Тутимĕр :: ÐиççÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Эччĕ,
Мана питех хĕрхенмелле.
Галахов
Чăваш иккен чăнах та эсĕ,
Йӳтетмĕш анкă-минкĕ.
Курак
Эччĕ,
Чăнах та эпĕ чăн чăваш,
Тĕне кĕмен, вайпут хăта.
Галахов
Сана, пыйтланнă чăваша,
Хăта-и эпĕ, кукаçей-и?
(Сиксе тăрса, кăкăрне çапса)
Хăв умăнта кам тăнине
Пĕлетни, тăр-ухмах?
Курак
Вайпут.
Галахов
Культурлă калаçма пĕлмен
Тискер чăвашшăн çеç — вайпут, Патшашăн эпĕ — воевода.
Ман пуçăма ан ыраттар,
Шăп лар та, ан калаç.
Курак
Эччĕ,
Калаçмăп урăх пĕр сăмах та.
(Çăварне аллипе хуплать.)
Галахов
Тахçан-тахçан, пин çул авал
Кăларнă эмелсен эмелĕ
Перу патши.
Курак
Перу мар, çук,
Юмахĕнчи Пери патши-тăр,
Шуйттан патши-тăр.
Галахов
Ан калаç!
Перу текен пĕчĕк патшалăх
Паян та пур.
Курак
Пулмасăр, пур-тăр.
Эпир ытла та тĕттĕм халăх,
Юмах патшисене анчах
Кăштах пĕлетпĕр.
Галахов
Калаçсан,
Халех чентерĕп салтака,
Чараксăр чĕлхӳне кастарăп,
Çитерĕп сăнчăрти йытта.
Курак
Çук, чĕнмĕп пĕр сăмах та.
(Çăварне аллипе хуплать.)
Галахов
Перу патши туса кăларнă
Чи хаклă эмеле паратăп
Сана çеç питĕ хĕрхенсе.
Е апатпа, е сăрапа
Çынна парсан, çав çын сăнарĕ
Чунран юратакан çынна
Пĕрмайăн курăнса тăрать
Шуйттан пек кукăр мăйракаллă, Йĕкехӳре пекек хӳреллĕ.
Тутимăре çакна парсан,
Хĕрӳ унтан йăлт сивĕнĕ,
Тарса çеç çӳрĕ.
Курак
Пӳлĕхрен
Пехил сана, вайпут хуçа,
Манран парне — чĕп амăш хур.
Ун чĕпписем шимп-шимп сап-сарă Пулсан та, эпĕ тытса пусрăм
Сана сума суса анчах.
Çурхи чĕп амăш хур ырхан,
Анчах какайĕ унăн тутлă.
Чăвашăн вăл тесе ан тиркĕр,
Юратăр, çийĕр майрупа.
(Пукан çине хурать.)
Галахов
Пĕр талăк сĕврĕлсе тăрсан,
Перу патши эмелĕнче
Тăрса юлмасть нимле хăват та.
Ме, тыт!
(Парать.)
Тăхта-ха, кинемей,
Килте çакна асту, ан йăнăш.
Перу патшин чипер эмелĕ
Çап-çамрăк арçынна анчах
Хĕртен çеç пăр пек сивĕтет.
Хĕрне парсан, хĕрӳн сăнарĕ
Сана хăвна та курăнĕ
Хĕрӳллĕ, кукăр мăйракаллă.
Курак
Тутимĕре анчах ĕçтерĕп,
Анчах ăна, маттур качча,
Епле чĕнтерĕп? Вăрçрăмăр.
Галахов
Сана, те, паттăр кăйкăр куçлă,
Услан чĕреллĕ йĕкĕте
Кĕрӳ тăватăп, те, ырла,
Урапине ларма пĕл, куç хĕс.
Курак
Кайран ял кулĕ.
Галахов
Вăрттăнрах,
Ял çывăрсан.
Курак
Канашăршăн
Пехил сана, вайпут хуçа.
Курак каять. Йытă вĕрни илтĕнет
Полина
(Урайне пуççапать.)
Эс, аслă туррăмăр, сыхла!
Шуйттан чĕреллĕ çын Тутимĕр Çухалтăрах! Хаяр куçне
Хура çăхан сăхса кăлартăр.
Галахов
Сахал ылханнă-и ăна?
Ăна ылханнă улпутсем те,
Пупсем те çирĕк тăрринче
Силленчĕç иртнĕ пăлхавра.
Тутимĕре ӳкет-и ăншăрт,
Лекет-и чир ылханнипе?
Вăл сывă килнĕ. Пĕтĕм халăх
Ун хыççăн тытĕ ĕнтĕ пуртă.
Эпир — вăрман. Вăрман та мар,
Пĕччен пĕренесем анчах.
Тутимĕр касĕ.
Полина
Çитĕ вилĕм.
Галахов
Пуçне чулпа çапса ватсан та,
Вута сиксен те, чунăмçăм,
Чараймăн пăлхава.
(Полина ура çине тăрать.)
Чăваш пуртти çамкасене
Çапса çурса пăрахиччен
Чи лайăх акăр утсене
Халех кӳлтерĕп.
Полина
Пĕтрĕмĕр.
Галахов
Чунна ан тат, ан çун, ан макăр, Хурланипе ан шан, чечекĕм,
Черчен çунаттуна ан хуç,
Юратнă чунăм, кăвакарчăн.
Полина
Куç хуралать. Халех ӳкеп-и,
Вилсе выртатăп-и?
Галахов
Сывлăн.
Укçа та, тăхăнма тумтир те
Илер те... Пăрăслан енне...
Пуç хаклă. Ăпăр-тапăр юлтăр.
Халех чи шанчăклă тарçа
Кайса хушам-ха, кӳлтерем.
Тухса кайма тăрать. Якунькка пырса кĕрет.
Якунькка
Хисеплĕ çыннăм, воевода,
Пăлхав пуçланчĕ чăвашсен.
Тарçӳ-тĕрçӳ тытса чарсан та,
Пăхса тăмарăм, вирхĕнсе
Васкарăм сирĕн патăра.
(Пуç тайса)
Тискер тесе мана ан тиркĕр,
Мана ан кĕртĕр айăпа.
Галахов
Хитре ан хуçкалан, шак йытă
Кала мана.
Якунькка
Пĕлтермелли
Хыпарăм ырă мар.
Галахов
Пĕрре,
Вут çурнă пек, касса тат тӳрĕ...
Якунькка
Чемей ачи, сехре хăппи,
Тутимĕр килнĕ Пушкăртран:
Хресчен патши килет, — тесе
Пăлхатнă пирĕн халăха.
Галахов
Тутимĕре ху куртăн-и?
Якунькка
Ăна пырса курма хăрушă.
Яла пырса кĕрсен, Тутимĕр
Мăя йăлмак çаклатĕ те
Çаклатĕ йывăç тăррине.
Тутимĕр ялĕнчен пĕр каччă
Кĕпесĕрех, çарапакка
Çитсе ӳкейрĕ ман пата.
Галахов
Кĕпи ăçта?
Якунькка
Тутимĕр тусĕ
Ярса тытсан, ман тус Кăрлик
Тарма пултарнă, кĕпине
Унтах хăварнă, шар çурса.
Тутимĕр майлă чăвашсем
Çĕр айĕнчен хĕçсем кăларнă,
Хăйраççĕ.
Галахов
Хулана халех
Тухса вĕçтер шак сиккипе.
Якунькка
Ялта сутса çӳреттĕм эпĕ
Лашасăр, арчапа анчах.
Кунта та çулсăр- мĕнсĕрех
Çуран чуптартăм, пăвăнтăм,
Лачкам тарларăм.
Галахов
Çиçĕм пек
Утлан та манăн лашана,
Вĕçтер!
Якунькка
Мана ĕненĕç-и?
Галахов
Чуптар, лаша пурне те паллă,
Пĕрре анчах тавралăхра,
Вăл манăн, ватă воеводăн.
Лаша ырса ӳксен те, çит,
Калле салтаксăр ан та таврăн.
Галаховпа Якунькка тухаççĕ.
Полина
Эсрел пекех иккен Тутимĕр.
Аçа çапасчĕ ун пуçне.
Ытла талантлă чунилли!..
Ик çул ĕлĕк вунçич çултаччĕ,
Анчах епле хаяр пăлхавăр
Çĕклерĕ çакă таврара,
Хапха юпи çине çакса
Вĕлерчĕ манăн аттене.
Пыра-киле тĕреклĕ чул та,
Тăпра айне юлса, пĕтет
Е чĕлпĕр-чĕлпĕр саланать,
Хăш чух çырма та çухалать,
Хура чăваш ачи пулсан та,
Пĕтмен, каллех кунта Тутимĕр.
Галахов васкаса кĕрет.
Галахов
Аçаллă-çиçĕмлĕ хура
Çиллеслĕ пĕлĕт пек кунта
Куçса килет пăлханнă халăх.
Мана пытар, Полина.
Полина
Эпĕ
Юлам-и?
Галахов
Эпĕ воевода,
Патша çынни. Мана хăрушă.
Мĕн эсĕ? Эсĕ — арăм çеç.
Сан чăмăркка кӳлепӳне
Тытса пăхкалĕç те йăпанĕç
Пăлхавçăсем.
Полина
Кунта мана
Киревсĕр намăс кăтартсан?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...