур япаларан та — турăран, усал-тĕселсенчен, ял-йышран, тӳре-шарасенчен (пуринчен ытла тиекрен) — хăрама вĕреннĕскер, вăл каçхине хăйне чаплă хуçа пекех ирĕклĕн те хăюллăн тыткаланă. Кăнтăрла çынсемпе калаçмалла пулнă; çĕтĕк-çатăк çи-пуçшăн, тайлăк пӳртшĕн, хуçи пекех ватă та ырхан лашишĕн вăтанма тивнĕ. Калаçас пеккине те кӳршисемпе тахçанах калаçса пĕтернĕ ĕнтĕ, малашнехи калаçусем те паллă пулнă. Çитмен пурнăç, тĕрлĕ хырçăсем, пурлă-çуклă выльăха сутса кантуртисене чыхтарасси... ахлату, макăрашу... Çук, ку пурнăç Яриле мучине ытла та йăлăхтарса çитернĕ, армути шывĕ пекех, шăмă варрине çапнă.
Яриле чĕринче икĕ çын пурăннă. Пĕри çав тери мĕскĕн те чирлĕскер пулнă. Çынсемпе калаçнă чух тытăнчăклă та вăтанса калаçнă, канăçсăррăн пăхнă, сăмаха май çаптарса, алай туса часрах калаçăва пĕтерме тăрăшнă. Хăй ăшĕнчи тепĕр Ярилене курасран хăранă пек, вăл нихçан та çынна куçран пăхман.
Тепĕр Ярили вара пачах урăхла пулнă. Вăл çĕрле пурăнма юрăтнă, вĕçсер ырă тĕлĕк курса çӳренĕ пек, яланах пуяс ĕмĕтле çӳренĕ. Вăл кăнтăрла такăннă пурнăç тункатисене те, чир-чĕрсене те ним вырăнне те хуман. Ку Ярили шур ут тымарĕ пек çирĕп, йăмра турачĕ пек чĕрĕ, шыв юхăмĕ пек тимлĕ те вăйлă пулнă. Ăна пуйса каяс ĕмĕтрен никам та пăрайман. Калăпăр, Яриле старике куланайсене вăхăтра тӳлейменшĕн хĕнесе пĕтереççĕ, кантура илсе кайса хупса лартаççĕ. Вăл пĕччен тăрса юлсанах, эрех ĕçме вĕреннĕ çын пек, савăнсах хăйĕн яланхи шухăш çăмхине малалла кумма тытăнать, саланнă йăва вырăнне асра çĕнĕ йăва çавăрать, чул касать, вăрман турттарать...
Авланнă хыççăнах Яриле, чăпта çапса пуйма шухăшланă. Урай варрине юпа лартнă, кашта хунă. Темиçе каç тăрмашса кусарпа йĕтĕр тунă. Ишек пасарне кайса шăлтăрма, йĕп, хĕç илсе килнĕ.
Пуçланса кайнă вара ĕç. Ярилен шăнкăрчă йăви пек пĕчĕк пӳртĕнче кунĕн-çĕрĕн тусан йăсăрланса тăнă, йĕп шăкăртатнă, кусар шаккани илтĕннĕ.
Пĕр уйăх хушшинче Яриле самаях пысăк купа чăпта туса купаланă.
Анчах пурнăç çиппи пĕр çĕртен сыпăннă та тепĕр тĕлтен татăлсах тăна. Кĕркунне Ярилен пĕртен-пĕр ĕни шурлăха путса вилнĕ. Унтан уйри çĕмелесене вăрласа кайнă...
Пăшăрханнă Яриле... Эрне ытла сĕрĕм тивнĕ çын пек алчăраса пăхса çӳренĕ, çĕрле сике-сике тăрса ларнă, чĕлĕм туртнă.
Пуринпе те килĕштерме тăрăшать-çке Яриле, мĕншĕн ăнмасть пурнăç? Вушар кăмăллă çын пулсан е вăрттăн вĕчĕрхенсе çӳресен татахчĕ ĕнтĕ, каласан та пырĕччĕ темелле. Унăн кăмăлĕ те ун пек мар-çке. Шыв ăсма ансан Яриле нихçан та вутăшсене кунăçтарма манман, кăсăя пĕççи пек çеç те пулин шыва çăкăр татки пăрахнă, шывне ăснă чухне те, пĕсмĕлле, çырлах тесе хăварнă. Çулталăкне пĕрре, кĕр мăнтăрĕпе, вутăша çуллă нимĕрпе чӳкленĕ. Шывне çăмарта яма Ярилен чăххи пулман.
Ĕни путса вилсен Яриле ăна кам та пулин киремете сулнă тенĕ. Апла пулсан киреметне парне кӳмелле. Хайхискер, кивçене кĕрсех Яриле така тытса пуснă.
Çулла, шăрăх кунсенче, часах вут тухма пултарать. Яриле çичĕ сăмсаллă пашалупа нимĕр пĕçерсе вут нимри чӳкленĕ:
«Пӳлĕхçĕ алли кĕске — вăрăмлантăр, вут алли вăрăм — кĕскелтĕр. Ача-пăча выляса вут çине сурчĕ пулĕ, çавăнпа юрирен пикенсе чӳклетĕп. Çырлах, тытса ан хутлат, ан çунтар».
Пурлă-çуклă ĕçми-çимипе Яриле ваттисене те асăннă, хĕрт-суртсене, тĕрлĕ ырăсене, киреметсене пуç çапнă, парне панă... нимĕн те пулăшман. Ахаль те хĕсĕк пурнăçĕ пушшех хĕсĕнсе пынă.
Терт пулнă та Ярилен — термен çитмен. Хăйĕн чунне унăн икĕ пая пайлас килнĕ: пĕри, кăнтăрла çынсем умĕнче вăтанса калаçаканни, хăравçăраххи, — халăх тăвакан ĕçе тутăр: уйра ĕçлетĕр, выльăх пăхтăр. Теприне, хăй юратакан пайне, Яриле кăмăл туртакан ĕç патĕнче усрасшăн пулнă.
Вăтăр пиллĕксене кайсан Яриле хăмлапа аппаланма тытăннă.
«Çынсем пуяççĕ-çке. Арăскалăм пулсан, тен, эпĕ те хăмла пекех капланса хăпарса кайăп», — тенĕ вăл.
Тен, Яриле хăпарса кайнă та пулĕччĕ те, пĕр япала чăрмантарнă: телейĕ те унăн, хăмла пекех, çăп-çăмăл пулнă: çилпе те вĕçнĕ, çумăрпа та йĕпеннĕ. Хăмла йăтăнса пулнă — хакĕ çур пуса тăрса юлнă, ăна сутса тунă укçа мĕн те пулин туянма мар, куланай тӳлеме те çитмен. Тырăсăр тăрса юлнă, Яриле вара хура кĕркуннех кивçене тухса кайнă.
Ухтиван çуралнă çул вăл уй ĕçĕпе пуйма хăтланса пăхнă. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр ана çинче чакаланнă, çум курăкне тасатнă, чулсене аяккалла йăтнă... Хăй ани çинчи кашни пучаха тенĕ пек паллакан пулнă Яриле, ăна тавра тап-такăр сукмак туса хунă. Çĕрле уринчен кăкарнă лаши курăк çинине итлесе тӳпенелле пăхса шухăшласа выртнă вăл. Тырри мĕн чухлĕ тухассине хисепленĕ, хăй кивçене кĕнĕ çынсем патне çитсе тухнă. Тепĕр чух мăн çын пуçĕнчех ачалла шухăш çиçсе илнĕ. Эх, хăй кивçене кĕнĕ хуçана çемйи-мĕнĕпех аçа çапса пăрахас пулсан! Нумай чухне пĕр айăпсăр çынсемех вилсе пĕтеççĕ-çке, мĕншĕн пĕрре ун пек пуянăн сасартăк пĕтмелле мар? Вара Ярилен виçĕ пăт тырри упранса юлĕччĕ, ӳлĕмрен кивçене кайма пăрахĕччĕ. Пĕрер çултан-иккерен, тен, ĕне чунĕ туянса ярĕччĕ...
Виç-тăватă çул хушши Яриле чăнах та тырă кăштах ытларах туса илнĕ, кивçенсене те парса татнă. Хăй пушă аври пек çеç тăрса юлнă пулин те чĕринче вăл темĕнле çăмăллăх пуррине туя пуçланă. Анчах ĕне чунĕ ун картине текех пырса кĕреймен, пĕр ят çĕрĕ те çаплипех тăрса юлнă.
Çав вăхăталлах кĕтмен инкек йăтăнса аннă Яриле çине: унчченех вăйсартарах куçлăскер, унăн арăмĕ шăнса пасăлса сĕм-суккарах пулса ларнă.
Чун тени чул хушшинче те тӳсет тет. Яриле пуçне чикне те шăлне çыртнă: çук, пуймаллах. Мĕн туса мĕнпе йӳнеçтермеллине вăл çав самантра хăй те пĕлмен, анчах çирĕппĕн шанса тăнă: хăçан та пулин пĕрре пуйса каять, пуйса каятех, çын картине кĕретех...
Ухтиван килтен тухса кайнă çулхи кĕркунне, пĕр тĕттем каçхине, Яриле старик уй варрипе ялалла юрттарса пынă. Вăл пасара кайнă пулнă. Сасартăк хыçалта ура сассисем, унтан такам хашăлтатса сывлани илтĕнсе кайнă. Хăраса ӳкнĕ старик лашине тилхепепе туртса çапнă та ял еннелле çил пек вĕçтернĕ. Анчах ура сассисем çывхарнăçем çывхарса пынă, тĕрлĕ çĕрте вут куçĕсем йăлкăша-йăлкăша илнĕ.
«Тинех пĕтрĕм иккен», — тенĕ те Яриле куланай тӳлеме тунă икĕ сум вунă пус укçине калпак ăшне хурса çул çине ывăтса хăварнă.
«Вăрăсем» вăл укçапа та çырлахман, çаплах хыçалтан хăваланă. Юлашкинчен, чи малта хашкаса чупаканни сасартăк урапа çине сиксе ларнă. Пăхнă та Яриле «вăрă» çине — тăнсăр пулса пăнкăлт çеç йăванса кайнă. Урапа çинче çăмламас упа ларса пынă. Лаши урнă пек хартлатса тапса сикнĕ. Кашкăрĕсем те юласшăнах пулман. (Упине хăвалаканнисем кашкăрсем пулнă.) Кĕперсем, хăва тĕмĕсем, кран юписем вĕлтлете-вĕлтлете тăрса юлнă. Урапи лекнĕ çĕрте лекнĕ çĕре, лекмен çĕрте лекмен те. Лакăмсенче сиккелесе упа хăйĕн пĕчĕк куçĕсене илмесĕр кашкăрсем çине пăхса пынă.
Çавра çил пек кĕрлеттерсе пырса кĕнĕ Яриле лаши хуçи килне. Хапха алăкĕ сĕлĕ пĕрчи пекех саланса ывтăнса кайнă.
Хăй кашкăрсенчен хăтăлнине пĕлсен тин упа урапа çинчен эхлеткелесе аннă та пахчаналла тухса мĕкĕлтетнĕ. Ирхине тата та хытăрах тĕлĕннĕ Яриле. Унăн çатан картинче кӳршин шурă сурăхĕ улăм кавлесе тăнă. Пахчинче пĕр вĕлле хурт ларнă. Сурăхĕ тухса тарасран карти-алăкне тем пысăкăш тункатапа хупласа хăварнă пулнă тет.
Çапла тав тунă упа хăйне вилĕмрен çăлнă Ярилене.
Кӳршисем сурăхне те, вĕллине те ăнах пехилленĕ вара. Каялла илсен упа тавăрасран хăранă.
«Акă мĕнпе пуйма пӳрнĕ иккен мана пӳлĕхçĕ, — тенĕ Яриле, — Малашне хурт-хăмăр та сурăх ĕрчетме тытăнатăп».
Хуйхи-суйхи хăйеннех тунă. Пĕркеленсе ларнă Ярилен пит-куçĕ, аллисем чĕтрекен пулнă, çӳçĕ кăвакарнă. Ахаль те лутраскер, курпун тухнипе вăл тата та лутрарах пек курăна пуçланă. Ухтиван килтен тухса кайни шалтах халтан янă старике. Çав çулах тата арăмĕ те çĕре кĕнĕ...
Пахчана тухса сехечĕ-сехечĕпе пĕр вырăналла пăхса тăнă Яриле. Ывăлĕ таврăнасса кĕтнĕ, çамрăк чухне хăй те Ухтиван пекех харсăр та вăйлă пулнине аса илнĕ.
Тепĕр чух, çиме-мĕн ларсан, шухăша кайса, тĕлĕрсе ларнă-ларнă та çывăрсах та кайнă. Кашăкĕ сĕтел çине ӳкнине илтсен тин вăранса сивĕ шӳрпене сыпма тытăннă старик.
Хăй ватăлнă пулсан та ĕмĕчĕ унăн ĕлĕкхи пекех çамрăк та хастар пулнă-ха.
Ухтиван таврăннă кун кăнтăрлапа Шуркассине кантуртисем пырса кĕнĕ. Аслати умĕнхи пек, ял пĕр самантра шăпланса пусăрăннă. Каç пулас енне кайсан çеç хурал пӳртĕнчен ахлатнисем, макăрнисем, такама тем пирки йăлăнса каланисем илтĕне пуçланă.
Яриле старике те чĕнсе кайнă хурал пӳртне. Çуран чĕнсе кайнă та каç пулас умĕн килне лашапа тиесе пырса пăрахнă. Çав лашипех картинчи юлашки икĕ сурăхне хурса кайнă.
Турă панă выльăх чунĕ çапла вара турă аллинех куçнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...